Ытамра 31 минут
Икĕ тус пĕр-пĕрне ăнланчĕç. Марине вăхăтра ун куçне уçнăшăн Сашука тав турĕ, Коляпа заявление памастçп тесе килĕшрĕ. Унран хурав пама вăхăт ыйтрĕ. Сашук Маринене пĕччен хăвармастçп тесе сăмах пачĕ.
Шăматкун ирхине ирех Марине пӳлĕмне Коля çитсе кĕчĕ. Шаккамасăр, хăй килне кĕнĕ пек, урине хумасăр малалла иртрĕ. «Салам», терĕ те Маринене ылталама тăрăшрĕ. Хĕрарăм унăн ылталакан аллине ерипен аялалла антарчĕ те : «Сывлăх сунатăп», терĕ. Коля Марине кăмăлне асăрхамарĕ, тепĕр хут хĕрарăма çупăрласа илчĕ те чуп тума пуçларĕ. Алли чĕччине хыпашлама пуçларĕ, хăй выçă кашкăр çамрăк сурăха курнă пек чĕтреме пуçларĕ.
Марине арçына иртĕхме памрĕ, “Çитет. Лар-ха, малтан кофе ĕçер, — тесе хăнана пукан çине лартрĕ. Хăй çын киличчен анчах кофе хатĕрленĕччĕ, Кольăна ĕçме сĕнчĕ. Коля тепĕр хут тăрса ылталама пуçланăччĕ, Маринен кăмăлсăр сăн-питне асăрханă хыççăн хăйне аран лăплантарчĕ, сĕннĕ вырăна ларчĕ те кофе крушкине алла тытрĕ.
«Коля, сана эпĕ мĕн тума кирлĕ? — ыйтрĕ чипер хĕр. — Сан пукане пулма-и? Эсĕ мана вĕт вуçех те хисеплеместĕн вĕт-ха, юрату пирки каламастăп та».
Коля Маринепе пĕрремĕш тĕл-пулура çăмăл пулнă пирки хăйне хăюллă тытнăскер, çак ыйту хыççăн чыхăнса кайрĕ. Чыхăнни иртсе кайсан: «Ăнланмарăм, эпир санпа калаçса татăлтăмăр вĕт-ха. Мĕн курнăçланан», — тесе хыттăн каларĕ.
— Ой-ой-ой! Эпĕ сан арăм мар, заявлени те паман, эсĕ мана вырăна лартма пуçларăн. Хăрушă çын эсĕ, Коля, — терĕ.
Коля хăй ытлашши иртĕхнине туйрĕ, епле пулсан та хăйне чараймарĕ: “Эпĕ сана пĕчченлĕхрен хăтарма килнĕ, эсĕ вĕçкĕнленетĕн. Эсĕ манăн пулас арăм пуль, — кăшт çемçелсе малалла тăсрĕ Коля.
“Вăхăтра тĕл пултăмăр Сашукпа. Вăл мана куçа уçрĕ, — шухăшларĕ Марине. Килнĕ каччă çине хăюллăн пăхса — Вара ман мĕнле сана кĕтсе илмеллеччĕ? — терĕ.
“Юратса, кăмăлпа, — хыттăн каларĕ каччă хăй çак калаçăва çĕнтерчĕ тесе шутласа.
“Çитет. Эпĕ санпа ниçта та каймастăп. Урăх ку ыйтăва хускатмăпăр, — терĕ çирĕппĕн Марине. Коля ăнланмасăр шăпăрт тăнине курса ун пекех хыттăн: — Эпĕ сана качча тухмастăп, — терĕ.
“Мĕн лăпăртататăн, — кӳренсе те кăшкăрса тенĕ пек каларĕ Коля. — Эпĕ пĕтĕм тăвансене пĕлтертĕм, туй пирки те калаçса татăлнă. Пĕчĕк ача мар пуль эс?
— Эсĕ манран ыйтрăн-и? — кăшт лăпланса сăмах хушрĕ Марине.
— Санран мĕн ыйтмалла? Пур ĕçе те арçынăн тумалла, — терĕ лăпланмасăр Коля.
— Хĕрарăм саншăн никам та мар? Çапла-и?
— Çапла, кăна пĕрремĕш кунах пĕлмелле! — кăшкăрчĕ каччă. Маринепе пурнăçа пĕрле тума çуккине кура — Эсĕ хĕр те мар, хăвна çавăн пек тытан тата, — терĕ.
Марине хĕрелсе кайрĕ, килти алăка уçса: “Эпĕ сана ман килтен кайма чармастăп, — терĕ.
Коля хăвăрттăн пукан çинчен тăчĕ, темскер каласшăн пулчĕ, чупса тенĕ пек пӳлĕмрен тухса тарчĕ.
Каччă пӳлĕмрен тухсан Марине макăрса ячĕ. «Эпĕ мĕнле ухмах-çке. Качча каяс тесе тĕрлĕ усал çын патне кайма хатĕр. Ма шутламастăп. У-у-у-у-у!»
Пĕр çавăн пек çур сехете яхăн кулянса ларнă хыççăн куçне шăлчĕ, çăвăнчĕ те шкула кайма пуçтарăнчĕ. Иккĕмĕш урока унăн каймалла.
«Эх, пĕчченлĕх, пĕчченлĕх. Пĕччен çынна пурăнма питĕ йывăр. Никам та канаш памасть, никам та пулăшмасть. Никама та эсĕ кирлĕ мар. Пурте сана улталама тăрăшаççĕ. Çывăх çын юнашар пулнине нимĕн те çитмест. Анчах ăçта вăл хаклă та юратакан çын? Ăçта эсĕ юратнă çыннăм? Мĕнпе эпĕ айăпа кĕтĕм? Ăçта манăн ĕмĕр пĕрле юратса пурăнма турри панă тусăм?» Марине уроксем хыççăн çак шухăшсемпе чылайччен шырлан тăрăх çӳрерĕ. Хăйне Коляпа заявлени пама килĕшнĕшĕн питĕ ятлаçрĕ. «Çавăн пек качча тухасшăн пултăн-и-ха, Марине? Эпĕ ăслă мар иккен. Юратмасăр качча тухма хатĕр. Шăпаран иртсе кайма çук. Юратмасăр урăх ку темăна хускатмастăп та. Вăтăр саккăра, хĕрĕхе çитем, анчах юратмасăр качча тухмастăп.»
Шухăшсем ыранхи тĕл-пулу çине куçрĕç. Куç умĕнче Ваççа, куç умĕнче унăн куçĕ.
«Чувашия» хăна çуртне арçынпа хĕрарăм пĕр вăхăтра тенĕ пекех çитрĕç.
Ваççа, пĕр вунă минутлăха калаçма килетĕп текенни, калас сăмахĕсене çăтса ячĕ. Марине те Ваççана курсан чĕлхине çăтрĕ. Шăппăн, пĕр сăмах каламасăр, хăна çуртне кĕчĕç. Ваççа малтанхи пек пĕр вырăнлă номершĕн укçа тӳллерĕ, каллех калаçмасăр лифт ĕçлемен пирки номер еннелле талпăнчĕç. Номера кĕрсен те калаçу çыпçăнмарĕ-ха. Куçсем кăна пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупрĕç. Пĕр виç-тăватă минут калаçмасăр ларнă хыççăн Ваççан пырĕнчен хырăнса аран-аран сăмахĕ тухрĕ: «Кил ман пата». Марине юнашар ларчĕ. Тепĕр минута яхăн ларчĕç-ши, лармарĕç-ши — иккĕшĕн чунĕсем пĕр-пĕрин патне çывхарчĕç. Çывхарчĕç мар, çыпăçрĕç.
Ваççа тути Марине кашнин çӳç пĕрчине ачашлама тăрăшрĕ, ун хыççăн çамки, куçĕ, сăн-пичĕ йĕпенчĕç. Çинçе мăйĕ арçына çухатса ячĕ. Марине те ăнланмасăр Ваççан кашни клеткине чуп тума тăрăшрĕ. Тути е хăлхи патĕнче, е кăкăрĕ çинче чупрĕ.
Тутасем çакăн пек экскурси хыççăн пĕрлешрĕç. Пĕрремĕш тĕл-пулури пек мар, халĕ вĕсем пĕлеççĕ, ăçта мĕн тутлине. Нумайччен киленчĕ икĕ чун, нумайччен йăпанчĕ икĕ чун.
Икĕ çывăх этемĕн кашни юн тымарĕ вĕрилене пуçласан, тутасем тутлă сĕткенсем кăларсан Маринен те, Ваççан та пĕр-пĕрин ăшне кĕрсе каяс килчĕ. Иккĕшĕ те пĕр самантрах тенĕ пек хывăнчĕç. Ар çынăн пурнăç тымарĕ уйăх каялла кĕнĕ шĕвеклĕхе çăмăллăн кĕрсе кайрĕ, кĕтнĕ хăнана хĕрарăм çăтмахĕ çепĕççĕн йышăнчĕ. Ваççа Маринепе хăйне питĕ çăмăллăн, лайăх туйрĕ, Марине те Ваççапа питĕ телейлĕ тесе шутларĕ.
Юрату вăхăчĕ тăсăлчĕ, тăсăлчĕ. Пĕр-пĕрин туйăмĕсене ăнланнă пирки-ши, е тата урăх ăнланман япала, икĕ чун юрату вăхăтне тăсма пултарчĕç. Ваççа туять, унăн шĕвекĕ юхса тухма пуçланмалла, пĕр самантлăха кăларать хăйĕн пурнăç вăйне. Кăштах каннă хыççăн тепĕр хут пуçланать юрату тапхăрĕ. Каллех пуç мимине сигнал çитрĕ, каллех Ваççа канать. Марине те çавна туйса хăйне урăхларах тыткалать. Унăн та пĕр вĕçĕмсĕр тăсас килет-çке çак вăхăта. Çавăн пек сахал мар вылянă хыççăн икĕ чун пĕр вăхăтра пĕрхĕнтерчĕ асамлă пурнăç тумалли шĕвеке. Икĕ чун пĕр вăхăтра чунран тухакан «А-а-ах» сăмаха кăларчĕ. Вара темиçе минут хушши чăмăртанса ним хускалмасăр пĕр-пĕри мĕнле сывланине итлесе выртрĕ.
Çак вăхăтра арçынни те, хĕр арăмĕ те никама та аса илмерĕ, ним çинчен те шухăшламарĕ. Çавăнпа ĕнтĕ юрату вăййи питĕ хăватлă пулчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ чунсем мĕн кирлĕ таран канчĕç.
Икĕ юратнă чун пĕр-пĕринчен вуçех те вăтанмарĕç, икĕ çын ӳт-пĕве питĕ кăмăлларĕç, пĕрмаях пĕр-пĕрин патне туртăнчĕ. Марине те, Ваççа та вăхăтлăха калаçса илетпĕр те уйрăлатпăр тесе шухăшланăскерсем, мĕнле тĕллевпе килнине вуçех манса кайрĕç. Пуçĕ те, чунĕ те уйрăлма шухăшламарĕ. Вăхăт вĕçĕсĕр пулнă пулсан сисмесĕрех ĕмĕр те ирттерме хатĕр. Анчах, каллех анчах. Кашни япалан вĕçĕ пур. Çакăн пек тĕл-пулун та вĕçĕ пур. Темиçе сехет юрату ташшипе ташланă хыççăн уйăрăлма вăхăт çитрĕ. Вунă сехет иртенпе виççĕ иртиччен пĕрле пулни нимĕнле вăйлă чунсемшĕн те сахал мар. Ваççапа Марине мĕн кăна хăтланмарĕç пулĕ кравать çинче, мĕнле меслетпе юратмарĕç пулĕ пĕр-пĕрне вĕсен кăвапа айĕнчи ĕç-хатĕрĕсем: пĕри çӳлте тепри аялта та, е тепĕр майлă, ларса та, хыçран та, аяк енчен те... Чăннипех чун пур пулсан, вăл кăн ăнланать.
Çак юрату ĕçне пĕтерсен арçынпа хĕрарăм васкамасăр тумланчĕç, ресторана кайса апат çирĕç те пĕр-пĕринпе уйрăлма пуçларĕç. Уйрăлу питĕ туйăмлă иртрĕ. Иккĕшĕ те уйрăласшăн мар, иккĕшĕ те мĕнле те пулин сăлтав шыраса уйрăлу вăхăтне тăсма тăрăшрĕç.
Кашни, ар çынни те, хĕр арăмĕ те пĕр ыйту хăйне пачĕ: «Юлашки-ши ку тĕл-пулу?» Анчах та илтмелле пĕри те ку ыйтăва памарĕ.
Уйрăлас умĕн Ваççа чăтаймарĕ: «Марине, манăн санпа тата тĕл пулас килет.» Вăл каласа пĕтереймерĕ, Марине те хăвăрт: «Манăн та», тесе каларĕ.
Иккĕшĕ те çăмăллăн сывласа ячĕç, мĕн пулать те мĕн килет, кун пек туйăмсене никамăн та çухатас килмерĕ.
Икĕ чун кăмăллăн, тепĕр хут тĕл пулма калаçса татăлса уйрăлчĕ. Икĕ чун пурнăç саккунĕсене манса кайса юрату авăрне анса кайрĕ. Мĕн чарма пултарать вĕсене, тепĕр майлă каласан, чарни кирлĕ-и?
Вăхăт хăйех кăтартĕ, вăхăт, кирлĕ пулсан, хăйех айăплĕ.
Шăпа
Марине Ваççапа урăх тĕл пулаймарĕ. Уншăн çак икĕ юрату çĕрĕ темле асамлă та тĕлĕнмелле аякра пулса иртнĕ тĕлĕк пекех туйăнчĕ. Аса илессе те, вуçех манса кайрĕ темелле мар, анчах та çак хĕрарăмăн халĕ урăх пурнăç. Урăх, çемйеллĕ пурнăç.
Хăна çуртĕнчен таврăнсан Марине хăйĕн шăпипе çырлахнăччĕ теме те юрать. Вăрăм Сашукпа пурăнас темерĕ, çак çĕр хыççăн намăс пек туйăнчĕ. Вăл ăна хăй урăх арçынпа çĕр каçни çинчен каласа та пачĕ, ватă каччă ăна каçарчĕ. Çук, Марине пултараймарĕ хăйĕн виçинчен каçса кайма.
Вăхăчĕ ерипен иртрĕ, иртрĕ. Шкул ачисем каникула кайрĕç, вĕрентекенсем те кану илемлĕхĕпе киллене пуçларĕ. Марине тăван яла ашшĕ-амăшĕ патне канма килчĕ. Общежити общежитиех, ялта халăхĕ кăмăллать пулин те, тăван вырăнтан лайăххи нимĕн те çук. Пĕр эрне лăпкăн пурăнчĕ-и, çук-и, Марине пурнăçĕ тепĕр майлă çаврăнчĕ.
Нумаях пулмасть отпуска вĕсен ялне арăмне çухатнă, мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ, офицер килчĕ. Икĕ хĕрĕпе, ачисем пĕринчен тепри илемлĕрех. Хăй питĕ тăп-тăп кĕлеткеллĕ, сăмса айĕнчи мăйăхĕ Чапаевăн пек.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...