Хăш-пĕр сăвăçсене


Лĕпĕш вĕлтĕртетнĕ пек çыратăр,

Шухăшсăр та çăмăллăн, хитре.

Кĕç акатăр тата выратăр,

Тар тăкса курмасăр уй-хирте.

 

Хĕр çинчен тĕрлетĕр ярăм-ярăм:

«Шăлĕ тикĕс, пĕвĕ тайăн мар...»

Мур илесшĕ, лаша мар хĕрарăм,

Вулакан улшуçă чикан мар.

 

Сиршĕн пурнăç — вĕçĕмсĕр уяв-тăр,

Çăлтăрсем, чечек те юрату...

Пахчари сар кайăк пек юрлатăр,

Çĕр çинче çук тейĕн ырату.

 

Сăввăрсем, мĕн калăн, вуланаççĕ,

Пыл пекех пылак сăмахăрсем.

Пĕр çитменлĕх: хăвăрт хупланаççĕ

Манăçу тусанĕпе вĕсем.

 

Е нухрат, е шухăш иксĕлсессĕн,

Тăлмача куçатăр вăр-варах.

Çылăха пĕлмесĕр, пĕр тесессĕн,

Майăклатăр мĕскĕн автора.

 

Пĕр-пĕрне каçса кайсах мухтатăр,

Гение тухатăр черетпе...

Турткăш та, хӳре сарсассăн, капăр,

Вĕçевре танлашмĕ пĕрхĕтпе.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: