«Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?..»


Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?

Юмах-и, чăнах-и — ĕненнĕ ăна чиперех.

Çаплаччĕ чăнах та, эпир çамрăкрах чух çаплаччĕ:

Тăватă енне те çулсем тараватчĕ пире.

 

Тирпейсĕр салатнă картсем пек мĕн пурăннă кунăм

Шур хутăм çине кĕреймесĕр выртать çаплипех.

Килес телее пултăрах! — кăшт хуçăлнă чунăм

Хупмасăр хăварнă кĕрхи укăлча хапхи пек.

 

Тĕнчийĕ çавах, енĕсем те çаплах ун тăваттă.

Мĕн улшăннă? — Кĕр еннелле аннă вăхăт кăна.

Апла хывăх пексалатса тĕрĕс мар эп тăватăп

Шăпа шутласа парнеленĕ малашлăх куна?

 

Унччен çут тĕнче çулăхсах, тен, мана ыталатчĕ...

Мĕн-ма, пархатарсăр, çавна хаклама эп пĕлмен?

Епле пĕр енне талпăнаттăм эп — ирĕк хăлачĕ,

Хыçа юласса тепĕр енĕ аса та илмен.

 

Халь акă тĕнче ытамне пушатса пынăçемĕн,

Хамах çулăхса ыталатăп ăна, йӳнĕскер.

Мĕн-ма юратса пĕтермен эп, тăваткал тĕнчемĕн

Тăватă енне те пĕр пек юратма килнĕскер...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: