Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Первомайскинче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Екатеринбургри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Мускаври В.И.Ленин ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕнче философи енĕпе аспирантура пĕтернĕ. Тĕрлĕ çулта ялти шкулта, вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче тата республикăри аслă шкулсенче ĕçленĕ. Пилĕк монографипе çĕр ытла статья пичетлесе кăларнă. Халĕ вăл — Мускав коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче философи кафедрин пуçлăхĕ тата декан ĕçне туса пыраканĕ. Вăл философи енĕпе малтан кандидат, кайран доктор диссертацине хӳтĕленĕ. 1988 çулта ăна СССР çыравçисен союзне илнĕ. Н.Исмуков — ЧР ӳнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ, паянхи чăваш поэзийĕн чи пысăк ăстисенчен пĕри.
Çыравçă литература ĕçне 50 çул каяллах тытăннă. Унăн малтанхи сăвви 1954 çулта Первомайски район хаçатĕнче «Коммунарта» пичетленнĕ. Н.Исмуков поэзийĕ философиллĕ туртăмпа палăрса тăрать. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çĕр юрри» (1990), «Ахăр самана» (1992), «Тăват йĕркен» (1997), «Хĕрлĕ пилеш сапаки» (2003).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...