Кун-çул утăмĕсем
I
Çамрăк чух пыраттăм вăхăтран малта:
Урхамах пек çивĕч, шухă ĕмĕте
Çăварлăхламасăр таканлаттăм та
Ыткăнаттăм тĕпсĕр, вĕçсĕр инçете.
Кăмăла мĕн килнĕ е килсех пĕтмен —
Çитнĕ, курнă, çĕннĕ, илнĕ эп ăна.
Йывăрлăх мĕскер вăл? — эп ăна пĕлмен,
Çул çинчех сипленĕ тарăн сурана.
Çула май эп татнă шур чечексене,
Хĕрлине хăварнă, хурине курман.
Укăлчан сăрланă сарă хапхине —
Чухласах-и, çук-и — хыçăмран хупман.
Ӳкнисем — çухалнă, çухални — тек çук.
Ман ура айне, ав, ӳкнĕ вăхăт та.
Кирлĕ мар çур пурнăç, кирлĕ мар çур çул, —
Чапĕ те хисепĕ — пĕтĕмпех малта.
II
Вăтăрта пыраттăм вăхăтпа пĕр тан,
Ĕлкĕрсе çӳреттĕм урхамахăма.
Йăнăшнă пулсан та пĕр тĕлте пĕртак,
Хам шăпа хуçийĕ пулнă эп хамах.
Вăй питти этемшĕн инкек çук иккен,
Ман тавра тĕнче хăй çаврăннă иккен.
Ах, епле тăратчĕ савăк самани,
Савнисем çумрахчĕ, çукчĕ савманни.
Чăвашсем ахаль-и пӳрт хăпартнă чух
Никĕсе хураççĕ çирĕм пилĕк пус?
Ылтăнăм пулман ман, кĕмĕлĕм те çук, —
Чун уçмалăх пулнă çирĕм пилĕк тус.
Шутласа каланă сăмахсем хитре,
Виççĕ виçнĕ утăм — укçари пичет.
Мĕншĕн çывăрмарĕ вăхăт сехетре?
Мĕншĕн пур пĕтет те мĕншĕн çук çитет?..
III
Ватлăхра вăраххăн юлтăм вăхăтран,
Тин хуса çитеймĕп урхамахăма.
Кукленсе шыратăп эпĕ ăнсăртран
Çул çинче çухатнă йĕс таканăма.
Ав, çынсем килеççĕ шавлă пасара —
Эпĕ тухнă ĕнтĕ каялла кайма.
Мĕн илни-качкийĕ — лавăм çап-çара,
Чапĕ те, хисеп те çуккă пуç тайма.
Уява кĕтетĕн кĕтнĕн савнине,
Ташласа иртет те, тунсах çеç юлать.
Курма çех-ши килтĕм çакă тĕнчене?
Куртăм та — ăна та хăварас пулать.
Тав туман курканăн сим-пылакĕ çук,
Пĕчченех ĕçмешкĕн пирĕн йăла çук
Айăп ан тусамăр, хĕрлĕ чечексем,
Сирĕн хушшăра эп тăрăнса ӳксен...
Шупашкар, 1987 ç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...