Пĕр сăмах
В. Агеев ӳкерчĕкĕ |
Вăл мыскаралла этеме эпĕ чайнăй патĕнче асăрхарăм. Вара эпир пĕрле апат çирĕмĕр. Анчах паллашасса каярахпа тин паллашрăмăр-ха. Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Ирхине эпĕ, района командировкăна килнĕскер, апат çиес тесе, чайнăй патне пытăм. Эпĕ иртерех тухнă-мĕн, алăк çине «сакăр сехетре уçăлать», тесе çырса хунă.
Ку район центрĕ вăрман варринче ларать те, ун урлă мăн çулпа татти-сыпписĕрех машинăсем иртсĕ çӳреççĕ. Пушăлла килеççĕ те вăрман турттарса каяççĕ. Чăвашла, вырăсла, тутар-мишерле калаçни илтĕнет. Чăвашĕсем те тĕрлĕ вырăнтан: «аре» текеннисем Елчĕк тăрăхĕнчен, «ами» текеннисем («ку эсĕ мар-и, ами?») Тутар республикинчен. Ульяновск облаçĕнчи машинасем те курăнкалаççĕ.
Чайнăй уçăласса кĕтсе, аслă çул çинчи тĕркĕшĕве сăнаса ларнă май, эпĕ пĕр темле çынна асăрхарăм. Вăл халĕ çеç машинă çинчен анса юлнă пулас, çул хĕррине пăрăнса танă та тусанлă карттусне тăрăшсах карта вĕрлĕкĕ çумне шаккать. Арпашса кайнă хура çӳçне вăл пӳрнисемпе кăна якаткаларĕ те карттусне, çӳлĕк çине хунă пек, пуçĕ çине хурса ячĕ. Унтан йӳнĕ костюм пиншакĕн аркисене лăстăр-лăстăр силлерĕ, çурăмĕ хыçĕнчи кутамккине вĕçертсе аллине тытрĕ. Юлашкинчен ĕç-пуç кĕсйинчен пĕчĕк куç кĕски кăларса тӳрленесси патнех çитсе тухрĕ.
Ăçта кайма хатĕрленет-ши вара ку çын, тесе тăраттăмччĕ, вăл тата тепре юсанкаласа илчĕ те чайнăй еннелле ута пачĕ, алăк хупă иккенне кура тăркачах крыльца çине хăпарса, алăка лашт туртса пăхрĕ.
— Хупă-им-ха ку? — тесе ыйтрĕ.
— Хупă, — терĕм эпĕ.
— Çапла пулас çав, — терĕ те çын аялалла анса кайрĕ. Пахча карти патне пырса тăрса, юпа çирĕппипе çирĕп маррине тĕрĕслерĕ...
Чайнăй уçăлсан, эп ăна апат çыртарса илекенсем хушшинче куртăм. Черет çитес чухне вăл иккĕленсе урама тухса кайса та пахрĕ. Унтан «вăтанкаласа каялла пырса кĕчĕ, каллех çĕнĕ черет йышăнчĕ. Вара çĕр грам шур эрех илсе шалт тутарчĕ те сĕтел хушшине кайса ларчĕ. Эпĕ ăна хирĕç вырнаçрăм.
Вăл — колхозник-мĕн. Пĕр вăтăр-вăтарпиллĕксенче. Лутра. Типшĕм. Пичĕ хĕвелпе пиçнĕ. Куçĕ тĕксĕм. Çынсем çине хăюсăр пăхать. Çав вăхăтрах хайпе хай кăмăлсăрри те сисĕнет. Те ăна ĕçне пăрахса килме тивни канăç памасть, те... темскер, пĕлмерĕм, пире апат килсе пачĕç: мана — яшка, ăна — икĕ стакан чей. Вăл хутаççинчен типĕтнĕ какайпа кукаль тăтки кăларчĕ те апата пикенчĕ. Питĕ йĕркеллĕ хăтланкалать. Пĕр тĕпренчĕк ӳкермест. Васкамасть,
Куç айĕн вăл официанткăна сăнанине асăрхаса, эпĕ те хĕр çине пăхса илтĕм. Тĕлĕнмелли нимех те курмарăм эпĕ ун çумĕнче. Ватăлас енне сулăннă вăйлă хĕр. Хитре мар, çапах сăмси, çăварĕ, куçĕ — пурте хăй вырăнĕнче. Çӳллĕ, тĕреклă, сарă çӳçлĕ, хĕрлĕ питлĕ. Ун пек хĕрсене ял çыннисем юратаççĕ. Пурнăç йывăр килнипе-и е каччăсене илĕртме пĕлменнипе-и, ку качча тухма ĕлкĕреймен пулас...
Вăл кун манăн колхозсем тăрăх çӳремеллеччĕ те, эпĕ чайнăйра нумаях лараймарăм.
Пĕр кун хушши пĕр сехет пек иртсе кайрĕ. Çĕр выртма район центрнех таврăнтăм. Столовăйне кĕрсе тухасшăнччĕ, ытла ăшăхнипе апат анассăн туйăнмарĕ. Юрать, кăштах канса илем-ха тесе, Хресчен çуртне кайрăм та темиçе минутлăха пуçа минтер çине хутăм. Вăрансан пăхатăп та хайхискер — пăч тĕттĕм. Ман йĕри-тавра çынсем мăш-мăш сывлани илтĕнсе тăрать. Çурçĕр тĕлĕ. Темиçе минутлăха выртнăскер, эпĕ темиçе сехет те çывăрнă-мĕн. Паллах, столовăйне те тахçанах хупнă ĕнтĕ. Хырăм выççи темех мар-ха, каçхи хырăм каçарать тесе, тăрса йăпăр-япăр хывăнтăм та тепер айăк çине выртрăм. Кăтăш пула пуçланăччĕ çеç, уçă чӳречерен килсе кĕнĕ вăрăм туна хăлха патĕнче нăй турĕ те, ыйхă уçăлчĕ кайрĕ. Унтан пуç вĕçĕнче такам хуйхăрса сывлани илтĕнчĕ. Йывăррăн хаш! турĕ те çын, чĕрене çĕçĕпе сĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Тата хурлăхлăрах хашш! тутарчĕ те, манăн çӳç-пуç вирелле чăшăл хускалчĕ. Ну, вилет ку çын терĕм, тăтăм та сĕтел çинчи лампăна чăлт çутса ятăм. Этем аллисене кăкăрĕ çине хĕреслесе хунă та, тупăкри пек, янаххине маччаналла каçăртса выртать. Хăй çаплах çине-çине хашлатать, ахлатать. Çунать çын, вутсăр çунать.
Тен, ăна пулăшу кирлĕ? Çывăхарах пытăм та — ирхине курнă этем пулчĕ тăчĕ.
— Ак тамаша. Ку эсир-çке?
Çын ман еннелле макăл çаврăнчĕ те нимĕн те чĕнмерĕ.
— Сире мĕн пулчĕ?
Каллех шарламасть. Апла темех мар-тăр-ха. Эпĕ çие пиншак уртса ятăм тă чĕлĕм чĕртсе коридора тухрăм. Çур пирус туртнăччĕ-и, çук-и, ман хыçри алăк кăчăр турĕ те, коридора хайхи çын тухса ларчĕ. Вăл та пирус туртать. Анчах тĕтĕмне çăтмасть, ĕмсе илет те, тутине шăхăрнă чухнехи пек тăсса, вĕре-вĕре кăларать. Пирусĕ хăйĕн çинçе, тĕтĕмĕ йӳçĕ.
Эпĕ пӳлĕме кĕме хатĕрленнĕччĕ, çак этем калаçма тытăнчĕ.
— Ĕçке ярăнтăм, — терĕ вăл сасартăк. Хăй тăп-тăр урах.
— Нумайранпа ĕçетĕн-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Ирхине ĕçрĕм, — терĕ те вăл çурри таран туртнă пирусне сӳнтерсе пачкине чикрĕ. — Çăр грам. Тата кăнтăрла пехленĕ...
— Чылай-и?
— Кам, эпĕ-и? Тепĕр çĕр грам.
— Эппин ĕнер ытларах лекнĕччĕ пуль?
— Ăçтă унта... пирĕн укçапа... Ĕнер пĕр тумлам та ĕçмен.
Эпĕ вăл шӳт тăвать пуль тенĕччĕ, итлетĕп те — çын чĕреренех калаçать. (Мачча çумĕнчи ахаль те пĕчĕкçĕ лампăна пӳрт шуратнă чух пурпа хупланă та, коридорта çурма тĕттĕм).
— Вара çав икçĕр грампах ĕçке ярăннă тесен...
— А мĕн тен эс. Паян икçĕр, ыран икçĕр. Усаллине хăнăхма часах ăна.
— Эсĕ ыран та ĕçесшĕн-и вара?
— Э, çук, ĕçес марччĕ текех. Таçта алкоголиста тухса кайăн.
Эпĕ çыннăн калаçас килнине туйса урайне хутланса лартăм. (Çывăрасси пулмастчĕ пур-пĕрех.)
— Ĕçме сăлтав пулнă-тăр ĕнтĕ, — терем эпĕ ытарлăн. Ку вăл ман калаçу хускаттармалли разведчик-сăмах пулчĕ. Унăн çапла çеç пуçласа ямаллаччĕ ĕнтĕ: — Э, çапла çав... т. ыт. те.
Анчах вăл тӳррипе калассинчен парăнчĕ.
— Шырасан, темле сăлтав та тупма пулать, — терĕ. Каларĕ те хăех ӳкĕнчĕ: — Ну, ĕнтĕ, мĕнле калас... сăлтавсăр та мар... паллах.
Эпĕ шăпăртах лартăм. Пăрахса панă пăяв вĕçне тытма пĕлмерĕн пулсан, мĕнле те пулин хăвах ишсе тух, терĕм.
Этем паçăрхи пирус тĕпне кăларчĕ те шăрпăкне çутма тăчĕ, анчах çутмарĕ, шеллерĕ, ман пата упаленсе пырса, ман пирусран чĕртсе илчĕ. Вара хăй те манран инçех мар урайне ларчĕ.
— Анне ватăлчĕ, — терĕ вăл пирусне туртса пĕтерсен.
Ку вăл ниме те пĕлтермерĕ-ха. Хăçан та пулин эсĕ те, эпĕ те ватăлатпăр, тесе шухăшларăм. Чĕнмерĕм.
— Килти ĕçпе текех аппаланмастăп, тет. Пат татсах каларĕ...
Тĕрĕс тăвать. Çамрăк чух та ĕçле, ватăлсан та ĕçле... Этем татах мăкăртатать.
— Халиччен чиперех пурăннăччĕ-ха. Кирек хăçан та пиçнĕ-хуçнă... Килте эп ним тĕлне те пĕлмен.
Ара çав. Янтта вĕреннĕ пулнă-мĕн эс. Анчах мĕн каласшăн вăл — çаплах ăнланаймарăм-ха.
Коридорпа шур кушак утса иртрĕ. Пирен тĕлте вăл курпунне кăларса мăр турĕ те ачашланса стена çумне сĕртĕнсе илчĕ.
Юрĕ, çынна тепре пулăшса пăхам терем.
— Арăму ĕçлет пулĕ вĕт килте?
— Камăн, манăн-и? — терĕ те çын, такама шыранă пек йĕри-таврă пăхкаласа илчĕ. — Çук япала, мĕнле ĕçлетĕр вăл?
— Çук-и?
— Çук çав. Пуçĕпех çук.
— Авланман апла эс?
Этем кулнă евĕр турĕ.
— Çавăнпа çук та ĕнтĕ вăл, — тесе хучĕ. Эпĕ тинех темскер ăнлана пуçларăм.
— Эппин авлантарасшăн мар-и сана аннӳ?
— Анне-и? Авлантарасшăн çав.
Ав мĕнле иккен. Тен, вăл, çак çын, кунта та çав ĕçпе килмен-и-ха.
— Эпĕ-и? — терĕ вăл.— Тӳррипе каласан, çав ĕçперех... Çав ĕçпех те теме юрать.
Тен, хĕрĕ те кунта мар-и-ха унăн? Эпĕ столовăйри официанткăна асаилтĕм.
— Кунта, — терĕ этем кăштах иккĕленсе тăнă хыççĕн. — Пĕр... кантур пеккинче ĕçлет... Çынсене апатлантарнă çĕрте.
— Столовăйра-и?
— Çавăнта... темелле пуль.
Çакăн пек тĕпчевпе ĕç тунă хыççăн эпир унпа пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр чĕлĕм мăкăрлантарса лартăмăр. Вара эп ăна телейпе ăнăçу сунтăм та çывăрма кĕрсе выртрăм.
* * *
Икĕ кун колхозра çĕр каçма тиврĕ. Урасем телеграф юпи пек кĕрлесе тăракан пулчĕç. Виççĕмĕш кунне тин, ĕç пĕтерсе район центрнелле таврăннă май, Колхозник çуртĕнчи кӳрше аса илтĕм. Лартса кайрĕ пуль ĕнтĕ леш хĕрарăма, терĕм. Тен, халь ялта хĕрсех ĕçкĕ пырать пуль. Атя, савăнтăр ĕнтĕ ватă амăшĕ, кин уссине куртăр...
Çапла шухăшласа район ялне çитсе кĕнĕччĕ кана, урам кукринчен çак çын тухни курăнчĕ. Мана хирĕçех утать-мĕн. Сеткăпа икĕ шур çăкăр йатнă. Тепĕр аллинче карттусĕ. Пуçне чикнĕ хăй.
Çук, ĕç тухман пулас унăн.
— Ăçта каятăн, юлташ?
— Кам, эпĕ-и? — терĕ те вăл çул айккине пăрăнса тăчĕ. — Киле ара.
— Ма киле?
— Ара, ăçта каяс ман, киле каймасăр?
— Сан ĕç пурччĕ-çке кунта?
— Ĕçĕ вăл... пур-ха, колхозра та пур. Кунне аллăшар сутты çеç тусан та, тăватă кун хушшинче икĕ ĕç кунĕ пулатчĕ.
— Ун вырăнне эсир кайран иккĕн ĕçлеме тытăнатăр та ак тем чул ĕç кунĕ туса тултаратăр.
— Тепле-çке... — тесе çын ман çине тем кĕтсе пăхса илчĕ.
— Атя-ха, ларар кăштах. Шăрăх кунта.
Эпир пĕр пӳрт умĕнчи хурăн сулхăнне кайса лартăмăр. Çын пирусне кăларса чĕртме тăчĕ те чĕртмерĕ, манне илчĕ.
— Хамăн ӳсĕрттерет, — терĕ.
Манăн ăна темле пулăшас килет, анчах мĕнле пулăшмалла — хам та пĕлместĕп.
— Тен, ялта санăн урăх хĕр пур? — ыйтрăм эп. — Çавăнпа васкатăн мар-и киле?
Çын хăраса ӳкрĕ.
— Мĕн хĕрĕ пултăр ман, ĕçлекен çыннăн. Эп тĕлĕкре те тĕлленмен. Анне каламан пулсан...
— Хĕрсем вĕсем таçта та пур-ха...
— Пулсан та кирлĕ мар, — терĕ çын татăклăн. — Е Марье, е никам та мар.
— О, çавăн пекех-и? Хăшĕ-ха вăл Марье тени?
— Ара, çакă. Пĕрре кăна вĕт вăл...
— Столовăйри-и?
Этем пуçне кăна чикрĕ.
— Э...
— Калаçса пăхрăн-и унпа?
— Çук çав вăт. Вăрçса тăкĕ те — пĕтрĕ вара. Капла хăть шанчăк пур.
— Тăхта-ха, упăшкаллă çын мар-и вăл сан?
— Çу-ук. Хваттер хуçи ачинчен ыйтса пĕлтĕм. Хăрах тет.
— Вара ма калăçмастăн?
— Ма калаçмастăн? Ытла эс... Вăл служащи пекки-çке, таса ĕçри çын. Эпĕ — колхозник.
— Эсĕ тырă ӳстеретĕн. Çăкăр темрен те аслă.
— Вăл çапла та-ха. Пĕлеççĕ-им вĕсем ăна.
— Кăшт хăюллăрах пул ĕнтĕ. Вăхăтна ахăль сая яратăн.
— Ан та кала. Хамăн та чĕре вырăнта мар. Кĕç утă çулма тухмалла. — Этем хаш сывларĕ те манне тепĕр пируса илсе чĕртрĕ.
Эпĕ ура çине тăтăм.
— Ну, атя, кайрăмăр.
— Ăçта? — тесе çын та яштах çĕкленчĕ.
— Колхозник çуртне ера. Хамăр хваттерĕ.
— Манăн киле каймалла-çке?
— Ниçта та каймастăн. Киле иксĕр таврăнатăр.
— Тем пекчĕ те вĕт.
Эпир ял варринелле утрăмăр. Пырсан-пырсан, этем мана çурăмран кăт тĕкрĕ.
— Итле-ха, юлташ. Çăкăр кирлĕ мар-и сана?
— Çăкăр?!
— Э. Пĕр çăкăра сутăн ил манне. Ахалех типсе ларать.
— Юрать ара.
Текех ман кунта васкавлă ĕçсемех çук, район центрĕнче çеç çӳрекелемелле. Эпĕ мунча кĕрсе тасалтăм та çак палланă юлташ патне пырса лартăм. Нихçан та евчĕ пулса курман эпĕ, пур пĕрех ман ăна мĕнле те пулин пулăшас килчĕ.
— Ну-с, ĕçе кӳлĕнĕпĕр, юлташ.
— Мĕн тăвăпăр? — тесе савăнса ӳкрĕ этем. Вăл пахчара улмуççи сулхăнĕнче выртатчĕ.
— Вăкăра мăйракаран çăлса илĕпĕр,
— Хăшне? — тесе йăпăр-япăр тăрса ларчĕ ман этем.
— Чи малтан эсĕ хăвăн ятна кала-ха.
— Кам, эпĕ-и? Колхозра мана Сильвестр Еремеевич теççĕ.
— Хушамату?
— Манăн-и? Мамлеев. Пĕчĕккĕ чух ачасем Çиль вĕçтер тесе тăрăхлатчĕç.
— Манăн сана пулăшас килет, Сильвестр Еремеевич.
— Ну, пулăш-ха эппин. Мĕн туса парас тетĕн?
— Авланма пулăшас.
— Тем пекехчĕ те вĕт, — тесе вăл хăйĕн юратнă сăмахне каласа хучĕ. Унтан пуçне кăтăр-кăтăр хыçрĕ те ман еннелле чар пăхса илчĕ. — Мĕн туса пулăшăн эс?
— Кайса калаçатăп унпа.
— Кампа, Марьепе-и? Э, çук, юрамасть. Эп хамах...
— Ма юрамасть!
— Юрамасть вăт. Пирĕн ялта пĕри евче çӳрерĕ-çӳрерĕ те хĕрне хăй илсе ячĕ.
— Эпĕ авланнă çын. Ача та пур. Сильвестр Еремеевич кăштах шухăшласа ларчĕ те пуçне пăркаларĕ.
— Çук, пурпĕрех юрамасть... Пулăшасса пулăш эс, кирек мĕн туса пар, хăйпе çеç ан калаç. Хамах эп... мĕн тăвăп... Майлаштаратăп.
— Ну, кай эппин халех. Ан тăс текех!
— Халь ĕçлет-çке вăл?
— Ĕç пĕтиччен унпа шӳт тукаласа лар. Асăрхатăр вăл сана. Кайран килне асатса яр.
— Килнех-и? Эп çамрăк ача мар-çке?
— Вăл та çамрăках мар ĕнтĕ.
— Ун вырăнне хитре вăл. Вăйлă.
— Эсĕ мĕнтен япăх?
— Вăл çаплах та-ха, çапах шиклĕ. Ытти хĕрсемпе эпĕ тархасшăн... ним те мар... Кунтан — хăратăп. Темĕн шухăшлĕ.
— Шухăшлатăр çав. Систĕр...
Татах тем чул вăхăт хушши хиркеленнĕ, иккĕленсе калаçнă хыççăн тин Мамлеев урамалла тухса кăштăртатрĕ.
Чайнăй хупас умĕн эпĕ те унта каçхи апат çиме кĕтĕм. Çынсем туллиехчĕ. Поднос çине вунă-вунпилĕкшер турилкке лартнă Марье-официанткă, вылянă пек, зал тăрăх çăмăллăн чупкаласа çӳретчĕ. Хамăн çĕнĕ юлташăма курмарăм эпĕ. Çирĕм те пăчă çĕртен часрах урама тухрăм.
Мана çак сухăр шăршиллĕ тӳлек каç такам вутă çурни тĕлĕнтерчĕ. Инçех те мар шăкăлт, шăкăлт, шăкăлт тутарать, вутă çурмасть, мăйăр катать, тейĕн. Пурттине кашни лартмассеренех ик еннелле вут пуленкисем сирпĕнеççĕ пулмалла.
Чайнăй картишĕнче ĕçлеççĕ-мĕн. Эпĕ чăтаймасăр хапха çурăкĕнчен пăхрăм. Мамлеев иккен. Шăлавар вĕççĕн çеç тăрса юлнă та çĕмĕрттерет кăна. Çурса купаланă вутти хăйĕнчен çӳллĕ... Шарламарăм.
Çапла тата тепĕр кун иртсе кайрĕ.
Эпĕ Колхозник çуртне таврăннă çĕре Сильвестр Еремеевич крыльца çинче пирус мăкăрлантарса ларатчĕ. Хăй хуйхăллă сăнлă.
— Ну, мĕнле, калаçса пăхрăн-и?
— Эпĕ-и? — терĕ те Мамлеев мăрьерен кăларнă пек сăмси шатăкĕнчен йӳçĕ тĕтĕм йăсăрлантарса кăларчĕ. — Калаçрăм. Анчах ун çинчен мар. Сăмах ун патне çитеймерĕ.
— Мĕншĕн?
—- Мăншăн-и? А темшĕн...
— Ну, итле-ха, Сильвостр Еремеевич. Кашниех сан пек авланас пулсан, пĕлместĕп, тем каламалла сана...
— Юрĕ, кĕçĕр тепре кайса пăхăп.
— «Пăхăп» мар, кай та ĕçне туса кил. Аннӳ çухатрĕ пуль сана.
Кил çинчен асаилсен, Мамлеев хатарланса ура çине тăчĕ, карттусне хывса, çӳçне пӳрнисемпе якатрĕ.
— Юрĕ, — терĕ те чайнăй еннелла утрĕ. Мамлеев кунта мĕнле шухăшпа килнине пирĕн пӳлĕмри çынсем ыттисем те сиснĕ-мĕн, вăл курăнми пулсанех, эрех илме тухсе чупрĕç. Колхозник çурчĕн заведующийĕ, ватă хĕрарăм, хăй аллипе унăн вырăнне тӳрлетсе сарчĕ, сĕтел çине пĕр çыхă чечек татса килсе куркапа лартрĕ.
Кинона каяс текенсем вăл каç кинона каймарĕç, ирех çывăрма выртакансем çывăрма выртмарĕç.
Кĕтетпĕр-кĕтетпĕр — çук пирĕн Мамлеев.
Çурçĕр çитеспе тин çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ. Пӳрт алăкĕ хуллен уçăлчĕ. Мамлеев. Пуçне чикнĕ вăл, аллисене лашт уснă. Хывăнма тытаннă этеме эпĕ çенĕке чĕнсе тухрăм.
— Ну, мĕнле? Килешмест-им?
— Марье-и? Пĕлместĕп.
— Мĕнле пĕлместĕн? Е курса калаçаймарăн-и?
— Куртăм та... калаçаймарăм. Темĕнле шоферпа кайрĕç.
— Эх, эс те çав. Куç умĕнчех хĕрсĕр тăрса юлатăн ак... Ну-ка, кăтарт мана унăн хваттерĕ тĕлне.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...