Синкер
Тĕттĕмленессе кĕтсе Мартин лупас айĕнчи каска çине ларчĕ, сигарет тивĕртсе ячĕ. Хăрасса хăрамасть-ха вăл, колхозăнне вăрлассине пысăк çылăх вырăнне хумасть. Хăшĕсем ав утă-улăм-и, çĕрулми-тырă-и — пайтах сĕтĕреççĕ. Юлашки вăхăтра пушшех асса кайрĕç. Ара, колхоза часах пĕтереççĕ текен хыпар сарăлнă та...
Хӳрĕ кăмăллăскер, Мартин ямăттине ытлашши хапсăнаканах марччĕ-ха. Халь вара çынран юлас мар терĕ-ши?.. Арăмĕ те, Улита, кашни кун мăртлатать: «Çав сайхалăха юсаймастăн, арçын пулать-и санран? Ыттисен арçыннисене пăх-ха, ялан килшĕн тăрăшаççĕ...»
Сайхалăх кашти çинчен сăмах пырать. Вăл чăнах та çĕрĕшнĕ, икĕ вырăнта халь-халь хуçăлас пек. Вăт çавна улăштармалла. Колхоз пилорами таврашĕнче пĕрене-кашта — купи-купипе. Çĕкле те кил. Хурал çук. Çав тĕллевпе «вăрра» тухма пуçтарăннă та Мартин. Пилорами аякрах мар. Каяс килмест те, уттармаллах пуль. Улита мăртăхма чарăнтăр. Сайхалăхне те юсаса лартĕ, мĕнрен япăх?
Сарай алăкне уçса Мартин йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Тĕттĕмленчĕ хайхи. Çапах та ăшра лăпкă мар. Вăрра каймалла-çке! Çитменнине тĕлĕк аса килет. Паçăр Мартин, пăртак сыпнăскер, кĕлетри кивĕ диван çинче кăтăш пулнăччĕ. Пулать вĕт япала — ухмахла тĕлĕк курнă. Кӳршĕ хĕрарăмĕ, качча каймасăрах виçĕ ача çуратнă Христина, ăна шĕвĕр пӳрнипе кăчăк туртать пек. Ку ун патнелле çывхарать кăна — лешĕ, каскăн качака, якăлт çеç айккинелле сикет, аскăнчăклăн ихĕлтетет. «Колхоз пурлăхне мар, мана хапсăн эс, Мартин, мана! Атту синкер курăн таçта, синкер!..» Вăт якăлти! Пит кирлĕ пуль эс...
Хăямат, маларах тапранмаллаччĕ. Уйăх тем пысăкăш саркаланса тухрĕ. Капла Мартин кашта çĕклесе килни таçтанах курăнать вĕт... Тулĕк мĕн тăвăн, шутланă тăк каймаллах. Арçын анкарти хĕрринчи ватă йăмра айĕпе иртсе сулахаялла пăхрĕ те... тур çырлахтăрах! Тӳпере уйăхпа юнашар... вăрăм кашта яшт тухса выртрĕ. Хайхи сайхалăх кашти... Мĕн ку? Ухмаха ерчĕ-ши вара Мартин? Пит нумаях та ĕçменччĕ-çке паян. Арçын малалла пăхрĕ — çук, нимĕн те курăнмасть, куç умĕнче çăлтăрлă тӳпе çеç. Пуçне асăрхануллăн сулахаялла пăрчĕ те — каллех пур!
Пĕтĕм ӳт-пĕве тар çапнине туйса Мартин карттусне кăшт çĕклерĕ те уйăх çумĕнчи кашта, вăрра кайма тухнă çынран кулнăн, яр-яр сулăнса илчĕ, вара тӳрленсе уйăх çумнелле тĕршĕнчĕ. Мур мăнраки! Хайхи Христинăн тĕлĕкри сăмахĕсем тӳрре тухмаççĕ пулĕ те. Синкер курăн терĕ вĕт!
Çук, каясси пулмасть. Кашту-пуçу! Каялла çаврăнса Мартин килелле вирхĕнчĕ.
— Илсе килтĕн те-и? — ыйхăран вăранса электричество çутрĕ арăмĕ.
— Каккуй илсе килме, синкер куртăм!
Упăшкин пăтранчăк калавне итлесе пĕтерсен Улита темскер каласшăнччĕ те, сасартăк чарăнса Мартин карттусĕ çинче кăнтарса тăракан улăм пĕрчине илчĕ.
— Чим-ха, çак мар-и вăл, сан «кашту»?
— М-мĕн? — çăварне карса пăрахрĕ упăшки. Вăл картншне чупса тухрĕ. Уйăх еннелле пăхать — нимĕнле кашта та çук. Улăм пĕрчине карттус çине тăрăнтарчĕ те — хайхискер ялт курăнчĕ. Ав мĕнле синкер нккен!
— Ну? — сивлеккĕн ыйтрĕ Улита.
— Каймастăп! — хуравларĕ Мартин. — Пурпĕр ăнас çук. Тем курасси пур...
Ăшĕнче кулса илчĕ: вăрра каяссинчен пăрăнмалли лайăх сăлтав пулчĕ ку!
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...