Виçĕ ыйту


1

Чĕлхеçĕ, калаçатăн эс чĕкеçĕн,

Çĕклен тăван сăмахăмăр шайне,

Ун саккунне, ун виçине тĕпчетĕн

Хушасшăн хыпăнатăн ун вăйне.

Чĕлхе йăлттамĕн чĕрĕ вылявне

Асамçă пек сăнанăçем, ĕçтешĕм,

Кала, чăваш падежĕсен шутне

Хăçан кĕртетĕн юрату падежĕ?

 

2

Апостол, эсĕ уçнă аслă чăнлăх

Тымар ярать кашнин чун-чĕринче.

Сăпайлăх, чыслăх, çураçулăх, хăтлăх —

Ак мĕн сăваплă эс çырнисенче.

Хĕрес хурса пуç тайнипе пĕрлех,

Таса атте, санран çакна ыйтатăп:

Хăçан-ши юрату ячĕпеле

Ятарласа евангели хыватăн?

 

3

Хисеплĕ Президентăмăр, сана та

Хĕвел шевли пек ăшăтать илем:

Çурхи çеçке пек вăранать соната

Ик йăлтăр куç вут-çулăм сапнăçем...

Телейлĕ çĕклену самантĕнче

Сан кăмăлу та уççине эп сисрĕм,

Эппин, кала: ертӳçĕ йышĕнче

Хăçан пулать-ши юрату министрĕ?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: