«Телей-и çак?..»


Телей-и çак? Телей пуль. Эп çырап.

Çĕр-çĕрĕпе варлатăп хут. Çурап.

Çĕн туйăм-сисĕм чунра вăй илет.

Çĕн шухăш-ĕмĕт пуçра кĕр-кĕрлет.

 

Телей-и çак? Телей пуль. Эп çунап,

асар-писер вутра туптап чуна.

Пурах, пурах-тăр çав ман Тур пани —

пĕртте пăрахăç мар эп юрлани.

 

Телей-и çак? Телей пуль. Эп пурнап.

Хĕн-хура мар, ĕçе çеç парăнап.

«Вил перĕнсе, пĕт эсĕ!» — теççĕ те,

çук, шел-ха пульлăма, усрасчĕ теп.

 

Тусран-йышран-и шутсăр йĕрĕнсе,

пĕр вăхăт шăранмарĕç йĕркесем.

Мĕн турăм-ха? Арларăм кĕнчеле.

Телей-и çак? Телей пуль. Чăн телей!

 

Хура юнсем, ан савнăр антăхса.

Талант сӳнмерĕ, кайрĕ кăтăрса.

Чунра — суран. Тумлать юн. Ӳт илмен,

Çав юн — ман сăвă. Чĕрĕ! Эп вилмен...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: