Лайăх эмел
Манăн анне чылайранпа чирлĕччĕ. Вăл халсăрланма пуçланине эпир атте вилнĕ хыççăн асăрхакан пултăмăр. Час-часах е пуçпа, е чĕрепе аптăратчĕ. Пĕр вăхăт пульницара та выртрĕ. Анне чирлени пире — мана та, Натали аппапа Хветĕр шăллăма та — питĕ кулянтаратчĕ, пăшăрхантаратчĕ.
Пĕррехинче, Натали аппа чĕннипе пирĕн пата ватă тухтăр килчĕ. Вăл аннене пăхрĕ те аппана кил картине чĕнсе кăларчĕ. Унта вĕсем сак çине ларсах калаçма пуçларĕç. Эпĕ, вĕсем хыççăн тухса, пӳрт кĕтессине пытанса тăтăм. «Мĕн калать-ши тухтăр! Анне шанчăксăррине пĕлтермест-ши!» — тетĕп.
Çак усал шухăш пуçа кĕрсен, çӳç-пуç вирелле тăчĕ, куçра хуралса килчĕ.
Тухтăр, аппа аллине тытса, лăпкăн кăна çапла каларĕ: «Ан макăр, хĕрĕм. Чипер куçна ан пăс. Хуйхă хуратать, шухăш шуратать, тенине илтнĕ-и эсĕ! Аннӳн пурнăçĕ йывăртарах пулнă, вăл нумай инкек-синкек курнă, аçу вилни вара унăн сывлăхне татах вăйсăрлатнă... Сирĕн аçăра эпĕ лайăх пĕлетĕп, эпир унпа пĕрле вĕреннĕ. Лайăх çынччĕ вăл...
— Чăнах пуль çав, пирĕн анне савăнса кулнине, юрланине-ташланине эпир курман та. Кăшт сисмесĕр кулса ярсан та, хăраса каять, — терĕ ăна хирĕç Натали аппа.
— Çапла çав. Сирĕн аннĕре нимле эмел те кирлĕ мар, ăна лăпкăрах пурнăçпа савăнăç çитмест, — терĕ тухтăр. — Çаксем уншăн темле пайăх эмелрен те пахарах пулмалла.
Çак сăмахсем манăн чĕрене кĕрсех ларчĕç. Савăнăç кирлĕ... «Эй-яй-яй, ăçтан тупас-ши ку мĕскĕн аннене савăнăç татки!» — тетĕп ăшăмра.
Çак самантра кил картине Хветĕр кĕрсе тăчĕ. Тухтăртан мĕн илтнине ăна эпĕ пĕтĕмпех каласа патăм.
— Анне чирлĕшĕн эсĕ те айăплă, — тетĕп çакна. — Йĕркеллĕ вĕренмесĕр мĕн чухлĕ хурлантаратăн аннене! Тавлашкалатăн та...
Хветĕр шухăшласа ларчĕ-ларчĕ те:
— Юрĕ, — терĕ, — текех ун пек пулмĕ, тăрăшăп.
Вара, чăнах та, иксĕмĕр те анне сывлăхĕшĕн тăрăшма пуçларăмăр. Çырлана кайсан та, пĕр çырла çимесĕр пуçтаратпăр. Киле нумайрах илсе килсе, аннене парса савăнтарас килет...
Пирĕн пилĕк пӳлĕмлĕ хваттерте пилĕк çемье пурăнать. Кухньă вара пĕрре. Вăл та пулин тăвăр. Çавăнпа та унта хĕрарăмсем час-часах тавлашаççĕ, япаласене кĕмсĕртеттереççĕ. Пирĕн пӳлĕм кухньăпа юнашар. Пĕтĕм шăв-шав илтĕнет. Чирлĕ аннене мар, хама та питĕ кансĕр. Хăш чухне, тарăхса çитсен, хăлхасене пӳрнепе те хупласа пăхатăп. Анне ыратнипе пуçне минтер айне чикет.
Пĕррехинче эпĕ ыйăх килменнипе аптраса выртрăм-выртрăм та кухньăна тухрăм. Пăхатăп — урай хуп-хура, плити пĕтĕмпех вараланса, чĕркеленсе пĕтнĕ.
Кухньăна паян черетпе Мария Ивановнăн тасатмаллаччĕ. Вăл питĕ тавлашма, ятлаçма юратаканскер. «Мĕншĕн урайне çуман-ши ĕнтĕ!» — терĕм. Унтан аса илех кайрăм: çĕркаç вăл чирленĕ, терĕç. Апла пулсан, кама кĕтмелле! Мунчала тытрăм та урайне çавăнтах çуса тухрăм.
Ирхине кӳршĕсем: «Урайне кам çунă!» «Кам çунă!» — теççĕ. Тĕлĕнеççĕ. Ним те шарламарăм.
Тепĕр каçхине каллех кухньăна тухрăм та хуралса ларнă кантăка çуса тасатрăм. Виççĕмĕш каçхине плитана пурпа шуратрăм. Ун хыççăн урай çума тăнăччĕ кăна, кĕтмен çĕртен Мария Ивановна кăш-тăрт пычĕ кĕчĕ.
— Урайне çума манăн черетчĕ те... пултараймарăм, каçарăр ĕнтĕ, — терĕ вăл хуллен.
— Эсир чирлĕ, сире юрамасть... Хамах сĕрсе тухăп-ха, мана йывăр мар, — терĕм эпĕ ăна.
— Ах, тавтапуçах сана, хĕрĕм, — савăнса ӳкрĕ Мария Ивановна.
Манăн та кăмăл уçăлсах кайрĕ. Урай мар, тем туса пама та хатĕр хампа çавăн пек ыррăн калаçнăшăн.
Кайран чӳрече умне шурĕ шăтăкла тупса çакрăм, сĕтелсем çине таса хут сартăм. Пирĕн тĕксĕм кухньă хайхи çуталса, илемленсе кайрĕ. Çыннисем тата таса кухньăна пырса кĕреççĕ те хуллен, шăппăн калаçаççĕ. Тавлашни пачах илтĕнми пулчĕ.
Çакна анне те сисрĕ.
— Мĕн пулнă вара, кухньăра питĕ шăп, çынсем кайса пĕтнĕ-им? — терĕ вăл.
Кухньăна кам тасатнине, тирпейленине пĕлсе çитсен, кӳршĕсем аннене тав тума пуçларĕç.
Пĕри пырать те:
— Пăх-ха, санăн хĕрӳ мĕнле маттур! — тет.
Тепри тата:
— Санăн Марине мĕнле ĕçчен, авă, — тесе мухтать.
Çакăн хыççăн кухньă урайне ыттисем те тăрăшса çума пуçларĕç. Каç-каç унта пырса ларакан пулчĕç. Калаçаççĕ, шӳтлеççĕ. Пирĕн хваттерте сывлăш уçăлсах кайрĕ, пурнăç илемленме тытăнчĕ. Чăнах та çынсене лайăх, туслă пурăнма нумай та кирлĕ пулман иккен. Ырă ĕç те ырă сăмах çех çитмен-мĕн. Пирĕн анне те, пуçне çĕклеме, кĕçех тухкаласа çӳреме тытăнчĕ. Пăхасса та савăнăçлăрах пăхать пек. Калаçасса та кăмăллăрах калаçать.
Пăртакран аннене шкултан çыру илсе килсе пачĕç. Ăна директор çырнă-мĕн.
«Пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухнă Хветĕр ывăлăра, вăл лайăх вĕреннĕшĕн тата йĕркеллĕ пулнăшăн, пионерсен лагерьне «Артека» кайма путевкă паратпăр. Çакна май сире те, унăн амăшне, чĕререн саламлатпăр, сывлăх сунатпăр», — тенĕ унта.
Анне савăннипе ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ, куçĕсенчен куççуль шăпăрах юхса анчĕ.
Çакăн хыççăн анне самайлансах, самайлансах пычĕ. Тен, пĕтĕмпех пирĕнтен çеç килмерĕ пулĕ те, анчах тухтăр пирех мухтарĕ:
— Аннĕре сывалма эсир пулăшрăр, — терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...