«Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне...»
Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне
Эп
Ĕнер —
Шурă юр хуралсан —
Туйса илтĕм.
Хура каç илемне, унăн йăл çутине
Эп
Ĕнер
Çутă Кун шуралсан —
Туйса илтĕм.
Йăлтăр Çăлтăр ятне, унăн вĕçсĕр сасне
Эп
Ĕнер —
Сăмахсем çухалсан —
Туйса илтĕм.
Тарай (2015-04-13 21:14:49):
Салам! Ак кунта Тарай юрри пур. Ку сăвă тăрăх кĕвĕленĕскер https://vk.com/taraj_eesti