Мĕншĕн, мĕншĕн


Чипер хĕрсем,

Эсир пире

Кăмăллатăр-ши?

Мĕншĕн эпир,

Сире курсан,

Хумханатпăр-ши?

 

Шăрçа куçсем,

Хура çӳçсем

Ялан асăмра.

Санăн сăну,

Акăш утту

Манăн умăмра.

 

Эсĕ çиçсен,

Кăштах кулсан,

Чĕрем савăнать.

Акăш пекех

Утса пырсан

Чунăм çĕкленет.

 

Мĕншĕн, мĕншĕн

Эсĕ кăштах

Туймастăн-ши?

Манăн саншăн

Чĕре йăлтах

Çунсах пĕтет-ши?

 

Мĕншĕн, мĕншĕн

Эсир, хĕрсем,

Çаплах пулнă-ши?

Мĕншĕн сире

Пула пирĕн

Чĕре çунать-ши?

 

Чунăм тени,

Савни тени,

Кирлĕ пурнăçра.

Йывăрлăхра,

Савăнăçра

Пултăр вăл çумра.

 

Çумăр çăвать,

Юр та çăвать —

Çулсем иртеç.

Çамрăк ĕмĕр

Иртсех пырать —

асра юлтăн эс.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валерий (2010-12-27 11:38:19):

Ку сава сине пер-пер композитор кеве хурсан пите лайах юра пулмалла пек туйанать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Валерий (2010-12-27 11:38:39):

Ку сава сине пер-пер композитор кеве хурсан пите лайах юра пулмалла пек туйанать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Виталий Симухин (2011-10-17 12:33:47):

Ку сăвă мана питĕ килĕшрĕ. Юрри пулсан пит лайăх пулмалла та вĕт...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина ( Самар хулинчен ) (2011-10-17 16:00:27):

Căвă чĕрене пырса тивет; чуна та канăçсăрлантарать, кăмăл-туйăма та хумхантарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: