Чышкă тытăмĕ
Кашăк тытмалли алли те, утса çӳремелли ури те унăн ытти этемсеннинчен пысăк пулнă. Аллипе çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха тытса тăнă, урипе çитмĕл те çичĕ çĕршыва пусса тăнă.
Унăн чăмăрĕнче пурăнакан çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха сывлама пит йывăр пулнă, вара, сывлас пулсан, чышкă пӳрнисен хушăкĕсем витĕр анчах сывламалла пулнă. Хуçи чышкисене уçма юратман. Пуринчен те ытларах чăвашсене, çармăсcене, тутарсене тата ытти çавăн пек вак халăхсене ун чышкинче сывлама йывăр пулнă.
Çав пысăк алăллă, ураллă, икĕ пуçлă (пуçĕ унăн иккĕ пулнă) япалана çынсем ылханса «Чышкă» тесе чĕннĕ, этем юнĕпе пурăнакан тискер кайăксем ăна çĕр çинчи турă тесе хисепленĕ.
Çав икĕ пуçлă хаяр Чышкăн тĕлĕнмелле пукан пулнă. Вăл пукана йăлтăр-ялтăр ылтăнтан, вĕлтĕр-вĕлтĕр ахах пĕрчисенчен тунă пулнă.
Тар шăрши çапакан этемсем вăл пукан патне пыма та пултарайман. Пырас тесе ăмсансанах, курăнми вăй вĕсене тыта-тыта пăрахнă, вĕлернĕ, Çĕпĕре, Сахалина ыткăнтара-ыткăнтара янă.
Çав ылтăнпа ахахран тунă пукана сыхлама Чышкăн çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ тарçă пулнă.
Ĕлĕк те, хальхи пекех, хĕвел пăхнă, çумăр çунă, каç пулнă, ир пулнă...
Пĕр хĕвеллĕ кун çав Чышкă патне тарçисем чупса пынă та çапла каланă:
— Аслă Чышкă! — тенĕ. — Хĕрхен хăвăн чышкунти чăваш пек пĕчĕк халăхсене. Чире ернĕ вĕсем, çăкăр çиейми пулнă, — тенĕ.
— Кам каларĕ сире? — хаяррăн ыйтнă Чышкă.
— Хамăр куртăмăр, — тенĕ тарçисем. — Чăваш суха тунă хыççăн апатланнине куртăмăр. Çăкăрне шывпа ислетсе кăштах çирĕ те, лăш хуйхăрса: ах, ку татăка çисе ярас мар-ха, тесе, каялла кушилне чиксе хучĕ. Чирленех вăл, çиейми пулнă, — тенĕ.
Чышкă шухăша кайнă та хăйĕн икĕ пуçĕнчен ыйтнă:
— Мĕн тăвам-ши? — тенĕ.
Пуçĕ нимĕн те калайман. Унтан хырăмĕнчен ыйтнă:
— Мĕн тумалла? — тенĕ.
Хырăмĕ, тутлă апат çисе тăраннăскер, пыр витĕр какриш кăларнă та, сывлăш чĕтреннĕ май, чĕлхине калаçтарма пуçланă:
— Çăкăр çиеймест пулсан, патак çитерсе пăхас, — тенĕ.
— Юрать, — тесе, «под козырек» илнĕ те тарçисем Чышкă хушнипе çавăнтах чăвашсем пек вак халăхсене патак çитерме вĕçтернĕ. Çитернĕ, çитернĕ, — чăвашсем хĕп-хĕрлĕ юна ӳкнĕ.
— А-а, тарларĕç иккен чăвашсем! — тенĕ патак çитерекен тарçисем.
Чупса пынă та Чышкă патне:
— Аслă Чышкă! — тенĕ. — Чăвашсем хĕп-хĕрлĕ тара ӳкрĕç, малалла мĕн тăвас?
Чышкă хăй тусĕсене — Шампапа Упăте ятлисене — чĕннĕ те вĕсенчен ăс ыйтнă. Упăти каланă:
— Тарланă пулсан, вĕсене шыва кĕртсен аван пулас пек туйăнать, — тенĕ.
Чышкă килĕшнĕ. Вара тарçисем вăрăм пушăсем, хĕрессем тытнă та чăвашсене Атăла, Çавала, Сăра тата ытти юханшывсене хăваласа кĕртнĕ. Сивĕ шыва кĕртнĕ чухне кашнинех çĕнĕ ятсем панă, хăшне Ваçли тенĕ, хăшне Йăван тенĕ. Çавăнтан вара чăвашсене Ваçли Йăванчă тесе мăшкăллама пуçланă.
Кунсем шунă, çулсем иртнĕ. Кашни кун Чышкă патне тарçисем пыраççĕ, тĕрлĕ йышши халăхсем мĕн-мĕн туса ирттерни çинчен кĕскен каласа параççĕ. Вăл вĕсене приказсем пара-пара ăсатать.
Çапла пĕрре Чышкă патне тарçи чупса пырать.
— Чăваш çынни эсир Христос çинчен калаçнисене мансах пырать. Пуçĕ унăн таçталла сапаланса кайнă. Сана хурласа, мурсем, юрă кăларнă.
— Юрăсем юрлама чарăр. Йывăртарах ĕçлеттерĕр, вара юрăсем шухăшласа кăларма вăхăт пулмĕ, — тенĕ Чышкă.
Çавăнтан вара чăваш халăхĕ хăйĕн илемлĕ юррисене пăрахса: аяр-аяр, ойор-ойор, ойорох! — тесе юрлама вĕреннĕ.
Кăштах вăхăт иртсен, каллех чупса пынă Чышкă патне ывăнма пĕлмен тарçăсем.
— Чăваш хулара пĕр вывеска çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те лаш! хуйхăрса ячĕ. Вулама вĕренесшĕн пулмалла...
— Кĕнеки пур-и унăн?
— Кĕнеки çук пулас та, пĕр-ик алçырăвĕ-мĕнĕ пулмалла.
— Апла пулсан, алçырăвĕсене те ĕнене çитерме хушас.
Çавăнтан вара «чăваш кĕнекине ĕне çинĕ» тенĕ ваттисен сăмахĕ тухса кайнă.
Нумай иртет-и вăхăт, сахал иртет-и, — Чышкă патне тепĕр тарçи чупса пырать.
— Чăваш сывалма тытăннă пулмалла, пăрçа нимĕрне çинине куртăм. Кашăкпа нимĕрне ăсать те çăварне хыпиччен малтан умĕнче ларакан çу çине пăхса илет, — тенĕ.
— Эккей, тулккăсăрскер! Çупа нимĕр çисен мăнтăр чирĕпе чирлессине пĕлмест, мĕскĕн! Апла чирлеттерес мар, хырçăпа куланай нумайтарах хурас ун çине.
Çапла вара чăвашпа ытти халăхăн ачисене тăрантарма та çăкăр-тăвар юлми пулса тăнă.
— Вырăс та, чăваш та, ытти халăхсем те тасаласшăн. Çăвăнма вăхăт çук, çиме çăкăр çук тесе, пăлхав пуçласа янă, — чупса çитсе пĕлтерет Чышкăна тепĕр тарçи.
— Пăлханакансен пуçĕсене касса ярас! — тенĕ Чышкă. Чылайăшĕнне пуçĕсене касса янă хыççăн тарçисем Чышкă патне татах пырса шалăп параççĕ.
— Пуçĕсене касса ятăмăр та, кĕлеткисем сана валли ĕçлесшĕн мар, сывлăша шăршлантарса çеç выртаççĕ, — тенĕ.
Кăна илтсен, Чышкă хăйĕн чи çывăх тусне чĕнет те хулпуççинчен лăпкаса калать:
— Кай-ха, тусăм. Пуçĕсене касса янисем эсĕ пырасса кĕтсе выртаççĕ. Пуçĕсем çук пулин те, кĕлеткисенчен руга1 сăптăрса юл та ӳчĕсене пытарма хуш, — тенĕ.
Вара тусĕ Чйшкă каланине хаваслансах туса пынă. Тепĕр тарçи чăваш уйран çинине курнă та Чышкăна пĕлтерме чупнă:
— Чăваш сĕт çиет!
— Вăкăр сĕчĕ парас халăхсене!
Çавăнтан вара эрех монополийĕ пуçланса кайнă.
Çул хыççăн çул, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртнĕ. 1905-мĕш çул та çитсе тăнă. Ура айĕнче юр чĕриклетнĕ вăхăтра Чышкă хыпар илет:
— Ытти халăхсемпе пĕрле чăваш та ирĕклĕн калаçма вĕреннĕ.
— Вăл та ун пек хăтланма пĕлет-и?
— Пĕлет çав...
Чышкăн икĕ куçĕнчен те вут сиксе тухать, çăварĕнчен — кăпăк. Тарçи малалла калать:
— Чĕлхине эпир тăпăлтарса пăрахрăмăр, шăлĕпе чăтма çук-шатăртаттарать, мур!
— Шăлĕпе калаçасшăн пулĕ апла, — тет Чышкă. — Казаксем ярас та шăлĕсене çĕмĕрсе тăкма хушас. Ĕçлеме шăлсăр та пултарĕç.
Çавăнтах тепĕр тарçи вĕçсе пынă Чышкă патне:
— Чăваш та çĕр ыйтать!
— Парас. Виçĕ аршăнпа çитет ăна, чăваш вăрăм çын мар, — тет.
— Хулана ĕçлеме кайнă чăвăш çамрăкĕ галстук çыхса çӳресшĕн пулмалла, — тет тепĕр тарçи.
— Галстук?! Ăна валли галстук сӳсрен явăр. Мăйне çыхнă галстук вĕçĕсене каштаран çыхăр та кĕлеткине уртса ярăр.
Çак приказ хыççăн вăхăт нумай та иртмест, каллĕх ӳке-ӳке чупса пыраççĕ Чышкă патне тарçисем.
— Сана хирĕç пăлхав пуçланă. Икĕ пуçна та касса пăрахнă, сисетĕн-и? — теççĕ.
Хыпаласа пăхнă та Чышкă хăйĕн пуçĕсем ларнă тĕле — пĕр пуçĕ те çук! Вĕсен вырăнĕнче чĕркуççи пек яп-яка вырăн анчах.
Пурăннă вара вăл сакăр уйăха яхăн пуçсăрах (февральтен ноябре çитиччен).
Ноябрьте пĕрре Чышкă тарçисене чĕннĕ те каланă:
— Сире эпĕ мĕнле пурăнмалли çинчен совет парас тетĕп, — тенĕ.
Лешсем каланă:
— Совет парасшăн эсĕ? Совечĕ хăех пулнă-çке. Çурлапа мăлатук халĕ «Совет» туса хунă. Советсене — Российăн Советлă Федеративлă Социализмла Республики теççĕ, — тенĕ.
Чышкă пĕтнĕ вара. Тарçисем, Чышкă каллех пуç тупса парас тесе, чылайччен тăрмашнă, анчах ĕçĕ çур пуслăх та тухайман.
Ĕç этемĕсĕм Чышкă тарçисене хупăрласа илнĕ те тинĕсе хăваласа путарнă. Çавăн хыççăн вара чăваш çĕршывĕнче те Автономиллĕ Совет Республики пулса, социализм тăвас ĕç хĕрӳлленсе кайнă.
Юмах ятăм — юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...