Ачалăхри пĕр кун
Паян савăнăç! Манран аслăраххисен канмалли кун. Вĕсен шкула каймалла мар. Муççей, Волоть тата Куçма, эпĕ малтан Вăрăм шывĕн тепĕр енне кайса килтĕмĕр. Пĕçмен çырми хĕрринче ыраш кĕпçи татса çирĕмĕр. Тутана лектерме юраманскер йăлт пăсса пĕтерет. Ăш-чик тӳсет. Таврăнтăмăр. Пукла выляса илтĕмĕр. Кустăрмалла тупăшрăмăр. Йыш хушăнсах пычĕ. Мечĕкпе выляма пикентĕмĕр. Шупкарах сăнлă сăранпа сырнă. Ăшĕнче те каучук, те урăххи — лайăх çапсан таçтах ыткăнать.
Мечĕкĕ хамăнах-ха. Анчах кам ăсталанă, пирĕн киле мĕнле килсе лекнĕ — калаймастăп.
Пĕрисен çапмалла. Сыхлакансен çăмхана çĕре ӳкиччен е тытмалла, е çапса таракансенчен пĕрне персе тивертмелле. Вара çапаканнисем пулаççĕ.
Ĕнер çумăр лӳшкерĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ. Паян — хĕвеллĕ. Çул çинчи пĕр шит хулăнăш тусан пусăрăннă кăна. Кĕрсе кайсан пурпĕрех çĕкленет. Урамăн пĕр енĕ тип-тикĕс, сысна курăкĕ ем-ешĕл. Çавăн тăрăх чупатпăр.
Мана çапма черет виççĕмĕш хут çитрĕ. Хатĕрлентĕм — пирĕн киле салтакăнни пек карттус тăхăннă çын кĕрсе кайнине асăрхарăм. Кам-ши? Калиткене те, пӳрт алăкне те нихăçан та питĕрсе тăмастпар та — ал туйине пăрахрăм, киле чупрăм. Картишĕнчи Улай каçса кайса вĕрет. Пӳрте кĕтĕм. Арçын тĕпеле çитнĕ. Сăран сумкине хăйĕн умне çавăрнă, хутсем кăларнă. Вĕсене пĕр чĕнмесĕр пăхать.
— Эсир патшалăха какай парса татман, — пат татса хучĕ.
Анне вырмаран килсе ĕлкĕрнĕ иккен.
— Мĕнле татман? — тĕлĕнчĕ вăл. Хăй кăмака умĕнче мĕшĕлтетет. Пуçа çыхнă тутăрĕ çур пуçа кайса ларнă. Саппунăн пĕр вĕçне пилĕке çыхнă кантраран хĕстернĕ. Вут хутса янă.
— Квитанци кăтарт, — пуçне пăркаларĕ килнĕ арçын.
Паллатăп ку çынна — Тумашкин. Агент. Пирĕн пата час-часах килет. Тепĕр чухне аннене макăртса та хăварать. Налукшăн 300 тенкĕ шăлса илчĕ. Заем çырăнтарнă, тата 300 тенкĕ. Нина аппа 18 çул тултарнă — 150 тенкĕ. Ача туманшăн. Ниçтан пĕр пус кĕмест. Аннен укçа ăçтан тупмалла? Ĕне пур-ха. Сĕте Канаша кайса сутса, укçа кăштах пулатчĕ-и тен? Мĕн суса илнине — патшалăха. Парăмĕ нумаях юлман тетчĕ те анне, пурпĕрех ыйтаççĕ. Çăмарта, çăм, аш-какай... Каласа пĕтереес те çук. Хамăр выçă. Улттăн эпир. Сталин ячĕллĕ колхоз хĕвел тухиччен пуçласа хĕвел аниччен тапаçлантарать. Хăй пĕр грамм тырă, пĕр пус укçа валеçмест.
Агент вăрçăран таврăннисен çемйисене пире тип шар кӳнĕ пек тустармасть пулас, илтмен. Пирĕн атте хыпарсăр çухалнă çав. Ун пеккисен çемйисене нимĕнле çăмăллăх та çук. Эпир йывăç хуппипе, шĕшкĕ кăчăкĕпе, крахмалпа, ӳсентăранпа пурăнкаланине никам та курмасть. Çĕршыв та шеллемест.
Хамăр ял çынни Николай Авдеевич каланă тăрăх, тăпри çăмăл пултăр, вĕсем Ржев патĕнче Мускава тапаçланакан нимĕç хурахĕсемпе вут-çулăм тăкса çапăçнă. Аттене йывăр амантнă. Ăна урапа çине хамăрăннисемех хунă-ха ĕнтĕ. Çапăçу хирĕнчен илсе тухас тенĕ — фрицсем çитнĕ. Лаша та ӳкнĕ, лавçи те курăнман. Николай Авдеевич темле хăтăлкаланă, хамăрăннисем патне çитнĕ.
Çамрăк пултăм çав — тĕплĕнрех ыйтса юлаймарăм.
Николай Авдеевич кăштах уксаклатчĕ. Те çавăн чухне, те каярах аманнă — калаймастăп. Атте пирки сăмах тапратсан икĕ куçĕнчен те куççуль тумлама пуçларĕ.
— Эсĕ татах мĕшĕлтететĕн-и? Манăн вăхăт тăкăнса тăмасть! — сассине ӳстерчĕ агент.
— Çакăнтах, хăма айне хутăм. Ăçта кайса кĕнĕ-ха ĕнтĕ? — мăкăртатрĕ анне. Кравать çине улăхса тăнă. Йывăç шкап çинчен стена патне çитиччен вырттарнă хăмана çĕклерĕ, пӳрнисемпе темĕн шырарĕ.
— Юмах... — тем каласшăн пулчĕ Тумашкин.
— Ара, виçĕм кун кăна 10 хур кайса патăмăр. Хутне те хăвах çырнă пулĕ-ха? — айăпа кĕнĕн Тумашкин çине пăхрĕ анне.
Эпĕ кăштах хăюллантăм, агент çумне пырса тăтăм, ăна куçĕнчен шăтарас пек тĕсерĕм.
— Аха, — ăнлантарма пикентĕм. — Виçĕм кун Ульха аппа хăваласа кайрĕ. Пĕтĕм ял хурĕ унта... Мĕнле какăлтатаççĕ...
Тумашкин ман чиппи-чиппи тухса тулнă, тусанлă çара ура çине кăнн! тĕмсĕлчĕ. Тутине йĕрĕнсе пăрчĕ.
— Шĕшлĕ! Манпала пыратăн. Сурахăра илсе каятăп. Сасси пурччĕ-ха...
Алăк патнелле утрĕ.
Анне хăма çинчи япаласене кравать çине хума тытăннăччĕ — васкасах урайне анчĕ.
— Ах, çав териех мăшкăл ан тăвăр-ха. Сурăх тин çеç путексем туса пачĕ... — хыпалансах агент патне пыма пуçларĕ. Ку алăкран тухса кайрĕ. Эпĕ те унран юлмарăм. Мана хушрĕ те-ха.
Тумашкин вăйлă. Кĕсйине чиксе килнĕ кантрапа сурăха мăйĕнчен яваласа çыхрĕ, витерен вăшт! çеç сĕтĕрсе тухрĕ. Икĕ путек мек! те мек! турĕ.
Выльăха сĕтĕрсе-уттарса аттепе пĕр тăваннин арăмĕ патне такки илсе çитертĕмĕр. Кунта икĕ арçын виçĕ кролике сӳсе картишĕнчи пилеш туратĕнчен çакса янă. Иккĕшне тин çеç сӳме тытăннă.
— Сурăха кăкарса хур! — пилеш еннелле тĕллерĕ лавккара ĕçлекен Якур. — Паян кроликсемпе çитет.
Агент вăл каланă пекех турĕ.
— Мур... Выльăх хуçине пахать теççĕ. Ытла пӳтсĕр. Йăлт ăшша пиçрĕм, — мăкăртатрĕ агент.
— Аплах мар ĕнтĕ... — эпĕ халиччен курман арçын тем каласшăн пулчĕ. — Хĕрĕсем пиçсе çитнĕ çырла пек.
— Мĕн, хытса кайрăн-им? Тыт курка! — ахăрашрĕ Тумашкин. Те çав арçынна тарăхрĕ, те чăннипех те сурăха çилленнĕ?
Эпĕ куркана йăпăр-япăр ярса илтĕм. Вăл икĕ аллипе тытнă ывăçне шыв ятăм. Агент аллине, питне, мăйне çурĕ. Пилеш туратĕнчен çакса янă ал шăллине илсе шăлăнчĕ. Пӳртелле утрĕ. Эпĕ те унран юлмарăм. Ара, мана хăй хыççăн пыма хушнă та-ха. Вăл каламасăр пăрахса каймастăп ĕнтĕ.
Пӳртре — шав. Колхозăн та, ял Канашĕн те председателĕсем кунтах. Ялти шкул директорĕ ял Канашĕн секретарьне тем ăнлантарать. Кӳршĕри хĕрарăмсем пурте килнĕ тата. Вĕсен мăшăрĕсем вăрçăран таврăнман. Инке стаканпа сăмакун ĕçтерет. Четвĕрт кĕленчи — сĕтел çинче. Эрех çурри пĕтнĕ.
— Пиç-пиç, палан,
Пиç, палан.
Пиç-пиç, палан,
Пиç, палан.
Сана пиçме лартнă вĕт
Кăмакана кăршукпа.
Сана пиçме лартнă вĕт
Кăмакана кăршукпа... —
юрлаççĕ хĕрарăмсем. Пурте ура çинче. Мĕскĕнсем... Куçĕсем нӳрлĕ. Çавах ялкăшаççĕ. Пуçĕсенче мĕн шухăш-ши? Хăйсем те палан пекех пиçеççĕ те...
Ял Канаш председателĕ чаплă дирижер пекех: икĕ аллипе епле сулкалашать. Юрă юхнă май унталла-кунталла пăрăна-пăрăна илет. Хулăн икерчĕ пек усăнса тăракан тутине хуската-хуската пăхкалать. Пичĕ шыçмак. Çĕр килограмм ытла таякан кӳмерккине аванах вылятать. Тен, унăн ку енĕпе Турă пани те пур?
Вăрман хуралçи пӳртре мĕн пулса иртнипе пач та кăсăкланмасть. Унăн хăйĕн шухăш, хăйĕн ĕç. Çумма, сак çине, самăртарах хĕрарăма лартнă. Сылтăм аллипе мăйĕнчен ыталанă. Сулахайне тĕртнĕ кĕпе арки айне чиксе янă.
— Кунта пур-р!.. Кунта кĕçĕр çĕр каçма та çитет, — тет çурма сассипе ăшшăн. Хĕрарăмĕ пуçне лач! усать. Çĕклет. Татах лач! антарать.
Эпĕ те кăсăкланса кайрăм. «Çавăнта мĕнле кайăк кĕрсе кайма пултарнă-ши?» — шухăшлатăп. Ара, камăн мĕн? Эпĕ çунатлă туссене питĕ юрататăп та. Кăçал та ав кил таврашне мĕнле кайăк çеç йăва çавăрмарĕ-ши? Шăнкăрч, чĕкеç, хăмла кайăке, пăрчăкан... Çерçи, ял кайăкĕ, — кашни хуçалăхрах. Манăн кăмăла туяççĕ пулас вĕсем.
Пуçа аялалла пĕксех пăхатăп. Нимĕн те курăнмасть. Тата ытларах пуçа усма пикентĕм çеç, такам сулахай хăлхаран кап! ярса тытрĕ. Унтан чуна пырса тивмелле пăрчĕ. Умрах вут-çулăм йăл-йăл çиçсе вылярĕ. Ыратнипе пĕчĕк пӳрнесем-пе шăнăрлă, пысăк алла ярса тытрăм. Вăл ăна туймарĕ те пулас.
— Мĕн шыратăн эсĕ кунта?! — аслати пек кĕмсĕртетрĕ хулăн сас.
Шкул директорĕ иккен. Çӳллĕ, хытканрах пӳ-силлĕ арçын. Хăрах куçĕ шурă курăнать, çапах та ман çине шăтарасла пăхать.
— Эпĕ сурăхпа килнĕ... — пыр тĕпĕнчен хăйăлтатса аран-аран тухрĕ сассăм,
— Сурăх? Парап сана... Марш!
Алăка уçрĕ, кирза аттипе купарчаран лат! тутарчĕ. Пуçĕпе мар, айккипе тапрĕ. Ыратнинех туймарăм. Алкум урайĕ тăрăх çăмха пек йăваланса кайрăм... Сиксе тăтăм. Унталла-кунталла пăхкалатăп. Алăк хупăннă. Картишне тухрăм. Кунта та никам та çук. Пирĕн сурăх пилеш тавра пикенсех чупать. Кантрана ун çине хытах çыхман пулас, ахальтен явăнсах лармалла. Туртăнса икĕ уран тăрать. Çаврăнса ӳкет. Сиксе тăрать. Татах вирхĕнет. Çăмлă тус патне пытăм. Вăл мана та пăхмасть — йывăçран хăтăлас тесе тапаçланать. Салтса ярас тесе пӳрнепе хыпашлатăп. Кантра пилеш тĕпнех анса ларнă та — мана ĕçлеме пач та чăрмантармасть. Анчах çыхни пуранса хытсах ларнă. Пĕчек пӳрнесемпе аппалантăм-аплалантăм: вăй çитмест. Куççуль тухрĕ. Тимлĕрех пăхрăм — туртса салтмалла çыхнă иккен. Шăлпа çыртса туртатăп. Çыхнине кăштах пушатрăм пулас — кантра вĕçне туртсанах сурăх вĕçерĕнчĕ, хăрах петле çинче çакăнса тăракан калитке патне тӳрех вĕçтерчĕ. Пуçĕпе ăна мĕнле пачĕ — умĕнчи чăрмав урамалла хăма татки пек вĕçсе кайрĕ. Тус ун урлă транк! çеç сикрĕ. Эпĕ урама тухнă çĕре вăл икĕ-виçĕ килрен те иртсе кайнă. Мăйне çыхнă кантра вĕçĕ урамри тусана пăравус тĕтĕмĕ пек йăсăрлантарса пырать. Ĕнер çумăр çунă тесе те калаймăн.
Эпĕ те пур вăйран чупатăп. Хама Тумашкин çитсе ярса тытассăнах туйăнать. Хапха умне çитнĕ çĕре анне те урама тухрĕ. Калиткене уçрăм: сурăх вĕçнĕ евĕр кĕрсе кайрĕ. Эпĕ унран юлмарăм, витенех кĕртсе ятăм.
Анне ман пата çитрĕ, куçран тинкерсе пăхать:
— Ывăлăм, ку пирĕн каялла мĕнле çитрĕ?
— Салтса ятăм... — сассăма çăта-çăта каларăм. Хам çаплах хаш! та хаш! сывлатăп.
— Салтса-а? Тумашкии тепре чупса килет вĕт. Ăна татах илсе каять. Санне хăлхуна пăрать, — хыпса ӳкрĕ анне.
— Манне пăрнă, — терĕм. Урамалла тухас тесе кайма хускалтăм.
— Алёш, ан васка-ха... Пӳрте кĕр. Пашалу пĕçертĕм. Эсĕ паян апат та çиеймен пулĕ?
— Пашалу? Мĕн пашалăвĕ? — кайма тăнăскер чарăнса тăтăм.
— Çăнăхран пĕçернĕ. Ĕнер каçхине Марфа аппу кăштах илсе килнĕччĕ.
Эпĕ савăнсах кайрăм. Марфа аппа аннепе пĕр тăван. Çĕнкасра пурăнать. Вĕсен «Хĕрлĕ çалтăр» колхозĕ ĕç кунĕ пуçне 200 грамм тырă, кăштах укçа та валеçнĕ тенине илтнĕччĕ. Эрне каялла вĕсем патне хăнана кайса килнĕччĕ. Мана Марфа аппан хĕрĕ Акăни аппа çур кукăлĕн пĕр пайне касса панăччĕ. Пăрçапа пĕçернĕскер тутлăччĕ.
Пӳртре анне пĕр стакан сĕт лартса пачĕ, хăй шантарнă пĕр татăка тыттарчĕ. Эпĕ çирĕм. Сĕтпе пашалу тĕлĕнмелле тутлă! Пыр тĕпĕнче тĕлĕнмелле ырă тутă, чуна уçса ярать.
— Ку хăлхуна мĕн турĕç-ха тата? — мана пĕр самант пăхса ларнă хыççăн ыйтмасăр тӳсеймерĕ пулас анне. Ун сăмахĕ мана ток çапнăнах туйăнчĕ. Хам та сисмерĕм: хăлхана пӳрнесемпе хыпаласа илтĕм. Вăл икĕ хут хулăнланса ӳссе ларнă. Халĕ те сӳ! те сӳ! туса сурать. Чун çемçелсе кайрĕ. Нăшиклетсе ямасăр аран тӳсрĕм.
Анне манăн хурава кĕтсе тăмарĕ, кăмака умнелле утрĕ. Вăл, паллах, пĕтĕмпех ăнланчĕ.
Чăх амăшĕ хăйĕн чĕпписене хӳтĕлесе хаяр çăханпа çапăçма тухнине те курнă эпĕ. Ытти кайăк та çемйи патне никама та пыртарас темест. Анне вара хăйĕн пепкине хӳтĕлеймест. Унăн çивĕчлĕхне ял хуçисем, Тумăшкин тĕппипех пĕтернĕ.
Хĕвел анса лариччен аппасем çитрĕç. Тырă вырса пĕтнĕ-мĕн. Анне хамăрăн каçалăксене тухсан киле ĕç тума иртерех килнĕ. Аппасем Уçук инкене пулăшма юлнă. Вăл кăкăр ĕмекен ачана кӳмепе илсе пынă. Пепки темшĕн йăшнă: час-часах макăрнă. Паллах, амăшĕ канăçсăрланнă: ачана пыра-пыра лăплантарнă, йăпатнă. Çывăрттарма тăрăшнă. Каçалăкĕ ыттисенчен тăсăлса юлнă. Анне аппасене кинне пулăшма сĕннĕ. Хĕрсем килĕшнĕ.
Квитанцие пӳрчĕпех шырарĕç. Эпĕ аннепе çывăратăп. Вăл мĕнле канăçсăрланнине те туятăп: час-часах хаш! та хаш! сывлать. Ыйхине çухатрĕ пулас: эпĕ хăçан вăранатăп — вăл вырăн çинче çывăрмасăрах ларнине куратăп. Юрать-ха квитанци тупăнчĕ. Виççĕмĕш кунне Нина аппа урай сăтăрса тухма пикенчĕ. Арча айĕнчи тусана та шалса илесшĕн пулнă. Хут арча айне темле кĕрсе кайнă, хĕрринчех выртнă. Ăна тахăшĕ ӳкернĕ ĕнтĕ, Тумашкин сурăх пирки пирĕн пата урăх килмерĕ. Çăмлă тус хăйĕн юратнă пепкисене чиперех çитĕнтерчĕ.
...Çитмĕл çула çитрĕм ĕнтĕ. Унччен кун пирки шухăшласах кайман. Халĕ ытла та сисĕнме пуçларĕ. Çын тени, пурте мар та-ха, саккун пӳлмесен, патшалăх ирĕк парсан мĕн чухлĕ май пур — çав таран иртĕхме пултарать. Патша вăхăтĕнче те, Сталин саманинче те, паян та çавах...
Чунăма темĕн чĕпĕтет...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...