Кăмпана кайни
Кĕркунне. Кун тăршшĕ кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Çанталăк çумăрланчĕ, сивĕнчĕ. Кăмпа вăхăчĕ çитрĕ. Эпир кӳршĕсен лашипе вăрмана кайрăмăр. Вăрмана кăмпана каякансем питĕ нумай. Вăрман пире каш кашласах кĕтсе илчĕ. Мĕн тери ырă вăрманта! Кăкăр тулли пĕрре сывлама мĕне тăрать! Вăрман хуçи пӳрчĕ патĕнчен иртрĕмĕр. Ленин карти патне çитрĕмĕр те лашана чартартăмăр. Нинук çул çинчен вăрманалла кĕчĕ. Аннепе Марине иккĕшĕ çырма леш енне каçрĕç. Эпĕ тата Нинукăн ачи Сашук лаша патĕнче юлтăмăр. Нинук кăмпа пуçтарса мала кайнă, пире Сашукпа иксĕмĕре чĕнсе илчĕ, пĕрле малалла утрăмăр. Манăн аннепе Марине кая юлчĕç. Çул икĕ пая пайланчĕ: пĕри, мăн çулĕ, Логинов карти патне, тепри вăрман ăшнелле каять.
Пирĕн шкулта вĕреннĕ, вăрçăра пуçне хунă Алексей Романович Логинов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе вăрманта йывăçсем лартса ӳстернĕ, ăна Логинов карти теççĕ.
Нинук вăрман ăшнелле кĕрсе лашана йывăç çумне çыхса хăварчĕ. Пире вăл: «Ниçта та ан кайăр», — тесе каларĕ, хăй кăмпа пуçтарма кайрĕ. Эпĕ Сашукпа пĕччен юлма питĕ хăрарăм. Кăштахран анне çитрĕ. Вăл çул хĕрринче кăмпа нумаях тупайман.
Пире каллех çапла каларĕç: «Лаша урапи çинчен анма ан та шутлăр», — терĕç.
Пире кăмпана илсе кайманшăн эпĕ питĕ хытă кӳрентĕм. Нинук çитрĕ. Пĕр витре кăмпа татнă. Вăл татнă кăмпине михĕ ăшне пушатрĕ те пире те пĕрле илсе кайрĕ. Ай турух! Мĕн чухлĕ кăмпа! Йывăçсем кутĕнче, тункатасем хĕрринче уплюнккасем тĕми-тĕмипе лараççĕ. Эпĕ самантрах виçĕ витре кăмпа пуçтартăм. Пирĕнпе пĕрле Сашук та упаленет. Нинук тăватă витре пуçтарчĕ. Çумăр вĕтĕртетме пуçларĕ. Хĕвел те тарса пытанчĕ. Тавралăх тĕттĕмлене пуçларĕ. Нинук кĕсье телефонĕпе аннене шăнкăравларĕ, эпир лашапа мăн çул çине тухрăмăр тесе каларĕ. Вĕсем, Маринепе анне, çĕтсе кайнă. Анат енче кăмпа нумай тесе анаталла утнă, унтан çĕтсе кайнă, ăçтан тухмаллине пĕлмен. Çумăр питĕ хытă çума пуçларĕ. Вăрман хуçи пӳрчĕ патĕнче машина тăрать. Марине пиччĕшĕ машинăпа йăмăкне хирĕç килнĕ. Эпир аннепе Маринене кĕтмĕпĕр тесе киле кайрăмăр. Çул япăх тата пылчăклă пулнипе урапа шăвать. Кăмпасем тăкăнса пыраççĕ. Сасартăк лаша тулхăрса каялла чакма пуçларĕ. Çул çинче çĕлен явкаланать иккен. Çĕленĕ хуп-хура, икĕ метра яхăн вăрăм вăл! Мĕн тумаллине пĕлместпĕр, чĕтреме ертĕмĕр. Таçтан шăши чупса тухрĕ. Вăл çĕлен хӳри çумĕпе чупса кайрĕ те çĕлен ун хыççăн шурĕ. Лашана хулăпа çапса чуптартăмăр. Çав шăши пирĕн пурнăçа çăлчĕ. Лашана вилĕмрен çăлчĕ. Питĕ паттăр шăши. Медале тивĕçлĕ шăши. Киле çитнĕ çĕре шыв пирĕн витĕр тухрĕ. Часах анне машинăпа çитрĕ. Эпĕ чей ĕçмесĕрех çывăрса кайнă. Юлашкинчен эпĕ чирлесе ӳкрĕм.
Çапах та кăмпана кайни мана питĕ килĕшрĕ.
Аксар Чунтупай (2010-11-01 21:57:48):
Кĕске, çапах аван калав пулса тухнă.
Ирина (2010-11-08 22:56:39):
Чăвашла мар предложенисем курăнкалаççĕ. Ку калав илемлĕхне чакарать."шыв пирĕн витĕр тухрĕ" тенине мĕнле ăнланмалла? Çине-çинех пĕр пек предложенисем каяççĕ (Эпĕ чей ĕçмесĕрех çывăрса кайнă. Юлашкинчен эпĕ чирлесе ӳкрĕм), (...пурнăçа çăлчĕ. Лашана вилĕмрен çăлчĕ).Тата конкурсĕ фантастикăлла пек астăватăп.
Максим (2010-11-08 23:07:10):
Чĕлхи вăйлах мар. Пур предложени те пĕтĕмпех глаголпа вĕçленет.Вулама йăлăхтарать. Тĕслĕх: вăрăмланчĕ, сивĕнчĕ,çитрĕ, кайрăмăр...кĕтсе илчĕ, иртрĕмĕр,чартартăмăр, каçрĕ,юлтăмăр,утрăмăр,юлчĕç,каять т.ыт.те.. .
Галина (2010-11-09 14:30:54):
Калав ман кăмăла кайрĕ."Шыв пирĕн витĕр тухрĕ" тенине вырăнти диалектпа усă курнă тесе хакламалла.Ачан ĕçне вĕрентекен лешĕ мĕнле çырнă, çавăн пек ярса панă тесе ăнланмалла.
Конкурса килнĕ ĕçсем питех те вăйлă, улттăмĕшсем те аслă класра вĕренекенсенчен чаплăрах çыраççĕ.Конкурс йĕркеленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Малашне ку хастар хутшăнакансен ĕçĕсене "Тантăшпа " "Теттере" те вуласа савăнасса шанатăп. Роксана ĕçĕсене ку изданисем хаваспах пичетлеççĕ, малашне те пичетлĕç.
Наташа (2010-11-09 15:52:54):
Мана питĕ килĕшмерĕ, вăйсăр калав. Калав та мар ку, мĕн пулнине палăртма та çук!
Наташа (2010-11-09 15:56:59):
Пĕлетĕп мĕнне, мини - сочинени ку!!!
Наташа (2010-11-09 15:58:46):
Тата, конкурс фантастикăллă вĕт!!!
Галина (2010-11-09 16:56:12):
Роксанăн фантастикăллă хайлав та пур,тепĕр ĕçĕ "Лаша пулса куртăм" ятлă.
Пĕрремĕш утăм, ман шутпа, япăхах мар.Пултарулăх пурин те пĕр пек мар-çке.Малашне ăсталăхне ӳстерсе пырĕ, вăл питĕ тăрăшуллă хĕр ача.
Таня (2010-11-17 13:19:19):
Эпĕ Наташа шухăшĕпе килĕшместĕп, ман Наташăна çапла калас килет:ачана çавăн пек çапса хуçма юрать-и вара, малтан хăвăр çырса пăхăр.Роксанăн хайлавĕ мана килĕшрĕ,маттур хĕрача.Ăнăçу çеç сунатăп.Маттур!!!
Зайцев П Н (2010-11-18 22:55:45):
Роксана, пĕррмĕш утăмсем чиперех. сирте пирĕн малашлăх.Çырмалла, çырмалла татах та çырмалла. Ăнăçу.
Admin (2010-11-22 22:03:58):
Ку калав содержани евĕр. Роксанăна, хăйĕн пултарулăхне малалла тăсас тет пулсан, калав çырнă май унти пулăмсене анлăрах, сарса çырма сĕнесшĕн. «Шыв пирĕн витĕр тухрĕ» чăн та питĕ хăйне евĕр :).
Фантастики çук теççĕ. Икĕ метр вăтăрăш çĕлен, паттăр шăши сире çитмест пулас :)
Илемлĕ литературăна ăна ун пек ахаль каламаççĕ — унта илемлĕх пурри кирлĕ. Кĕске содержанире пур та пулĕ вăл, анчах эп курмастăп.
Малашне (Роксана 6-мĕш класра кăнаç-çке) ăсталăхне туптаса çитерĕ-ха, малти вырăнсем йышăнма тивĕçлĕ хайлавсем çырĕ.
Admin (2010-11-22 22:04:36):
«Вăтăрăш» вырăнне «вăрăмăш» вуламалла. Васкарăм...
Катя Яковлева (2010-11-25 21:47:21):
Роксана маттур! Калав мана питĕ питĕ килĕшрĕ!