«Пурнăçсăр çук вилĕм...»


Пурнăçсăр çук вилĕм,

Вилĕмсĕр çук Пурнăç —

Çыхăннă мĕнпурĕ çакă Тĕнчере.

Шурăм пуçĕ килĕ,

Кайран килĕ анăç,

Кĕтсе илĕ каçĕ яланах ире.

 

Эп кайсан та савĕ Тĕнчене хĕвелĕ,

Эп кайсан та шăвĕç вĕçсĕр пĕлĕтсем.

Ăшă çумăр çăвĕ,

Вĕрĕ сивĕ çилĕ,

Шевле сапĕç пурпĕр йăлтăр çалтăрсем.

 

Пурăнăç — самантлăх,

Çут тĕнче — хăналăх,

Пуртан çук пулатпăр — пурăнар паян.

Кайнисем килмеççĕ,

Кайсан — çук пуласлăх,

Саманта хаклар-и çавăнпа ялан...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Башкирова Нина Евгеньевна (2016-02-12 13:34:44):

Саварсем те юррарсем те пите камалла .Каяссе ыр сынсем каяссе пите камала кайре.Пирен нумай пулмасть гармонист вилче. Ана асанса юрласшанче ,анчах перремеш куплетпа виссемеш куплетне анланаймарам.Сырса ямар-и ман пата ?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: