Тараватлăх
«Эп авлансанах çĕр кĕскелчĕ», — тенĕ тет ĕлĕк-авал пĕр чăваш. Çемье çавăрнăранпа виçĕ çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Акă кӳршĕ районти чăваш ялĕнче пурăнакан хуньăм юбилейне палăртма каймалла. Арăмпа тата иккĕри ывăлăмпа каланă вăхăта çитрĕмĕр. Инçетри хăнасем те, ял-йыш та чылаййăн пуçтарăннă. Мана пурте кĕрӳ теççĕ. Вăрахламасăр кермен пек пысăк çуртăн пысăк пӳлĕмĕнчи апат-çимĕçпе тулли сĕтелсем хушшине лартăмăр. Юбиляра паллă кун ячĕпе саламласа парнесем патăмăр, ырлăх-сывлăх, телей сунса черккесем пушатрăмăр.
Аванах сăйлансан уçăлма тухрăмăр. Пĕри калаçать, тепри табак туртать, виççĕмĕшĕ уткаласа çӳрет. Çав хушăра икĕ чăваш кĕрешме тытăнчĕ. Ыттисене те кăсăклантарчĕ пулас ку: канашсем параççĕ, хăш енчен тытмаллине, мĕнле мелпе ывăтмаллине вĕрентеççĕ. Акă пĕри теприне кăкăрĕ çине йăтса илчĕ те çĕклесе çапрĕ. Çĕнтерӳçе хирĕç тепĕр чăваш тухрĕ, ăна та çав шăпах кĕтрĕ. Паттăрпа кĕрешме хăюлăх çитерекен пулманран мана ӳкĕтлеме пуçларĕç. Эпĕ акатуйсенче кĕрешменни пирки çине-çине калатăп. «Пĕрре пăхсах эсĕ паттăр пулни курăнать», — çаплипех кăмăла çавăраççĕ арçынсем. Тĕрĕссипе каласан, çамрăк чухне кĕрешмен мар ĕнтĕ. Мана пурте шăнăрлă тетчĕç. Самантрах алла пиçиххи тыттарчĕç. «Мĕнех, кĕрешсе пăхам ара», — тетĕп. Пĕтĕм вăйпа паттăра хамăн кăкăр çинелле туртса илтĕм те çавăрса пăрахрăм. «Пирĕн кĕрӳ паттăр! Кĕркурие ним мар çавăрса çапрĕ!» — пĕр харăс кăшкăрма тытăнчĕç пăхса тăракансем.
Çак самантра пурне те пӳрте кĕме чĕнчĕç. Сĕтел хушшинче мана çĕнтерӳçĕ черккине тыттарчĕç. Турткаланса тăмарăм, кĕрешме паттăр çын ĕçме те пултарать тесе темиçе черкке пушатрăм. Тепĕр кун, юбилей каçĕ ăнăçлă вĕçленнĕшĕн савăнса, хам паттăр ятне тивĕçнипе мăнаçланса, киле çитрĕмĕр.
Ял çумĕпе чарăнмасăр юхакан çырмари шыв пек çемье пурнăçе те малалла шурĕ. Хĕл сиввисем иртсе кайрĕç, мĕнпур чĕрĕ чуна савăнтаракан ырă çуркунне килсе çитрĕ. Çурхи хĕрӳ ĕçсем вĕçленнĕ май акатуйсем иртеççĕ. Эпир çичĕ çухрăмра вырнаçнă пысăк чăваш ялĕн уявне курма кашни çулах çӳретпĕр. Çак йăлана кăçал та пăсмарăмăр.
Ĕçре мала тухнă çĕр ĕçченĕсене, механизаторсене, выльăх ĕрчетекенсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Вырăнти артистсем юрларĕç, ташларĕç, унтан ăмăртусем пуçланчĕç.
Акă вăрман хĕрринчи тикĕс вырăнта ушкăн халăх карталанса тăнă. Кунтах çамрăк ача пăявпа çавăтнă такана курăк çитерет. Чи паттăрри кам пуласси, парнене кам çĕнсе илесси пурне те интереслентерет. Çавăнпа кунта ватти те, вĕтти те пухăннă.
Çаврăм варрине икĕ паттăр тухрĕ. Вăрах та тĕркешмерĕç, пĕри теприне йăтса илчĕ те çĕр çине йăвантарчĕ. Çĕнтерӳçе тинкеререх пăхрăм. Ара, ку эпĕ пĕлтĕр çавăрса пăрахнă Кĕркури вĕт! Юлташсемпе пĕлĕшсем эпĕ çак сăмахсене каласса кĕтнĕ тейĕн. Пурте пĕр харăс мана ӳкĕтлеме пуçларĕç. Калаçкаласа тăнă вăхăтра Кĕркури тепĕр кĕрешекене те çĕнтерчĕ... Паттăр арçын ман енне шăтарасла пăхса илчĕ. Палларĕ пулас. Лаптăк варрине тăрса пĕр-пĕрне çавăрса тытрăмăр. Кĕрешĕве вăрах тăсас мар тесе умри ăмăртуçа кăкăр çине туртса илсе çавăрса пăрахма шутларăм. Çук çав. Унăн капмар кевти ту тейĕн, хускалмасть. Пĕтĕм вăя пухса тепре туртса пăхатăп. Ку та пулăшмарĕ. Çак самантра кĕрешӳçĕ мана хăй еннелле турта пуçларĕ.
Ниепле те чараймастăп, акă урасем те çĕр çумĕнчен уйрăлчĕç. Пĕлетĕп-ха, ывăтса ан ярайтăр тесен вĕсене ун урисем хушшине хума тăрăшмалла. Çапла тăватăп та, анчах... Çерем çине йăвансан тепĕр хут çаврăнса ӳкрĕм. Сулахай аяк пĕрчи ыратать, анчах ун пирки никама та пĕлтерместеп. Маншăн халĕ уяв кăсăкĕ те иртрĕ.
Паттăр Кĕркури тата темиçе кĕрешӳçе çĕнтерчĕ. Çавăнтах ун патне така илсе пырса аллинчен тыттарчĕç. Ун юлташĕсем выльăха урисене çыхса машина багажникне хучĕç. Каяс теççĕ пулас. Эпĕ çĕнтерӳçĕпе калаçса илесшĕн. Вăл манран икĕ çул аслăрах та, çавăнпа ăна пичче тесе чĕнтĕм, çĕнтернĕ ятпа саламларăм.
— Э-ээ кĕрӳ, тавтапуç! Пысăк салам сана хуньунтан. Сывлăху çинчен ыйтмастăп та ĕнтĕ. Паттăр эсĕ, кĕрешме те пултаратăн, — терĕ вăл.
— Паттăрĕ-мĕнĕ. Эпĕ сире пĕлтĕр çĕнтернĕччĕ те, тем начарланарах кайрăм пулас...
— Çу-ук, паттăр эсĕ, кĕрӳ, паттăр. Ун чухне эсĕ хăнараччĕ вĕт. Çавăнпа сана ялĕпе тараватлă кĕтсе илтĕмĕр.
— Вара эпĕ унта тараватлăхпа кĕрешнĕ-им?
— Çапла ĕнтĕ.
— Паян мĕншĕн тараватлă пулмарăн?
— Э-э-э, кĕрӳ, çу-у-ук! Кунта вара чыс ĕçĕ. Вăл сутăнмасть те, парăнмасть те. Ăна çĕнсе кăна илме пулать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...