«Çурăлайман çĕмерт çеçки»
Кам пуçне çавăрмасть-ши шап-шурă чечеке ларнă çĕмĕрт шăрши? Кам унăн ытарайми илемĕпе ассăн сывламасть-ши? Кашни çулах çĕмĕрт çеçкене ларсан Альăн куçĕ умне çамрăклăхăн манăçми кунĕсем тухса тăраççĕ.
Кӳршĕ ялти сакăр çул вĕренмелли шкула çӳрет Аля, пĕчĕк пӳллĕ те çинçескер, хура куçлă хĕрача. Вăл сакăр класс хыççăн тӳрех вăтам шкула вĕренме каясшăн. Шкулĕ ку ялтан вуникĕ çухрăмра, кĕркуннепе çуркунне ачасем куллен утаççĕ, хĕлле вара хваттере кĕреççĕ. Альăн амăшĕ хĕрне Пăва хулине тухтăрсем вĕрентсе кăларакан çĕре ярасшăн. Хĕрача амăшне ӳкете кĕртме хăтланса пăхкаларĕ, анчах та лешĕ ячĕ-ячех Альăна тепĕр кас хĕрачипе Пăвана. Пăва пысăк мар, Чĕмпĕр çумĕнче хула тесе калас та килмест. «Медицина училищи» тесе çырса хунă çурт патне çуран утрĕç, çурчĕ пĕр хутлăскер кăна. Заявленисем парса хăварчĕç икĕ хĕр. Амăшĕ çав тери сывлăх тухтăрĕ тăвасшăн ăна. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен ӳпке чирĕпе чирлесе таврăннă, шав-шавах чирлет, хĕрĕ ăна сиплекен пуласса шаннă. Килте те йыш пысăк, ултă ача. Чирлекелеççĕ те, ав, пĕр херачи çуралсан 3 уйăхран çĕре кĕчĕ. Çавăнпа та килте тухтăр пултăр тесе хыпаланать амăшĕ.
Аля çу каçипе кĕнеке алăран пăрахаймарĕ, экзаменсене хатĕрленчĕ. Экзаменсен вăхăчĕсем те çитрĕç, виçĕ предметпа 12 балл çити кирлĕ, анчах та Аля 11 çеç пуçтарчĕ. Вырăс чĕлхипе диктант «3» паллăлăх çеç çырчĕ. Вĕренме кĕрейменшĕн вăл пĕрре те кулянмарĕ. Унăн училищĕне мар, кӳршĕ ялти вăтам шкула çӳрес килетчĕ.
Çитрĕ вара кĕтнĕ самант. Аслă пиччĕшĕсем каланă тăрăх, кӳршĕ ялти шкул икĕ хутлă чул çурт, класĕсем пысăк, çутă, тумтирпе лармаççĕ. Учительсем аван, час-часах кану каçĕсем, КВНсем иртеççĕ. Хваттер хуçи карчăкĕ ырă кăмăллă (пиччĕшĕ вĕреннĕ вăхăтра ун патĕнче пурăннă), пĕчченех пурăнать икĕ пӳлĕмлĕ çуртра.
Шкул, йĕри-тавра пахча тытса çаврăннăскер, Альăна питĕ килĕшрĕ. Çерем, йывăçсем ӳсеççĕ. Çапла Аля Элшел шкулĕнче вĕренме пуçларĕ. Хăйсен ялĕнчен тăххăрмĕшне çӳрекен хĕрачасем çук, арçын ачасем кăна. Сентябрь уйăхне Аля вуннăмĕш класс хĕрĕсемпе çӳрерĕ. Октябрь уйăхĕ вĕçĕнче класа тепĕр хĕрача хутшăнчĕ, вăл халличчен Чĕмпĕр хулинче пӳрт-çурт тăвакансене хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ, халĕ вĕренме пăрахса яла таврăннă. Пĕр хваттере кĕчĕç Альăпа Валя.
Ку ял ачисем (хуçасем темелле-и ĕнтĕ) ют ял хĕрачисене вăрçтарма, çырусем çырса пăрахма пăхаççĕ. Пит те килĕшмест вара çак йăла Альăна. Кĕçĕн класс хыççăн, 4 çул хушши ют ял шкулĕнче вĕреннĕ, унта та «хуçасем» пурччĕ, халĕ каллех. Аля вуласа та пăхмасть вĕсен çырăвĕсене, çурса тăкать. Иккĕмĕш сменăра вĕреннипе уроксем пĕтнĕ çĕре тĕттĕм те пулатчĕ. Шкул алăкне хупсанах чупма пуçлатчĕç Альăпа Валя, вĕсен хыççăн чупса та çитейместчĕç «хуçасем». Çапла хĕл те ларчĕ, вăхăт шăвать. «Хуçасемпе» вĕсем юлташланса çитрĕç ĕнтĕ, пĕрлех концертсем лартаççĕ, уроксем хыççăн юлса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Альăна концертсем ертсе пыма суйласа лартрĕç. Вăл юрлама юратакан хĕрача, концертсенче ăна хапăл туса кĕтсе илеççĕ.
Вĕренӳ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕ çитрĕ. Уроксем тĕрлĕ кабинетсенче иртнипе час-часах куçса çӳреме тивет. Урăх кабинетсенчен таврăнсан парта ăшне ялан пĕр алăпа çырнă çыру алла лекетчĕ. 8-мĕш «А» класра вĕренекенскер, хăйсен ятне çырмасть, кашнинчех «Аля + ...» тесе çырса хăварать. Хăй ятĕнче миçе саспалли, çавăн чухлĕ пăнчă.
Пĕррехинче Аля парта хушшине кĕрсе ларчĕ. Портфеле уçса пăхрĕ, хăрах алсишĕ çук. Пуçларĕ шырама. Унта пăхать, кунта, алсиш ниçта та çук. Алсишĕ, симĕс те хĕрлĕ çиппе тĕрлесе çыхнăскер, питĕ хитреччĕ. Амăшĕ вăрçать ĕнтĕ çухатсан. Аля алсиш шыранине пĕрле ларакан Вова тимлесе пăхса ларать иккен, хăй кулать. «Аля, мĕн çухатрăн, мĕн шыран?» — тет. «Сана мĕн ĕç вара эпĕ мĕн çухатни? Çухатнă пулсан санăнне мар, хамăнне», — тесе хуравларĕ хĕрача. «Эпĕ пĕлетĕп мĕн çухатнине, кам илнине те пĕлетĕп. Камне пĕлессӳ килсен тепĕр тăхтавра коридора класс умне тухса тăр, илекенни сан алсишна тăхăнса иртсе каять», — терĕ Вова.
Ниçта кайса кĕме çук хумханса ларчĕ урок тăршшĕпех Аля. «Кам-ши, кам-ши çав ача?» Мĕнлескер-ши вăл? Аля çумне хăйĕн ятне çичĕ пăнчă лартса хăвараканскер мар-ши? Пĕр арçын ача пур шкулта унăн кăмăлне каяканни. Çав пулсанччĕ тесе шутлать хĕр. Шăнкăрав та янăраса кайрĕ, ачасем класран тухса чупрĕç. Аля кăна хускалаймасть, вырăнĕнчех уçă алăк витĕр коридоралла пăхса ларать. Чăнах та, майĕпен кăна хĕрача алсишне тăхăннă ача класс тĕлĕпе иртет. Çавă-çке, чăн та, унăн кăмăлне каякан яш. Вова чупса кĕчĕ: «Куртăн-и, алсуна, тухса ил, вăл сана кĕтсе тăрать», — терĕ те тухса сирпĕнчĕ. Шанк тĕлĕнсе хытса ларчĕ Аля вара тăхтав пĕтичченех. «Мĕнле-ха эпĕ кăмăлланă ачах мана кăмăлланă?» тесе пуçне ватса ларчĕ. Çук, тухмарĕ Аля, тепĕр тăхтавра та коридора тухмарĕ, ыйтмарĕ алсишне. Вăл арçын ача пĕр çул каярах вĕренет, унран кĕçĕн, Валерий ятлă. Ун хыççăн вăл Альăпа тĕл пулма май шырарĕ. Уроксем хыççăн тытса юлма Аля шкула тумтирпе çӳремест. Шкул çывăхрах, тумтирсĕрех чупаççĕ, хăваласа çитес те çук.
Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Альăсен класĕ клубра концерт лартрĕ. Вăл пĕччен виçĕ юрă юрларĕ, тепĕр хут кăларчĕç ăна сцена çине. Валерий чăтаймарĕ, пĕрремĕш ретех пырса ларчĕ. Концерт хыççăн Аля класс руководителĕпе пĕрле килне кайрĕ, каллех хăй килĕштерекен арçын ачаран тарчĕ.
Валерий çаплах парта ăшне çырусем хăварчĕ, хирĕç хурав пулмарĕ. Çуркунне çитрĕ, ют ял ачисем (Альăсем ĕнтĕ) хăйсен ялне кашни кун çӳреме пуçларĕç, çĕр-шыв типрĕ.
Альăн икĕ пиччĕшне те салтака илчĕç. Иккĕмĕш пиччĕшĕ хăйĕн сехетне парнелесе хăварчĕ йăмăкне. Çапла кичемленсе кайрĕ Альăн пурнăçă. Япăх пиччĕшсемсĕр, асли хут купăспа вылятчĕ, юрлатчĕ, ташлатчĕ. Вĕсем çуккипе çуркунне çитни те чуна савăнтармасть.
Аля пĕр кунхине шкул патне килсе çитрĕ (пиччĕшĕсенчен юлнă «Восход» мотоциклпа кӳршĕ яла çӳрет вăл). Ăна сӳнтерчĕ те вутă сарайне кĕртсе лартрĕ. Тусана сăтăркалас-ха тесе портфелĕнчен пĕчĕк тĕкĕр кăларчĕ те шартах сикрĕ. Тĕкĕр çинче — мĕлке, Валерий мĕлки. Аля çаврăнса ах! тесе çухăрса ячĕ. Валерий хăй те хăраса кайрĕ пулас хĕрача кăшкăрса янипе. Унăн аллинче çĕмĕрт çеçки, çурăлайман çĕмĕрт çеçки. «Эпĕ хăратасшăн марччĕ. Эсĕ мотоциклпа килсе чарăннине куртăм. Çĕмĕрт çеçкине парнелеме ĕлкĕрес тесе чупса килтĕм», — терĕ Валерий кăштах хумханса. Аля çĕмĕрт çеçки çине пăхрĕ те «Çурăлман çеçке парнелетĕн-и?» — терĕ. «Çурăлнă çеçке часах шанать, эсĕ ăна кăларса пăрахăн, ку туратсем часах шанмаççĕ. Шыв çине лартсан нумай ларĕ, вара эсĕ мана асаилĕн», — терĕ те Валерий çеçкене мотоцикл рулĕ çине хучĕ. «Ан кӳрен мана, хăратнăшăн. Манăн сана пит курас килчĕ, çавăнпа чупсах килтĕм», — терĕ те арçын ача шкул алăкĕнчен кĕрсе кайрĕ.
Пит çинчи тусан çинчен те мансах кайрĕ Аля, хĕпĕртенипе куççуль тухрĕ. Килĕштерекен каччă парнеленĕ çеçке умра выртать, ун аллинче пулнăскерсене хăй аллипе тытас терĕ вăл. Аля çеçкене илсе пĕчĕк капрон тутăрпа чĕркесе мотоцикл ларкăчĕ çумне çыхса хучĕ, хăй вара шăнкăрав сассине илтсе шкула чупса кĕчĕ.
Чăнах та, вăрахчен шывра ларчĕ çĕмĕрт çеçки. Çĕмĕрт хыççăн таврари вăрманта лантăш çеçки те çурăлчĕ. Лантăш татса килсен тин шаннă чечексене кăларса пăрахрĕ Аля.
Класĕпех Сĕве хĕрринчи вăрманта çĕр каçма калаçса татăлчĕç тăххăрмĕшсем. Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ, умра — çу уйăхĕсем. Виçĕ уйăх кураймаççĕ пĕрне-пĕри. Вăрманта кам кăвайт чĕртет, кам пулă тытать, кам шыва кĕрет. Хĕрачасем чей вĕретеççĕ, пулă яшки пĕçереççĕ. Тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, юрларĕç, ташларĕç çамрăксем. Кăвайт умĕнче Аля ларать, шухăшĕ пиччĕшĕсем çинчен. Тантăшĕ — Валя — юнашар пырса ларчĕ. «Аля, эсĕ кăвайт çумĕнчен хăпмастăн. Паян санăн вальс та ташлас килмест-и? Итле-ха, санăн юратнă çемĕ янăрать», — терĕ. «Çук, Валя, ташлас килмест манăн. Тунсăх пусса тăрать чуна», — терĕ Аля. Таврара тĕттĕмленчĕ. Тантăшĕ пăрахса кайсан Аля хыçне пĕри пырса тăчĕ. «Аля, вăхăт мĕн чухлĕ?» — тесе ыйтрĕ. «Валерий-çке ку, мĕн туса çӳрет кунта? Унăн класĕсем паян килмен вĕт», — шутласа илчĕ, анчах сасăпа каламарĕ Аля. «Вăхăт нумай, часах çутăлать. Кăвайт çунса пĕтессе кĕтетĕп те мотоцикла хускататăп», — терĕ Аля. «Çук, унпа каламастăп эпĕ. Çĕрĕпе кичеммĕн кăвайт умĕнче ларатăн эсĕ. Мĕн шухăшлаттарать вара сана? Вальăпа ташлама та тухмарăн, эпĕ чĕнсе янăччĕ сана ун урлă», — терĕ арçын ача. «Пĕлместĕп, кичем мана. Киле кайма та вăхăт. Аннепе атте пăшăрханаççĕ, вĕсем эпĕ мотоциклпа çӳренине килĕштермеççĕ. Пиччесем вара мотоциклпа çӳре тесе хăварчĕç», — калаçрĕ те калаçрĕ Аля. «Апла атя, лантăш пуçтарар. Килĕштеретĕн-и эсĕ лантăш чечекне? Эпĕ вара антăхса кайсах юрататăп», — куçран пăхрĕ Валерий. Унтан хушса хучĕ: «Аля, эсĕ лантăш килĕштерекен пулсан, эпĕ сана кашни çулах çак вăхăтра лантăш парнелĕттĕм. Килĕшетĕн эсĕ мана, ан кӳрен мана уншăн. Эпĕ пĕр çул санран çамрăк пулин те, санпа юнашар чухне пилĕк çул аслăрах туятăп. Манăн сана ĕмĕрĕпе лантăш парнелесе пурăнас килет. Шан мана, Аля. Пар аллуна, сăмах пар манпа туслашма», — пăлханса калаçрĕ çамрăк каччă.
Питĕ вăтанчĕ пулин те, лантăш пуçтарма кайма килĕшрех Аля Валерипе. Вĕсем вăрман хĕррипе кăна çӳрерĕç. Валерий вăхăт-вăхăт çухалса илет те шаларах кĕрсе нумайрах пухса тухать. «Хĕвел тухать, хĕвел тухать» тесе янрашаççĕ унта та кунта, аякран илтĕнеççĕ тантăшсен сассисем. Тĕрлĕ кайăк сасси вăрмана янăратать, чĕвĕл сасă чĕрене хумхантарать. «Каяс пуль, çутăличчен яла çитсе ӳкес. Хĕрарăмсем хĕрача пуççăн мотоциклпа çутăлсан кăна яла таврăнчĕ тейĕç», — тесе Аля тӳрĕ сукмакпа утрĕ. Ун хыççăн Валерий пысăк лантăш çыххипе сывлăм ӳкнĕ курăк çийĕн йĕр хăварса мотоцикл патне çитсе тăчĕ. «Сан валли тăрăшса пуçтартăм лантăш. Сана парнелеме... Тата хăçан килĕпĕр-ши?» — ыйтуллăн тинкерсе чечек çыххине мотоцикл çумне вырнаçтарчĕ каччă. Аля мотоцикл çине вăрт кăна улăхса ларчĕ те сывпуллашма вăтансах хускалса кайрĕ.
Çуллахи каникулсем пуçланчĕç. Аля хăйсен ялĕнче колхоза пулăшрĕ, Валерий хăйсен ялĕнче. Июль уйăхĕсенче Элшел çамрăкĕсем Альăсен ялне спектакль лартма пычĕç. Кĕтмен çĕртен Валерие курма тӳрĕ килчĕ. Спектакль пынă вăхăтрах Альăна хăйсен ялĕнчи Вова чĕнсе кăларчĕ. Валерий хăйĕн рольне урăх ачана парса хăварнă иккен. Вĕсем урам тăрăх уçăлса çӳрерĕç, спектакль пĕтсенех ыттисемпе пĕрле вăл та ялне кайрĕ. Нумайччен çывăраймасăр выртрĕ Аля, куç умĕнчен каччă сăнĕ каймарĕ.
Унтан вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ. Икĕ уйăх Альăсем хăйсен ялнех çӳрерĕç, ноябрь праçникĕ иртсен каллех хваттере кĕчĕç. Каçхине Валерий вĕсем патне пырса çӳретчĕ. Улька аппа тарават та кăмăллă хĕрарăм, арçын ачана ăшшăн кĕтсе илетчĕ. «Кĕрех, кĕрех, ачам, урамра шăнса ан тăрăр. Пӳрт пысăк, пурин валли те вырăн çитет», — тетчĕ. Çамрăксем вара кĕнеке вулатчĕç, уроксене пĕрле хатĕрленетчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылятчĕç. Вăхăт иртнине те туймастчĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне килĕштереççĕ пулсан та, «юрататăп» тесе каласа курман.
Хĕл ларас умĕн яла салтаксем таврăна пуçларĕç, Валерийĕн амăшĕн шăллĕ — Гена та таврăнчĕ. Улькка аппапа вĕсем кӳршĕллĕ пурăнатчĕç. Валерие те пĕрремĕш каçхинех хăйпе урама чĕнет, вĕсем Альăсем патне килчĕç. Гена тепĕр каçхине пĕчченех килчĕ, Валерий килессе кĕтмесĕрех. Ытти каçсенче Валерие хăйĕнчен малтан килне кайма хушатчĕ. Пĕр каçхине вăл: «Валерий, санăн иртерех каяс пулать, эсĕ çамрăк-ха, 9-мĕш класра кăна вĕренетĕн», — тесе Валерие кăларса ячĕ. Хăй вара алăк питĕрме Альăна чĕнсе тухрĕ: «Улька аппа çывăртăрах ĕнтĕ. Аля питĕрсе юл алăка», — терĕ. Аля васкаса кăна Улькка аппа калушне тăхăнса Гена хыççăн тухрĕ. Алăка хупса ĕлкĕриччен Гена Альăна аллисене пăчăртаса лартрĕ те хыттăн ыталаса тутинчен чуптурĕ. Аля хăранипе, кĕтмен çĕртен пулнипе кăшкăрса ячĕ, алăка хупмасăрах пӳрте чупса кĕчĕ.
Тепĕр каçхине каллех Гена Альăсем патне пырса кĕчĕ. Валерие килĕнчен куккăш хушнипе амăшĕ шкултан килсен кăларман иккен. Аля вара каçхи апат та çимерĕ, кĕнеке илсе Улъка аппан малти пӳлĕмне кĕрсе ларчĕ. Гена Улька аппапа калаçкаласа ларчĕç, унтан хăйне ăсатма тухма Альăна хистерĕ. Хĕр тухмарĕ, тухма та шутламарĕ. Тепĕр кун Валерий шкулта амăшĕ мĕншĕн кăларманнине, кĕçĕр те пырайманнине каларĕ. Каллех пырса ларчĕ Гена Альăсем патне, татах ăсатма тухма чĕнчĕ. Хĕр тухмарĕ, вăрттăн макăрчĕ. Валерий Альăна шкулта куркаларĕ, пĕр-пĕрин патне çырусем çырчĕç.
Пĕр кунхине Аля шкултан хваттере килсе кĕчĕ, пӳртре çынсем пулнине асăрхарĕ. Урайĕнче — хĕвелçаврăнăш хупписем, юр ирĕлнипе ура йĕрĕсем. Аля тӳрех урай тасатма тытăнчĕ. Малти пӳлĕмрен Улька аппа тухрĕ. «Пĕлетĕн-и-ха, Аля, камсем хĕвелçаврăнăш шĕкĕлченине? Эс килессе кĕтсе ларчĕç, кĕтсе илеймерĕç. Уроксем хыççăн кружок пулчĕ-и?» — тесе апат хатĕрлерĕ вăл Аля валли. «Камсем мана кĕтсе илеймерĕç, камсем хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчерĕç урайне?» — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл. «Генăн йăмăкĕпе аппăшĕ сана çураçма тесе килнĕччĕ, эпĕ вĕсене хăваласах ятăм. Шкулта кăна вĕренет, пиччĕшĕсем салтакра, амăшĕ илтсен мана вăрçсах вĕлерет тесе кăларса ятăм», — терĕ Улька аппа.
Аля вара çĕрĕпех макăрса çĕр каçрĕ. «Эпĕ вĕт ача кăна, манăн шкултан вĕренсе тухмалла. Эпĕ Валерие юрататăп, мана никам та урăх кирлĕ мар», — тесе куççульпе çăвăнчĕ вăл. Ку каçсенче Валерий килмесен яла каятăп та, урăх шкула килместĕп. Килес çул Валерипе пĕр класа килетĕп», — çавăн пек шухăшсемпе йăпанса çывăрса кайрĕ.
Тепĕр кун ирхине Улька аппа ывăлĕ патне Чĕмпĕр хулине каясса пĕлтерчĕ. Киле вара, хуçалăха шанса, Альăна хăварчĕ. «Выльăх-чĕрлĕх пăхăр, пӳрте хутăр. Нумаях пурăнмăп, виçĕ кунран таврăнăп», — терĕ вăл. Альăпа юлташ хĕрĕ ялне каймарĕç, канмалли кун пулин те кунтах пулчĕç. Каçпа вара пĕр класра вĕренекен Нина килчĕ. Кăнтăрла, шкулта Валерие вĕсем хăйсем кăна юлнине пĕлтерчĕç. Вăл Вова юлташĕпе килчĕ, кӳршĕ ачи Валентин каçрĕ. Çамрăксем улах турĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Алăкран хытă шакканипе вĕсем пĕр самант выляма чарăнчĕç. «Уçăр, уçăр, атту ватсах кĕретпĕр», — тесе кăшкăраççĕ тул енчен. «Сире кам кирлĕ? Мĕншĕн алăка ватасшăн? Кунта эпĕ кăна, Верук», — терĕ Таккавар хĕрĕ, Альăн юлташĕ. «Пире Аля кирлĕ», — кăшкăраççĕ лешсем. Вăл çук тесен: «Ан суйăр, уçăр, атту вататпăр», — илтĕнет Гена сасси. Алăка ватасран хăраса хĕрачасем уçрĕç. Пӳрте виççĕн, пурте салтакран килнĕ каччăсем кĕрсе тăчĕç. Арçын ачасене малти пӳлĕме хупса хучĕç. Альăна, кăмака çумĕнче тĕршĕнсе тăраканскере, Гена пĕр сăмахсăр йăтса илчĕ те пӳртрен тухса чупрĕ. Аля кăшкăрать, йĕрет, аллисемпе çапкалашать. Хапха умĕнче çуналлă лаша тăрать. Лаши пуçне пĕр каччă тытса тăрать. Альăна Гена çуна çине хурасшăн тĕрмĕшет. Ун пĕр аллине Нина çыртса илнĕ пулас, вăл вĕсем хыççăн пӳртрен вирхĕнсе тухрĕ. Гена Альăна пĕр аллинчен вĕçертмест, тепринпе Нинăна сиресшĕн. Пĕр юлташĕ малти пӳлĕм алăкне тĕрелесе тăрать, тепри Верукпа тĕрткелешет. Лаша патĕнче тăраканни Генăна калать: «Гена, эпĕ пĕлмерĕм сан хĕрачу çапла çамрăккине. Эсĕ ăна ирĕксĕрлесе илсе каяссине те пĕлмерĕм. Эпĕ ку ĕçе хутшăнмастăп, каçар», — терĕ те пăрăнса утрĕ. Вара Нинăна та вăй кĕрсе кайрĕ пулмалла. «Халех ял Советне чупатпăр», — тесе Гена çинелле ыткăнчĕ. Вара тепĕр юлташĕ те пăрăнчĕ. Çапла вара Гена Альăна вĕçертрĕ. Шăннипе тата хăранипе хĕр урамран чупса кĕрсенех ĕсĕклесе йĕме пуçларĕ. Пĕрре чĕри ыратнипе, тепре алли-ури шăннипе сиксе чĕтрерĕ. Алăкăн тепĕр енчен Валерин сассине илтрĕ: «Аля, уç-ха, пĕччен ан йĕр, тархасшăн куççульна ан тăк. Ӳссе çитĕнсен сана никама та мăшкăл кӳме памăп. Ялан пĕрлех пулăпăр...» Хĕрача нимĕн те чĕнме пултараймарĕ, çаплах куççуль тăкрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...