Ах, аннеçĕм, анне...
Ах, аннеçĕм, анне,
Килсем эс куç умне,
Курас килет сăнна санăнне,
Эс мана çуратнă,
Эс мана юратнă,
Панă ăсна мана хăвăнне.
Çуллахи кунсенче,
Хĕллехи каçсенче,
Ывăнмасăр тăрăшнă маншăн.
Тайма пуçăм сана,
Каçарсам, эс мана,
Чуна пама хатĕр эп саншăн.
Улт ача ӳстерсе,
Ӳстерсе, вĕçтерсе,
Пĕчченех тăрса юлтăн киле.
Эс пире тунсăхлан,
Час пăхан кантăкран,
Ачамсем килмеççĕ-ши тесе.
Ах, аннеççĕм, анне,
Килсе лар ман çума.
Çунтаратăн манăн чĕрене.
Печĕк парне туса,
Парнелем çак юрра,
Тупас теп кăмăлна санăнне.
(Кашни куплетăн юлашки виçĕ йĕркине икĕ хут юрламалла).
Валерий Михлеев (2011-12-29 12:16:54):
Ку сăвăн тарăн та чĕрене çунтаракан шухăшне хамăн аннене çăва çине йăтса кайса пытарсан тата вăйлăрах туйма тытăнтăм.