Лаша пулса куртăм


Пĕррехинче эпĕ, уçăлса çӳренĕ чухне, пĕр пысăк йывăç патне çитсе тăтăм. Йывăçĕ çав тери туратлă, турачĕсем картлашка евĕр. Эпĕ ун çине хăпарма шутларăм. Хăпарма хăпартăм-ха, анчах та анаймастăп. Сикме ытла та çӳллĕ, хăратăп. Кам та пулин иртсе каясса кĕтетĕп. Çĕрелле пăхрăм та — туратсем пĕрин-хыççăн тепри çухалса пыраççĕ. Эпĕ хăранипе чĕтремех ертĕм. Туратсем çухалса пĕтсен эпĕ питĕ вăйлă çутă куртăм. Тăн çухатрăм.

Тăна кĕрсен эпĕ ăçта-ши тесе шутласа выртатăп. Хăлхаран мана шăна çыртрĕ. Ларать, вĕçсе кайма та шутламасть. Хыçас терĕм, анчах алăсем йăтăнмаççĕ. Хыçала пуçа пăртăм, пăхатăп — хӳре, лаша хӳри. Урасем те хамăн мар, лаша урисем халĕ ман. Çӳçсем çеç çыннăн пек тăрса юлнă. Эпĕ питĕ тĕлĕннипе, хăранипе уй тăрăх тăват уран чупма тытăнтăм.

Вăрман хĕрринче мана çынсем тытрĕç. Вăйлă лаша тесе яла илсе кайрĕç. Унта мана пурте мухтарĕç пулин те, эпĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕм. Манпа çĕр сухалаççĕ, шыв, утă турттараççĕ. Хĕл çитсен вăрмантан йывăç кĕрешĕсем сĕтĕретпĕр.

Пĕр кунхине пире курăк çиме кăларса ячĕç. Манăн курăк çиес килмест, эпĕ курăк çиме хăнăхман. Кайрăм вара пĕр пӳрт патне. Картишĕнчи пысăк йывăç айĕнче сĕтел ларать. Сĕтел çинче çăкăр чĕллисем, печенисем тата пылак шыв лараççĕ. Эпĕ хуçа куриччен çăкăр чĕллисене самантрах çисе ятăм. Шыв ĕçес килчĕ, шыв çук. Тутлă шыв ĕçес терĕм. Ĕçме хăтлантăм çеç, çакна хуçа курчĕ, ятлаçма пуçларĕ. Эпĕ пĕтĕм вăйран чупса тартăм.

Кăнтăр апачĕ çитрĕ. Çынсем картишĕнчи сĕтел хушшине пухăнчĕç. Ман çине пăхса ман пирки калаçма пуçларĕç. Вĕсем калаçнине эпĕ ăнланатăп. Хуçа мана аш тума сутса ярасшăн иккен. Хăраса кайнипе чĕре питĕ хытă тапма пуçларĕ. Эпĕ каялла, туратлă йывăç патне, пĕтĕм вăйран чупрăм. Вăл вырăна эпĕ тимĕр шалчаран астуса юлтăм. Шалча патне çитнĕ-çитменех такăнса ӳкрĕм. Каллех тăн çухатрăм. Тем вăхăтран тăна кĕтĕм. Эпĕ йывăç çинчех ларатăп! Туратсем тăрăх антăм та ку йывăç çине урăх нихăçан та хăпармăп терĕм. Ку йывăç асамлă пулас, ăна касма юрамасть.

Киле килсен эпĕ леш тĕнчери лашана хамăр кил умĕнче куртăм.

— Çухалса кайрăн-и? — тĕлĕнсе ыйтатăп эпĕ лашаран.

— Ку таранччен эпĕ асамлă йывăç ăшĕнче пурăнаттăм, малашне сирĕн патра пурăнма пуçлатăп.

Асамлă йывăç мана лаша парнеленĕ иккен! Эпĕ савăнсах кайрăм. Пирĕн анне тахçанах лаша туянма ĕмĕтленетчĕ. Урхамах пире кил таврашĕнчи ĕçсене тума пулăшать. Эпир ăна питĕ юрататпăр, лайăх пăхатпăр, кӳрентерместпĕр.

Эпĕ йывăçа кунран-кунах шăваратăп. Вăл мана кулленех тĕрлĕ парне парнелет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-19 11:59:42):

Лашана çаврăнни пирки питĕ интереслĕ çырса кăтартнă. Маттур!

 

Зотова Г.В. (2010-11-24 20:47:37):

Роксана калавĕ мана та килĕшрĕ. Вăл конкурса икĕ калав ярса пачĕ.Маттур та пултаруллă хĕрача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя Яковлева (2010-11-25 21:49:29):

Роксана питĕ маттур, вăйлă юмах çирчĕ! мана килĕшрĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: