Паллаймарĕç
Тахçан-авал пĕр ялта тĕлĕнмелле ĕçчен старик пурăннă. Çемйи йышлă пулнă, пĕр пӳртре темиçе çемье килĕштерсе кун кунланă: старикĕн икĕ ывăлĕ çемьипе, хĕрĕ — упăшкипе. Йышлă çемйене тăрантарма нумай апат кирлĕ. Çавăнпа темĕн чухлĕ тăрăшсассăн та апат-çимĕç çитсе пыман. Хăш-пĕр чухне ачисен тăранмасăрах сĕтел хушшинчен тухма тивнĕ. Çăкăр та часах пĕтнĕ. Çак старикĕн пĕртен-пĕр Малышка ятлă лаша пулнă. Ăна вăл вырăс пасарĕнче туяннă, çавăнпа та карчăкпа старик хуçисем панă вырăсла ята улăштарас мар тенĕ. Малышка кунсерен тĕсне улăштарнă, пĕр кун хура-шурă, тепĕр кунхине — хĕрлĕ хурарах, виççĕмĕш кунне шап-шурă тĕслĕ тумпа çӳренĕ. Хăйсен лашине хуçисем те хăш-пĕр чухне паллайманни пулать. Ун пек чухне вĕсем унăн кайри урисем çинее пăхса палласа илнĕ: лашан кайри икĕ ури те яланах сарă пушмак тăхăннă.
Пĕррехинче старик лашине кӳлсе вутă турттарма вăрмана каять. Вăрмана çитсен лашана тем пулать, вăл карт! Туртăнать те тилхепене татса пăрахать, хăй ирĕкелле вĕçтерет.
— Малышка! Малышка! Ăçта каятăн, мĕншĕн таратăн?!
Кăшкăрни пустуях пулчĕ. Лаша тарса çухалчĕ.
Старик килне хуйхăрса килет. Ăна хирĕç арăмĕ тухать:
— Мĕн пулчĕ? Малышка ăçта?
Старик лаша темрен хăраса тарнине пĕлтерет. Çĕрĕпех кулянаççĕ. Тепĕр кун пасара тухаççĕ. Пасарта хура-шурă лаша та, шурă лаша та, хĕрлĕ хурараххи те пур. Вĕсем лаша сутакансен кашни лашине тытса пăхаççĕ: Малышка! Малышка! – тесе чĕнеççĕ. Лашана тупаймарĕç, киле пуçĕсене усса таврăнчĕç.
Тепĕр ирхине вĕсен килĕ умне пĕр тĕлĕнмелле чĕрчун килсе тăчĕ: пуçĕ çынăн, кĕлетки динозаврăн, хӳри — лашан.
Ăна курсан карчăкпа старик хăрасах кайрĕç:
— Кам эсĕ? Мĕн туса çӳретĕн?
— Эпĕ сирĕн тусу, сирĕн лаша. Паллаймарăр-и?
— Пирĕн ула чĕрчун пулман!!!
— Лайăхрах пăхăр-ха! — çапла каласа лаша тĕсне улăштарма тытăнчĕ. Хура- шурă, хĕрлĕ-хура, унтан — шап-шурă. Карчăкпа старик ĕненмеççĕ. Кайри урисене сăнаса пăхрĕç: иккĕшĕ те сарă.
— Мана тăватă шурă лаша хăваласа кайрĕç. Темĕнле пысăк çурт патне хӳтерсе илсе çитерчĕç. Çав пысăк çурта хăваласа кĕртесшĕн пулчĕç. Эпĕ кĕресшĕн пулмарăм. Хыçран хăвалаççĕ, хупăрласа илчĕç. Малти урапа алăк урати çине пусса илтĕм те лашасем те, пӳрт те таçта çухалчĕç. Эпĕ килелле вĕçтертĕм. Çул çинче шыв ĕçес килнипе çăлкуç умне пытăм та хама хам палласа илеймерĕм: эпĕ хăратмăш пулса тăнă. Кулянтăм, киле таврăнасшăн та марччĕ, урасем килеллех утрĕç.
Карчăкпа старик лаша калавне ĕненмерĕç. Ăна ятпа чĕнсе тĕрĕслеме шутларĕç:
— Çăлтăр! — лаша шарламасть.
— Çиçĕм! — лаша тăп тăрать.
— Малышка! — тесен ут кĕçенсе ячĕ, хуçисем тавра тăпăртатма пуçларĕ.
— Пурăнах пирĕн патра, пурăнах пирĕн патра...
Тĕлĕнтермĕш лаша пурăнма пуçласан карчăкпа старикĕн сĕтелĕ тулнăçемĕн тулса пычĕ. Кĕçех вĕсен çемйи пуйса кайрĕ, тăраниччен çăкăр çиекен пулчĕ.
Валентина (2010-11-15 18:01:24):
Юмах килĕшрĕ. Татах та çĕнĕ юмахсемпе савăнтар.
Анна Архипова (2010-11-15 22:13:55):
Вероника маттур!Птте лайăх юмах, эпĕ интересленсех вуларам!
Зотова Г.В. (2010-11-24 20:50:54):
Вероника еплерех маттур! Кĕске юмахра мĕн чухлĕ асамлăх!
Катя Яковлева (2010-11-25 21:54:05):
Питĕ интереслĕ юмах шутласа тупрĕ Вероника! Мана хытă килĕшрĕ...