Салтак ачине ăсатни
Салтак ачине ăсатса янă чухне
Пылчăклăрах çанталăк пулать кĕркунне.
Анчах ăна-кăна пăхмасăр,
Кайлă-майлă шутламасăр,
Çамрăк салтак тус-йышсене прощеть тума тухать,
Юратнă юлташсем юлнăшăн чылай хытă кулянать.
Ун чухне килтен киле çӳремех
Виçĕ лашапа чупаççĕ — самай та пахисемпех.
Унта пĕрле çурекен юлташсем те сахал мар,
Анчах вĕсем ытла пĕлейми ĕсĕрех мар.
Салтак ачине ытакласа илсе çӳреççĕ вĕсем,
Каймалли те, кайса килни те пур ун тантăшсем.
Çапла прощеть туса çӳренĕ чухне
Пурте юрлаççĕ авалтан тухнă сăвви-юррине.
Прощеть туса çӳресе пĕтерсен,
Çамрăк салтак хăй килне çавăрăнса килсен,
Тухса каяс срук та инçех юлимасть,
Анчах салтакки «часрах каясчĕ» тесе калимасть.
Салтак кайнă çĕре пускилсем сăра ăсса пыраççĕ,
Çапла вара кĕреке туллиях сăра витрисем лараççĕ.
Тухса каяччен салтакки ашшĕсене ӳксе пуççапать,
Унтан вара виç курка сăрине те лайăххăнах ĕçимасть.
Кĕреке умне ура çине тăрсан,
Виç çавра салтак юррине юрласан,
Ватăрах салтаксем ытакласа илсе тухса каяççĕ;
Ун чухне ял хапхине çитех ытакласа юрласа пыраççĕ...
Хапхана çитсен, каяллах
Юлакансемпе чуптумалли йĕрке пур авалах.
Çапла прощеть туса пĕтерсен,
Авалхи салтаксен йĕркисене туса çитерсен,
Кӳлнĕ лашисем çине лараççĕ те каяççĕ,
Ухутникреххисем чылаях инçе ăсатаççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...