«Пӳрт умĕнчи решетке...»
Пӳрт умĕнчи решетке,
Тĕрлĕ лайăх йывăçран
Тунă иккен ăсти те —
Пусмасăрах улăхмалла,
Утмасăрах кĕмелле.
Ай-хаях та çамрăксем,
Аллăрти сарă перçетке,
Çыхнă иккен хăйне те
Çара кăчăк çумĕнчен
Сарă, кăтра, ватă хĕрсем
Алăпа мар, урапа
Каçхи уйăх çутипе.
Ай-хаях та çамрăксем,
Ӳснĕ иккен хăйсем те,
Улăх хĕрринчи хăва пек,
Пĕр кукăр-макăрсăр,
Çавăн пысăкăш ӳссе те,
Такçан ĕç курман пек.
Курассине курман пуль
Кĕсье тулли премĕкрен,
Алăри уçă хут купасран,
Кăнтăрлахи тутлă ыйăхран.
Каçне улах тăрăх çӳресрен,
Çăвар тулли каласран
Вĕçĕ-хĕррисĕр усал сăмах,
Ашшĕ-амăшĕпе вăрçасран.
Ай-хаях та хĕрĕсем,
Ӳснĕ иккен хăйсем те,
Станран тухнă çурта пек.
Çавăн пысăкăш ӳссе те,
Пир тĕртсе курман пек.
Тăхăннă иккен хăйсем те
Çара пусма кĕписем
Хăйсем тĕртме пĕлменрен.
Ирĕклĕ иккен хăйсем те
Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,
Çӳлти вĕçен кайăк пек.
Пăхсах ачаш пулмалла,
Сăмахĕнченех туймалла.
Сăмах калама тытăнсан,
Хурăн пуçлă çĕлен пек,
Çĕр хуçăк пулайса,
Нăйăлтатать вăрăм туна пек,
Вĕçĕ-хĕррисĕр, çинçе пĕр саспа
Маннă иккен намăса:
Пулхашаççĕ1 хăйсем те
Çамрăксем патĕнче,
Çавраçил вĕçтернĕ пек.
Карнă иккен çăварĕсене,
Хĕрача-пăча пулсан та,
Пĕр шит те пĕр вершук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...