Кăвакарчăн
Ылттăн теклĕ кăвакарчăн
Хăй йĕрет, çапах куççульне чарчĕ,
Вăл тусне кĕтет.
Тусĕ ун инçе-çке кайнă,
Тен, ăна пачах та маннă,
Кăвакарчăн пурпĕрех кĕтет.
Йăлт кăвиклетме пăрахрĕ,
Апатне те тек хыпса пăхмарĕ,
Хуйхăрсах ларать.
Çӳлелле вĕçсе каять те,
Çаврăнса вĕçсе çӳрет те,
Каялла, çĕре вĕçсе анать.
Кăшт пуçне усса тăрсассăн,
Пăртлатса вĕçсе каять каллех ним сассăр,
Тантăшне кĕтет.
Вăл кĕтет, анчах та лешĕ
Таврăнмарĕ халь те темшĕн,
Кăвакарчăн пурпĕрех кĕтет.
Ак сасартăк пырса ларчĕ
Ун патне кĕтмен ют кăвакарчăн,
Кăлтăртатрĕ тек.
«Тантăшу сан вилнĕ ĕнтĕ,
Вăл килмест!..»
Тата тем чĕнчĕ.
Хирĕç илтрĕ:
«Çук, вăл килетех!..»
Хăтланать ыталама та,
Вăтанмасть тутинчен чуптума та,
«Эп саватăп!» тет.
Кăвакарчăн итлемерĕ,
Лешне хиреç нимĕн те чĕнмерĕ,
Савнинех кĕтет.
Акă çитрĕ кĕтнĕ кунĕ,
Таврăнчĕ килне савнийĕ унăн:
«Епле таврăнтăн?..»
Чĕрине илсе килейнĕ,
Ырă кăвакарчăн халь телейлĕ, —
Ун юратăвĕ тулли, чăн-чăн.
...Кам нумай хуйхăсем урлă
Упрĕ хăй юратуне,
Вăл нимле инкек те хурлăх
Курмĕ малашне,
Яланах телейлĕ пулĕ,
Чун-чĕрийĕ савăнăçпа тулĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...