Ача çуралнă каç
Ача çуралнă Бюрократăн. Хăйĕн хут пĕлменлĕхне тĕп тума ĕлкĕреймен ача.
Арăмĕ патĕнче кускалама пилĕк тенкĕ парса тытнă акушерки çав савăнăçлă хыпара калама хăй пӳлĕмĕнче ача пек ним шухăшсăр çывăрăкан Бюрократ патне васкаса кĕнĕ. Вăранасшăн пулман Бюрократ. Хулĕнчен темиçе минут хушши тытса силлесен, вăраннă вара вăл. Куçне уçнă.
— Эс хăрлаттарса выртатăн. Арăму пысăк асаппа ача çуратса панине пĕлместĕн. Тăр ĕнтĕ!..
— Мĕн? — тенĕ Бюрократ, пуçне татах ăшă утиял ăшне чиксе.
— Санпа арăмунтан ача çуралчĕ. Ачин куçĕсем, сăмсисем, тутисем санăнни пекех, çийĕнчен тата ывăл. Куçлăх тăхăнтартсан, каснă-лартнă эсех пулать. Çитĕ ĕнтĕ çывăрма. Атя хăвăртрах тепĕр пӳлĕме ачуна курма!
— Ыран кил! Ыран! Паян ман вăхăт çук, — тенĕ Бюрократ, тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртса.
— Мĕнле ыран? — тенĕ аллисемпе çунатланса ватă акушерка.
— Халĕ лару пуçланмалла! Вăхăт çук! Ыран кил! — сасă панă сăмса айĕн Бюрократ.
— Ай-уй, санпала! Тьфу! Арăму ыйтать пыма, эпĕ мар.
— Хм! Ыйтать пулсан, заявлени çырса патăр.
— Мĕнле заявлени тата?
— Мĕнле заявлени пулать, хăйне мĕн кирли çинчен çыртăр. Çапла, çапла, — тетĕр, — санăн ача çуралчĕ. Ачу ывăл пулчĕ. Ывăлне курмашкăн васкасах пыма пĕтĕм чĕререн тархаслатăп тесе çырса ал пустăр. Хăйĕн адресне те кăтарттăр.
Бюрократа сăмахпа каласа çĕнтерес çуккине асаилсе, акушерка урăх тавлашса тăрас темен. Бюрократăн хăйпе пĕрле тӳшек çинче выртакан портфелĕнчен хут татки тупса илсе, çийĕнчех заявлени пекки çырса панă.
Бюрократ, ăшă утиял ăшĕнчен çур ӳтне кăларса, хута илнĕ те мĕн çырнине пăхса тухнă.
— Икĕ çĕрте запятой лартмасăр хăварнă, йышăнмастăп ку хута, — тенĕ.
Запятойсене лартса парсан, бюрократ хута илнĕ те çӳлти кĕтессине «отказать» тесе çырса хунă.
— Мăшкăл, мăшкăл! Мĕнле пурăнать санпа арăму?!
Тем тĕрлĕ сăмахсем каласа намăслантарнă Бюрократа тарăхса çитнĕ акушерка.
Чылайччен тавлашса тăрсан, ирĕксĕрех вара Бюрократăн, малтан «отказать» тенине хуратса, «удовлетворить» тесе çырса памалла пулнă. Резолюциллĕ хутне вара акушеркăна тыттарнă.
— Тĕнчери лару-тăру йывăрланнă вăхăтра манăн ывăл ача çурални класс тăшманĕсене хурлантарать, мана савăнтарать. Çавăнпа ачана хамăн пирвайхи заместитель тăвасси çинчен кĕçĕрех приказ парап, — тенĕ вăл юлашкинчен савăнса.
Унтан сĕтел çинче выртакан портфельне çаклатса, арăмĕн пӳлĕмне докладсăрах кĕрсе кайнă.
Кĕрсессĕнех кравать çинче шĕвеле пуçланă хĕрлĕ чернил тĕслĕ ача кăкăр ĕмсе выртнине курах кайнă. Çилленнĕ Бюрократ:
— Кам разрешени панă сана манăн арăмăн кăкăрне ĕмме? — тесе хăртса тăкнă ачана.
Ача чĕнмен.
— Анкета та тултарман пуль-ха эсĕ! Кала?.. Яту мĕнле сан? Хушамату? Аçу-аннӳ кам? Вырăс-и, чăваш-и? Миçе çулта халĕ эсĕ?
Ача, çывăрса кайнăскер, нимĕн те чĕнмен.
— 1905-мĕш çулхи революциччен мĕн ĕçпе пурăнтăн?
Амăшĕ нăш-нăш туса выртнă. Акушеркипе ачи ним сас-чĕв те кăларман.
— Шур гвардире пулман-и эсĕ? Ют патшалăха тарнă хурăнташусем çук-и санăн?
Каллех сас-чев çук.
— Мĕн чĕнместĕн çак эсĕ? Çывăратăн пуль-ха. Класс тăшманĕ вăраннă вăхăтра çывăрма юрамасть. Пĕчĕкскер, пĕлместен те пулĕ эсĕ ун çинчен. Пĕлместĕн пулсан, ыранах циркуляр ярса пĕлтерем.
Циркуляр тенине илтсен, ачи у-а, у-а, у-а тесе кăшкăрма тытăннă. Тинкеререх пăхнă та ачи çине Бюрократ портфельне пăрахах янă.
— Ай-уй! Ытла та пĕчĕкçĕ-çке ку ача! Аллисем те пĕчĕк, урисем те пĕчĕк, сăмси те пĕчĕк. Ман мар ку ача. Ман пулсан пысăк пулмалла. Эпĕ хам та пысăк çын.
Унтан акушерка хăлхи патне пырса ыйтнă:
— Вăл чăн-чăнах ман ача иккенне ĕнентерекен удостоверени пур-и унăн? — тенĕ.
Кăна илтсен, нăшлатса выртакан арăмĕ уласа йĕме пуçланă.
— Ма йĕрен? — тенĕ хыттăн Бюрократ. — Йĕрес кампани çитмен халĕ. Выговор парасса кĕтетĕн-и-мĕн?
Тапранса кайнă çакăн хыççăн харкашу. Арăмĕ у-у-у тенĕ, ачи уа-уа-уа тенĕ, упăшки ыран йĕрĕр, паян ман канмалли кун, кравать çине выртмалла тенĕ.
— Кай тухса! Сана качча килнĕ куна ылханатăп, ылханатăп! У-у-у!
— Ухмах! Пурăнайăн-ши мансăр? Пĕччен пурнăç валли смета туса хутăн-и? Дефицитне мĕнле тултарăн?
— Алимент тӳлĕн!
— Алимент сметине мансăр çирĕплетмеççĕ. Комиссире мĕн калĕç-ха унта! Класс тăшманĕ эс!
— Мĕн кирлĕ мара каласа вăрçатăн!..
— Тĕттĕм хĕрарăм эсĕ! Тĕттĕмлĕхпе кĕрешмелле! — тесе Бюрократ кравать çинче ахлатса выртакан арăмне ик аллипех силлеме тытăнать хаяррăн...
Тепĕр виçĕ кунтан Хусана куçарнă çав Бюрократа. Вăл куçнă çĕнĕ учреждени «Психиатрическая лечебница» ятлă.
Халĕ те вăл унтах «ĕçлет»: резолюцисем çырать, циркулярсем кăларать, анчах хăйне тухтăрсем решеткеллĕ пӳлĕмрен кăлармаççĕ, ухмаха ернĕ-çке эсĕ, тесе тытса тăраççĕ унта.
Юмахăм пĕтрĕ. Бюрократсем пĕтмен-ха, пур-ха вĕсем кашни учрежденире тенĕ пекех.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...