Сысна валли майланă механизаци
Аран-аран кукăрткаласа, ликпунктра вĕренекен çынла çырнă хут.
Конверчĕ çинче: «Ку çырăва ман йыснана — шĕвĕр сăмсаллă сыснана памалла», — тесе, сысна сăмсипе пичет пуснă.
Халĕ, конвертне хăйпăтса, ăшĕнчи хутне вуласа пăхар.
«Йыснаçăм сысна!
Сана пĕтĕм хырăмран, чунтан, пыршăран, пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам яратăп. Курнăçса калаçманни пит нумай пулать-çке пирĕн иксĕмĕрĕн. Мĕнле пурăнатăн-ха, тусăм? Нăриклетсе çӳретĕн-и е нăрăхлатса выртса вăхăта ирттеретĕн, е вилсе пасарсенче йӳнĕ хакпа сутакан супăньсем тунă çĕре кайрĕ санăн çĕрми ӳтӳ?
Эпĕ халĕ нăрăх-нăрăх тесе савăнса çеç пурăнатăп. Санпа нăриклетсе çухăрса уйрăлнă хыççăн мана вагон çине, пĕрремĕш сыснасен класне лартса, пит инçете илсе кайрĕç. Вагонĕ эпĕ çывăрнă вăхăтра та каять, ура çинче тăнă вăхăтра та каять. Çĕрле те кайрăмăр, сысна кăнтăрлинче те кайрăмăр. Вă-ă-рăм, пит нумай кайсассăн, мана Свинводтрест совхозне ярса хăварчĕç. Халĕ те унтах пурăнатăп-ха.
Ну вара, кунти пурнăç çинчен каласассăн, санăн туту çинчи 5 пуслăх пăхăр укçу тăрăх сĕлехӳ юхса анĕ!
Пирĕн совхоз кĕтĕвĕнчи сыснасен хисепĕ, пуçран шутласассăн, 20 пин пуç, ураран шутласассăн 80 пин ура пулать.
Совхозне Свинводтрест тытса тăрать.
Эсĕ темскерле ан шухăшла: Свинводтрестра сыснасем мар, этемсемех лараççĕ. Вĕсем пире чĕлĕм чăпăкĕнчен те ытларах юратаççĕ. Çавăнпа пур сыснана та пĕр пекех пит лайăх пăхаççĕ. Пире пăхнă чухне совхозри рабочисем ударлă ĕçлеççĕ... сыснăлла мар. Кахалли тупăнсассăн, ун ятне хура хăма çине çырса хураççĕ. Вăл мар-ха, урăххи çинчен, хамăр совхозри машинсем çинчен пĕлтересшĕн эпĕ сана ку çырура.
Пĕл ĕнтĕ, калам: пире машинпа çитереççĕ, машинпах самăртаççĕ...
Эх, санăн пирĕн совхозри машинсене курасчĕ! Сухаласа акакан машинсене эсĕ те сахал мар курнă пулĕ. Çавăнпа вĕçем çинчен каласа сысна кăнтăрлине ирттермĕпĕр. Çум çумлакан машина курсан вара, 4 уруна çӳлелле тăратса шанках хытса кайăн. Этем пек тап-таса çумлать. Çумкурăкне пĕтĕмпех татса, тураса тирпейлесе пырать. Ну, мĕн калăн ĕнтĕ: нăрăх тейĕн-и, нăрик тейĕн-и кăна илтсен.
Паранкине, пулса çитсен, тепĕр йышши машина кăларать. Паранкă кăларма ни кĕреçе, ни сăмса кирлĕ мар. Пĕрер штукăн мар, икшер касăн пĕр харăс кăларса пырать. Кăларать те паранкине çавăнтах михĕ ăшне тултарса пырать. Михĕсем тулса çитсен, пирĕн пек нăрăх тесе иртсе каякан грузовиксем çине тиесе, склада каяççĕ.
Кашни складран пирĕн кухньăна чугун çул пырать, чугун çулĕсем тăрăх мана валли пĕçермелли продуктăсем тиенĕ вагонеткăсем чупаççĕ...
Элеватор... Каллех элеватор тенине ăнланаймастăн пулĕ-ха эсĕ кĕнекесем вуламан сысна пуçупа. Ăнланаймастăн пулсан, ман пата çырса яр, ăнлантарса парăп. Çапла... çав элеватор, нӳхрепрен паранкă хăех пухса кăларса, комбайн ăшне ярса парать. Комбайнĕ хăй ăшĕнчи паранка, ним ӳркенсе тăмасăр, хăех тасатать, хăех пĕçерет, хăех тӳсе çемçе апат туса парать.
Ун пек машинпа çунă, машинпа пĕçернĕ, машинпа тӳнĕ паранка санăн та çиес килĕччĕ те, анчах пирĕн совхоза сан пек шĕвĕр сăмсасене илмеççĕ-çке. Сăмсуна хăйраса мăкат та кĕлеткӳне ман пек пулма вĕрсе хăпарт, вара ку та ăратлă сысна-ха тесе илĕç-и тен сана та совхоза.
Вăл-ку пулĕ-ха, малалла кайăпăр. Тата мана валли ятарласа «самопоилка» текен машина туса пачĕç. Пыр ярăнма пуçласассăн, çав машина патне пыратăп та, вăл мана кӳрсан хавасланнипе хăех уçăлса кирлĕ таранах тутлă шыв ĕçтерсе ярать. Ăшĕнчи шывĕ сивĕ çанталăкра та шăнмасть. Ун ăшĕнче икĕ лампа пур, çавсем шыва шăнма памаççĕ.
Манăн чăпăл тумалли машина та пур. Лапра ăшĕнче хама хам чăпăл тунă чухнехинчен те лайăхрах чăпăл туса ярать. Ай, çурăм кĕçĕтсе кайрĕ! Çак çырăва васкаса çырмалла мар пулсассăн, кайса хыçкаланăттăмччĕ те... Пĕлессӳ килет пулсассăн, хыçкаланмаллине те пирĕн механизациленĕ. Пыратăп та тимĕр-тăмăртан тунă тунката патне, тункатийĕ хăех сана ют сысна шăртĕнчен тунă щуткăпа кирлĕ çĕртен пит аван хыçса ярать. Унпа сана пĕрре хыçса ярасчĕ те... Хыçкаланасшăнах сана пĕрре хăнана чĕнмелле, анчах çулĕ инçе те, çитеймĕн çав. Килсессĕн машинĕ пĕр тӳлевсĕрех хыçса ярать.
Çулла кĕтĕве, ура айĕнчи симĕс апата çиме эпир мĕнле тухнине курсан, эсĕ кулсах вилĕн. Кĕтĕве нихçан та çуран тухман, лашапа та мар, грузовик-автомобиль çине лартса илсе каяççĕ, çуран çӳресе ӳт-пӳ хухса каясран шикленеççĕ. Хăпарса ларатпăр та, ĕлĕкхи Микулай патшан улпучĕсем пек мăнкăмăллăн тутасене тăсса, шофере нăрăх-нăрăх тесе çеç приказсем парса пыратпăр.
Çапла, пурнăç пыл та çу темелле. Пур çĕрте те механизаци, кирек ăçта та машина...
Мĕнле йышши апатсем çитерни çинчен тепĕр чухне çырса тĕлĕнтерĕп. Халĕ кун чухлĕ çырнипе çитĕ — ура ывăнчĕ çырса.
Ку çыру çумне виçĕ фотокарточка чиксе яратăп, ан çухат. Хăвăн сысна витӳне çапса яр, малти кĕтесе. Тьфу! Маннă кайнă. Сана валли хуçу халĕ те, колхоза кĕмен пулсан, вите тума шухăшламан пулĕ-ха?..
Вăл паха карточкăсене, ху курса тăраннă хыççăн, хуçуна та кăтартма пултаратăн. Çак çырăва та вулаттар ăна. Вăл та пĕлтĕр эпир епле, мĕнле пурăннине.
Хуçу халĕ колхозник пулсан, сысна ĕрчетекен фермăри мĕнпур ĕçсене те çавăй пек машинпа туса пырасси çинчен ятарласах ыйту ларттарса колхозра сӳтсе явсан, саншăн пит аван пулмалла.
Ну, халĕ ĕнтĕ сывă пулса юл-ха! Йывăр пурнăçа тӳсейменнипе ху вилнĕ пулсан та, ответне çийĕнчех çырса яр.
Хамăн тута çинчи пилĕк пуспа пичет пусса, малти урапа ал пусса, çак хамăн пĕрремĕш номерлĕ çырăва пĕтеретĕп.
Свинводтрест совхоз сысни — Хавронья Петровна Иоркширская».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...