Хăюллă Хураçка


Пурăннă тет старикпе карчăк. Вĕсен ача пулман тет. Чунĕсене йăпатма вĕсем 13 лаша усранă. Пĕр лаши мана питĕ килĕшетчĕ. Вăл Хураçка ятлă пулнă. Старик урхамахсене кашни кун апат панă. Хăйсене йывăр пулсан та карчăкпа старик вĕсене сутса яман, усранă.

Пĕррехинче старик Хураçка лашапа вăрмана вутă пуçтарма каять. Уçланкă тĕлне çитсен Хураçка тăп чарăнса тăрать.

Старик янавара калать:

— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн малалла каймастăн?

Лаша тулхăрса ярать. Каярахпа урхамах уçланкăран каçса каять. Кăшт кăна кайсассăн вĕсем вăрмана çитеççĕ. Старик вутă пуçтарма тытăнать. Хураçка курăк çисе тăрать. Старик вутă пуçтарма шалах кĕрсе каять. Каялла килсессĕн старик лаша хăмланине курать. Вăл тĕлĕнсех каять. Тихийĕ вара пĕчĕкскер, хитрескер, хураçка çине пăхнă. Вутă пуçтарса пĕтерсессĕн вĕсем килелле çул тытрĕç. Нумай та каяймаççĕ, çул çине кашкăр сиксе тухать. Урхамах чарăнса тăрать. Хăйĕн тихине хăтарас тесе кашкăрпа çапăçать. Старик çакна пĕтĕмпех сăнаса тăрать. Тихи ан тартăр тесе старик ăна тытса тăрать. Юлашкинчен лаша кашкăра хыçалти урисемпе тапать те, кашкăр вĕçсе кайнине те сиссе юлаймасть. Вара кашкăр хăраса тарать. Паттăр Хураçка малалла чуптарать. Нумай та каяймасть çул çине тилĕ сиксе тухать. Янавар тилĕ чее пулнине пи-итĕ лайăх пĕлнĕ. Тилĕ лашана улталасшăн, анчах та, унăн ĕçĕ тухмасть. Урхамах ăна хăваласа ярать.

Çакăн пек вара вĕсем аран–аран киле çитеççĕ. Старик вутă пушатать. Пӳртĕнчен карчăк васкаса тухать.

— Мĕншĕн нумай тăтăр? — тет карчăк. — Ку тата мĕн? Ăçтан илсе килтĕр?

— Кăна Хураçка илсе килчĕ, — тет старик.

— Хураçка?

— Çапла, Хураçка, — тет старик.

— Кăна эпир Лантăш ятлă паратпăр, — терĕ карчăк. Старик те хирĕç пулмарĕ, Хураçка та.

Эпĕ вĕсем патне вара кашни кун çӳреме пуçларăм. Чи юратнă вăйă Лантăшпа вылясси пулса тăчĕ.

Пĕррехинче тихапа йăпаннă вăхăтра таçтан упа сиксе тухрĕ. Старикпе карчăк вăрмана кайнăччĕ. Эпĕ хăраса ӳкрĕм. Инкеке сиснĕн, таçтан Хураçка сиксе тухрĕ. Вăл упана урисемпе тапрĕ. Пулăшу çитнине туйса, эп те хăюллансах кайрăм. Утаман çывăхне пырса хам çук вăйпа ăна пĕрре çеç сулса ятăм, вăл таçта çитиччен тапса сикрĕ. Çакăн пек майпа пире Лантăшпа иксĕмĕре Хураçка хăтарнăччĕ.

Чылай вăхăтран старикпе карчăк килчĕç. Эпĕ вĕсене мĕн пулнине каласа патăм. Вĕсем тĕлĕнсех кайрĕç. Хураçка хăйне ырă тăвакана яланах йывăр вăхăтра пулăшма хатĕррине эпĕ çавăн чухне питĕ лайăх ăнлантăм.

Карчăкпа старике Турри, чун киленĕçне янаварсенче тупнине пĕлсе, çулсеренех тиха парнелемелле тăвать.

Эпĕ те вĕсем патĕнче хамăн пушă вăхăта ирттереттĕм. Янаварсен чĕлхине ăнланса вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаттăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-17 12:02:47):

Ман шутпа кунта Хураçкана мар, автора хăюллă темелле: «Утаман çывăхне пырса хам çук вăйпа ăна пĕрре çеç сулса ятăм, вăл таçта çитиччен тапса сикрĕ.» Упана пурте патак парас çук, хăюлли кăна. :)

Хайлав чĕлхи япăхрах çав... Лайăхрах çырнисем питĕ нумай.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: