Тетте-лашасем
Пĕррехинче мана атте вылямалли теттесем туянса пачĕ. Ахаль теттесем мар — лашасем. Виçĕ лаша. Эпĕ питĕ савăнтăм. Кашни кун вĕсемпе вылятăп. Уçăлма уя илсе тухатăп. Çитеретĕп, шăваратăп. Шăварма ял çывăхĕнчи юханшыв патне илсе çӳретĕп. Пĕр тетти çине утланса ларатăп та ши-и-к! шăхăратăп. Теттесем тӳрех юханшыв патнелле вĕçтереççĕ. Эпĕ савăннипе юрласа яратăп. Юрла-юрла шыв хĕррине çитетпĕр, тăраниччен шыв ĕçетпĕр. Тутлă курăкпа хăналаннă хыççăн киле таврăнатпăр. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ.
Пĕр каçхине вуниккĕ çитнĕ чухне эпĕ вăранса кайрăм. Куçа уçрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Пăхатăп: манăн тетте-лашасем чĕрĕлнĕ. Ĕненмесĕр татах пăхатăп, лайăхраххăн сăнатăп, чăнах та чĕрĕлнĕ! Эпĕ шăппăн сăнама пуçларăм: мĕн тăвасшăн-ши кусем? Лашасем манăн ĕçлемелли ĕçсене тăваççĕ! Пĕри чашăк-тирĕк çăвать, тепри урай çăвать, виççĕмĕшĕ пуçтарать.
Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн пĕри ман пата пырса мана утиялпа витсе ячĕ. Тепри портфельтен кĕнекесем кăларчĕ. Вара пĕрле килти ĕçсене тĕрĕслеме пуçларĕç. Вырăс чĕлхипе икĕ йăнăш тупрĕç, тӳрлетрĕç, унтан акăлчан тата чăваш чĕлхипе, математикăпа йăнăшсене тӳрлетрĕç. (Эпĕ япăхах вĕренместĕп-ха, çапах та васканă чухне йăнăшсем сиксе юлкалаççĕ). Ручкăн пасти пĕтнĕччĕ, ăна та улăштарса сумкăна каялла чиксе хучĕç.
Пĕр сехет çитсессĕн лашасем каялла хăйсен вырăнĕсене кайса ларчĕç, хускалма пăрахрĕç.
Тепĕр кунне анне мана мухтать:
— Маттур, Урине. Чашăк-тирĕк, урай çунă, пӳртре тирпейленĕ.
Хĕрелсе кайнине анне ан систĕр тесе пуçа чикрĕм, нимĕн те шарламарăм.
Шкулта мана килти ĕçсене лайăх тунăшăн пурте мухтаççĕ. Уйрăмах акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ хĕпĕртенĕ. Килте пĕр текста акăлчанран вырăс чĕлхине тĕрĕс куçарма хушнăччĕ.
— Урине еплерех хитре тата тĕрĕс куçарнă, — тесе мана мухтарĕ, ыттисене манран тĕслĕх илме хушрĕ.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ ман сочинение хамăр класри ачасене кăна мар, ытти класри ачасене те вуласа кăтарнă. Эпĕ кашни урокрах «пиллĕк» паллăсем кăна илтĕм.
Тепĕр каçхине эпĕ каллех вуниккĕре вăрантăм. Лашасем тăрăшса ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш каç та çурçĕр çитсен тетте-лашасем чĕрĕлчĕç. Вĕсем ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн эпĕ вĕсенчен ыйтрăм:
— Эсир мĕнле вуниккĕре вăранатăр та пĕрре çитсен каллех хускалмастăр?
Вĕсем мана ăнлантараççĕ:
— Эпир малтан кунĕпех чĕрĕ пулнă. Пĕррехинче усал карчăк Шуйттан эпир савăнса вылянă çĕре килсе тăчĕ. Эпир виççĕн пĕрне-пĕри тытмалла выляттăмăр, ĕрĕхсе чупаттăмăр. Юлташна хӳрепе çапатăн та таратăн, вăл сана хăваласа çитсен хăйĕн хӳрипе çапать, эсĕ тытаканни пулатăн.
Шуйттан карчăка ку килĕшмен, вара вăл пире хăйĕн асамлă туйипе тетте-лашасем туса хучĕ.
— Эпĕ сире пулăшатăп.
— Мĕнле майпа?
— Шуйттан карчăк ăçта пурăннине пĕлетĕр-и эсир?
— Пĕлетпĕр.
Теттесем мана пĕтĕмпех ăнлантарчĕç, хăйсем каллех хытса ларчĕç.
Тепĕр кун ирпе-ирех эпĕ çула тухрăм. Çул çинче манăн чылай пăтăрмах витĕр тухма тиврĕ. Мана хирĕç тĕрлĕ-тĕрлĕ усалсем сике-сике тухрĕç, эпĕ вĕсене çĕнтерсе Шуйттан карчăк патне çитрĕм-çитрĕмех.
Иксĕмĕр кĕрешме пуçларăмăр. Вăл манран вăйлăрах, мана çĕнтерме пуçларĕ.
— Тăхта-ха, канса илме пар-ха.
— Шуйттан хĕвелрен хăрама кирлĕ, — тесе шутласа хĕвелрен пулăшу ыйтма шутларăм.
— Асамлă хĕвел, хăвăн ăшă вăюсене мана пар-ха, — тархасласа ыйтатăп эпĕ.
— Юрать, лайăх ĕçсемшĕн паратăп, — хуравларĕ хĕвел.
Эпĕ хĕвел пулăшнипе Шуйттан карчăкне çĕнтерме пултартăм. Унăн асамлă туйине туртса илтĕм те хăйне лайăх, ырă çын туса хутăм. Шуйттан карчăк манран каçару ыйтрĕ, ырă сунса сывпуллашрĕ.
Киле эпĕ каçхине çитрĕм. Шăп та лăп вуникĕ сехетре теттесене асамлă туяпа тĕкĕнтĕм. Вĕсем ĕмĕрлĕхех чĕрĕлчĕç.
Ирхине эпĕ хампа пулса иртнĕ тĕлĕнтермĕшсем пирки килтисене каласа кăтартрăм. Малтанах вĕсем мана ĕненмерĕç, чĕрĕ тихасене курсан тин ĕненчĕç. Тихасем кунран кун пысăкланчĕç. Вĕсене витене илсе тухса хупрăмăр. Эрнерен тихасем çитĕнсе çитсе чăн-чăн лашасемех пулса тăчĕç. Вĕсене эпир Хĕвел, Уйăх тата Çăлтăр ятсем патăмăр.
Пирĕн килте халĕ виçĕ лаша: Хĕвел, Уйăх тата Çăлтăр. Эпир вĕсемпе пĕрне-пĕри пулăшса туслă пурăнатпăр.
Яруткина С.В. (2010-11-02 09:09:12):
Хайлав кăмăла кайрĕ. Ирина кашни конкурсах хутшăнни савăнтарать.
Зотова Г.В. (2010-11-09 22:16:08):
Юмах питĕ килĕшрĕ. Ирина "Тантăшра " та час-часах пичетленет,хаçат йыхравĕпе Президент елкинче те пулса курчĕ.Юмах ытлашши вăрăм мар, шăпах шкул ачисене валли. Вăрăм та кăткăс юмах ывăнтарать, вулас кăмăла чакарать.
Анна Архипова (2010-11-15 22:19:17):
Ирина чан пултарулла херача!татах та малалла çаван пек интереслĕ юмахсем çирса савантартарччĕ...
Лена (2010-11-23 17:46:05):
Хайлав питĕ илемлĕ,тарăн шухăшлă,кăмăла кайрĕ.Ирина маттур хĕр ача.
Ирина Г. (2010-11-25 21:20:02):
Юмах çырма пур çын та пултараймасть. Санăн ку ĕç лайăх пулнă. Çырма ан пăрах,конкурссене татах хутшăн
Катя Яковлева (2010-11-25 22:00:06):
Мана ку кулав кăмăла кайрĕ! Ирина,эсĕ питĕ маттур!))))))))