Сарпике — асамлă тĕнче Патши


Автан виççĕмĕш хут авăтсан Сарпике куçне уçрĕ. Тӳпене çĕкленекен хĕвел кантăкран пăхрĕ, хăйĕн ылтăн пайăркисене пӳлĕм тăрăх сапаларĕ. Пĕр пайăрки хĕр питне те çутатса илчĕ. Килтисем тăрайман-ха. Амăшĕ çеç тĕпелте кăштăртатать, ирхи апат хатĕрлет пулас. Сарпике çав вăхăтра тем асаилчĕ те йăл кулчĕ...

Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм. Куçа чиксен те нимĕскер те курăнмасть. Шикленнипе хĕр унталла-кунталла пăхса илчĕ. Çав вăхăтра алăк майĕпен уçăлчĕ. Сарпике çутă ӳкнĕ еннелле ялт пăхрĕ. Алăкран кĕрекен çутă куçа шартарса ячĕ. Куçне алăпа хпланипех вăл алăк патнелле утрĕ. Такам хăйне ятран чĕннине илтрĕ.

Куçне уçрĕ — ун умĕнче икĕ Урхамах тăрать. Иккĕшĕ те сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар илемлĕ. Пĕри тин çунă юр пек шап-шурă, тепри — хуп-хура. Çутă çинче икĕ лаши те йăлтăртатса тăраççĕ. Вăрăм çилхисене пĕр еннелле тураса якатса хунă. Шурринне чечексемпе тыттарнă. Кĕлеткисем тӳрĕ, яштака. Сарпике умĕнче тапăртатса тăраççĕ, çавăнтах пуçĕсене ухса илеççĕ.

— Эпир сана тахçантанпах кĕтетпĕр, — терĕ Шурă учĕ.

— Мана...

— Çапла. Сарпике, Эсĕ пирĕн Пирĕшти, пирĕн Патша.

— Çук, çук. Эсир мана такампа пăтраштаратăр. Эпĕ — Сарпике.

— Эпир пит лайăх пĕлетпĕр сан ятна. Эсĕ хăçан, ăçта çуралнине те пĕлсе тăратпăр. 18 çул кĕтрĕмĕр эпир çак куна.

— 18 çул...

Хĕр паян хăйĕн çуралнă кун пулнине аса илсех кайрĕ.

— Айта часрах пирĕнпе, сана унта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, — терĕ те Хура лаша Сарпике умне пырса тăчĕ. Хĕр ирĕксĕрех пăхăнчĕ те лаша çине утланчĕ.

Утланса ĕлкĕрчĕ-и е çук — вăл ăнланса та ĕлкĕреймерĕ: куç хупса иличчен вĕсем виççĕшĕ пачах урăх çĕршыва лекрĕç. Сарпике кун пек тĕнчере нихăçан та пулса курман. Курма мар, ĕмĕтленмен те ун пек çĕре лекме. Йывăçсем ăна курсан çулçисемпе чăшăл-чăшăл туса илчĕç, хăйсем хушшинче тем çинчен калаçрĕç ĕнтĕ. Курăксемпе чечексем пуç тайса сывлăх сунчĕç. Кайăксем çепĕç юрă шăрантарма пуçларĕç. Чĕрчунсем кайăксен кĕвви майăн тĕрлĕ хусканусем туса хăйсем савăннине палăртрĕç. Чăнах та, кунта хĕре пурте паллаççĕ иккен. Сарпике аванмарланнăран пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Анчах та часах хăйне алла илчĕ те пурне те пуç тайса сывлăх сунчĕ, хăйне çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав турĕ.

Урхамахсем Сарпикене хăйсем хыççăн утма чĕнчĕç. Вĕсем изумрудпа çуталса тăракан ылтăн кĕпер урлă каçса хрусталь кермене кĕрсе тăчĕç. Лашасемпе хĕре хирĕç вăрман патши Арăслан тухса тăчĕ те сăмах пуçларĕ:

— Сирĕн илемлĕ сăнăр пирĕн Патшалăха çутатсах ячĕ. Килĕрех Асамлă тĕнчене! Пирĕн Патшамăр! Пирĕн Пирĕшти!

— Эсир пурте йăнăшатăр. Эпĕ нимле Патша та, Пирĕшти те мар! Эпĕ — Сарпике. Çĕр çинчи пур хĕрсемпе каччăсем пекех ахаль çын. Манăн анне те, атте те эп çуралса ӳснĕ тĕнчерен, — терĕ те хĕр каялла, хăйсем килнĕ çулпа, чупма пуçларĕ. Анчах çавăнтах тăп! чарăнса тăчĕ. Сарпикен пит çăмарти тăрăх çутă шăрçасем евĕр куççуль тумламĕсем кусса анчĕç. «Мĕншĕн-ха эпĕ хама тăван çĕршыври пек туятăп, — шутласа илчĕ хĕр. — Ман тăван çĕршыв — атте-анне килĕ, Чăваш çĕршывĕ-çке». Çав вăхăтра ун патне Шурă лаша чупса пычĕ. Урхамах куçĕнче тунсăх тăнине асăрхарĕ Сарпике. Хĕр чĕри хĕссе ыратса кайрĕ. Лашана шеллес, ыталаса ачашлас, лăплантарас килчĕ унăн. Унра та, çак çĕршывра пурнакансенче пĕринче те нимле айăп та çук-çке. Вăл вара шутламан-туман çĕртенех вĕсене кӳрентерчĕ.

— Сарпикеçĕм, Сарпике! Мĕншĕн таратăр эсир. Мĕнпе кӳрентертĕмĕр эпир Сире. Миçе çул кĕтрĕмĕр эпир çак куна. Çĕршыва пирĕн Патшамăр килессе.

— Çук, çук. Эсир кӳрентерме те пултараймастăр мана. Эсир пурте ырă, çепĕç, тарават.

— Апла пулсан мĕншĕн каясшăн Эсĕ кунтан.

— Анчах та манăн хамăн юратнă çĕршыв пур. Мана унта юлташсем, атте-анне кĕтеççĕ. Эпĕ хам çуралса ӳснĕ тăван кĕтес, выляса çӳренĕ тавралăхшăн тунсăхлатăп. Сирĕн кунта калама çук хитре, анчах та маншăн хамăн çĕршыв тата илемлĕрех.

— Пирĕн çĕршыва пурте лекме пултараймаççĕ, анчах та Эсĕ пĕр чăрмавсăр каçса кайрăн асамлă кĕпер урлă. Мĕншĕн? — ыйтрĕ çывăхрах тăракан Хура ут.

— Эпĕ пĕлетĕп, — сăмах хушрĕ пĕтĕмпех итлесе тăнă Арăслан. — Мĕншĕн тесен Санăн ырă чĕрӳ уçрĕ çак Асамлă тĕнче алăкне. Санăн çутă сăну, ăшă куллу, çепĕç сассу чун кĕртрĕ пĕтĕм ӳсентăрана. Арăсланпа Урхамахсем Санăн шухăшусене вулама, ĕмĕтӳсене пурнăçлама пултараççĕ. Вĕсене асаил çеç — сан умна килсе те тăрĕç. Санăн паян Çуралнă кун, çавăнпа та эпир Сан кăмăлна пăсма пултараймастпăр, халех хăв çуралнă çĕршывна çитеретпĕр.

— Утлан ман çине, — пырса тăчĕ Сарпике умне Шурă Урхамах.

— Упра хăвăн юратнă çĕршывна, вăл Сан — пĕрре! — терĕç асамлă тĕнчери чĕрчунсем хĕрпе сыв пуллашнă май. — Ан ман пире, пурнăçра йывăр самантсем килсе тухсассăн асаил çеç, эпир Сан пата васкăпăр.

— Ку-ка-ре-ку! — сас пачĕ çав вăхăтра кил картинче автан.

Сарпике куçне уçрĕ те савăнăçлăн кулса ячĕ. Асамлă тĕнчери Урхамахсем хĕр асĕнче яланлăхах упранса юлчĕç...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Света (2010-11-02 16:21:07):

Клавăн хайлавĕ кăмăла кайрĕ. Сарпике темле асамлă тĕнче Патши пулса курать, анчах та вăл ашшĕ-амăш патне туртăнать. Ку калав ачасене ашшĕ-амăшне тата тăван çĕршывне юратма вĕрентет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина (2010-11-03 20:09:21):

Аван калав. Темине те, проблемине те лайёх çутатса панă. Маттур хĕр ача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария (2010-11-03 20:13:14):

Манăн та Сарпике пек асамлă тĕнчере пулса курас килет. Анчах та унта лексен эпĕ те ун пекех килшĕн тунсăхлатăп пулĕ, мĕншĕн тесен эпĕ те Сарпике пекех хамăн яла, Чăваш çĕршывне юрататăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Кристина (2010-11-05 21:59:30):

Маттур, Клава. Санăн çырас пултарулăх пур. Хайлавра хальхи вăхăтра пирĕн ума тухса тăракан проблемăсене кăтартса панă: атте-анне, тăван çĕршыв тата юрату.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2010-11-07 09:55:15):

Питĕ аван калав. Маттур хĕр ача эсĕ, Клава! Çыравçă пулаятăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2010-11-08 18:36:35):

Хайлав аван. Мана килĕшрĕ. Хальхи вăхăтра тухса тăракан проблемăсене çутатса панă: тăван çĕршыв, атте-анне, туслăхпа юрату.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вика (2010-11-08 18:40:40):

Хайлаври герой ячĕ питĕ илемлĕ, чăн-чăн чăваш ячĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2010-11-09 20:00:07):

Клавăн хайлавĕ питĕ килĕшрĕ. Темипе содержанийĕ килĕшсе тăраççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Паша (2010-11-11 07:43:14):

Хайлавăн ячĕ кăсăклантарса ячĕ те вуласа тухрăм. Питĕ аван калав. мана килĕшрĕ. Илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курнă. Герой ячĕ те чăвашла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Коля (2010-11-13 07:21:31):

Питĕ аван калав. Маттур хĕр ача эсĕ, Клава. Сан яту та илемлĕ. Хăв та пултаруллă. Малашне те ăнăçу сунатăп сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ксюша (2010-11-13 18:18:41):

Çӳлерех асăннă комментарисем пурте тĕрĕс тесе шутлатăп. Эпĕ вĕсемпе пуринпе те килĕшетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-13 18:34:24):

Калав питĕ аван. Содержанийĕ те, чĕлхи те пуян. Чăнах, илемлĕх мелĕсемпе вырăнлă усă курнă Клава-Клавдия.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-13 18:34:25):

Калав питĕ аван. Содержанийĕ те, чĕлхи те пуян. Чăнах, илемлĕх мелĕсемпе вырăнлă усă курнă Клава-Клавдия.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Женя (2010-11-14 20:31:03):

Клавăн калавĕ питĕ кăмăла кайрĕ. Маттур хĕр ача эсĕ. Çырас пултарулăху курăнать. Ăнăçу сунатăп. Конкурсра çĕнтерессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина Николаевна (2010-11-15 18:50:41):

Эпĕ пĕлсех тăнă санра çакă пек пултарулăх пуррине. Маттур. Малашне те çаплах пул! Лайăх калав. Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Света (2010-11-15 18:55:36):

Калавăн ячĕпе теми килĕшсе тăнăран мана çак хайлав питĕ кăмăла кайрĕ.Сюжечĕ те аван.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Джульетта (2010-11-17 09:59:07):

Клавăн хайлавĕ мана кăмăла кайрĕ. Содержанийĕ те питĕ аван. Чĕлхи илемлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2010-11-17 12:38:55):

Клавăн калавĕ мана питĕ килĕшрĕ.Илемлĕ чĕлхепе çырнă. Маттур хĕрача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: