Ĕмĕтри туйăмсем


Пĕр илемлĕ хирте

Куртăм эпĕ кĕсре

Тыткăнларĕ мана

Чăннипех çак лаша.

 

Сăнĕ унăн чипер

Уйăхпи теме пур.

Çилхи вĕçĕ кăтри

Чăнахах та Нарспин.

 

Уттине пăхнăçем

Чуппине курнăçем

Ах, килет асăма

Юмахри пек хăна.

 

Кайăк пек ыткăнать,

Çунатла туйăнать

Куçăма вĕçнĕ пек курăнать

Кам-ши хăлĕ ăна хăвалать?

 

Кам-ха пĕлĕ ăна?

Кам-ха туйĕ çакна?

Çунакан ман ăшри туйăма

Тен, ман ĕмĕт вĕçет малалла?

 

Халь çапла кашни каç,

Халь çапла кашни çĕр

Ман пата чиперккеçĕм килет

Ĕмĕтпи ят парассăм килет.

 

Ĕмĕтпиçем, юлташăм

Санпа эпĕ туслашрăм

Ĕмĕтпиçем, тăванăм

Сана çеç эп шанатăп.

 

Каçсерен унпала

Халь пулатпăр пĕрле

Пĕр пекех шухăшлатпăр

Çын пекех калаçатпăр.

 

Хăт чухне туспала

Тĕл пулса тĕлĕкре

Вĕçтеретпĕр тӳпе еннелле

Çунакан çăлтăрсем патнелле.

 

Çак лаша шав мала

Вĕçтеринччĕ ялан ыткăнса

Ăшра вуттăн çунан çулăмсем

Ан сӳнинччĕр нихçан туйăмсем.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аля (2010-11-08 10:26:33):

 

Настя хăйĕн ĕмĕтне лашапа çыхăнтарнă, унăн чĕлхи питĕ илемлĕ, содержанийĕ тарăн. Мана питĕ килĕшрĕ.

 

Сашук (2010-11-08 12:03:20):

Ку хĕр ача хула шкулĕнче вĕренет пулин те питĕ аван сăвă çырнă вара.Маттур!

 

Вера (2010-11-08 12:09:23):

Сăвăра çĕнĕ сăмахсем те пур,туйăмсене питĕ илемлĕ çырса кăтартать хĕр ача.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: