Телей утравĕ
Пĕр патшалăхра Лаша пурăннă. Вăл Çилçунат ятлă. Ятне кура питĕ вĕçме ĕмĕтленнĕ, çавăнпа та телей утравĕ çине кайма шутланă. Çул çинче Мăрмăр кушак аçине тĕл пулнă. Кушак аçи макăрса ларнă.
— Кушак аçи, мĕншĕн макăратăн? — ыйтнă Лаша.
— Эпĕ ишме пĕлместĕп, — тет кушак аçи.
— Кушаксем шывран хăраççĕ, çавăнпа та ишме пĕлмеççĕ, — тет Çилçунат.
— Эпĕ хăйне евĕр кушак аçи! — хирĕçлет кушак аçи.
— Эпĕ телей утравĕ çине кайма тухрăм, унта пурин те ĕмĕчĕ пурнăçланĕ, пĕрле кайрăмăр, санăн та ĕмĕтӳ пурнăçланĕ, — тенĕ Лаша.
— Тавтапуç, эсĕ ырă кăмăллă Çилçунат.
Вĕсем иккĕшĕ пĕрле малалла кайнă. Кушак аçи питĕ савăннă, пăлханнă. Пăлханнипе унăн урисем те тарласа кайнă.
Çапла вĕсем уй-уй урлă, вăрман витĕр нумай утнă. Утсан-утсан хырăмĕ выçса кайнине туйса илнĕ, анчах вĕсем хăйсемпе пĕрле апат-çимĕç илмен пулнă. Кушак аçи кĕçех курăк хушшинче пĕр питĕ пысăк кăмпа курнă. Кушак аçи питĕ выçă пулнипе çур кăмпине чĕрĕллех çисе янă. Çилçунат хăй пайне пĕçерсе çинĕ. Чĕрĕ кăмпа çинĕ хыççăн кушак аçине йывăр пулнă. Унăн çывăрас килнĕ, урисем утман. Лаша кушак аçине çурăм çине лартса малалла кайнă.
Вăхăт шунă, чылай иртнĕ. Çанталăк шăрăх тăнипе Лаша ывăнса çитнĕ. Сасартăк çӳлте ларса пыракан кушак аçи пăхать те инçетре тинĕс хумханса выртнине курать.
— Çилçунат, Çилçунат, пăх-ха, пăх, умра тинĕс курăнса кайрĕ, — тенĕ Кушак аçи.
— Тинех çăлăнăç çитрĕ, унсăрăн типсех вилеттĕмĕр, — тет Çилçунат.
Унтан вăл çапла шăппăн хушса хурать:
— Телей утравĕ çине çитес тесен пирĕн çак тинĕсе ишсе каçма тивĕ.
— Тинĕс? Эпĕ шывран хăратăп-çке. Енчен те эсĕ мана хăв çурăму çинче лартсах каçарнă пулсан аванччĕ те, — хурланса ыйтать Мăрмăр.
— Юрĕ, лар, пĕрле ишĕпĕр, — килĕшет Лаша.
Çапла ишевçĕсем тинĕс урлă талпăнаççĕ. Çилçунат ишет, Кушак аçи ун çурăмĕ çинче ларса пырать. Вĕсем нумайччен ишеççĕ, Кушак аçи тӳсĕмсĕр ыйтать:
— Тата нумай ишмелле-и?
— Çук, утрав курăнать те ĕнтĕ, — хуравлать Çилçунат.
— Эпĕ малта дельфинсем ишнине куратăп! — кăшкăрать Кушак аçи.
— Вĕсем илемлĕ те ăслă чĕрчунсем, — хуравлать Çилçунат.
Çапла вара дельфинсем вĕсене утрав еннелле çул кăтартса пыраççĕ.
— Утра-а-а-в! Пирĕн çĕнĕ çурт — телей утравĕ, эпир кунта нумай çул хушши телейлĕ пурăнăпăр, — кăшкăрса ярать Кушак аçи.
Утравĕ çăтмахри пек илемлĕ: йывăç-курăкĕ çеçкере, кайăксем юрă шăрантараççĕ. Иртен пуçласа каçчен хĕвел хĕртсе пăхать. Янкăр кăвак тӳпере асамлă кимĕсем пек шурă пĕлĕтсем шăваççĕ.
Нумаях та вăхăт иртмест сенкер тӳпере асамçă-хĕр Çăлтăрпи курăнса каять.
— Эсир питĕ нумай çул çӳренĕшĕн тата тăрăшнăшăн сирĕн кашни ĕмĕте пурнăçлама хатĕр, — тенĕ асамçă-хĕр.
— Тархасшăн, парнеле мана çунатсем, эпĕ питĕ вĕçме юрататăп, — ыйтать Лаша.
Çав вăхăтра Çилçунат çурăмĕ çинче икĕ питĕ аван çунатсем çитĕнсе лараççĕ.
— Эпĕ шывра ишме хăратăп, манăн шывра ишме вĕренесчĕ, — шăппăн ыйтать Кушак аçи.
— Çапла пултăр, — хуравлать Кушак аçине Çăлтăрпи.
Çак кунтан пуçласа Кушакпа Лаша телей утравĕ çинче пурăнма тытăнаççĕ. Вĕсем шыва та кĕреççĕ, çӳлте те вĕçеççĕ. Кашни çулах Çăлтăрпие хăйсем патне хăнана чĕнеççĕ, тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.
Анюк (2010-10-31 11:21:10):
Женя 6-мĕш класра пулин те питĕ интереслĕ калав çырнă.Хăй вырăс шкулĕнче вĕренет, çапах та чăвашла пысăк хайлав çырнă.
Алеша (2010-11-08 10:19:52):
Юмах питĕ интереслĕ, геоой ячĕсем питĕ илемлĕ, содержанийĕ мана питĕ килĕ шрĕ.
Даша (2010-11-08 12:24:49):
Ку чăнах та фантастикăлла юмах вара.мана питĕ килĕшрĕ.
Даша (2010-11-08 12:26:04):
Ку чăнах та фантастикăлла юмах вара.мана питĕ килĕшрĕ.
Admin (2010-11-11 18:04:08):
Вырăс шкулĕнче вĕреннĕрен пулĕ предложенийĕсем вырăсларах тухнă.
Тата кушак пирки ку хайлавран эп çĕнни нумай пĕлтĕм: кушакăн (чăвашсем кушака арлăхпа пайламаççĕ, çавăнпа кушак теес) ури те тарлать иккен, кăмпа та ним мар çиме пултарать. Фантастика çакăнтах палăрать! Тата кушакăн ĕмĕчĕ питĕ кăткăс — ишме вĕренесси уншăн ытти япаларан та пахарах иккен!