Айăпĕ камра?
Куллен вăрçатпăр пурнăçа,
Айăплисем, тен, хамăрах?
Хушаççĕ: «Тăвăр ак çапла!»
Тăвасчĕ пирĕн лайăхрах.
Хăратпăр кăтартма шăрта,
Киревсĕр ĕçсем те çумрах.
Йĕретпĕр, хурланатпăр та
Шыратпăр: «Айăпĕ камра?»
Сĕтел çинче пылпа сар çу,
Вăрçатпăр: «Пурнăç каялла».
Пĕрмай вăрçнин усси те çук,
Мул хăй кĕрсе ӳкмест алла.
Валерий Михлеев (2012-01-30 18:16:37):
Хамăр пурнăçăмăрта, автăр кăтартса каланă пек, кирлĕ-кирлĕмар ĕçсем, йăнăшсем туса тултаратпăрта кайран вара яланах ăрăскал (хамăрăн шăпа) çине ӳпкелешетпĕр.
Валерий Михлеев (2012-01-30 18:17:00):
Хамăр пурнăçăмăрта, автăр кăтартса каланă пек, кирлĕ-кирлĕмар ĕçсем, йăнăшсем туса тултаратпăрта кайран вара яланах ăрăскал (хамăрăн шăпа) çине ӳпкелешетпĕр.
Валерий Михлеев (2012-01-30 18:17:52):
Хамăр пурнăçăмăрта, автăр кăтартса каланă пек, кирлĕ-кирлĕмар ĕçсем, йăнăшсем туса тултаратпăрта кайран вара яланах ăрăскал (хамăрăн шăпа) çине ӳпкелешетпĕр.
Валерий Михлеев (2012-01-30 18:18:20):
Хамăр пурнăçăмăрта, автăр кăтартса каланă пек, кирлĕ-кирлĕмар ĕçсем, йăнăшсем туса тултаратпăрта кайран вара яланах ăрăскал (хамăрăн шăпа) çине ӳпкелешетпĕр.
Вол (2012-01-31 21:07:13):
Лайăхрах пирĕн тăвасчĕ
Анчах та çăмартисем памаççĕ.......
Вол (2012-01-31 21:47:48):
Çын Чĕрçи.
Чĕрçи çинче çын шайĕ усранать
Чĕрçи çинче çын ĕмĕр пурăнать
Чĕрçи хăма пек çутатать пулсассăн
Çак çын телейлĕ курăнать.
Ав, кур кун хăрăмлă чĕрçи
Ку çын вара - çара çерçи
Тапаланать вăл, шеремет
Анчах пуйаймĕ ĕмĕрне.
Ун кучĕ пулĕ ватăлсан
Хăй чĕрçинчен те хытăрах.
Тĕлĕк.
Паян хама эп курнă тĕлĕкре
Вунçиччĕре, эрех пек-
Хĕрлĕ «бормотуха».
Тумаççĕ халĕ пирĕн йышшине:
Пăхсан –хитре, ĕçсен- шăрши-
Тухса тарас килет..