Ăçта-ши, эсĕ, ăраскалăм?
Ачалăх иртрĕ пит васкавлăн,
Ак ватлăх куçăм умĕнче...
Ăçта-ши, эсĕ, ăраскалăм?
Е унсăр çакă çут тĕнче...
Манаймăн тайлăк картана,
Атте ăна тӳрлетнине.
Çемье ӳссе пырсан ялан
Хушатчĕ çĕнĕ пӳлĕмне.
Кĕпи çанни чавса таран:
Анне чуста çăрать ирпе.
Пире тӳшек çинчен тăрсан
Сăйлатчĕ ăш икерчĕпе.
Пулла çӳреттĕм эп çулла,
Курăк çулаттăм улăхра.
Кĕрпе васкаттăм вăрмана
Çырла, кăмпа эп пуçтарма.
Куçа хупсассăн çывăрма
Умран хĕл кунĕ çухалать.
Сĕве мăнаçлăн курăнать,
Ун хĕррипе хăмăш кашлать.
Валерий Михлеев (2012-01-30 18:33:26):
Ку сăвăри кашни сăмахĕ, кашни йĕрки автăр манăн шухăшсене, манăн чĕре туйĕмĕсене темле вăрттăн пĕлсе манăн пурнăç, манăн кун-çулăм çинчен çырнă пекех туйăнать.
Вол (2012-01-31 21:00:37):
Пулла çуреттĕн эс çулла
Хĕлле те те кайса пăхмалла