Хĕвеле хăтарни


Эп çыратăп çак сăвва

Чун-чĕререн савăнса.

Ыр кăмăла мухтаса

Шухăшсем шăрçаланаç сăвва

 

Те аякра, те çывăхра

Пурăннă ырă халăх.

Çут тĕнче саккунĕсене

Пурнăçланă яланах.

 

Вĕсем нуша курма çуралман,

Пĕлмен вăл мĕн иккене,

Выçлăх курма ĕçлемен,

Выçса курман ĕмĕрне.

 

Çапла иртеç ĕмĕрсем,

Çапла пурнаç этемсем.

Шав иртеççĕ вăхăтсем,

Пурăнаççĕ туслăхра вĕсем.

 

Анчах çитет пĕр самантра

Инкек кĕтмен-çĕртен пырса.

Самант тем пулчĕ тĕнчене

Хупларĕ вупăр хĕвеле.

 

Никам ăнланман мĕн пулнине,

Мĕн пуласса та пĕлмен малалла

Мĕн чул кăна сăмах тухман-ши?

Мĕн таранччен пуçа ватман-ши?

 

Чылай шухăшласан кăна

Пĕр шухăш шухă çамрăка

Пырса кĕчĕ васкаса

Ват çынран канаш ыйтма..

 

Ват çын пуплерĕ вĕрентсе:

— «Хĕвел çухалнă тетĕр, — çухалман, —

Ăна Вупăр текен усал

Илсе кайнă хăй тĕнчине

 

Пурнать çав Вупăр аякра

Тĕнче леш вĕçĕнче,тамаша,

Чи пысăк сăрт шăтăкĕнче

Куçпа пăхсан курăнмасть ним те.

 

Çитсессĕн вупăрăн килне ас ту

Виç пуçлă йыт чупать унтах,

Вупăр пурнăçне сыхласа

Çӳрекелет унта-кунта.

 

Киле çитсессĕн шухă çамрăк

Çил çунатлă урхамах утланса,

Хĕвеле вупăртан хăтармашкăн

Вĕçтерчĕ, ыткăнчĕ васкаса.

 

Кĕтсе илчĕ виç пуçлă чĕрчун,

Чĕр чун валли чĕри çук ун.

Çăварĕнчен вăл çулăм кăларса

Хăратасшăн пулчĕ çамрăка.

 

Маттур йĕкĕт хăрамарĕ

Чĕри çук чĕр чунтан.

Çил çунатлă урхамах чакмарĕ

Пулăшрĕ юлташне патвар.

 

Çĕнтерчĕ çап-çамрăк ача,

Вупăра касса пăрахса.

Хĕвеле тĕнче вĕçĕнчен

Илсе килчĕ вупăр çĕрĕнчен.

 

Ялта кĕтсе илчĕç ăна мухтаса,

Чи паттăр, харсăр çынна чысласа.

Кун пек хастар çамрăк пуррипе

Мухтанаççĕ вĕсем ĕмĕрĕпе.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: