Пит хитре-çке манăн йытă, асăрханăр — çыртать хытă
Савăнăçлă эп паян. Тахçанхи ĕмĕте пурнăçларăм, лавккаран шап-шурă туфли туянтăм. Унпа утма питĕ меллĕ. Стадиона тухса вунă çухрăм та чупма пултаратăп кирлех пулсан. Тĕрĕссипе каласан пушмакăм хакла ларчĕ. Э, тепĕр тесен йӳнĕ япала халь ăçта пур?
Канмалли кун çитрĕ те хавас кăмăлпа яла вĕçтертĕм. Ара, килтисемшĕн тахçанах тунсăхласа çитрĕм. Телефонпа тăтăш пуплетпĕр-ха, анчах юнашар ларса калаçнине мĕн çиттĕр! Картише кĕрсе тăтăм çеç, мана кайăк-кĕшĕк сырса та илчĕ.
– Эй, маттурккасем. Тунсăхларăр-им? – тесе çеç ĕлкĕртĕм, хур аçи ураран сăхса илчĕ.
Ыратрĕ! Чăтайман енне пĕшкĕнсех лартăм. Ак çурăм çине автан чалт! сиксе хăпарчĕ те пуçран так тутарчĕ. Турăçăм! Куç хуралса килчĕ. Пĕтĕм вăя пухса картлашка еннелле ăнтăлтăм. Ĕлкĕреймерĕм, кăркка хăваласа çитрĕ...
Тăна кĕрсен куçа уçса ятăм та чалтах сиксе тăтăм. Хутаçран çăкăрпа батон кăларнă та авă епле юратса çиеççĕ путсĕрсем. Кучченеçе вĕсем валли илсе килменччĕ те. Кăлпассие паçăрах кӳпсе ячĕç ахăртнех. Ун пек тутлă япалана ас тивмесĕр чăтаяс çуках вĕсем. Çурăма сăтăркаласа пӳрте кĕтĕм те диван çине лаках лартăм. Ах, хама тин çын пек туя пуçларăм.
Чим, улăп пек пысăк кăмакана хăçан пăсма ĕлкĕрнĕ? Халĕ кукăль тавраш ăçта пĕçермелле? Тупата, шутсăр тарăхрăм. Шăп çак самантра пӳлĕме кӳршĕри Катя кĕрсе тăчĕ.
– Итле-ха, ирех пирĕн патăрта мĕн тăватăн эсĕ? – терĕм ун çине тĕлĕнсе пăхнă май.
– Ку ыйтăва эпĕ сана парасшăнччĕ, – терĕ хайхискер тутине тăсса.
Тĕнче! Эпĕ килте мар. Харитоновсенче ларатăп. Пирĕн пӳртсем пĕрешкел те-ха. Шухăша кайнăскер Катьăсене кĕрсе кайнă иккен эпĕ.
– Ара, эсир те хапхăра симĕс тĕспе сăрларăр-им? – терĕм тусăм çине шăтарасла пăхса.
– Ăхă. Пирĕн пӳртсем те пĕр пек те, хӳмене те сирĕн евĕр тума шутларăмăр, – мăкăртаткаларĕ хайхискер.
Симĕс хапха пăтраштарнă та мана. Калатăп çав пирĕн хур-кăвакал усал марччĕ тесе... Кур-ха, ура епле кăвакарса тухнă! Пуç, çурăм çинче те çавнашкал ӳкерчĕк ахăртнех, анчах унтине курмастăп-çке.
– Усал çыннăн ӳчĕ час кăвакарать теççĕ, – тесе пырса ларчĕ тусăм юнашар.
– Э, мана çавăн пек тесе шутлатăн иккен. Унашкал пулнă тăк картишре пĕр чăх-чĕп хăвармăттăм, – терĕм кăмăллăн кулса.
Çын патĕнче кунĕпе лараймастăн. Хăна тени йăлăхтарма пултарать. Çакна шута илсе киле кайма пуçтарăнтăм. Катя ăсатма тухрĕ паллах. Чим, ăçта манăн ĕнер çеç туяннă пушмак! Ара, картлашка çинчех хывса хăвартăм. Çакăнтан çухалма йĕп мар ĕнтĕ вăл. Тусăм шыраман вырăн хăвармарĕ. Шел те, тупаймарĕ.
– Пӳтсĕр хур-кăвакалу çисе ямарĕ пулĕ те? – терĕм чăнласах та кулянса.
Карта çумĕнче Харитоновсен йытти манăн шап-шурă туфлине кăшласа выртнине курсан тупата тепĕр хут тăна çухататтăм. Ура вăйĕ пĕтнĕрен алăк çине тĕршĕнтĕм.
– Ку Бобика леш тĕнчене ăсатмалла! Ялан сăтăр тăвать. Ак халĕ сан умăнта аван мар пулса тухрĕ, халĕ мĕнле татăлмалла? – тесе лĕрр! макăрса ячĕ Катя.
Шăп çак вăхăтра алăк уçăлса кайрĕ те картише Гена кĕрсе тăчĕ. Йытă какайĕ çиме кăмăллаканскер Бобик çине кăмăллăн пăхрĕ.
– Сире кирлĕ мар пулсан парса яр мана, – терĕ хаваслăн.
Турăçăм! Çавăн тĕрлĕ илемлĕ хам-хама пусасшăн-и? Çук, ирĕк памастăп!
– Гена кукка, эсĕ кая юлтăн. Бобика эпĕ илсе каятăп, – терĕм сасартăк.
Чĕнмесĕр тухса кайрĕ ар çын. Катя вара çаплах макăрма чарăнмарĕ.
– Сана мĕн тума çакнашкал çапкаланчăк йытă? Парса ямаллаччĕ Генăна, – терĕ ĕсĕклесе.
... Пирĕн патăмăрта пурăнать халĕ Бобик. Пушă вăхăтра унпа тренировкăсем ирттеретĕп. Халĕ килтисене алă парса сывлăх сунма та пĕлет. Картише ют сурăх кĕрсен çеккунтрах хăваласа кăларать. Урамра мĕн те пулин сыхлама хушса хăварсан çывăха никама та ямасть. Ăнт, çакнашкал йытă пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ эпĕ!
Юн кун вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Шывра путакан çиччĕри Зойăна, Катя йăмăкне, çăлчĕ... Пурте ман Бобика мухтарĕç, анчах çывăха пырса ачашлама хăяймарĕç. Тепрехинче енчĕк тупса килчĕ. Укçи самаяхчĕ. Шыракан пулмарĕ те шурă туфли тата ытти хитре тум-юм туянтăм. Тусăм валли кăлпассипе пылак çимĕç илме манмарăм паллах! Хăй ĕçлесе илнĕ нухрат-çке.
Пĕр кунхине Катя килчĕ те йытта хăйсем патне илсе каяссине пĕлтерчĕ.
– Çук, парса ямастăп! Шанчăклă тусăма пĕр михĕ ылтăнпа та улăштармастăп, – терĕм çирĕппĕн.
– Санран ыйтмаççĕ, – терĕ те Бобик патне пыма хăтланчĕ.
Анчах лешĕ хаяррăн вĕрсе ячĕ, Катя хăранипе картишрен тухсах тарчĕ. Хырăм тытса култăм. Маттур, Бобик! Хăй вăхăтĕнче усал чунлă Гена кукка аллине памарăм ăна. Халĕ çавăншăн тав туса пурăнать авă. Чăнах, питĕ юрататăп эпĕ Бобика.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...