Айпи
Чатукасси ялĕнче,
Егоровсен килĕнче,
Айпи ятлă лаша пур —
Ĕненмесен пыр та кур!
Ялĕпе те вăл пĕрре.
Ĕнтĕ вăл халь пиллĕкре.
Ăна пĕрмай кӳлеççĕ —
Тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ.
Пăхан: утă турттарать,
Вăлах пахча сухалать,
Çĕр улми те пăрахать, —
Кăларма та пулăшать.
Чылай пулать, курманччĕ —
Пуçра тĕрлĕ шухăшчĕ:
Хăйне темскер пулман-ши?
Сутса укçа туман-ши?
Чатукасси ялĕнче,
Егоровсен килĕнче,
Лаша тиха хăмланă,
Ăна килтех хăварнă!
Elena Iwanowna (2010-11-26 16:55:40):
Сăвă вăтам,илемлĕх мелĕсем ăçта?
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2013-11-09 22:33:29):
Маттур, Диана! "Нарспи" поэмăри пекех ансат çырнă - пĕтĕмпех ăнланмалла...