Тăван ялăм, савнă ялăм


Клуб умĕнче — ялавсем.

Кур: урам кĕрлет ян-ян!

Пухăнса çитеç çынсем.

 

Кунта Çăмха Ваççине

Курсан кăмăл çĕкленчĕ,

Çакă чăваш ачине

Вăрçă вучĕ пĕçерчĕ.

 

Анчах ачи аптраман,

Пулнă паттăр, пиçĕхнĕ.

Тăшмансенчен хăраман,

Орден-медаль тивĕçнĕ.

 

Сюмгин кăкăрĕ çунать,

Хĕлхем сапать çуталса.

Орден-медаль ялтăрать,

Вăрçă çулне палăртса.

 

Пулнă Ковпак çарĕнче,

Йывăр килнĕ хушăран.

Тăнă Жуков умĕнче,

Ăна курнă çывăхран.

 

Çулсем иртсе пынăçем

Ветерансен йыш чакать,

Разинов Пахвир пиччем,

Турра шĕкĕр, пурăнать.

 

Тухса килнĕ уява

Витя ывăлĕпеле.

Ăна пĕлнĕ эп аван

Ачаранах темелле.

 

Комсомол комитетне

Витяна суйланăччĕ.

Çамрăксен ĕçне-пуçне

Вăл хастар кӳлĕннĕччĕ.

 

Халĕ те-мĕн чиперех —

Ăна ĕçре мухтаççĕ.

Çамрăк чухнехи пекех,

Унран тĕслĕх илеççĕ.

 

Суçăр Михаль тетене

Ача-пăча çавăтнă.

Хăлхи илтет тĕнчене,

Чунпа çамрăк, савăннă.

 

Чипер кăна хĕрарăм

Ял халăхне саламлать.

Итлесенех чухларăм —

Тĕрĕс, çивĕч калаçать.

 

Алякка Валин хĕрĕ

Шупашкарта вĕреннĕ.

Унтан яла таврăнсан

Тăван шкула иленнĕ.

 

Телеевсем телейлĕ

Хăйсен маттур кинĕпе.

Чунĕпе те илемлĕ,

Ĕçре кунĕ-çĕрĕпе.

 

Таврăнар-ха уявах,

Татах пăхар сăнаса.

Чунăм савăнчĕ, чăнах,

Тĕрĕссипе каласан.

 

Мĕнле пурăннă ялта?

Мĕн енĕпе савăннă?

Мĕн ĕçленĕ — кур, йăлтах,

Камсем кунта пухăннă?

 

Уяв епле концертсăр?

Çамрăк ăру канăçсăр.

Улах кăтартаç атьсем,

Савăнаç ветерансем.

 

Тамара Петровнăпа

Любовь Андреевна

Хĕрсе кайнă çак шайпа,

Халăх ал çупать кăна.

 

Сцена çинче ветеран

Лука Михалч Кураков,

Итлесе ларсан куран —

Артистран кая-и вăл?

 

Юррине шăратнă май

Ун йăшаç суранĕсем,

Манăçаç-и, тен, самай

Вăрçă-харçă терчĕсем.

 

Асапланнă ентешсем,

Вилни пулнă выçăпа.

Асилеççĕ ваттисем

Шар курнисем вăрçăпа.

 

Хĕл ларсан çуркуннеччен

Пуçне ватнă ял çьгани:

«Мĕн çиес çĕн тырăччен? Мĕн акас?..» Çапла чăнни.

 

Салтак арăмĕ çинчен

Уйрăм кирлĕччĕ сăмах.

Халь, уяв кĕрекинче,

Вĕсем ларчĕçĕ çумрах.

 

Тăлăх арăмăн шăпи

Хăçан çăмăл пулнă-ха?

Вăл хăварнă хăтарса

Ялти выçă халăха.

 

Халĕ чир-чĕр çыпăçать

Йывăр асап тӳснипе.

Ватлăх кунсерен пусать,

Чылайăшĕ — туйипе.

 

Çамрăкланнă пек вĕсем,

Ешĕл тумлă урамра.

Иртнине асаилсе

Ларчĕç чаплă уявра.

 

Тусĕ Яровов Ваççин

Ларать сĕтел хушшинче.

Ун çумĕнче — Тяппанин,

Стюк Аниççи Теренин.

 

Кам ларать çак юнашар?

Анна Николаевна.

Унпала халь паллашар,

Вăл та уяври хăна.

 

Чăваш хĕрĕ çӳренĕ

Тăхăнса шур халатне.

Госпитальте сипленĕ

Америка салтакне.

 

Таврăнсан тăван яла

Тупнă телейне ĕçре.

Халь ăна çавăнпала

Йыш чыслать кĕрекере.

 

Тем, Портнова курăнмасть,

Нина Алексеевна.

Ун ятне ял-йыш манмасть,

Паттăр фронтовичкăна.

 

Пулнă хаяр вăрçăра

Чăваш хĕрĕ, тăкнă юн.

Кайран, мирлĕ вăхăтра,

Ĕçĕ сумлă пулнă ун.

 

Выльăх тухтăрне тухса

Выльăхсене сипленĕ.

Музей хорĕ çуралсан

Юр юрлама çӳренĕ.

 

Акă кунтах куратăп

Кушак Микиш мăшăрне.

Эпĕ унра туятăп

Тăван çĕршыв тĕрекне.

 

Вăрçă пынă... Йывăрпа

Чăваш хĕрĕ кĕрешнĕ.

Суха тунă тракторпа,

Тырă-пулă ӳстернĕ.

 

Чыс-мухтав пуçлăхсене

Ваттисене манманшăн,

Уява килнисене

Чунтан савăнтарнăшăн!

 

Пулнă çивĕч те маттур

Яш чух Кужаков Егор,

Хир карапĕ çӳретнĕ, —

Чапа тухнă — пăх та кур!

 

Николай Герасимăч

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ,

Калама кăна çăмăл, —

Ферма ĕçне çĕнетнĕ.

 

Эллисем параççĕ сас,

Ăçтан пăрăнса каяс?

Сĕрме купăс пар — Ваççа

Чĕререн каять каççа.

 

Ветерансен ушкăнне

Вăл хастар ертсе пырать.

Сирсе пыма юшкăнне

Сĕрме купăс пулăшать.

 

Петр Николайч Элли —

Вилсе чĕрĕлнисенчен.

Пур ун асаилмелли

Пулни-иртнисем çинчен.

 

«Вилĕм хучĕ» килнине

Çемйи халь те астăвать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: