«Çуркунне...»


Ваçли Кĕçтукне

Çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ячĕпе

 

Çуркунне... çу уйăх кунне

Эсĕ килтĕн çак Çут Тĕнчене.

Çурхи чĕр калча пек ешерсе

Пуç кăлартăн çилпе чӳхенсе.

 

Çул çитсен паллама саспалли

Сан аттӳ — тиек ывăль Ваçли

Сана ячĕ шкула вĕренме.

«Вĕрен, — терĕ, — шкулта, ăс илме.»

 

Пĕтерсен ял пуçламăш шкулне

Çитнĕ эс аттӳн йăмăк патне.

Плепейре эс вĕрентĕн пĕр çул,

Пĕр çултан... Чĕмпĕрти чăваш шкул.

 

Сана йышăннă пиллĕх сунса,

Пынă эс пĕлӳпе çуталса.

Вĕрентӳçĕ ятне илнĕрен

Хăв вĕрентрĕн унта чĕререн.

 

Чĕмпĕрти вĕри яшлăх çулсем:

Савăк савăнăç курнă кунсем.

Çухату та эс тӳсне унта,

Ыр телей те эс туйнă чунпа.

 

Ах, анчах та кун-çул самани

Тӳр чунна санне çирĕ манми.

Чăтаймарăн эс пусмăр пуçне

Хирĕç тăтăн пӳлме ун çулне.

 

Ирттермерĕн ахаль çут куна,

Çыртăн-çыртăн парса хăв чунна:

Юмахсем, халапсем, сăвăсем, —

Вуламашкăн ентеш-чăвашсем.

 

Пур пуçлавăн пуçламăш «Нарспи».

Сăвăра йĕркесем виçĕ пин.

Сан пуçран, ăшран тухнă чĕрчун

Алăпа çырнăран курчĕ кун.

 

Антăхса, каçăхса, çуйхашса

Ентешсем ăна пит вуласа.

Кашниех сан ята мухтаса,

Кашниех вуласан макăрса.

 

Чыс туса Нарспипе Сетнере

Пур чăваш та утса Силпире.

Вырăс та, тутар та, пушкăрт та,

Мăкшă та, çармăс та, удмурт та.

 

Çут хĕвел пек сан ят... хушамат...

Чăваш çĕрĕ çине çутатать.

Пурнăçу сан кĕске пулнăран

Чыс... мухтав ĕмĕрӳ вăрăм сан.

 

27.05.2000.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: