Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Çуралнă кил, умри йăмра.

Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Хирте янран кĕсле-тăмра.

 

Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Кил-çурт паран чунри хĕлхем.

Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Хурçа татан тăван чĕлхе.

 

Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Пĕрре анчах. Пĕлер хакне.

Тăван çĕршыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ираида (2013-01-22 00:52:10):

Мĕн тери чуна çуракан тата тăван Çĕршывăн шухăш-туйăмĕ енне çавăракан, вăратакан сăмахсем...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: