Çунатлă урхамах
Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.
Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.
Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инкек! Салтаксем яла тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Çыннисем ăçта-ши? Лаша пуçне усса тĕлли-паллисĕр уткалама пуçлать. Сасартăк ун умне ăмăрт кайăк вĕçсе килсе ларать. «Эсĕ кам пулатăн?» — ыйтать Çăлтăр. «Мана ăслă ăмăрт кайăк теççĕ. Эсĕ мĕншĕн салху пулнине эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ пурăнакан ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксем хăйсен патшалăхне илсе кайнă. Эсĕ вара пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Халĕ санăн, хăвăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хуçу пек ырă кăмăллăскерĕн, ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксенчен хăтарас килет, вĕсене каялла юратнă çĕр-шывне тавăрас килет», — тет пурне те курса-пĕлсе тăракан ăмăрт кайăк.
Ăмăрт кайăк сăмахĕсене итлесе шанк хытса кайнă урхамах аран-аран сăмах çавăрса çапла ыйтать:
— Тĕлĕнтермĕш салтаксемпе вĕсен патшалăхĕ çинчен мĕнле майпа пĕлетĕн вара эсĕ?
— Тахçан эпĕ те çав тĕттĕм патшалăхра пурăнса куртăм. Хам капкăна çакланнине ăнланса илтĕм те никам сисиччен вĕçсе тухса тартăм. Халĕ вара пурне те унта лекесрен асăрхаттаратăп.
— Мĕнле çитмелле вара унта? Манăн çав хăрушă патшалăха лекнĕ çынсене хăтарас килет.
— Анăçалла утатăн, тĕттĕм вăрман куратăн… Сывă пул, тепре куриччен!
— Тавах сана, ăмăрт кайăк. Тепре тĕл пуличчен!
Утать, утать лаша… Кăшт канса илет те малалла тăнкăлтатать. Пынă çĕртех пăч тĕттĕм пулса каять. «Акă тинех тĕттĕм вăрмана çитрĕм иккен», — шухăшлать Çăлтăр. Тĕттĕм çĕрте утса ывăнса çитет лаша, пĕр меллĕрех вырăн тупать те канлĕн çывăрса каять. Тĕлĕкре хăйĕн хуçин сассине илтет: «Çăлтăрăм, эсĕ ырă ĕç тăватăн».
Хавхаланса вăранса каять Çăлтăр. Сиксе тăрать те малалла вĕçтерет. Вăрманăн вара вĕçĕ-хĕрри те çук. Парăнмасть урхамах, малаллах талпăнать. Кĕтмен çĕртен ун умне пĕр тискеркке сиксе тухать. Лаша хăраса кайса аяккалла тапса сикет те çаврăнса пăхмасăр вĕçтерет. Ун умĕнче шăпчăк курăнса каять:
— Эпĕ сана хăтаратăп. Ак кунта çĕр хăвăлĕ пур. Манран ан юл.
Шăпчăкпа лаша çĕр хăвăлне кĕрсе каяççĕ. Кайсан-кайсан çутă пулса каять. Çĕр хăвăлĕнчен тухсан Çăлтăр хăйне тискерккерен хăтарнăшăн шăпчăка тав тăвать.
— Эсĕ ăçтан килсе лекнĕ кунта? — ыйтать шăпчăк.
Çăлтăр хăйĕн хуйхи-суйхине каласа кăтартать.
— Манăн çемьене те тĕлĕнтермĕш салтаксем тытса кайрĕç. Хитре юрлакан кайăксене хăйсен патшалăхне пуçтараççĕ те кунĕн-çĕрĕн юрлаттараççĕ. Эпĕ те вĕсене хăтарасшăн, — тет шăпчăк.
Лашапа шăпчăк инкеке лекнисене еплерех хăтармалли çинчен пуçĕсене çĕмĕреççĕ. Шухăш çиппине салтсан-салтсан шăпчăк Çăлтăра çапла сĕнӳ парать:
— Санăн тĕлĕнтермĕш салтаксен патшалăхне лаша пулса кĕме юрамасть — тӳрех ĕçлеттерме пуçлаççĕ, нихăçан та кăларса ямаççĕ. Санăн чипер каччă пулмалла. Манăн пĕр шанчăклă тус пур, вăл çавăрăш сĕткенĕ хатĕрлеме пĕлет. Кĕт мана, часах илсе килетĕп.
Туххăмрах вĕçтерсе çитет шăпчăк. Çунатти айĕнче — асамлă шыв.
Çăлтăр ĕçет те — сар каччă пулса тăрать. Илемлĕ сăн-питлĕ, кăвак куçлă, вăрăм сарă çӳçĕ кăтраланса тăрать, яштака пӳ-силлĕ — ăмсанса пĕтереймĕн.
— Анчах асра тыт, çамрăк каччă, çавăрăш сĕткенĕ икĕ талăка çеç пырать, кайран каллех лаша пулса тăратăн, — тет шăпчăк, — пулăшу кирлĕ пулсан чĕн. Малалла пĕчченех кай.
Пырать яш каччă ярт! ярт! утса. Пур çĕрте те тĕлĕнтермĕш салтаксем тăраççĕ, Çăлтăр çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Пысăк хапхаран кĕрет те йĕкĕт йывăç пӳрт курать, алăкне уçса шалалла кĕрет. Унта ăшпиллĕ карчăк ларать. Вăл каччăран мĕн ятлине, ăçтан тата мĕн тĕллевпе килнине ыйтса пĕлет. Хăй лаша пулнине, ăна шăпчăк пулăшнине те каласа парать йĕкĕт. Карчăк Çăлтăра тимлĕ итленĕ хыççăн çапла калать:
— Лайăх. Эпĕ сана пулăшатăп. Эсĕ ывăннă, санăн хырăму выçнă. Ларса çи те выртса çывăр.
Вилнĕ пек çывăрать Çăлтăр. Вăранать те — карчăк çук. Сĕтел çинче шурă хут выртать. Акă мĕн çырнă унта: «Çăлтăр, сĕтел çинче çăра уççи выртать. Ил. Эсĕ шыракан çынсем тĕттĕм кĕлетре лараççĕ. Асăрхануллă пул. Унта салтаксем пур».
Çăлтăр йăлтах ăнланчĕ. Çăра уççине илчĕ те урама тухрĕ. Йĕри-тавра никам та курăнмарĕ, пĕр сас-чӳ те илтĕнмерĕ. Сылтăмалла хăвăрт утса кайрĕ те кĕлет умне çитсе чарăнчĕ. Унта салтаксем тăраççĕ. Вĕсене мĕн каламаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ каччă:
— Сире патша хăй патне чĕнет, халех пыма хушрĕ.
Салтаксем тӳрех патша патне вĕçтереççĕ.
Çăлтăр кĕлет алăкне уçать те çынсене ирĕке кăларать. Кĕлет умĕнчи читлĕхре юрласа ларакан шăпчăксене те кăларса ярать вăл.
Çынсем савăнса каяççĕ, пĕр-пĕринчен юлас мар тесе малалла талпăнаççĕ. Тухса тарма çамăлах мар иккен — урамра пĕр ушкăн салтак тăрать. Вĕсен хыçĕнче трон çинче патша ларать. Вăл çапла хушу парать:
— Тытса хупăр пурне те каялла, эпир вĕсенчен салтаксем тата чурасем тăватпăр.
Çăлтăр ним тума аптрать. Çав вăхăтра карчăк курăнса каять те — патша та, салтаксем те чул пулса тăраççĕ.
— Çăлтăр, эсĕ питĕ хастар пулнăшăн эпĕ санăн ĕмĕтне пурнăçлатăп. Эсĕ каялла лаша пуласшăн вĕт. Лайăх. Анчах та эсĕ ахаль лаша пулмастăн, çунатлă урхамах пулатăн.
Çăлтăрăн пит-куçĕ савăнăçпа çиçет, хăй çавăнтах çунатлă урхамах пулса тăрать, сывлăшалла çĕкленет те вĕçсе хăпарса каять.
Çăлтăр пулăшнипе тĕлĕнтермĕш салтаксен патшалăхĕнчен хăтăлнă çынсем хăйсен тăван çĕр-шывне таврăнаççĕ, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрса пурăнма пуçлаççĕ.
Пĕр-пĕр хăрушлăх е инкек сиксе тухсан тӳперен çунатлă урхамах вĕçсе анать те çынсене пулăшма васкать.
Зайцев п н (2010-11-18 22:13:30):
"Хитре юрлакан кайăксем кунĕн-çĕрĕн юрлаççĕ", питĕ илемлĕ содержанийĕ. мана килĕшрĕ. Утăмсене çирĕп пусатăр.Ăнăçу...