Анне çырăвĕ


Эп илтĕм çыру паян аннерен

Çыру çырманран, ăна эпĕ кĕтмен.

Анне ватă çын, çырать кулянса,

Чĕнет вăл киле чунĕпе хурланса.

 

Çырать: пӳрт тулли ачасемччĕ пулса,

Пĕртте шутламанччĕ пĕччен юласса.

Пĕччен çĕр каçма та хăрушă мана,

Ялта тӳлек çуккă, хăруш самана.

 

Мăнукăм — хĕр Оля вилни шăп пĕр çул

Çитет... килмелле... такăр пултăрччĕ çул.

Пĕччен мана йывăр, укçийĕ те çук,

Аш-пăшĕ те пĕтрĕ, тип çăвĕ те çук.

 

Темме пенсине те памаç вăхăтра,

Парсан вăхăтра — туяттăм пурра.

Çук — шухăш тăрать пĕрмай пуçăмра:

Шутлатăп, йĕретĕп — куççуль куçăмра.

 

Çерукăм-мăнукăм пурнать Палтайра...

Шкула вăл çӳрет... Çил-тăманлă уйра,

Уй урлă каçма хăруш ачана,

Çампа килте çук вăл, шанапчĕ ăна.

 

Пулсан, çаврака пĕр утă тюкне

Леçсе парсам эсĕ, утти çитменне...

Хĕл хырăмĕ пысăк, çăтать пуррине,

Çуккишĕн шутлатăн, тухсаçсăн вĕçне.

 

Çампек çыру илтĕм паян аннерен,

Вуларăм ăна эп килсессĕн ĕçрен.

Çанталăк хăрушă: юка та тăман,

Çулсем çийĕ пăрлă — этемшĕн тăшман.

 

Çула тухаймарăм, каçарăр мана...

Каçар, аппа хĕрĕ, манмастпăр сана.

 

3-20.03.1998.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: