«Урхамахăм, çилçунатăм...»


Урхамахăм, çилçунатăм,

Çăмăлçaхăм та çунатăм,

Ан кайсам манран инçе.

Эсĕ ман çумри вĕçев

Çăрхаланчăк мар лашаçăм,

Калăн вăл — вут-çул, асамçă,

Çилçунатăмçăм чалак

Туртăнать шав малаллах

Эпĕ Уншăн — юланутçă

Пĕчĕк сăвăç, юптаруçă

Кĕл чĕлхеллĕ, çимакур

Эпĕ Ямшăк — уншăн, кур?

Лашамран ӳксе юлсассăн

Эпĕ сывлăп пурпĕр ассăн:

Яваклатăп çилхерен,

Çакланатăп хӳререн?

Çил çунать-и, юр çунать-и, —

Ыткăнатпăр, чавкăнатпăр

Вутлă-çиçĕмлĕ хирте

Урхамахăмçăм хитре!

Хăпарайнă та, хăпарччăр

Тусăмсем Парнас çине?

Чĕлхеме кашни юраттăр

Çын çуралнă вăл — вĕçме!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Нина Леонтьева (2010-11-15 04:42:47):

Çын çуралнă вăл — вĕçме,

Пурăнма, ĕмĕтленме!

Эс те вĕç ялан çапла,

Пурăн, ĕмĕтлен, юрла!

 

МАТТУР!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-25 15:55:46):

Сăвă мана килĕшрĕ.Çырăр, вулакана савăнтарăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: