Паттăр Пăрçа
Пурăннă тет пĕр пĕчĕк ялта пĕр пĕчĕк лаша. Ăна Пăрçа тесе чĕннĕ. Халăх ăна юратман, мĕншĕн тесен пĕчĕкскер ним те ĕçлеймест тесе шутланă. Анчах Пăрçа питĕ вăйлă пулнă, ăна нимле лаша та, нимле кашкăр та çĕнтереймен. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пулнă çак Пăрçан. Вăл ытти лашасем пек курăк мар — тимĕр, хăма тата чул кăна çинĕ. Тимĕр çисен вăл питĕ вăйланса кайнă. Хăма çисен, карап пек, тинĕсре ишсе çӳреме пултарнă. Чул кăшласан вара хытса, чулланса ларнă.
Пĕррехинче çав пĕчĕк яла тăшмансем тапăнса кĕнĕ тет. Хапхаран кĕме кăна пуçларĕç тет, пĕчĕк Пăрçа сиксе тухрĕ тет. Тăшмансем ăна переççĕ те, касаççĕ те, чышаççĕ те тет. Пĕчĕк Пăрçа вырăнтан та хускалмасть. Юлашкинчен кайри урисене çĕклерĕ тет те лешсене ывăтса пĕтерчĕ тет. Лекейменнисем мĕнле килнĕ, çапла каялла тарса кайрĕç тет. Вĕсен хыçĕнчен тусан кăна мăкăрланса юлчĕ тет.
Ял çыннисем савăннипе урама сиксе тухрĕç тет, пĕчĕк Пăрçана ачашлама, мухтама пуçларĕç тет, каçару ыйтма тытăнчĕç тет. Хĕрсем ăна тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе хитрелетрĕç тет. Тăшмана пĕрремĕш хут çĕнтернĕ ятпа пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса уяв турĕç тет.
Тепĕр кунне арçынсем пĕчĕк Пăрçа валли çĕнĕ вите туса пачĕç тет. Тăррине йывăçран касса кăларнă лаша кĕлеткипе илемлетрĕç тет. Вăл аякранах курăнса ларать тет, çавăнпа çак пĕчĕк яла тăшмансем килсе тапăнмаççĕ тет.
Çав халăх халĕ те туслă пурăнать тет, пĕр-пĕрне кӳрентермеççĕ тет. Кашни çулах ялта лаша уявне ирттереççĕ тет: унта пысăкки те, пĕчĕкки те хăйĕн вăйне кăтартса чапа тухать тет. Çĕнтерӳçĕсене хисеплĕ Пăрçа ятне параççĕ тет: чи вăйлă Пăрçа, чи хытă чупакан Пăрçа, чи маттур ташлакан Пăрçа…
Ахаль каламан ваттисем: «Ырă ят паттăра тарават».
Admin (2010-11-15 18:32:43):
Кĕске пулин та лайăх хайланă. Ман кăмăла кайрĕ