Çăлтăрчăк
Хĕвел майĕпен анать,
Кун пĕтсе пырать.
Тĕттĕм каç та çывхарать,
Яла ачашлать.
Сăрт енне пĕччен утатăп
Канăç шыраса.
Вăрман шăплăхне сăнатăп —
Илемлĕ кунта.
Хамăр ялăн ачисем
Кунти улăха
Лашисене çавăтса
Килнĕ выртмана.
Урхамахĕсем кунтах
Курăк çиеççĕ.
Ачисем те çывăхрах
Канса лараççĕ.
Хĕрĕ-каччи — пĕтĕмпех
Харăс тапранса
Икĕ хурăн айккинче
Çурчĕç шăплăха.
Ах, епле илемлĕ-çке
Çамрăксен ташши!
Вĕçсе кайрĕ инçете
Хĕрсен ян сасси.
Вĕсем çине пăхнă май
Куççуле тытаймăн —
Иртсе кайнă çулсене
Халĕ тавăраймăн...
...Ун чухне ачаччĕ эп,
Шкула та кайман,
Атте-анне хӳтлĕхĕнчен
Пĕртте уйрăлман.
Атте-анне юрататчĕç
Ылтăн ывăлне.
Ыйтнине илсе паратчĕç
Чун тĕпренчĕкне.
Çапла вара вуннăри
Çуралнă куна
Пасартан атте-анне
Туянчĕç тиха.
Малтанах-ха тĕлĕнтĕм:
Тиха мĕн тума?
Кайран хăнăхрăм ĕнтĕ —
Парне хаклăрах.
Тихана кĕçех ят хутăм
Çăлтăрчăк тесе.
Килтисем те кăмăлларĕç
Хитре ят тесе.
Икĕ хура куçĕсем —
Пиçнĕ çĕмĕрт пек.
Вăрăм куç харшийĕсем —
Авăнчăк вĕсем.
Пĕтĕм кĕлеткийĕпех
Тиха хуп-хура.
Çутă пăнчăсăр пачах,
Каç евĕр хура.
Тусăмпа эпир нихçан
Уйрăлмасттăмăр.
Эп ăçта — вăл та унта
Тек çӳреттĕмĕр.
Уйăхсем иртсе пыратчĕç
Хăвăрттăн шуса.
Çăлтăрчăк та манăн ӳсрĕ —
Пысăк урхамах.
Пĕррехинче юлташсем
Чĕнчĕç пĕвене.
Вĕсемпе шыва кĕме
Епле лайăх-çке!
Çăлтăрчăка хăварса
Кайрăм вĕсемпе.
Каламарăм кайнине
Эп килтисене.
Начартарах ишнине
Юлташсем пĕлмерĕç,
Пĕве хĕрне çитсенех:
«Атя, сикех», — терĕç.
Эп путма пултарнине
Никам шутламан-тăр.
Пăр минут хушши шывра
Выртнă эпĕ тăнсăр.
Хул пуççинчен туртнине
Туйрăм ăнсăртран —
Ку ман Çăлтăрчăкăм-çке
Пулăшма васкать!
Пулса иртнине килте
Каласа памарăм.
Хамăн çывăх тусăмпа
Текех уйрăлмарăм.
Пĕр ирхине вăрансан
Чĕре теме сисрĕ.
Атте ним чĕнмесĕрех
Хăй пӳлĕмне иртрĕ.
Кил картине тухсассăн
Тусăма курмарăм.
«Ăçта кайса кĕнĕ-ши?» —
Тесе шухăшларăм.
Ним ăнланаймасăрах
Атте патне кĕтĕм.
«Тусу халĕ кунта мар», —
Атте шăппăн терĕ.
Тусăмпа мĕн пулнине
Кайран кăна пĕлтĕм.
Çăлтăрчăкăм вилнине
Кулянса ирттертĕм.
...Унтанпа ĕнтĕ кĕçех
Çирĕм çул та çитĕ...
Ман лаша пек лайăххи
Нихăçан та пулмĕ.
Пĕрле пулнă самантсем
Ялан ман умра.
Çăлтăрчăкпа савăнни
Халь те асăмра...
«Çăлтăрчăк» тесе çырни
Кунти чул çинче.
Кашни çул васкатăп эп.
Вăрман хĕррине...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...