Лашапа


Пырать Ваççа урампа.

Ăна хирĕç тур лаша

Туртса пырать урапа

Пылчăка аша-аша.

Килĕшрĕ ку Ваççана.

Ача утрĕ витене,

Илсе тухрĕ лашана,

Йĕвенлерĕ çӳрене.

Ларчĕ Ваççа утланса,

Хыт чуптарчĕ малалла.

Пырать вĕçсе савăнса,

Питех шеп-çке ярăнма.

Çаврăнсассăн пĕр кана

Ута ячĕ картана.

Урхамаха юратса

Апат парать савăнса.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


8 906 3766094 (2018-04-24 01:27:34):

Çеркей, тăванăм, сăвă çырас кăмăлу малалла та "ешерсе çулçă çуртăр" тесен, ударени çинчен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе туслаш. Çеспĕл Мишшин кĕнекине ыйт. Ударенине Çеспĕл хушнă пек лартсан, ак çапла пулма пултарнă вăл: Урампа утать Ваççа -

Хирĕç тур лаша ăна.

Урапа пырать туртса,

Пыльчăка аша-аша.

Çеркей, лашăна пыльчăк аштариччен, илемлĕрех сăнар тупма тăрăш. Усăллă ĕçе курма вĕрен. Санăн вара шухăшу йăлт кану çичен анчах. Лаша апатлама манманни лайăх. Еç туни,лайăх тусан,кануран ытларах та савăнтарать çынна.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Agabazar (2018-04-27 19:29:03):

Ударени мар, пусăм теес пулать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: