Чăваш хĕрарăмĕ
Аслă Отечествăллă вăрçă вăхăтĕнче тăлăха юлнă салтак арăмĕсене
Пӳрт тӳпинче пĕр мăшăр кăвакарчăн
Çунат çапса чуптунăн савăшать.
Пӳрт çумĕнче ларать ак кăвак карчăк
Кун çутине вăл тинкерсе пăхать.
Çанталăк вăйĕ пур — пур чĕрĕ чунăн,
Вăл вăй пур кинемейĕн хăй валли,
(Анчах пăхмасть ăна пĕр хĕрĕ унăн
Ялта пурнать пулсан та «чун илли».)
Ун мăшăрне çунтарнă вăрçă хирĕ,
Вăл та юратнă кăвакарчăн пек.
Анчах лекет ăна та вăрçă чирĕ —
Вăл тăлăх арăмсен шутне кĕрет.
Сăпайлă пулнă халăх хушшинче вăл,
Хăранă намăсран та Турăран,
Çылăх, тесе, путарнă шухăшне вăл,
Анчах та хĕрĕ пĕртте ăнланман.
Ман çуккă шăллăм, çуккă манăн йăмăк,
Эп тăр пĕччен, мĕн-ма ача туман?!
Тесе вăл амăшне кăтартнă тамăк...
Хĕр амĕш чĕрине пач ăнланман.
Çапла кун иртнĕ, иртнĕ çул та ĕмĕр...
Çук урăх юрату килмен, пулман.
Унпа пуласшăн сĕннĕ ылтăн-кĕмĕл,
Анчах та вăл хăй мăшăрне манман.
Вĕсем те пулнă мăшăр кăвакарчăн...
Çунат çапса чуптунă çавăшса!
Ак халь ларать вăл тăлăх кăвак карчăк
Йĕркесĕр пурнăçпа тан тавлашса.
Нарăс-пуш, 1998.
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...