Телей çулĕпе
Ĕлĕк-авалах пирĕн мăн асаттесем вырăнтан вырăна куçса çӳрекен халăх пулнă. Вĕсем лашасемсĕр ал-урасăр çынсем пекех пулнă. Чылай ĕçре лаша вăйĕпе усă курнă. Чи шанчăклă тус та вăлах пулнă. Кӳршĕллĕ пурăнакан халăхсем чăвашсем пирки çапла каланă тет: «Чăваш çынни çуралсанах лаша çине утланнă пуль». Вырăс халăхĕ вара чăвашсем пирки ак çапла каланă пулать: «Приросшие к коням люди». Вăйăсем те, уявсем те, йăла-йĕрке те лашасемпе çыхăннă. Лаша вĕсен пурнăç çулне кăтартнă тет.
Чăваш çуркунне çитсен çĕнĕ пурнăç пуçланасса, ырă та телейлĕ кунсем çитессе шаннă. Чечексем çурăлни, йывăçсем ешерни, кайăксен асамлă юрри камăн чунне пырса тивмĕ-ши. Çакă ĕнтĕ вăл çĕнĕ, таса, савăнăçлă пурнăç туйăмне çуратать. Çавна май авал чăвашсен пĕр йăла пулнă. Ку йăлана лашасăр ирттерме май пулман.
Урхамах куçне татăкпа çыхнă. Мăшăр шыракан качча е хĕре лаша çине лартса аслă çул çине кăларнă. Урхамахĕ ăçта илсе каять — çавăнта ĕнтĕ çамрăкăн шăпа пӳрни пулĕ. Çак йăла-йĕрке хыççăн нумайăшĕ хăйĕн телейне тупнă.
Çурхи хĕвеллĕ кун чăваш çыннин ал усса ларма вăхăт çук. Анчах паян вĕсем уй-хирте мар. Авалхи йăлана асра тытса яшсемпе хĕрсем паян мăшăр шырама тухаççĕ. Каччăсем кӳмисене хатĕрлеççĕ, хĕрĕсем капăрланаççĕ, ваттисем вара хăйсен ачисене кĕрĕ урхамахĕ «телей çулĕпе» лартса кайтăр тесе кĕл тăваççĕ.
Анчах Телейпи ятлă хĕр капăрланасси пирки пачах шутламасть. Вăл пушă вăхăтне тур лашипе çеç ирттерет. Йĕплĕ чĕлхеллĕ хĕрĕсем унран тăрăхласа çапла каланă: «Шит тăршшĕ кăна хăй тата мăшăр тупасшăн, кам пăхĕ-ши ун çине?» Хĕр тантăшĕсем çине кӳренме те шутламасть. Пĕрмай вăрмана кайсан çухалнă Акимĕ пирки шутлать.
Акă тем пек кĕтнĕ самант та çитрĕ. Пурте хумханаççĕ: элле паян нумайăшĕн шăпи паллă пулать-çке.
Пĕр çамрăкĕ капăр кӳме çине вăштах сиксе хăпарса ларчĕ, анчах урхамах вырăнтан та тапранмарĕ. Апла пулсан тепĕр çуркуннеччен хăй телейне кĕтмеллех ĕнтĕ. Унтан тепĕр яш кӳме çине улăхрĕ çеç, ут çиçĕм евĕр куçран çухалчĕ. Акă Телейпи черечĕ çитрĕ. Кӳме çине ларсанах ут ĕрĕхсе кайрĕ, чĕвен тăчĕ, тĕттĕм вăрман енне тапса сикрĕ. Пĕтĕм халăх хăранипе ахлатса ячĕ. Телейпи урхамаха чарасшăн пулчĕ, усси пулмарĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ, Телейпи нимĕнле хыпар та ямарĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕшĕн çав тери кулянчĕç. Телейпи «телей çулĕ» шырама тухнăшăн хăйне вăрçса пычĕ. Лаши малтан мала ыткăнчĕ. «Çакă-и ман шăпа! Часах акă тискер чĕрчун тапăнĕ, çакă-и телей!» Телейпин макăрса пынипе çăварĕ типсе ларчĕ. Часах пысăк, тăп-тăрă кӳлĕ курах кайрĕ. Урхамах тăп чарăнчĕ. Телейпи кӳме çинчен сиксе анчĕ те кӳлĕри шыва ĕçрĕ, питне çуса илчĕ. Пĕр самантлăха та пулин канса илме шут тытрĕ. Ывăннăскер тарăн ыйха путрĕ.
Тепĕр ирхине вăл пачах урăх вырăнта вăранчĕ. Çумра лаши çуккине кура лашине йыхăрчĕ. Анчах лаши курăнмарĕ. Пысăк, тăп-тăрă кӳлĕ те таçта кайса кĕнĕ. Йĕри-тавра армак-чармак, тискеррĕн курăнкан хăрăк йывăçсем хĕр чунне çӳçентерчĕç, палламан вырăнсем тискеррĕн курăнчĕç. Телейпи чĕри хыттăн тапа пуçларĕ. «Тата ăçта илсе çитерĕ-ши ку «телей çулĕ», урхамахăм ăçта-ши тата?!» — хурлансах йĕчĕ пике.
Сасартăк юнашар темĕнле сас илтĕнчĕ… Хĕр чĕри хытăрах та хытăрах тапма тытăнчĕ. Телейпи: «Кам кунта?» — тесе хăраса ыйтрĕ. «Эпĕ ку — Аким. Эпĕ вăрман илемĕпе киленсе çӳреттĕм те тĕлĕнмелле илемлĕ кӳлĕ патне пырса тухрăм, ăш хыпнипе шыв тутантăм. Хам та сисеймерĕм çак ăнланмалла мар вырăна çитсе тухрăм», — хуравларĕ такам». Унтан Телейпи умне хăй тахçантанпах килĕштернĕ хитре каччă — Аким — тухса тăчĕ. Хĕр вăтанса кайнипе пуçне чиксе ерипен хайĕнпе мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Çамрăксем хăйсем асамлă кӳлĕ патĕнче мĕн пулса иртнине ăнланса илчĕç. Вĕсене такам тухатланине те туйрĕç. Телейпипе Аким çак вырăнтан çăлăнмалли май шырама тытăнчĕç.
Телейпи ача чухне тухатмăшсем çинчен илтнĕ юмаха асаилчĕ. Асламăшĕ ăна тухатмăшсем шыв ĕçтерсе хитре хĕрсенчен хăрхăм, каччăсенчен хăйсен чури туни çинчен каласа панăччĕ. Тухатмăшсен вăйĕ — çӳçре. Çавăнпа вĕсем хăйсен вăйне упрама тем вăрăмăш тутăр çыхса çӳренĕ. Çакăн çинчен хĕр хăй пекех инкеке лекнĕ юлташне каласа пачĕ.
Çак вăхăтра тухатмăш карчăк чăнах та вĕсене илсе кайма килсе çитрĕ.
Çакна сиссе хĕрпе каччă армак-чармак юман хыçне пытанчĕç. Унăн асамлă вăйне пĕтерме шут тытрĕç. Телее, Аким хачă пĕрлех чиксе çӳренĕ. (Тĕрлĕ ӳсентăрана касса пуçтарса Аким çынсене йывăр чиртен сыватнă пулнă). Тухатмăш çамрăксем патне çывхарсан Аким карчăка çавăрса тытнă те пĕр пĕрчĕ çӳç юлмиччен, сурăх çăмне тĕппипе каснă пек, иртсе янă. Пĕр самантрах карчăка пĕр усал вăйсăр хăварнă. Кĕçех вĕсем умне асамлă кӳлĕ тухса выртнă. Кунтах вĕсене Телейпин тур лаши кĕтсе тăнă. Çамрăксем кӳме çине ларчĕç те, урхамахĕ хăех Телейпипе Акима хăйсен ялне вĕçтерсе çитерчĕ. Акă ĕнтĕ вăл — телей.
Тем вăхăтран Акимпа Телейпи тупăннине илтсе çынсем те пуçтарăнма пуçларĕç. Çухалнă Акима курсан пурте тĕлĕнчĕç, çав тери савăнчĕç. Çав каçах вара Аким Телейписем патне хăтана ячĕ. Ялти чи пултаруллă каччă Телейпин мăшăрĕ пулса тăчĕ. Çакăнтан вара вăрмана илсе каякан çула «Телей çулĕ» тесе чĕнме пуçларĕç.
Людмила Валентиновна (2010-11-06 17:23:51):
Ольăн çĕнĕ калавне вуланă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăм:ăсталăха тăрăшсах туптать хĕрача!Маттур!Ăнăçу сунатăп!
Оксана Николаевна (2010-11-11 09:32:23):
Ольăн фантастикăлла калавĕ тарăн шухăшлă, çырас туртăмĕ çулсерен аталанса пырать. Ахальтен мар вулавăша час - часах çӳрет.
Марина Юрьевна (2010-11-11 16:46:28):
Пите интереслĕ калав. Анăçу сунатăп!
Зинаида Сомова (2010-11-11 19:56:03):
Питĕ пултаруллă ачасем хутшăннă ку ăмăртăва,Ольăн хайлавĕ те хăйне май интереслĕ!Ку хайлава тата событисем хушса тюрлетсен,детектив шайĕнчи хайлав çырса хатĕрлеме те нумай мар.
Светлан Долгова (2010-11-11 20:19:35):
Детектив çеç мар,приключени шайне те кĕртме пулать.
Мария Тюльпанова (2010-11-11 20:23:26):
Мана калав ячĕ, тӳрех хăй хайлавне вуламасăрах шухăша ячĕ.
Ксения (2010-11-12 16:06:33):
Эпĕ хащат-журнал,кĕнеке вулама питĕ юрататăп.Ольăн хайлавне интересленсех вуларам.Малалла вулаваша кайма вахат пулмасан ăна хайлвсем щырма ыйтас пуль:)
Фёдоров алексей (2010-11-12 16:50:51):
Питĕ вăйлă калав мана питĕ килĕшрĕ
Михопаров Клим (2010-11-12 16:55:33):
Мана калав питĕ килĕшрĕ кун пек кашниех çырма пултараймасть
Наташа Мидушкина (2010-11-12 21:19:48):
Питĕ чаплă калав, мана ку ĕç кăмăла кайрĕ.Малалла та ăнăçу сунатăп,Оля!)
Юрий Николаевич (2010-11-13 19:18:13):
Маттур!!!Питĕ илемлĕ тарăн çырнă калав!!!
СерЁга (2010-11-13 19:29:23):
Вăйлă калав.......маттур ОЛЯ!!!
Владилав Жуков (2010-11-14 22:11:50):
Ольга хайлавне интересленсех вуларăм. Кун пек хайлавсем вулама эп питĕ юрататăп. Татах çырсах тăр.
Коля Краснов (2010-11-15 18:59:46):
Оля,хăватлă çырнă,интереслĕ калав пулса тухнă!
Admin (2010-11-16 19:47:08):
Ку калавра мана уйрăмах «Телее, Аким хачă пĕрлех чиксе çӳренĕ.» кăмăла кайрĕ. :) Кичеммĕн вуланакан хайлав тӳрех çуталса кайрĕ :)
Шел те, асамçа çĕнтернĕ саманта ытла кĕскен çырса кăтартнă.
Марина Витальевна (2010-11-19 14:49:55):
Калав питĕ интереслĕ, тарăн шухăшлă. Ăнăçу сунатăп
Парфенова (2010-11-21 10:49:15):
Калав питĕ килĕшрĕ, интереслĕ, тарăн шухăшлă. Ăнăçу сана, Оля!
Илья (2010-11-22 08:16:04):
Хайлава интересленсех вуларам.
Надя (2010-11-26 20:40:04):
Олечка, хайлав кăмăла кайрĕ, чуна савăнтарчĕ.Эсĕ питĕ маттур хĕр ача!=)
Вася (2010-11-26 20:43:32):
Оля, сан пек çираканни никам та çук, малалла та çапла пул!)))
Денис (2010-11-27 10:11:23):
Питĕ вăйлă калав мана питĕ килĕшрĕ.
Князьков Алексей (2010-11-27 10:27:53):
Тĕлĕнмелле илемлĕ хайлав.Маттур!!!!