Чун кăварĕ
1
Такам хаяррăн: «Ăрф!» — тăвать сасартăк. Ваçук шарт сиксе çаврăнса пăхать те тин кăна хăйраса якатнă çĕçĕ евĕр йăлтăртатакан асав шăл вĕçĕнчен чĕрĕ юн тумлатса тăракан темле тискер чĕр чуна асăрхать. Арăслан тес — çилхеллĕ мар, упа тес — армак-чармак мăйракаллă. Ача вăйĕ çитнĕ таран чупать, лешĕ те юлмасть, хыçалта кĕç-вĕç туртса çурасла тискеррĕн: «Ăрф! ăрф!» — тăвать тĕпĕртти-тĕпĕртти сиксе пынă майăн. Ваçук пăхсан пуç çаврăнса каймалла тĕпсĕр çырма хĕррине вирхĕнсе çитет. Таçта аялта капрон хăю евĕр авкаланса выртакан юхан шыва сикес — шăмă-шакă та тăрса юлас çук, сикес мар — тапăртатса, ĕрĕхтерсе килекен эсреметле хăрушă чĕр чун чĕппе муталанă пекех муталаса тăкма пултарать, Мĕн тумалла капла? Ваçук пĕтĕм вăй-халне пухса чăнкă çырантан тапса ярса çӳлелле сикет, аллисемпе хăлат евĕр хăлаçланса яр вĕçсе каять. Хăрушлăхран çăлăннăшăн хĕпĕртесе чун лăшт пулать, вăй каплана-каплана пырать хул-çурăма — вĕçнĕçемĕн вĕçес килет. Вĕçет этем. Юхан шыв урлă та, юман ката çийĕн те вĕçсе каçать вăл. Акă улăх. Ун варрипе çип çапнă евĕр тӳп-тӳрĕ сукмак иртет.
Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк: сукмакăн сулахай енче сарă, куçа йăмăхтармаллах сарă, чечексемпе курăксем, йывăç тĕмĕсем; сылтăм енче — сенкеррисем, чуна та куçа та канлĕх кӳрекен сенкерлĕх. Сукмакпа иккĕн — арçынпа хĕрарăм — алла-аллăн тытăнса пыраççĕ. Хĕрарăмĕ — сап-сарă, арçынни — сеп-сенкер. Ваçук ăнсăртран çаксем ман аттепе анне пулма пултараймаççĕ-ши тесе аяларах вĕçсе анать: «Эй! Хе-хе-хе!» — тесе кăшкăрать.
Лешсем шай-шай туса çӳлелле кăнн пăхаççĕ.
Каллех тĕлĕнмелле: сенкер арçыннăн куçĕ сап-сарă иккен, сарă хĕрарăмăн — утмăл турат чечекĕ пек.
Шутлать Ваçук: «Кусем ман аттепе анне пулма пултараймаççех, — тет, — мĕншĕн тесен ман куç çумăрпа йĕпеннĕ çĕмĕрт çырли пекех çап-çутă та хуп-хура. Е мĕн-ши, сарăпа кăвак тĕс хутăшсан хура тĕс пулать-ши?»
Ай турух, улăхри сукмакпа мăшăрăн-мăшăрăн утакансем татах нумай иккен! Пĕрисем темшĕн чăп-чăпар, теприсем пĕве шапи майлах сип-симĕс, хуралса питлĕх тĕслĕ пулса кайнисем те пур... Вĕçсен-вĕçсен Ваçук сăн-пуç енчен йĕркеллĕ çынсен ушкăнĕ тĕлне пырса тухать, çунат евĕр хăлаçланакан аллисемпе вĕсене кĕç-вĕç сĕртĕнесле ярăнса çӳлелле пăхакансене сăнаса çаврăнать. Ниçта та çук иккен унăн ашшĕпе амăшĕ пулма пултармалли çынсем. Яш çын чĕрине темле тимĕр хĕскĕч пăчăртаса ыраттарать. Ваçук тек вĕçме хевте юлманнипе лаштра та ем-ешĕл юман çатрашкисенчен çакланать, кĕç-вĕç çĕрелле персе анас чух... вăранса каять, куçне уçать.
Казарма. Салтаксене çывăрма лартса панă икĕ хутлă тимĕр койкăсем. Чӳречесенче шуçăм çути чĕлтĕртетет. Çумрах Артамонов хушаматлă ефрейтор, мари-çармăс çынни, тутлăн çывăрать. Халь куç мĕн курни тĕлĕк мар ĕнтĕ, пурпĕрех, тĕлĕкри пекех, чĕрене тем хĕсет. Юна таптарнă, ăна малалла хăваланă май чĕре пĕр сарăлать, пĕр хĕсĕнет те пĕренет. Ун таппи Атте... анне... атте... анне...» — тенĕн, çак икĕ сăмах юн тымарĕсен кашни хутламĕнчен çиеле тухасшăн пăлт-пăлт сикнĕн туйăнать: «Атте-анне... атте-анне...»
Ваçук çаврăнса выртрĕ, пĕçерекен тумламсем пит çăмарти тăрăх йăрăлтатса анчĕç. Кашни салтакăн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Таçта. Аякра. Çавăнпа лăпкă çывăраççĕ ĕнтĕ вĕсем, Ваçук пек, тĕлĕксенче тĕлли-паллисĕр вĕçсе хăйсене хăйсем шуйхатмаççĕ. Пур пуль-ха Ваçукăн та амăшĕ таçта, тен, ашшĕ те пурах. Кам пĕлет? Çук тесе татăклăн калаймăн.
Салтаксем куллен çыру илсе килĕсене куллен хурав çыраççĕ. Ваçук çыру нумай çырмасть. Сăлтавĕ çукрах. Çыру вырăнне хăй халиччен те курман ашшĕпе амăшĕ пирки сăвăсем çырса йăпанать вăл. Вăрттăн. Никама кăтартмасăр. Ара, пушă вăхăта епле те пулин ирттермеллех вĕт-ха. Хулăн тетрадь туп-туллиех ĕнтĕ унашкал сăвăсемпе. Акă вĕсен ячĕсем: «Ма айăплă эп, аннеçĕм?», «Шырав хыççăн шырав», «Хĕвел кулать тăван анне пек», «Атте-анне чи хакли», «Тăван кĕтес...»
Анне... Çак ытла та хаклă сăмах, çĕр çинчи кашни çынна çунатлантараканскер, Ваçукшăн никам тĕртсе ярайми чул йывăрлăхĕ пулса унăн пĕчĕк те хĕрӳ чĕрине пирвайхи хут хăçан лутăркаса иртсе кайнăччĕ-ха? Тахçанах. Ытла пач кĕтмен чух муталаса хăварнăччĕ вăл ачана... Иккĕ-виççĕри этем хăй тăлăхсен интернатĕнче пурăннине те, унта кухньăра ĕçлекен Пăлаки аппа — шкула çӳрекен хĕр ача пекех хыткан, пăрчăкан евĕр йăрă хĕрарăм — амăшĕ пулманнине те чухлайман вĕт-ха. Вăл ĕçе пырасса кашни ир чӳрече витĕр пăхса кĕтсе тăратчĕ. Интернат ачисем пурте тутлăн çывăраççĕ. Ваçука вара темле туйăм, будильникран та тĕрĕсрех систерекенскер, ялан пĕр вăхăтра, ыттисенчен чылай иртерех, вăрататчĕ. Пăлаки аппа тăкăрлăкран пăрăнса тухнине чӳрече витĕр курнă-курман вĕтĕр-вĕтĕр тутарса чупса тухатчĕ Ваçук, шкул ачи евĕр пĕчĕк хĕрарăм интернат хапхин пĕчĕк алăкне уçса кĕриччен ун умне çитсе тăма тăрăшатчĕ.
— Анне...
— Салам, ачам! — тетчĕ лешĕ Ваçука саппун кĕсйинчен çимелли мĕн те пулин кăларса парса. — Ух сана, ăрсурнике! Хă, кам вăратать-ши капла ытла ир? Ну, халь кай хăв патна, — çурăмран лăпкатчĕ. — Ман халь ĕçлемелле, ыттисем вăранса карăнкалама пуçланă çĕре яшка-пăтă пĕçермелле. Татах курнăçăпăр-ха, Ваçук, çу кунĕ, турра шĕкĕр, вăрăм. Халь кĕр хăв патна, паппа ту тепĕртак. Аттуш директор курсан иксĕмĕре те пĕтерет.
Ун чух, яланхи пекех, ир вăранса кайнăччĕ Ваçук. Пĕтĕм интернат — лăпкă ыйхăра. Чупса, пашкаса тухать ача картишне. Тӳпе — тăрă, хĕвелĕ — çав тери ырă. Кайăксем каçса кайса чĕвĕлтетеççĕ. Çерçисем тусан çинче çунаттисемпе çапкаланса чĕкĕл-мекĕл тăваççĕ.
— Анне!..
— Салам, ачам! Акă Сана çырла, — тенĕччĕ Пăлаки аппа. — Хурлăхан ку. Çи, пысăк пул! Паян татах курнăçăпăр-ха, кунĕ, турра шĕкĕр, кĕске мар.
Пăлаки аппа интерната ялан пĕр алăкран кĕрсе çухалатчĕ, ăна уçнă-уçман тутлă шăршă тапса тухатчĕ: е пăтă, е яшка шăрши. «Амашĕ» кухньăна кĕнĕ-кĕмен тĕмсем енчен такам йăхлатса кулнине илтрĕ Ваçук çавă ирхине, вара пăхрĕ те унталла Мишшана, хăйĕнчен икĕ-виçĕ çул аслăрах ачана, курчĕ.
— Хе-хе-хе, — качака путекки мекеклетĕн, кĕскен те хăвăрттăн кăлтăртатса кулчĕ Мишша, кук тĕррине шăлса тăкма хăтланнăн, питне хăрах аллипе шăлкаласа. — Хе-хе, аннеллĕ пулнă çак эс, Ваçук? Çырла çитер, вара пĕр лайăх япалакка каласа кăтартап.
Ваçукăн чунĕ темшĕн Мишша енне ним чухлĕ те туртăнмасть. Пурпĕр темиçе хурлăхан пачĕ вăл ăна. Ара, «лайăх япалакка каласа панине» камăн итлесси килмĕ.
— Ме.
— Сахал. Темиçе çырлашăнах каламас шутсăр ĕнтереснă япалаккана.
— Ме татах. Шутсăрах ĕнтереснă-и?
— Эй! Шутсăр-шутсăр ĕнтереснă! Тепĕртак пар... Ну, тепĕр пилĕк-ултă çырла... Вăт халь калап. Пĕлетне?..
— Мĕн? — çырла çиме чарăнса куçне чарса пăрахрĕ Ваçук.
— Те калас?
— Кала, кала. Эп сана çырла паратăп, эс вара улталатăн.
— Юрать. Тепĕр чĕптĕм пар та... Пĕлетне, Ваçук, Пăлаки аппа вăл сан аннӳ мар-иç... Ку çуртра, Ваçук, ашшĕллĕ-амăшлĕ ачасем çук.
Çĕр çинче кашни кайăкăн, кашни чĕр чунăн, кашни кăпшанкăн амăшĕ пур та, Ваçукăн епле ан пултăр-ха вăл?
— Ан суй! — хаярланса каять Ваçук.
— Суймастăп!
Епле-ха капла? Ваçук хăйĕн ачи мар тăк мĕншĕн кулленех кучченеçпе сăйлать ăна Пăлаки аппа? Мĕн-ма çав тери ачашшăн çупăрлать вăл Ваçука, лăпкать, пуçран шăлать; сăмса тутрисемпе майка-труссиксене вăхăтра çуса тăрать, çĕлемеллине çĕлет, сапламаллине саплать... Апла тăк, Пăлаки аппа унăн амăшĕ мар тăк, ма пурне те çаплах юратмасть-ши вăл? Сăмахран, Ваçука ачашланă пек, мĕншĕн çупăрлас мар ун çак Мишшанах?
— Суятăн! Суятăн! Суятăн! — урăх нимле сăмах та тупаймасть вăл.
— Суймас. Пĕрин те ашшĕ-амăшĕ çук кунта. Çавăнпа кĕпĕрленсе пурăнатпăр та чăх чĕпписем пек. Кун пирки мана ĕнер Узурпаттăр хăй каласа пачĕ. Вăт! Вăл тем те пĕлет... Амăшĕ пур ачана курас килет-и сан? — хӳмери çурăкран тулалла, урамалла, пăхрĕ Мишша. — Авă кур, пĕрне амăшĕ епле лăпкаса пырать.
Урамра ачине кăкăрĕ тĕлĕнче тытса, пепкине лăпкаса та пичĕ-куçĕнчен чуптуса йăрăс та илемлĕ хĕрарăм утса пыратчĕ.
— Куратна, вăт ку ачан амăшĕ пур. Вăн епле лăпкать ăна амăшĕ! Сана вара Пăлаки аппа йăтса çӳренĕ-и çапла, лăпканă-и тата? Çук вĕт. Эх-х, мана та никам ачашламан ку таранччен...
— Пурпĕр суятăн! — хутпа чĕркенĕ çырла, çиме ĕлкĕрейменни, ача аллинчен тусан çине шапăр тăкăнать. — Пур манăн анне! Пур! Сан кăна çук. Ман анне тин кăна апат пĕçерме кĕрсе кайрĕ.
— Вăл санăн аннӳ тĕк ма çывăрма илсе каймасть килне? Мĕншĕн хăварать-ха вăл сана пирĕнпе пĕрле, э?..
— Подъем! — янăраса кайрĕ старшина сасси сасартăк.
Салтаксем, темле вăй пырса кĕнĕн, пĕр çын пек, шутлă çеккунтсем хушшинчех строя пырса тăраççĕ. Шевченко старшина кам пуррипе çуккине тĕрĕслеме тытăнчĕ.
— Абаев рядовой!
— Эпĕ, — сас пачĕ Ваçук.
— Мĕн, йĕркеллĕ çывăрман-им? — хыттăн ыйтрĕ старшина. — Сассу кӳренчĕклĕрех, ир вăратнăшăн кӳренместĕн пулĕ-çке? — çамрăк салтаксене вĕрентме тытăнчĕ Шевченко. — Хушаматăрсем тухсан татăклăн, илтĕнмелле калăр «эпĕ» сăмаха. Кунта атте-анне килĕ мар нăйкăшса тăма. Çĕнĕрен тĕрĕслетĕп. Абаев рядовой!
— Эпĕ!
— Во, капла салтакла! Маттур. Иванов ефрейтор!
— Эпĕ!
— Скортошвили рядовой!
— Эпĕ!
Гильманов рядовой!
Сас-чӳ çук.
— Гильманов рядовой!
— Эпĕ, — ахăртнех, тин кăна вăраннă Гильманов тимĕр койкăна чĕриклеттерсе таçта аякран, казарма тепĕр вĕçĕнчен, сас пачĕ. Часах, чупнă май тумланкаласа, строя вашкăнса пырса тăчĕ.
— Гильманов рядовой, малашне эсĕ Абаев рядовойпа юнашар çывăратăн. Сăн-питрен иксĕр те йĕкĕрешсем пек пулнăран тĕрĕслеме аван пулĕ. Сана, Гильманов рядовой, — икĕ наряд. Черетсĕрри.
Кăшт чĕнмесĕр тăрсан Шевченко старшина кĕтмен çĕртен:
— Абаев рядовой! — терĕ каллех.
— Эпĕ!
— Эсĕ мĕнле халăх çынни?
— Чăваш.
— Гильманов, эсĕ тата?
— Те тутар эп, те пушкăрт...
— Ма апла тата? Ни ула мар, ни чăла мар.
— Аннем пушкăрт, аттем тутар — çавăнпа.
— Хм... Пĕри — чăваш, тепри — тутар, пушкăрт… Сăнран вара иксĕр те пĕрешкелех. Мĕнле-ха капла? Аслаçăрсем тахçан пĕртăвансем пулнă пуль сирĕн?.. Та-ак, Абаев рядовой, эсĕ вырăнна улăштаратăн, Гильманов рядовойпа юнашар çывăрма тытăнатăн. Вĕрент ăна, тăванна, хăв пек йăрă пулма. Анланмалла-и? Аван... Яковлев рядовой!
— Эпĕ!..
Тĕрĕслев хыççăн старшина пурне те физзарядкăна ертсе тухрĕ: тĕпĕр-тĕпĕр, кĕпĕр-кĕпĕр...
2
Салтакăн тĕмсĕлме вăхăт çук, пурпĕрех иртнине аса илме, шутлама, малашнехи пирки ĕмĕтленме самант тупăнать.
Иртни...
Интернат, Мишша... «Ку çуртра ашшĕллĕ-амăшлĕ ачасем çук... Эсĕ те тăлăх».
Кухньăна макăрса чупса кĕнĕ Ваçука Пăлаки аппăшĕ хăтăрма та пăхнăччĕ малтан.
— Ай-юй, ачам, — тенĕччĕ, — мĕн пулчĕ? Кунта кĕме юрамасть-иç... Çырлу ăçта? Туртса илчĕç-им?
— Эс, анне, — ĕсĕклет ача, — ман аннем мар-им?
Шуратса пĕтермен çĕр улмипе çĕçĕ шап тухса ӳкеççĕ умри витрене Пăлаки аппа аллинчен. Тем аван маррине сиссе аллине саппун аркипе шăлкалать те ача патне чупса пырать, ун умне кукленсе ларать, куçран ăшшăн та шăтарасла пăхать кухньăра ĕçлекен пĕчĕкçĕ хĕрарăм.
— Мĕн пулчĕ? — тĕпчет вăл Ваçук куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа. — Кам каларĕ, ывăлăм, сана ку усал сăмаха?
Шарламасть йĕнипе лăкăртăк ернĕ арçын ача.
— Лайăх мар этем каланă сана, ывăлăм, аннӳ çук тесе. Пĕлетне, Ваçук ылтăнăм, çынна аннӳ çук текенĕн чунĕ чухăн. Юрамасть этеме ун пек кӳрентерме. Апла калани вăл çыннăн ытарайми пурлăхне туртса илнинчен те хăрушă. Ну, кам каларĕ сана аннӳ çук тесе?.. Эпĕ кам тата? Акă эпĕ — аннӳ, эсĕ — ман ача.
— Миш... ик... Мишша каларĕ... ик...
— Алмазов-и?
— Ăх... ик... ăхă...
— Ăф-ф, турра шĕкĕр, эпĕ пĕр-пĕр пысăк çын каланă тесе. Мишша вăл пĕчĕк-ха, ăна-кăна чухласах çитереймест, тата...
— Мĕн?
— Ăмсанать пулас сан аннӳ пурришĕн.
— Эсĕ аннех-и?.. Ик... — лăкăртăкĕ ниепле иртсе каяймасть ачан. — Чăн-чăнниех-и? Ик...
— Ну, — кĕç-вĕç йĕрсе ярасла тутине чĕтретсе Пăлаки аппа пуçне айккинелле пăрать, — мĕнле калас... Хальлĕхе чăн-чăнни мар-ха. Каярахпа, Ваçук ывăлăм, тен, чăн-чăннипех пулăп. Хăв килĕштерсен паллах.
— Эсĕ, анне, ик... Ман аннех пулсан... ик... мана ма хăвпа пĕрле илсе каймастăн?.. Киле... ик... çывăрма.
Кунта Пăлаки аппа ачан пит-куçне шăлкалама пăрахать те хăй куçне тутăр вĕçĕпе пикенсех типĕтме тытăнать. Хыткан хулпуççийĕсем тăр-тăр чĕтресе илнине асăрхать Ваçук.
Чылайран тин калать кухньăра ĕçлекен:
— Хальлĕхе пĕрле илсе каяймас çав. Сан патна чăн-чăн аннӳ килĕ те: «Атя, ывăлăм, киле», — тейĕ. Мана вара, чăн-чăн маррине, ят тивĕ: «Ман ачана илĕртсе ма хăв килне илсе кайнă эс?» — тесе вăрçĕ, — Пăлаки аппа сассине çине тăрсах хытарать. — Эпĕ хам та, пурнăç хирĕнче мишавай юпи евĕр тăр пĕччен тăрса юлнăскер, Ваçук тăванăм, мăн акка патĕнче йăпшăнса пурăнатăп шуйханнă кайăкла. Ют йăвара. Ну, эс, чĕппĕм, ан йĕр, йĕрсен маттур салтак пулаймастăн... «Маттур салтак...»
Ваçук хăй те ăнланмасть халь: маттур салтак-и вăл е ыттисенчен пĕртте, нимпе те уйрăлса тăманни çеç? Пĕчĕклех ир тăма хăнăхнăскер старшинасем: «Подъем!» — тесе кăшкăриччен чылай малтан вăранать, апат çитмест тесе те ӳпкелешмест. Интернат пурнăçĕ апатран хырăма нихăçан та лаш яртарман. Тревогăсенче-мĕнсенче тăрса чупсан ни ытлашши кая юлмасть, ни чи мала та тухаймасть. Апла тăк вăтам салтак темелле пуль.
Мидхат Гильмановпа туслашсах кайрĕç вĕсем. Лешĕ, Ваçук интернатра ӳснине пĕлсен хăйĕн мĕн пур — çавăн çуррине Ваçука пама тытăнчĕ. Чăвашла та самай перкелешекенскер шӳтлеме шутсăр юра-тать:
— Чăвашла та, татарла та калаçасси ул тем мар, — текелет. — Тотана вертикальле хоскатсан смахсем татарла полса тахаç, горизонтальле хоскатсан — чвашла. Ак итле: «Килел мнда». Чвашла ул: «Кил конта», — тенине пĕлтерет. «Бир» пирĕнле, сирĕнле — «пар». «Бĕр, ик, ĕç, дурт» — «пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă».
— Мĕнле пĕрмай шӳтлетĕн эс? Ăçтан тупăнсах тăрать сан кулмалли, Мидхат?
— А пирн çопла: çта пер татар — унта икĕ кулăш...
Тутана вертикаль майлă та, горизонталь майлă та хускатма вĕрентрĕ Мидхат. Ваçукăн вара филологи енĕпе ĕç ытлашши ăнсах каймастчĕ. Чăвашла кăшт-кашт перкелешет-ха вăл. Çуллахи каникулсенчен пĕрне Карăккассинче кĕтӳçĕ ачинче ирттерни, интернатра Пăлаки аппа, вырăсла перкелешмех пĕлменскер, чĕвĕл-чĕвĕл пуплени харамах кайман пулин те, Мидхат вĕрентнĕ пек, чăвашла та, тутарла та пĕр вăхăтрах перкелешме йывăрччĕ ăна. Пăлаки аппаран хăй мĕнле-мĕнле сăмахсем вĕренсе юлнине шутласа ларать Ваçук хăш чух: «Анне, атте, çĕршыв, çын, чун, юн, çăкăр, ĕç, хĕвел, çăлтăр, уйăх, кун çути, тавтапуç, тăван кĕтес...» Сăмахесем, Пăлаки аппа Ваçук юнне кĕртсе хăварнисем, нумай мар ĕнтĕ, çапах мĕнле сăмахсем парнеленĕ вăл, çав хыткан та пĕчĕк, шкул ачи пек имшеркке хĕрарăм. Ахальтен каламан иккен: «Çын камне пĕлес килет тĕк вăл мĕн çинчен тата епле-епле сăмахсемпе пупленине тăнла», — тенĕ. Çын чĕлхине килекен, ун çăварĕн çекĕлĕнчен вĕçерĕнсе тухакан сăмахсем — этемĕн иккĕмĕш паспорчĕ, унăн иккĕмĕш сăн-сăпачĕ. Чун-чĕрепе ăш-чикре мĕн пуррине кăтартса паракан сăнлăх. Чуна хытарсах каламаллине васкамасăр, çынна кӳрентермелле мар калама пĕлетчĕ Пăлаки аппа: «Аçупа аннӳ вакунта темле «манса» хăварнă çав сана, — текелетчĕ Ваçук çӳç çумне лекнĕ сухăр евĕрлех çыпçăнса ларсан. — Ну, сан шикленмелли çук. Кĕсьере вĕсем хут татки хăварнă. Хăçан çуралнине çырнă унта, хушаматна, ятна, аçу ятне. Абаев эс. Ваçук ятлă. Аçу — Хĕритун. Хут çинчилле — Абаев Василий Харитонович. Мĕнле, лайăх янăрать вĕт ятупа хушамату? Пурнăçра хăв ырă ят тупса çĕнĕрен янăратсан эсĕ те, шăркалчă, аптăрамăн-ха...»
Ваçук интернатран пĕрре-иккĕ кăна мар вăрттăн тухса кайса ашшĕ-амăшне шыранă, кашни шырав хыççăнах чунне пушатса нушаланнă этемĕн урăх шыраса тертленме кăмăлĕ те юлман темелле ĕнтĕ. Юлман çеç те мар, çук, тек шырамастăп тесе хăйне хăй çирĕп сăмах панă вăл. «Хăйсем шыраманнине манăн епле шыраса тупмалла? Тен, эпĕ пĕртте Абаев мар, тен, эпĕ пĕртте Ваçук мар, тен, манăн атте те Хĕритун мар? Манăн анне вырăнне Пăлаки аппа пур вĕт-ха...»
Мидхат Гильманов хул-çурăмран та, сăн-питрен те, кăмăлĕпе те хăй пекрех пулнăран Ваçук чунĕнче каллех шанăç хĕлхемĕ чĕлтĕртетсе илет: «Ăçтан пулма пултарнă-ха эпир шыв тумламĕсем евĕр пĕр пекех? Тен?..» Çав чĕлтĕртетӳ-шанăç хĕлхемĕ сӳнсе те пăхать хăш чух: «Ара, çын пек çын пулмасть-им? Ав тĕнчери мĕн пек паллă çынсен ролĕсенех хăш-пĕр артистсем гримсăр-мĕнсĕр выляççĕ...» Шанăç, этеме хавал парса тăракан туйăм, ахăртнех, тар евĕр кап хыпса илекен япалах пулас. Чун тĕпĕнче выртакан кăмăл-туйăма шанăç хĕлхемĕ пырса сĕртеннĕ-сĕртĕнменех çулăм тĕлкĕшме тапратать: «Мĕншĕн чисти ман пек-ха, эппин, Мидхат? Камсем-ши унăн ашшĕпе амăшĕ?» Пин-пин тĕрлĕ ыйту.
Яланхи пекех, Ваçук каллех ир вăраннă. Кун каçипе ĕшенекен салтаксем, койка çине тӳне-тӳне кайнă кĕреш юман каскисем евĕр, мĕн ирччен хускалмасăр çывăраççĕ. Çавăн пек ирхи самантсенче чӳрече умĕнче тăра-тăра сăнатчĕ те ĕнтĕ Ваçук Пăлаки аппăшĕ-амăшĕ ĕçе килессе, лешĕ тăкăрлăкран пăрăнса тухнине курсанах картишне тап-тап чупса тухатчĕ. Малтан, пĕчĕк чух, лешĕ мĕн те пулин çимелли кучченеç парасса кĕтсе тухнă-ха, каярахпа, ӳсерехпе, ăна пулăшас тĕллевпе çĕр улми шуратса паратчĕ Ваçук, вутă çуратчĕ, шыв кӳретчĕ. Мĕн тума пултарнине тунă. Пăлаки аппана хапха патĕнче кĕтсе илни унăн пурнăçĕнче чи телейлĕ те савăнăçлă самантчĕ.
— Анне!..
— Сывах-и, ывăлăм? Салам! Ну, епле çывăрнă эс?..
— Тревога! — хыттăн янăраса кайрĕ старшина сасси, чуна çурса сирена та улама тытăнчĕ.
Василий Абаевпа Мидхат Гильманов чи малтан вирхĕнсе тухрĕç казармăран. Автомат тытса ура! кăшкăрса атакăна тухмалли çĕрте службăра тăмаççĕ ку «йĕкĕрешсем». Тăван çĕршывăмăрăн вăйĕ — йăткăс та хăватлă, хăватлă та питĕ хăвăрт ĕçлекен техникăра. Халĕ çарта, иртнĕ вăрçăри пек атакăна тухнă тăшмана çывăхарах ярар та кайран кар тăрса сасартăк çапса салатар темелли çукпа пĕрех. Халĕ тăшман ăнтăлса чупса тапăнса килмесен те пултарать. Пин-пин çухрăмри тарăн бункерсенче ларакансем кнопкăсене маларах пусасшăн пуль, анчах унашкал çын çиенсене кнопкăсене хамăртан хăвăртрах пусма ирĕк памалла мар. Иртнĕ вăрçăра атакăна тухнă салтак такăнса ӳксен те тăрса малалла вирхĕнме пултарнă тăк, хальхи салтакăн çур çеккунтлăха такăнса ӳкме те ирĕк çук Тăван çĕршывăмăр умĕнче.
Казахстан. Байконур таврашĕнчи Тюра-там ятлă вырăнти полигон. Прожекторсен çутинче тин кăна çунă юр пек шуррăн курăнакан ракета яш çĕкленсе сывлăшра çеккунтăн темиçе пайĕ чухлĕ асар та писер çатăртатса тăрать, кайран, хăйне аялтан темле асамлă вăй пырса тапнăн, яр-р хăпарса каять тӳпенелле. Тăван çĕршыв хăватне витĕмлĕн кăтартакан, унăн тăнăç пурнăçĕпе хаваслă ĕçне-хĕлне шанчăклăн хураллакан ракета пиншер те пиншер çухрăмри «тăшман объектне» шăп та лăп «çамкаран» лектерет.
«Лектерет» теме, паллах, ансат. Ракетăна вĕçтерме ирĕк иличчен малтан кашни салтакпа сержантăн, кашни офицерпа командирăн хăйăрлă та шăрăх полигонра пайтах тар юхтарма тивет. Мĕншĕн? Ытла та кăткăс вăл — акă мĕншĕн. Сывлăш хĕснипе, шĕвек хĕснипе, электроток пынипе ĕçлекен системăсем, пуç миминчи нерв çипписем пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕн çыхăнса ĕçленĕн, пиншер те пиншер механизмсемпе узелсен, агрегатсемпе релесене «вăй кĕртеççĕ». Пĕр çеккунтăн вуннăмĕш пайĕнче кăна çĕршер механизмпа узел ĕçлеме тытăнать. Хăшĕ хăш вăхăтра мĕн-мĕн тунине ăнланса илме йывăрччĕ Ваçука. Ăна çеç-и? Ыттисем те çине тăрсах пуç вататчĕç çĕршывăмăр хăватне алла тĕрĕс илес тесе. Пăхатăн та ракета вĕçнелле, çӳлелле, — çĕлĕк ӳкет. Çĕр метртан та çӳллĕрех техникăна пуçласа курать-ха Ваçук. Вăрманти йывăçа ытамласа пăхнă пек ытамлас тăк сахалтан та çирĕм-вăтăр йĕкĕтĕн алла-аллăн тытăнса ытамлама тивĕччĕ аякран тетте пек, йăрăс çурта евĕр курăнакан шап-шурă ракетăна. Акă ăçта иккен Тăван çĕршывăн иксĕлми хăвачĕ, инкеклĕ пысăк тăкакĕ. Салтаксем стройра хытса тăраççĕ.
— Эпир «тăшман объектне» хамăр вĕçтернĕ ракетăпа тĕп туни, — каласа парать Секретарев капитан, — ӳпре куçне хăйăр пĕрчипе персе лектернĕпе пĕрех. Кун пек тĕл лектерекенсене, атьсемĕр, çĕршыв манмасть... Батарея, смирно! Полковник юлташ!..
Пач кĕтмен чух пырса тухнă полковник салтаксене сывлăх сунать, вара:
— Абаев кĕçĕн сержант! — тет хыттăн.
— Эпĕ!
— Стройран тух... Гильманов кĕçĕн сержант!
— Эпĕ!
— Стройран тух!
— Сакортошвили ефрейтор!
— Эпĕ!
— Стройран тух!..
Стройран тухма хушнисем пурте тухса пĕтеççĕ. «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн сире пурне те вунă кунлăха отпуска яратпăр...» — тесе пĕлтерет хастар та вăр-вар полковник.
Отпуска кайма тивĕç пулнă Мидхат Ваçука çанăран тытсах çӳреме пуçлать:
— Атя пирĕн енне каяр, — тет. — Сан пурпĕр аçу-аннӳ çок... — çапла калать те хăй вырăнсăр лаплаттарса хунăшăн аванмарланса, хĕрелсе каять. — Каçар, тусăм. Атя, пыратăн-и?
Пăлаки аппа тахçанах каланă сăмахсене аса илет Ваçук: «Çыннăн, санăн аннӳ çук текенĕн, чунĕ чăлах. Юрамасть çынна апла калама. Хăвна ун пек калакансемпе ытла ан туслаш эс...»
Мидхат йăнăшне ăнланни, вырăнсăр сăмахшăн аванмарланни, вăхăтра каçару ыйтни Ваçука савăнтарать.
— Каяр эппин, Мидхат тус, сан Тутарстанна. Пулман эпĕ унта пĕрре те. Епле, аçу-аннӳ хирĕçлемĕ-и?
— Çок, çок, эй, мĕн калаçан...
Мидхатăн — лутака та кĕрнекçĕ тутар йĕкĕчĕн — çӳçĕ Ваçукăнни пекех курак тĕкĕ евĕр йăлтăртатать. Куçĕнче самантлăха та сӳнме-ĕшенме пĕлмен çутă хаваслăх вылять. Ăçта Мидхат, унта ялан шӳт те кулă: «А нам, татарам, вси равно, адин талон — два каша», — çавнашкал каларăшсем унăн темĕн чухлех. Ваçук кăшт имшер унран, чĕмсĕртерех. Пĕрмай тем шутласа çӳрет. Шӳте-мĕне вăл та хирĕç мар-ха, анчах та хăй култармасть.
* * *
Тутарстана пĕр хăй кăна пĕлекен вăрттăн шанăç-туйăмпа кайни каллех кăлăх пулчĕ, мĕншĕн тесен Мидхатсен килĕнче хура этем те Мидхат хăй кăна, ыттисем, ĕнтнĕ евĕр, пĕтĕмпех хĕп-хĕрлĕ çӳçлĕ çынсем. Мидхат кунта усрав ывăл иккен. Ашшĕпе амăшĕ вăл çуралнă çулхине машинăпа çапăнса сарăмсăр вилнĕ пулнă. Апла тăк урлă-пирлĕ шутласан, Мидхатпа ытла пĕр пек пулин те, унтан çулталăк кĕçĕнрехскер, унăн шăллĕ пулма пултараймасть Ваçук. Çапла вара амăшĕпе ашшĕн йĕрĕ çине ӳкме хăтланни Абаевăн миçемĕш хут ĕнтĕ пустуя тухрĕ.
Ваçукăн чунĕ каллех пушанса кайнă пек пулчĕ.
Тем чухлех кирлине те хаклине шырасан-шырасан, вăл ним туса та тупăнмасан, çав хушăрах хакли таçта çывăхрах, юнашартах пек туйăнсан çыннăн тăрук вăй пĕтсе, кун çути тĕксĕмленсе каять.
3
Мидхатпа отпускран таврăнсан (эй, апăрша, хăть пĕрер кунлăха та пулин хăй ӳснĕ вырăн еннелле кĕрсе çаврăнса тухмалла пулнă та çав!) Пăлаки аппаран, чăн-чăн мар амăшĕнчен, çыру илчĕ Ваçук.
«Ырă кун, ырă вăхăт пултăр, ачам, ман çырăва илсе вулама, вăхăт тупса каялла çырма. Каç пулнă чух çыратăп. Алла саппун кĕсйине ятăм та, унта, яланхи йăлапа, хам сисмесĕрех сана валли паян та виçĕ пĕремĕк чиксе хунă иккен ирхине. Вара сана аса илсе кăшт-кашт çыркаласа ярас терĕм. Çапла, ир тăрсан, тахçанхи йăлапа, саппун кĕсйине куллен мĕнле те пулин кучченеç чиксе хуратăп та чылайран тин аса илетĕп эсĕ интернатран çитĕнсе, вĕçсе тухса кайнине, кайран тин тăна пырса кĕрет эсĕ салтакра пурăнни. Çиме çитет-и унта, ывăлăм? Укçа кирлĕ мар-и кăштах? Астăватăн-и, çурăлас-тăвас пулсан санăн пиншакна еплерех сапласа параттăм эпĕ. Кам тимлĕ ĕнтĕ халь унта сан тумтирна?..»
Вăт мĕнле иккен вăл чун пур этем. Тăр пĕчченех халĕ Пăлаки аппа, ни ачи-пăчи çук ун, ни юратнă çынни, тĕрлĕ нушапа усал-тĕсел таврашне курнă пулин те, çитмĕлтен иртиччен пурăнса та киревсĕрлĕхпе çынсăрлăха хăй чунне иленме ирĕк паман. Вăл, çапла, пĕчченех, пурпĕр унăн кĕсйинче Ваçука валли тесе чиксе хуракан кучченеç куллен пĕрле çӳрет. «Кам тимлĕ ĕнтĕ халь унта сан тумтирна?..» Айванрах ĕнтĕ ватă çын, айваннинчен ытла салтака çĕршыв ялан питĕ тытса усранине тĕшмĕртейменни пулĕ-ха ку. Апла-и унта, капла-и — пĕччен пурăнаканскер хăй пирки мар, çын пирки шутлать вĕт-ха куллен. Кулянать уншăн, пăшăрханать: «Кам тимлĕ ĕнтĕ сан тумтирна?..» Теприн тăван амăшĕ те салтак ывăлĕнчен çапла ыйтмасть пулĕ.
Салтакăн пĕртен-пĕр отпускне Пăлаки аппăшĕ-амăшĕ патне кайса пурăнманшăн ӳкĕнмеллипех ӳкĕнет те Ваçук — ӳкĕннипе çеç пулни-иртни таврăнмасть.
Пулни-иртни...
Ваçук ӳсерехпе Пăлаки аппа, ача çине тăрса ыйтнипе, амăшĕ пирки тĕрĕссине каласа панăччĕ.
— Анне, — çурнă вутта кухньăна йăтса кĕрсе пăрахсан шăппăн ыйтнăччĕ Ваçук.
— Мĕн?
Ман чăн-чăн анне халь тин килмест пуль?
Вăраххăн йăрăлтатса тухнăччĕ Пăлаки аппа куçĕнчен куççуль тумламĕсем.
— Ан макăр, анне, кун пирки эп урăх ыйтмастăп.
— Эп ма... макăрмас-ха... Паçăр сухан шуратрăм та... Çав шывлантарать куçа... Халь тин çук пуль çав, ачам, килеймест пуль. Эх-ха-ха, халь тин ненай...
Ваçук виççĕмĕш класс ачиччĕ ĕнтĕ кун пирки ыйтнă чух. Чунра пурпĕр темле паллă мар шанăç хĕлхемĕ чĕлтĕртететчĕ. Сивĕнменччĕ çав шанăç. Сивĕнме пĕлмен туйăма пулах, яланхи пек, хăйĕн пурлăхне — тетрачĕсене, кĕнекисене, кăранташĕ-ручкине, ал шăллипе супăньне, пур пек шăкăр-макăра — çывăрас умĕн пĕр çĕререх пуçтарса хуратчĕ Ваçук каç пулсан. «Ăнсăртран ыран чăн-чăн анне килсе сасартăк вăратас пулсан, — пылран та пылак ĕмĕт хавхалантаратчĕ ăна çывăрса кайичченех, — васканипе япаласенчен хăшне-пĕрне кунтах манса хăварма та пултаратăп-иç...»
Ирсерен кун çути хавассăн хăлаçланать. Хĕвелĕ вылять те кулать, кайăксем ăмăртмалла чĕвĕлтетеççĕ; чăн-чăн амăшĕ килменнине, «атя, ывăлăм» теменнине пула ача чунĕнче армути йӳçеклĕхĕ амаланать. Кашни ир çапла. Сисет Ваçук: пĕр хăй кăна нушаланмасть вăл. Каçсерен интернатра ыттисем те, ахăртнех, пыл пек ĕмĕтсемпе йăпанса выртаççĕ çывăрас умĕн.
Пăлаки аппапа Ваçук «амăшĕпе ачи пулса» пурăнни хăш-пĕр ăмсануçăсене килĕшсех каймасть. Ку енĕпе Миша Алмазов (ăх, хушамачĕ епле тата хăйĕн!) уйрăмах палăрса тăратчĕ. Интернатри ачасем пурте Ваçук пекех хăр тăлăх мар-ха. Хăшĕсен ашшĕсем те, амăшĕсем те пур таçта, анчах пурнăçра хăйсене тыткалама пĕлменнине пула ачи-пăчине шанса памасть иккен вĕсене патшалăх. Хăшĕсен амăшĕсемпе ашшĕсем сарăмсăрлăха пула çук: е шыва путнă, е машинăпа çапăннă е тата мĕн те пулсан пулнă. Вилĕмĕн сăлтав нумай, кĕлетри тырă пĕрчинчен те нумайрах. Е ашшĕ, е амăшĕ пур ачасене хăр тăлăх Мишша, лайăх вĕренекенскер, лешсем «иккĕ» çаклатсанах мăшкăллама, кулма, тăрăхлама тытăнать:
— А ун алкоголĕк ашшĕ пур, çампа начар вĕренет, — текелет вăл çынран мăшкăлланă чух сĕлекине япăлл юхтарса. — Ашшĕ килсе урок туса парасса кĕтет вăл.
Вĕрентекенсем ăна чарма пăхаççĕ.
— А мана ма вăрçмалла? — тесе çеç хурать Мишша кĕскен. — Ман ни атте, ни анне çук, пĕтĕм шанăçăм та çак хуран кăна, — пуçне шаккаса кăтартать вăл. — Вĕрет ман унта, лакăртатсах вĕрет пăтă-нимĕр, а вĕсен вĕремест, вĕсен — пăтти пиçмест. Ăнт!
Пĕррехинче, тăваттăмĕш класра чух, литература урокĕнче Ваçукăн Пушкин сăввине каламалла пулчĕ. Хăть мĕн тутар Ваçука, сăвва пăхмасăр калама кăна ан хуш. Ниепле те асра тытаймасть вăл сăвă йĕркисене:
Во глубине сибирских руд
Храните гордое терпенье,
Не пропадет ваш...
Ваçук мăк-мак туса, хаш туса чарăнчĕ юлашкинчен.
— Лар, «иккĕ»! — литература учителĕ Аркадий Давыдович Ваçука пăхрĕ малтан, унтан дневник çине васкамасăр «иккĕ» паллă лартрĕ.
— Хе-хе-хе, — качака путекки мекекеклетнĕ евĕр сасă илтĕнсе кайрĕ класра сасартăк. Миша Алмазов пулчĕ ку. — Амăшĕ кĕрсе сăвă каласа парасса шанать вăл. Хе-хе...
— Ан епреш, — чарма пăхрĕ Мишшана Аркадий Давыдович. — Ваçукăн амăшĕ çук. Чи çывăх çын çукки вăл, Алмазов, кулмалли япала мар.
— А вăл, Аркдавидыч, тупнă шыраса хăйне майлă амăш. Хе-хе...
Аркадий Давыдович, Пăлаки аппа Ваçука каласа панă тăрăх, хăй те çурма тăлăххăн ӳснĕ иккен. Çăпатапа çӳресех, крахмал икерчи çисех Мускаври университета вĕренме кĕме пултарнă.
— Алмазов, — тет вĕрентекен сасартăк, — хăв каласа пар-ха сăвва.
Во глубине сибирских руд
Храните гордое терпенье,
Не пропадет ваш скорбный труд
И дум высокое стремленье...
Миша Алмазов Ваçук енне çаврăнса:
— Ну мĕнлерех?! — тет мухтанса. Аркадий Давыдович васкатать:
— Малалла кала, ан хăмпăлан.
Несчастью верная сестра,
Надежда в мрачном подземелье
Разбудит бодрость и веселье,
Придет желанная пора.
Каллех мăнаçлăн пăхса çаврăнать Мишша ачасене. Куçне чеен мăч-мăч хĕскелет. Мĕнле хастар пуçлать сăвва калама, çавнашкалах вĕçлет пĕр такăн-масăр:
...Оковы тяжкие падут,
Темницы рухнут — и свобода
Вас примет радостно у входа,
И братья меч вам отдадут.
— Вăт халĕ, Мишша, сăвăра сăмах мĕн çинчен пынине ăнлантарса пар, — ыйтать вĕрентекен.
Миша Алмазов апла ăнлантарма пăхать, капла, правурлăхĕ, вĕри шывра куç умĕнчех ирĕлекен сахăр катăкĕ пек, чакса та чакса пырать.
— Лар, — Аркадий Давыдович вăрăм çӳçне шăлса çапла калать: — Малтан манăн, Мишша, сана «пиллĕк» лартса парас шут та пурччĕ, халĕ — «виççĕ»!
— «Виççĕ»?! — тĕлĕнет Мишша.
— Сăвва ăна пăхмасăр калани кăна çителĕксĕр, ăнланмалла, шухăшне ăша хывса хăвармалла. Шухăшне тытаймасан сăвă, куян пек, таçталла вĕлтĕрт кăна кайса çухалать. Анланмалла-и, Алмазов?
Тăхтава тухма систерсе шăнкăрав сасси янăраса каять. Ачасем коридоралла кĕпĕртетсе тухаççĕ. Ваçук, ручкине çĕре ӳкернĕскер, парта айĕнче упаленет. Тепĕр парта айнелле кусса кĕрсе кайнăскерне аран шыраса тупать. Çĕкленсе ура çине тăнă çĕре класра учительсĕр пуçне урăх никам та çукчĕ ĕнтĕ. Аркадий Давыдович, журналпа кĕнекисене хул хушшине хĕстерсе класран тухма тăнăскер, Абаев тĕлĕнче чарăнать те:
— Чим, Ваçук, — тет, — Пушкин сăввине мĕнле ăнланнине каласа пар-ха мана,
Аптăрасах ӳкет Ваçук малтан, унтан хăюланса хăй пултарнă, ăнланнă таран каласа кăтартать. Аркадий Давыдович:
— Хм, — тет те журнала уçса унчченхи «икке» тӳрлетсе «виççĕ» лартса хурать. — Чи малтан, Ваçук, ăнланни кирлĕ... Кăх-хăм, — тем ыйтса пĕлес тĕллевпе ӳсĕркелет вăл, — кăх-хăм... Мĕн-и?.. Мĕнле аннӳ пирки каларĕ çак паçăр Алмазов?
— Пăлаки аппа-анне пирки... Ну, вăл ман чăн-чăн анне мар-ха.
— Хăш Пăлаки аппу? — ăнланмасть вĕрентекен.
— Кухньăра ĕçлет вĕт — çавă.
— Пелагея Ермолаевна-и?
— Ахă.
Эсĕ ăна вара «анне» тесех чĕнетĕн-и?
Ваçук килĕшсе пуçне çеç сĕлтет.
— Вăл сана мĕнле чĕнет?
— «Ваçук», «ачам», «ывăлăм», «пепкем», «ылтăнăм»... Сăмахĕсем нумай ун.
— Ахă, ăхă, — Аркадий Давыдович Ваçука хулпуççинчен лăп-лăп тутарать. — Малашне те çаплах чĕнмелле пултăр сирĕн пĕр-пĕрне. Алмазовĕ вăл пушă пучах хăраххи пулас. Тĕшĕсĕрри. Чанккамасси, аякранах курăнса, каçăрăлса тăраканни. Унашкалсенчен тĕслĕх илмелле мар. Курнă эп хам ĕмĕрте урăх çынсен сăмахне попугайла каланипех пурăнаканскерсене. Тăван ашшĕ-амăшĕсемпе те вĕсем циркулярта кăтартнă пек çеç калаçаççĕ: «Анне юлташ, — теççĕ, — тĕрĕс çулпа ут. Атте гражданин, ку ыйтупа эс ма урăхла шутлатăн? Кам панă сана право апла шутлама?...» Мда... Ну, сывă пул, Ваçук!
4
Çынна ытла йывăр пулса каять хăш чух. Тӳсме çук йывăр. Çук, çук, ăна никам та хал çитермелле мар йывăр ĕçре тертлентермест-ха, пĕри те унăн хаклă пурлăхне туртса илмест — чунра пурпĕр тем явăнать, пĕр тăвăнать те пĕр хĕсĕнет. Мĕне пула çав тери нушаланать-ха эппин этем? Пĕтĕмпех çумра пурăнакан çынсем персе янă шăл йĕревлĕ сăмахсем айăплă кун пек чух. Акă, тĕслĕхрен, «Ваçук тусăм, кăштах çырла çитерместĕн-и?» — тесе этемле ыйтас чух, улталаса, тем ыррине каласа парас пек илĕртсе çырлана илеççĕ те ăна рехетленсе чаплаттарса çинĕ май: «Сан аннӳ çук-иç», — тесе анкă-минкĕлентерсе яраççĕ пач кĕтмен чух. Эсĕ анкă-минкĕленсе кайни вара кулă кăна вĕсемшĕн. Кун пек самантсенче шăл йĕрен умĕнчи этем çĕр çинчех тăрать пек айккинчен пăхсан, анчах шеремет хăйне шывра ишме пĕлмен, унта путакан çын пекех туять. Шывра шампăртатакана мĕн те пулин путман япала пăрахса параççех, пăрахса памалли çук чух вăй пуррисем — ишме пĕлекеннисем — хăйсем шыва сикесçĕ. Çынна çăлма.
Вăй пуррисем... Пăлаки аппан, хыткан та пĕчĕк хĕрарăмăн, вăйĕ иксĕлми тапса тăнипе мухтанмалли çук. Пысăк пӳллĕ çын пĕр утăм тунă çĕре Пăлаки аппан сахалтан та иккĕ-виççĕ вĕтĕртеттерсе пусма тивет. Пурнăç тени вара кашнинченех пĕрешкел ыйтать: вăл васкамасть, хистеме юратать. Уншăн пурпĕрех: упаленсе çеç пыма пултарать-и этем е кана-кана кăна — вăхăтра çит! Çăпата сырса нумай аппаланнине килĕштермест: телейсĕр тăратса хăварать, ăна хыпалансах валеçсе пĕтерет. Ваçук хăйне шывра путакан çын пек туйнă самантсенче ăна-кăна уяса тăмасăр «шыва сикетчĕ» те ĕнтĕ Пăлаки аппа.
Миша Алмазов пĕчĕк чух чирлекеленипе вĕренме вăхăтра тытăнман иккен, çавăнпа Ваçуксен кл-сĕнче вăл чи пысăккиччĕ. Хăй тавра шăл йĕренсен ушкăнне пуçтарма ĕлкĕрнĕскер вăйсăртараххисенчен пит мăшкăллама юрататчĕ. Вĕсем куç кĕрет кулма та мăшкăллама пуçласан пĕчĕк Ваçукăн, ним тăвайман енне, тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех лутăркаса тăкас килекен пулса каятчĕ. Шăл йĕренсем пирки Пăлаки аппа Ваçука:
— Хăвăнтан тĕлли-паллисĕр ихĕрме те кулма тапратсан, — тенĕччĕ пĕррехинче, — нихăçан та тарăхнине ан палăрт. Тарăхма пуçлатăн çеç — пушшех мăшкăлласа пĕтереççĕ. Илтмĕш пул киревсĕр, тивĕçсĕр сăмаха, курмăш пул вĕсем хуçкаланнине. Ихĕрччĕр, эсĕ савăнăçлă курăнма тăрăш. Çакă хăвăнтан мăшкăллама пăхакансене сисмелле мар çупкă çитерни пулать те, ачам. Çыннăн усал сăмахĕ, çăткăн кайăк евĕр, ют çын чунне иленме, унта йăва çавăрса çумра мĕн лайăххи пуррине аркатса пурăнма юратать. Унашкал сăмаха, ывлăм, ват пек йӳçĕ куççуль юхтарнипе те, чышкă чăмăртаса хăлаçланнипе те шалтан, чунран, хăваласа кăларма çук. Тĕлли-паллисĕр тарăхманни çеç чуна иленме ирĕк памасть кирлĕ-кирлĕ мар сăмаха. Кашни ухмахла япаланах, ачам, тӳрлетсе пĕтереймĕн. Тĕслĕхрен, çăла икĕ пăтлă кире пуканне пăрахма çăмăл-и? Çăмăл. Вăл ухмахла ĕç-и? Шутсăр ухмахла ĕç. Пит ансат тата унашкал ĕçе тума, йăтса пыр та пăрах — аялалла лешĕ хăех шăхăрса анса каять. Вăт каялла туртса кăлар-ха ăна, ăслă çын пулса: «Кил кун-та, тăванăм, тух унтан», — тесе илĕртнипех вĕçсе хăпармасть кире пуканĕ. Темле ухмахшăн вара ыттисен тертленмелле пулса тухать. Çынна путсĕр сăмахпа чыхăнтарни те таса çăла кире пуканне пăрахнăпа пĕр. Çын чунĕ те çăл мар, унран пин-пин хут тарăнрах.
Йывăр, ытла та йывăр çын хăвран тăрăхланă чух савăнăçлăн курăнма. Санран куç кĕрет мăшкăллаççĕ, чунунта темле çавра çил пăтранать, эсĕ тӳсетĕн-тӳсетĕн, куланçи тăватăн, лешсем, хăйсене çупкă çитернĕ евĕр тарăхса, пуçлаççĕ ыттисене çулăхма. Сан чунна тин, пĕвене татса кайнă çумăр шывĕ евĕр, канăçлăх калланса хăпарать, вара хĕвел те сан çине (санран мăшкăллакансем çине мар!) ăшшăнрах пăхнăн, кайăксем те саншăн çеç ытармалла мар юрланăн туйăнать. Туйăнать çеç мар, чăнахах та çапла, мĕншĕн тесен леш хуçкаланчăксем, тем те аппаланнă хыççăн тарăхса, кайăк чĕвĕлтетĕвне те илтсе юлаймаççĕ, çынран мăшкăллаканăн хĕвел епле ыррăн кулнине пăхса рехет курма та вăхăчĕ çук. Хĕвелĕн ырă куллине асăрхаман, çав хушăрах ыттисенчен кулма хăтланакан — телейсĕр çын, мĕншĕн тесен ĕмĕрĕ вĕсен те иртсе каять... Кайăк-кĕшĕк юрри-кĕввин илемне чуна хывма ĕлкĕреймесĕрех, хĕвел хăйсене епле лăпканине чухлаймасăрах иртсе каять. Вăт мĕнлерех ăнлантарма пултаратчĕ йывăр вăхăтра Пăлаки аппа — Ваçукăн чăн-чăн мар амăшĕ.
Çĕр чăмăрĕ çатма евĕр тикĕс тесе никам та калаймĕ. Питĕ асăрханса утсан та такăнма пулать. Тивĕçсĕр шӳт-кулăран та этем сыхланса пĕтерейместех. Ваçук тавра пĕр тапхăр явăнсан, хуçкалансан, вăл тарăхманнине кура, Мишша ăна çулăхма пăрахнăпа пĕрехчĕ ĕнтĕ, çапах та пĕррехинче...
Васкамасăр, майĕпен каласа парăпăр ун пирки.
Физика урокĕ. Миша Алмазов, юнашар парта хушшинче лараканскер, Вася Абаев енне тăсăлса пăшăлтатма тытăнать.
— Ташла, Ваçук, пĕр япалакка парап, — куçне вылятса калать вăл.
— Мĕнле япалакка?
— Курнă-курман палт кăна тӳнсе каймалли, — пăшăлтатать Мишша.
Вĕрентекен темиçе хут та асăрхаттарать вĕсене калаçса ларнăшăн. Вăл урок ăнлантарма тытăнать кăна, Алмазов каллех Абаев енне çаврăнать:
— Ме, — тет темле хаçатран çурса илнĕ татăка Ваçука парса. — Вула, мĕн тесе çырнă унта?
Ваçук хаçатри сăн ӳкерчĕк айне çырнине вуласа тухать кăна, хут çинчи сас паллисем куç умĕнчех сиккелеме тытăнаççĕ, юлашкинчен вуçех курăнми пулаççĕ.
«Кĕмĕлкас район центрĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен X. Абаев ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса ĕç нормине уйăхсеренех çĕр çирĕм-çĕр вăтăр процент тултарать. А. Андреев фотоӳкерчĕкĕ», — тесе çырнă хаçатра.
Анраса кайнă Ваçука Мишша айккинчен тĕрткелесех ларать те хăлхинчен пăшăлтатать:
— Эсĕ çак «X. Абаев» ятлă йывăç улмийĕ мар-и-ха ăнсăртран? — лăпкăн ларма памасть Алмазов. — Телейлĕ эс, Ваçук. Ей-пух, сана тăмран йăваласа хытарнă скульпторах ку «X. Абаев» текенни. Кĕмĕлкаса турпохода тухса каймалла эп сан вырăнунта пулсан. Тухмалла та шумалла интернатран, — Ваçук аллинчи хаçат таткине вăшт туртса илет Мишша. — Ăçта атте, пĕлетне, унта анне те пулма тивĕç. Эх, шлепке...
— Пар-ха, — хаçат татки енне аллине тăсать Ваçук.
— Паратăп, тулĕк...
— Мĕн — тулĕк?
— Мана ун вырăнне вунă кун хушши хăв апатна çитеретĕн. Каçхине. Юрать-и?
Вĕрентекен каллех асăрхаттарать ачасене, пӳрнипе юнаса илет, вара малалла ăнлантарма пикенет. Алмазов çакна çеç кĕтнĕ, каллех — пăшăл-пăшăл, мăкăл-мăкăл.
— Алмазов! Абаев! Коридора тухма ыйтатăп. Кайран, урок пĕтсен, директор кабинетне кĕретĕр. Тухăр, тухăр...
Коридорта пушшех çыпçăнать Мишша.
— Каçхи апат, пĕлетне, шутсăр сиенлĕ. Пуçлă-тăнлă çынсем ăна, пĕлетне, тăшманĕсене çитереççĕ. Эпир санпа тач тăшмансемех мар-ха, ну, туссем теме те çук. Апат пирки ăслă çынсем мĕн-мĕн каланине пĕлесчĕ сан, Васек!
— Ну, мĕн тенĕ-ха вĕсем?
— Итле. Сократ: «Лучшая приправа к пище — голод», — тенĕ. Вăт! Лев Толстой каланине илтсен телĕнсе палт кăна персе анатăн ак: «Если бы люди ели только тогда, когда они очень голодны, и если бы питались простой, чистой и здоровой пищей, то они не знали бы болезней и им легче было бы управлять своею душой и телом».
— Кунашкал каларăшсене нумай пĕлетĕн-и эс?
— Мăй таранах вĕсем. «Пища, которая не переваривается, съедает того, кто ее съел», — тенĕ Абу-аль-Фарадж. Вăлах çапла хушса хунă: «Обильная еда вредит телу так же, как изобилие воды вредит посеву».
— Эс, Мишша, ахаль Алмазов çеç мар, ют çын сăмахĕсене попугай пек каламалли темле автомат пуль?
— Хе-хе...
— Хăв мĕн-ма шута илесшĕн мар сократсемпе толстойсен сĕнĕвĕсене? Хăвăнне çини çитмест, çыннăнне хапсăнатăн-çке питех...
— Э-э, тăванăм, ман пуçра хамăн ăслă шухăш пай-тах.
— Сăмахран, мĕнли?
— «Çын апачĕ хырăма çурмасть». Мĕнле, лайăх афоризм-и?
— Тата пур-и?
— «Хăв апатна çынна ан пар, хырăмунта выçă кашкăрсем улама пуçлаççĕ». Лайăх вĕт?! Хе-хе, — Мишша ӳснĕ май улшăнсах пычĕ, качака путекки мекеклетнĕ евĕр куллипе йĕтĕн сӳсĕ евĕр шап-шурă çӳçĕ çеç улшăнмарĕ ун. — Тен, килĕшен, э? Ме, манран ĕмĕр манми парне пултăр саншăн ку хаçат татки.
Ваçук шарламасăр хытса тăнине кура;
— Ну, вă-ăт, тинех килĕшрĕмĕр, — тет Алмазов. — Маттур! Эсĕ те ăслă иккен: каçхи апата ыттисене пама тытăнатăн. Асту, пин çул ним мар пурăнатăн капла. Алмазов тĕрĕс каларĕ тейĕн кайран.
Ваçукăн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша çине, ăна хаçат таткине лутăрканă пек лутăркаса тăкас килет, анчах алра «X. Абаев» текен хут пурри çеç тытса чарать. «X. Абаев. Тен, чăн та, Харитон Абаев ку? Эпĕ те Василий Харитонович-çке. Тен, тĕрĕснех калать ку Алмазов?..»
Директор пӳлĕмĕнче тип мунча лекет хайхисене. «Хайхисене» тени тĕрĕсех те мар-ха. Алмазова икĕ-виçĕ сăмах каласа хытарнипех çырлахрĕ директор, Абаева вара лекмеллипех лекрĕ.
— Сан, Абаев, — тет Сергей Александрович аллинчи хулăн кăранташĕпе тĕллесе, — Алмазов хыççăн сикме юрамасть. Алмазов вăл халь тесен халь физика урокĕсене «пиллĕклĕх» ăнлантарса пама пул-тарать. Кала-ха, паян мĕнле тема вĕрентĕр физикăпа?
Шарламасть ача.
— Ну, во-от, — директор кăранташне сĕтел çине шак хурать, хыçлă пукан çине сĕвенсе вăрăм та хура çӳçне хыçалалла лас тутарать. — Пĕлнĕ пул, интернатра пурăнакан кашни ачашăн патшалăх çулсерен сакăр çĕршер тенкĕ уйăрса парать. Тепĕр хут калатăп: сакăр çĕршер тенкĕ. Алмазовшăн та сакăр çĕр, Абаевшăн та сакăр çĕр. Алмазов патшалăха «пиллĕкпе» савăнтарать, эсĕ мĕнпе савăнтаратăн, э?.. Ăçталла пăхатăн, ма тартатăн куçна? Мĕн çинчен шутлатăн эсĕ халь?
Мĕн пирки шутланине тĕрĕс калас пулсан, тен, директор аплах вăрçман та пулĕччĕ-и? Хăрать, именет калама Ваçук.
— Шутла-ха эс, Абаев, шутла, мĕн вăл сакăр çер тенкĕ?
Шутлаймасть Ваçук. Мĕн вăл, чăнласах, сакăр çĕр тенкĕ? Сахал-ши е шутсăр нумай?.. Ун пуçĕнче — хаçатри «X. Абаев» кăна. Сакăр çĕр тенкĕ те ан паччăр, каçхи апата та ĕмĕр тăршшĕпех Мишшасем çисе пурăнччăр, анчах та хальлĕхе Ваçукран хаçатри «X. Абаев» текен çынна кăна туртса ан илччĕр.
Калаçу мĕнпе вĕçленетчĕ пуль — директор пӳлĕмне Аркадий Давыдович пырса кĕрет.
— Кăна, Георгий Александрович, урока яма вăхăт çитмен-и? — сехечĕ çине тĕллесе директора куçран тинкерсе пăхать вăл. — Вунă минут ытла ĕнтĕ урок пуçланни.
Ваçук, алак çывăхĕнче тăраканскер, директор пӳлĕмĕн алăкĕ патне такам пырса тăнă пек те илтрĕ паçăр. Аркадий Давыдович, ахăртнех, пӳлĕмри «допроса» итлесе тăнă пĕр хушă.
Ваçука иккĕн тинкереççĕ. Икĕ учитель. Иккĕшĕ те пĕр пекех: «Уссен кам пулĕ-ши санран? — тесе ыйтнăн туйăнать. — Пайти пулĕ-ши эпир тертленнинчен?»
Шăтарасла тĕпчесе, тĕсесе пăхакан икĕ çын куçĕнче икĕ тĕрлĕ витĕмлĕх: иккĕшĕ те ăнланма çукки, çапах этем ăшшине палăртаканни. Пурпĕрех вĕрентекенсене хирĕç пăхма хăрушă. Иккĕшĕ те пăралаççĕ куçĕсемпе, ыйтаççе, тĕпчеççĕ, пăвăртаççĕ. Пĕр сăмахсăр. Директорĕ вырăнĕ çапла тума хистенĕрен ыйтать пулас, тепри — чунĕ хистенипе, вĕренекенрен чăнласах çын тăвас тенипе.
— Кай, Абаев! Халех Алмазовпа ан танлаш, — ăсатать директор. — Малтан вĕрен эс ун пек, кайран...
Уроксем хыççăн, каç пулттипе, Ваçук кухня таврашĕнче явăнса çӳрет. Пăлаки аппа тухмасть-ши тесе. Ачасен кухньăна кĕме юрамасть. Ваçука кунта йăпăр-япăр кĕртмест Пăлаки аппа. Чӳрече умĕнче темиçе хутчен каллĕ-маллĕ иртсен кухня алăкĕ уçăлать те:
— Ваçук, мĕн кускалатăн кăлăк чăххи пек? — тесе ыйтать Пăлаки аппа.
— Вутă кирлĕ мар-и?
— Çук.
— Тен, шыв кӳрсе памалла?
— Хальлĕхе пур-ха. Хăвах пĕлен, ачам, вуттине те ирех çурса хунă эс кунта, шывне те кӳнĕ. Сан тем урăххи пулас-ха чĕлхе вĕçĕнче. Кунталла пăх-ха... Ну, кала...
— Укçа кирлĕ мана.
— Укçа? Мĕн тума кирлĕ укçа?
— Кĕмĕлкаса кайма.
— Кĕмĕлкаса? Унта мĕн ылтăнĕ тупрăн тата?
— Ме, çакна вула-ха, анне. Эп вĕçтертĕм, директор ав кунталла пăрăнчĕ...
Пăлаки аппа хаçатра мĕн çырнине тимлĕн вуланă-мĕн, Ваçук пуçĕнче мен тĕлкăшме тапратнине те лайăх ăнкарса илнĕ.
— Вырсарнире, ачамми, иксĕмĕр чăш-чаш кăна кайса килĕпĕр, — терĕ вăл тепĕр кунхине. — Ăхă-и? Çын куçĕ сисиччен. Юрать-и?..
Вырсарни кун. Кĕмĕлкас поселокĕ. Урампа пыракансенчен ыйта-ыйта Пăлаки аппа «X. Абаев» ăçта пурăннине пĕлчĕ-пĕлчех.
Поселокри Пенсионерсен урамĕ. Вуннăмĕш çурт. Пӳрчĕ, кантăкĕ-чӳречисене тем тĕрлĕ эрешлесе пĕтернĕскер, ăста художник тунă картинăринчен те хитререх. Пӳрт мар — чисти тетте. Çурт тавра — вуллисене пурăпа шуратнă улмуççисем. Çап-çутă пуличчен сăрланă вырăсла хапха çинче май уйăхĕнчи хĕвел шевли «мулкачла» вылять. Пӳрт умĕнчи çӳллĕ карта çийĕн икĕ рет йĕплĕ пăралук карăнса тăни кăна килĕшмерĕ Ваçука. Килĕшмерĕ çеç те мар, чун урлă темле сивĕ карăнса иртрĕ — сӳ-ӳ турĕ шалта.
— Тур çырлах, — сых ятне хĕрес хуранçи турĕ Пăлаки аппа.
Хапхан кĕçĕн алăкĕн хăлăпне тытнă-тытманах шалта хулăн саслă йытă хăм-хам туса илчĕ. Вăл хаяррăн хăрлатни кĕр-рсе пăхăр-р-р-р тесе асăрхаттарнăн, хăратнăн илтĕнчĕ. Чылайран тин алăка çырă çӳçлĕ, чакăр куçлă, йăмра хулли майлах чанккамас хĕр ача пырса уçрĕ. Палламан çынсене курсан ахаль те пысăк куçĕ пушшех чарăлса кайрĕ ун.
— Аçу-аннӳ килтех!-ши? — ачана виçĕ-тăватă канфет тыттарчĕ Пăлаки аппа. — Пĕрне йыттăра парăр-ха. Аттун тем курса тăрасси тата, — пăру мăнăш овчарка енне шиклĕн пăхса каларĕ вăл.
Хĕр ача канфетсене илсе йытта сăмсахлăхĕнчен пырса тытрĕ.
— Килтех, — терĕ. — Анне те, атте те килтех. Иртĕр. Çыртмасть, ахаль хаяр пек курăнать вăл.
Çенĕкпе чăланти темиçе тĕрлĕ алăка уçнă хыççăн тин пӳрт алăкĕ умне пырса тăчĕç чĕнмен хăнасем. Уçрĕç ăна. Кил хуçи, мамăкран та çемçе кушет çинче патша пек саркаланса лараканскер, асамат кĕперĕ евĕр тĕрлĕ тĕспе тĕлкĕшекен телевизорпа «Чĕр чунсен тĕнчинче» передача пăхса лараканскер, хĕрĕ çине чăр-р пăхрĕ.
— Розальдина, — хыттăн ыйтрĕ вăл ыраш улăмĕ тĕслех сарă та шултра çӳçне икĕ енчен икĕ аллипе те хыçалалла шăлса — паян воскреснăй день пулнине сабывать турăн та-им уж?
— Нет-ха, забывать сделать туман-ха.
— Так как ше капла незапнăй çынсем?
Ют çынсем умĕнче аван мар терĕ пулас та урăх шарламарĕ кил хуçи. Урайĕнчи улăх-кавир çинче теттесемпе вылянă кутамас арçын ача, тин кăна кăмакаран пиçсе тухнă кулачă пекех çутăскер, тасаскер, тăчĕ те ашшĕ çумне пырса йăпшăнчĕ, хăрах пӳрнине çăварне чиксе ют çынсем çине чăр-чăр пăхрĕ.
— Слушать тăватăп. Кам нушнăччĕ сире? — бархат халачĕ-пижамине майлакаларĕ хуçа халиччен курман-илтмен çынсем енне темлерех пăхса. — Эсир деревньăран, видать? Унта кам людисем эсир? Садитесь тăвăр вон там, диван çине. Так, слушать тăватăп.
— Те Харитон Абаевсем патнех лекрĕмĕр ĕнтĕ? — хăюсăррăн ыйтрĕ Пăлаки аппа.
Шалти пӳртрен пукане евĕр хитре хĕрарăм пуçне кăларса пăхрĕ.
— Хрюшка, — терĕ вăл упăшкине вылянчăклăн. — Опять из теревни штули?
— Нет, кашется...
Хĕрарăм çынсем ялтан килменнине пĕлсен тек кăсăкланмарĕ, алăка хупрĕ те çухалчĕ.
— Зяпла, Абаев эп. Слушать тăвап. Çтан-ха?
— Эпир... Эпир... Ача-пăча интернатĕнчен.
— Н-да? Мĕнле вопроспа-ши? — мещенлĕхе кĕрсе ӳкнĕ этем çаплипех темле бюрократла хăтланать-ха. — Ребятишкисем патне на встречу пымалла мар-и вдруг?
— Çук-ха, — Пăлаки аппа Ваçука çаннинчен туртрĕ. — Эсĕ çенĕке тухса тăр. Эп çиччас.
Ача çенĕке тухрĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пӳртре асар-пибер шăв-шав çĕкленчĕ.
— За ков-во принимать тăватăн мана, старая супнă? Ман жизньте икĕ ребенок çеç полса. Урăх не был. Не надо! Шагом марш кунтан!..
Вĕри шывпа сапнă чухнехи пек вирхĕнсе тухрĕ Пăлаки аппа. Ваçука çавăтрĕ те пăру мăнăш йытă çыртасса та пăхса тăмарĕ, шутсăр тарăхса кайнăскер, ăна, ăрлатма пăхнăскере, пшол! тесе айккинчен çиллессĕн тапса тулалла вашкăнса тухрĕ. Урама тухса тăрсан, халиччен сывлăш çитмен çĕрте пулнăн, туллин, киленсе, хавассăн сывласа ячĕ.
— Уф-ф, турра шĕкĕр! — терĕ вăл çăмаллăн. — Атя, тăванăм, каялла. Ку вăл, Ваçук, эсĕ карт хунă çын мар. Лупас хыçне кайса ларма та кирлĕ мар пире унашкал атте. Пулман тăк пĕрре пулманнине — ан та пултăр! Тьфу! — лач сурчĕ Пăлаки аппа автобуссем чарăнакан çĕрелле вĕтĕртеттерсе. Ваçук та унран юлмарĕ. Ун чунĕнче, шанăç тӳрре тух-манран, сасартăк пушă-пушă пулса кайрĕ. Калăн, кăкăрĕнче ун ни чĕре, ни ӳпке, ни юн — ним те, ним те çук тейĕн...
Кĕмĕлкасран интернат вырнаçнă поселока çитме инçе. Автобуспа сахалтан та виçĕ сехет каймалла. Кăнтăрла иртсен тăваттăра кăна çитрĕç вĕсем каялла. Пăлаки аппа тӳрех килне кĕрсе юлчĕ. Канмалли кунсенче интерната черетпе воспитательсем дежурствăна çӳреççĕ. Çавăнпа та Ваçук «çухални» çийĕнчех паллă пулнă иккен. Вăл курăннă-курăнман:
— Ур-ра! — кăшкăрса ячĕ Миша Алмазов мекекеклетсе кулса ярса. — Хе-хе-хе... Турист килчĕ! Турист, ну, каласа пар, епле пурăнаççĕ унта лере, чикĕ леш енче? Аçу çатма икерчи пĕçерсе çитермерĕ-и? Пире валли мĕнле кучченеç илсе килтĕн?
Чунĕ шутсăр кӳтсе çитнĕ Ваçук тек тӳссе тăраймарĕ, епресе тăракана пĕррех туртса пачĕ хăлха урлă. Лешĕ пакăлт турĕ урайнелле.
— Эй, ку мĕн япала тата? — илтĕнчĕ дежурнăй сасси. Нина Федоровна воспитательница иккен. — Хă, таçта çĕтсе çӳреççĕ те никамран ыйтса-туса тăмасăр килсен алă хума та ӳркенмеççĕ. Абаев, кун пирки директора паянах пĕлтерĕп ак. Иш, хулиган!..
5
Пĕрремĕш çул Абаевда Гильманов рядовойсемччĕ, иккĕмĕш çул — иккĕшĕ те кĕçĕн сержант. Отделенире вĕсем çумне хушма ятсем çып-çăннăччĕ: пĕрне, Гильманова, Бухгалтер тетчĕç йĕкĕтсем, теприне, Абаева, — Философ. Бухгалтер, интернатри Миша Алмазов сăвăсене такăнмасăр вуланăн, ракетăн гидро-электро-пневмо системисенчи хăш-хăш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкăна пуснă хыççăн çеккунтăн миçемĕш пайĕнче ĕçлеме тытăннине тутă мăйăра шĕкĕлченĕ евĕр шĕкĕлчесе тухатчĕ, вĕсем пĕтĕмĕшле мĕнле операци тунине ыйт — е çухалса каятчĕ, е хăвăрт ăнлантараймастчĕ. Философ пачах урăхла: виçĕ система пĕр-пĕринпе епле килĕштерсе ĕçленине пĕтĕмĕшле лайăх ăнлантарать пулсан, çав системăсенчи детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкăна пуснă хыççăн çеккунтăн миçемĕш пайĕнче мĕн хăтланма пуçланине час-часах пăтраштарма пуçлатчĕ.
Полигонра хĕвел питтинче ларса «хĕртĕнесси» те пулать салтакăн. Тӳпе таса. Ытарма çук тăнăçлăх. Хура пĕлĕтсем шуса килмеççĕ. Çавăн пек самантсенчен пĕринче «левой-правой» теме кăна мар, шӳтлеме те култарма ăста Шевченко старшина Абаевпа Гильманов пирки çапла каларĕ:
— Эсир иксĕр мĕн-ма йĕкĕрешсем пек пулнине сирĕн халăхăрсем çинчен библиотекăран кĕнеке илсе вуласан ăнлантăм эпĕ, — терĕ. — Пĕлетĕр-и, мĕншĕн йĕкĕрешсем пекех эсир?
Пĕр хушă чĕнекен пулмарĕ.
— Çук, — хĕвел çинче ларнăран пăтăр-пăтăр тарланă çамкине шăлкаласа каларĕ Мидхат Гильманов.
— Сирĕн халăхăрсем, чăвашсем те, тутарсем те, мĕн ĕмĕртенпех, сĕм авалтанпах, юнашар пурăннă иккен. Тĕпчерĕм-тĕпчерĕм те тутарсем авалтанпах суту-илӳ тума ăста çынсем пулнине пĕлтĕм. Чăвашсем, çĕр ĕçĕн ăста çыннисем, кашни ĕçех тĕплĕн тума хăнăхнă иккен. Ир аксан — пăри пулмасть, кая юлсан — каю шăтать тенĕ вĕсем, хăйсене евĕр фило-софсем. Пирĕн кунта шăп та лăп вăхăтра пусмалла кнопкăна. Паян эпĕ сирĕн пирки Секретарев капитанпа калаçрăм.
— Мĕн тесе? — кĕçĕн сержантсем çăвар карса пăрахрĕç.
— Чăвашпа тутар союзне тумалла мар-ши тетĕп-çке, — шӳтлет Шевченко старшина. — Двигательçĕсем хушшинче, иксĕре пĕр единицăна пĕрлештерсен, сирĕнтен маçтăртараххи пулмасть те-иç. Эсĕ, Абаев кĕçĕн сержант, «пуск» кнопкăна пуснă хыççăн мĕн пулса иртнине ăнлантармалли пĕтĕмĕшле философие хăв çине илетĕн; эсĕ, Гильманов кĕçĕн сержант, сутуçăсен хăвăртлăхĕпе ăнкарса пырса, çеккунтсемпе минутсем вĕçленнĕ тĕле ракета системинче ăçта мĕн хыпса çуннине, хăш тĕлте мĕн уçăлса хупăннине аса илтерсе тăрăн хăвăн Философна. Пĕтĕмĕшле каласан, пĕтĕм «бухгалтери» сан аллунта пулать, Гильманов кĕçĕн сержант. Çапла кăна эсĕ, Бухгалтер, философланма тытăнăн; çапла кăна эсĕ, Философ, бухгалтери мĕнне лайăхрах ăнкарма пуçлăн.
— Капла капитан килĕшет-и-ха?
— Килĕшет çеç те мар. «Лайăх! Тахçанах çапла тумалла пулнă пирĕн», — терĕ. Кун пирки хăйĕнчен аслăраххисемпе калаçма та пулчĕ вăл. Çĕршыв пире, куратăр-и, — йывăçран çӳллĕ тăракан ракета енне пуçĕпе сĕлтрĕ Шевченко старшина, — мĕн тери хăват, мĕн тери кăткăс техника шанса панă. Хăватлă пултăр, кăткăс пултăр, этемсĕр вăл та нуль çеç. Çавăнпа та пирĕн кашни расчет, кашни единица электронлă сехет пек тĕрĕс ĕçлеме тивĕç. Ракетăна та, ядерлă хĕç-пăшала та, Иĕкĕтсем, этемлĕхĕн чи ăслă та пултаруллă çыннисем шутласа кăларнă. «Пуск» текен кнопкăна пусма вара кăтартсан орангутанг та пултарать. Пирĕн алăра — Тăван çĕршыв шăпи, унăн пуласлăхĕ, шанăçĕ. Океан леш енчи хăш-пĕр орангутангсем: «Кнопкăна маларах пусакансен çăлăнса юлма май пур», — тесе сӳпĕлтетсе шутлаççĕ пулсан, пирĕн курчатовсемпе королевсен шайĕнчен темле чĕр чунсен шайне çити анмалла мар.
Сăмахне вĕçлеймерĕ Шевченко старшина, Секретарев капитан килнине курса салтаксене пит васкавлăн строя тăратрĕ, кĕске рапорт пачĕ. Капитан сывлăх сунса: «Вольно!» — терĕ те Абаевпа Гильманов кĕçĕн сержантсем пирки командовани мĕн шутлани пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Çапла вара «Философпа Бухгалтер союзĕ» йĕркеленчĕ...
Тӳпе таса. Тăнăçлăх. Пушă вăхăтра Ваçук Мишшана час-часах аса илет. Акă Мишша халĕ те, Ваçукран аслăрахскер, куç умĕнче шăл йĕреть:
— Ку çуртра ашшĕллĕ-амăшлĕ ачасем çук. Хе-хе... Çын епле пĕчĕк пулсан та, кунашкал хăрушă сăмах ун чунне çĕрлехи пек, пăч тĕттĕм чухнехи евĕр, тĕнчене кисретмелле аслати çапнăн, куçа суккăр тумаллах çиçĕм çиçнĕн анкă-минкĕлентерсе ярать. Ĕненес килмест пĕчĕк этемĕн хăйĕн амăшĕ çуккине. Çĕр çинчи кашни чĕппĕн, кашни çуран, кашни путекĕн амăшĕ пур вĕт-ха, этемĕн мĕн-ма пулмалла мар? Пĕчĕк этемĕн пĕчĕк чунĕнче темле аслати тĕнчене кисретмелле, интернат çурчĕ куç умĕнчех тайăла-тайăла каймалла шартлаттарса çапатъ, пĕчĕк этемĕн пĕчĕк чунĕнче темле çиçĕм шелсĕр çиçсе ăш-чике çунтарать.
Пĕчĕк ачан куççульне шăлаканни те пĕр этем çеç çĕр çинче — Пăлаки аппа-анне. Вăл та пулин халь тесен халь хăй йĕрсе ярасла тăрать. Пĕчĕккĕ вăл. Шкула çӳрекен хĕр ача пек. Имшер. Ахăртнех, пĕчĕк çыннăн пысăк хуйхине вăл кăна, хăй пĕчĕк пулнăран, лайăх ăнланать пулас çав.
— Ну эс, чĕппĕм, каплах ан йĕр. Йĕрсен, ылтăнăм, маттур салтак пулаймастăн ак.
Маттурах-ши Ваçук салтак? Вăл, авалхи пăхаттирсен хурçă тумĕпе хĕçне-мĕнне парас пулсан, темиçе утăм çĕклесе утнипех, тен, тăсăлса ӳкмелле. Хальхи вăхăтра салтакăн унашкал йывăрлăхсене çĕклемелле мар, хальхи салтака ал-ура йăрăлăхĕпе куç-пуç çивĕчлĕхĕ кирлĕ. Эппин, Шевченко старшина каларăш, эйнштейнсемпе курчатовсен, кюрисемпе королевсен чăн-чăн мăнукĕсем пулмалла, ялан малта пырассишĕн ăнтăлмалла.
Ялан малта пырассишĕн ăнтăлмалла...
Ытла мала каякан çынсене килĕштермен çынсем те тупăнаççĕ иккен-ха пурнăçра. Интернатра Миша Алмазов пĕтĕçтернĕ ушкăнсăр пуçне татах тĕрлĕ ушкăнсем пурччĕ. Мишша ушкăнĕ класс калăпăшĕпе кăна пуçтахланма пултаратчĕ тĕк — аслăраххисем хушшинче пĕтĕм интерната чĕтретекен ушкăн та пурччĕ. Ăна Узурпаттăр ертсе пыратчĕ. Узурпаттăрĕ вăл нимĕнле Узурпаттăр та мар-ха, ахаль Ивановахчĕ. Ячĕ те унăн чиперехчĕ: Коля.
Ун чух, çуллахи кун, кухня валли вутă çурса ĕшеннĕ Ваçук меллĕ самантпа, кăнтăр тĕлĕнчи кану вăхăчĕпе, усă курса сулхăна — интернатăн хăлтăр-халтăр сарайне — вутă шаршанĕ хыçне кĕрсе выртнăччĕ. Тин кăна çурса купаланă ăвăс пуленкисенчен ырă шăршă çапать. Çанталăкĕ ăшă, тӳлек. Ĕмĕтленес, лайăххи пирки çеç шутлас килет кун пек чух. Шăлтăр-шалтăр, кĕмсĕрт-кемсĕрт тăвать сарай алăкĕ сасартăк, такамсем кĕпĕрленсе кĕрсе тăраççĕ. Шаршан хыçĕнче выртакан Ваçук вĕсене курмасть-ха, лешсем те ăна асăрхамаççĕ.
— Халь кала, Ньютон хăраххи, — такама тăн кĕртет Узурпаттăр, — сана, мĕн,пирĕнтен лайăхрах çитереççĕ-им интернатра?
— Çук, — сас парать Миша Алмазов мĕскĕннĕн.
— Тен, лайăхрах тумлантараççĕ?
— Çук.
— Эсĕ, тен, пирĕтен темпе уйрăлса тăратăн? Виçшер алăпа виçшер ура мар пуль сан?
— Çук.
— Пуçу-кунтăку миçе?
— Пĕрре.
— Апла тăк, йĕпе сăмсаллă Ньютон, «пиллĕк» илсе эс пире ма намăс кăтартса пурăнатăн? Сан пуçу ылтăнран та, пирĕн тăхланран штоль?
— Çук.
— Иртнĕ эрнере кун пирки эпир санпа калаçнăччĕ-и?
— Ăхă.
— Апла пулсан ĕнер химипе, паян физикăпа та алгебрăпа мĕн-ма «пиллĕксем» илтĕн, а? — çат тутарни илтĕнет пач кĕтмен чух. — Тавай, атьсем, Ньютонăн ытлашши ăсне пĕр-пĕрин хушшинче пайлăр кăштах, — такамсене вĕскĕртсе тăрать Узурпаттăр.
Нăч-нач, тăч-тач, çăт-çат, Мишша ĕсĕклени, çав хушăрах тахăшĕ савăнса хихиклетни илтĕнсе тăрать пĕр хушă, сехмет вĕçленет вара. Узурпаттăр: «Кун пирки, кунта халь мĕн пулнине çын пĕлсен, — тесе хытарать Мишшана, — тепрехинче кăвапу çинче вун пилĕк пирус тĕпне сӳнтеретпĕр. Ăнланмалла-и?»
Шăлĕ шатăр-р тăвать Ваçукăн Узурпаттăра тарăхнипе, чышки чул пек хытиччен чăмăртанать, шăнăрĕ балалайка хĕлĕхĕ евĕр карăнать — ним тума та çук, Узурпаттăр ушкăнне хирĕç пĕччен тухаймăн...
Вĕрентекенсем Мишшаран тĕлĕнме тытăнаççĕ.
— Алмазов, — теççĕ, — мĕн пулнă санпа? Ăçта кайса кĕчĕç санăн «пиллĕксемпе» «тăваттăсем»? Ку «иккĕсене» эсĕ юри илместĕн пулĕ-çке? Мĕскер миражĕ ку капла, мĕнле куç ултавĕ?
Мишша хăй пурпĕрех шăл йĕренччĕ-ха. Мăшкăллама, кулма май килсен нимрен те вăтанса тăмастчĕ.
— Пирĕн Ваçук Авиценнăран тĕслĕх илсе пурăнать, — тетчĕ каçхине апата Ваçукшăн та явăнтарнă май. — Çавăнпа вăл хăй тăшманне — мана, — кăкăрне çат çапса кăтартать Мишша, — каçсерен хăй апатне çитерет. Кĕмĕлкаса ашшĕне шырама кайсан тем тутли çитерсе янă та ăна, курăр, паянхипе вун çиччĕмĕш кун тутлăн какăрса çӳрет. Кăнтăрлахи апатне те мана çитерсе нуша кăтартасшăн та вăл, хальлĕхе хам килĕшместĕп. Çап-ла-и, Авиценна?
— Хе-хе...
— Ха-ха...
— Хи-хи...
Çапла ихĕрет Алмазов хӳрешки. Хăвăнтан куç кĕрет мăшкăлласа пурăнакан çынран хăйĕнчен ыттисем кулни, ăна Узурпаттăр сарайĕнче мăкăль лартса яни, урлă-пирлĕ лайăх шутламасан, Ваçукшăн савăнмалли япала пек кăна темелле. Темшĕн пурпĕр хавасланас килмест. Темле япала савăк кӳмест Ваçука. Хăв килĕштерсех кайман çынна лайăх вĕрен-нĕшĕн кăна хĕнени ытла тӳсме çук тĕрĕсмарлăх-çке-ха. Мĕн тумалла кун пек чух? Епле пулăшмалла Миша Алмазова? Куллен хăвăнтан мăшкăллама пăхакана пулăшни кирлех-ши тата? Ăнланĕ-ши Мишша хăйне пулăшнине, пушшех ихĕрсе, чăрсăрланса каймĕ-ши? Вуншар та вуншар ыйту — пĕрин валли те вырăнлă хурав тупаймасть Ваçук. Уроксенче вара Алмазовран кашни учитель тĕлĕнет.
— Куçу-пуçу сан унчченхи пекех тĕрĕс-тĕкел, — теççĕ вĕсем. — Мĕскер мыскари тăватăн эс, Мишша?
Алмазовĕ пĕрех шӳтлекелеме, шăл йĕрме пăхать:
— Иртнĕ уйăхра темле ула такка вĕçсе килсе лĕпкерен таккаса хăварчĕ те пуç мимине кисрентерчĕ, — текелет, — çавăнтанпа ман мимере — вакуум.
Уроксенче учительсенчен пурте тенĕ пекех Алмазова тĕпчетчĕç пулсан, Аркадий Давыдович кăна шарласах каймастчĕ-ха.
— Мотри эп сана, — текелетчĕ çеç. — Ма начар вĕренме тытăннине хальлĕхе ыйтмастăп. Кайран хăвах каласа парăн-ха. Ыйтас, куçунтан пĕлетĕп, пурпĕр суя чăпти çапма тытăнатăн.
Ытти уроксенче лара-тăра пĕлмен Мишша, тĕлĕнмелле, ун урокĕсенче лăпках ларатчĕ, шарламастчĕ. Аллинче кăранташчĕ ун, хут çине ялан тем чăрмалатчĕ.
— Алмазов? — ыйтать Аркадий Давыдович доска умĕнчен айккинелле пăрăнмасăрах.
— Мĕн?
— Каллех лаша хӳри ӳкеретĕн-и?
— Çук. Хальхинче — сысна хӳри.
— Кукăррине-и?
— Ахă, спираль пекех кукăррине.
— Аван, аван, тулĕк...
— Мĕн «тулĕк», Аркдавăч?
— Кайран, ӳссе çитсен, хăв тĕллĕн пурăнма пуçласан, ĕмĕр тăршшĕпех сысна хӳри тӳрлетсе çӳремелле ан пултăрччĕ сан.
— Тавтапуç, Аркдавăч, çапла пултăрччĕ çав. Аттун ăна, тимĕр марскерне, ни мăлатукпа шаккаса тӳрлетме çук, ни татăлса кайиччен туртнипе...
— Тот-тă, Алмазов. Мотри эп сана... Ку йӳç пан улмине ăçтан татса килнĕ эс? — Мишшан сулахай тăнлавĕнчи мăкăль пирки юптарса ыйтать литература вĕрентекен сасартăк. — Кам садĕнче ӳснĕ вăл — кунашкал юрăхсăр çимĕç? Тен, çавна çинипе тăну чакса пырать сан, Алмазов?
Палан евĕр хĕрелсе каять Мишша.
— Вася Абаевпа кĕрешнĕ чух, — тет вăл пуçне айккинелле пăрса, — алăк хăлăпĕ çумне пырса çапăнтăм та, вăт — мăкăль...
— Урăх ним те ан кала. Суя чăпти эс, Алмазов! Шутлатăн пуль, Аркдавăча улталăп тетĕн пуль. Чи малтан эсĕ хăвна хăв суятăн вĕт. Лар, лар! — вĕрентекен, суйнине нумай итлеме хăнăхманскер, урокне малалла ăнлантарма тытăнать.
6
Çухатсан тин çухатăвăн чăн хакне тĕрĕс ăнланса илетпĕр. Шел пулин те, чылай чух кая юлса хаклама тытăнатпăр эпир хамăр çухатусене. Сывă чух, сăмахран, этем хăй алли-урине хак пама пĕлсех те каймасть темелле, мĕнле те пулин сăлтавпа утайми пултăр кăна — ура хакне никамран та лайăхрах чухлама тытăнать. Пĕрле пурăнакансем пирки те çавнах каламалла. Пурăнатпăр-пурăнатпăр кампа та пулин, çынни çын пекех, ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть пек; унран уйрăм урăх çĕрте урăх çынсемпе пурăнма пуçлатăн çеç, унччен ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман этеме кунран-кун ытларах та ытларах хисеплеме тытăнатпăр. Е тата, тĕслĕхрен, илпек пурăннă чух çăкăр-тăвар хакĕпе пĕлтерĕшĕ пирки шутласах та каймастпăр, апат-çимĕçсĕр тăратса хăвар кăна — татăк çăкăрпа чĕптĕм тăваршăн тем те пама хатĕр этем: хăть ылтăн, хăть кĕмĕл... Ылтăнне те, кĕмĕлне те чăмласа çиме май çук-çке-ха.
Çĕр çинчи кирек мĕнĕн те ĕмĕрĕ пур. Çав шутра çеккунтăн та, мĕншĕн тесен вăл тахăш вăхăтра пуçланать те тахăш вăхăтра вĕçленет. Нумай вĕсем, çав тери нумай. Çеккунтсем пирĕн пурнăçри пĕр-пĕр пулăма вĕçлеççĕ те çĕннине, халиччен пулманнине, тапратса яраççĕ. Çапах та иртсе кайнă вăхăт пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех тĕлли-паллисĕр вĕçленмест-ха. Юлать çав... вĕçленнĕ çеккунтах. Хăйĕн ĕçĕпе тăрса юлать вăл. Пурнăçра ним те татăклăн, ĕмĕрлĕхех, вĕçленмест; ĕлĕк-авал пулса иртнĕ, историре палăрса юлнă ĕçсем тахçанах вĕçленнĕ пек туйăнаççĕ, анчах пĕлтерĕшĕпе те тĕллевĕпе малалла тăсăлаççĕ вĕсем. Çын та çаплах: ĕмĕрлĕхех уйрăлатăн хăш чух унран, ăна эсĕ, тен, тек нихăçан та кураймăн — вăл пурпĕрех сан чунунта пурăнать. Пуплет санпа, калаçать. Ырă çын ăш-чикĕ ырă хавхалану кӳрсе тăрать, путсĕрри — ыррипе усаллине уйăрса илме пулăшать: «Ах, ун пекех путсĕр пулас марччĕ», — тетĕн вара хăвна ху.
Интернатра пурăннă чух Аркадий Давыдович, литература вĕрентекен, паллах, Ваçукшăн ытти учительсенчен ытлашши уйрăлсах тăман темелле. Халĕ ĕнтĕ ӳссе çитнĕ çын Аркадий Давыдовича нихă-çанхинчен те ытларах хаклать. Урăх учительсен урокĕсенче пуринче те тенĕ пекех шавлатчĕç ачасем, Аркадий Давыдович урокĕсенче вара темле уçă шăплăх тăратчĕ. Нихăçан хут çине пăхса каламастчĕ вĕрентекен. Чӳрече еннелле пуçне пăратчĕ те кăштах (ун çине тем çырса хунине вулать тейĕн) такăнмасăр, васкамасăр ăнлантаратчĕ. Хăйпе пĕрле йăтса килнĕ кĕнекесене уçса пăхнине нихăçан та курман ачасем. Тĕрлĕ поэтсен сăввисене хăй çырнă пекех пăхмасăр калатчĕ, тĕрлĕ çыравçăсен романĕсемпе повеçĕсенчи сыпăксене — каллех кĕнекене пăхмасăр — кала-кала кăтартатчĕ. Чылай чух чӳречерен урамалла пăхса пурнăç пирки пуплеме тытăнатчĕ, вара Аркадий Давыдович хăй çырнă пĕр-пĕр кĕнекене вуланăнах туйăна-туйăна каятчĕ. Вăхăтпа Пурнăç, Чыспа Илемлĕх, Вилĕмпе Вилĕмсĕрлĕх... Нумайччĕ, шутсăр нумайччĕ унăн, Аркадий Давыдовичăн, ачасен хăлхисене чăнк тăраттарса итлеттермелли. Эх, тепре пухăнса ларас халь Аркадий Давыдович урокне!.. Çук çав, лараймăн. Иртсе кайнă унашкал вăхăт.
Вăхăт... Вăхăт тенĕрен, ăна епле хак паратчĕ-ха учитель?
— Ачасем, çут çанталăкра вилĕмсĕрри те пĕр Вăхăт çеç... Темле пысăк галактикăсем пуçланаççĕ те саланса каяççĕ, тĕтрене, сывлăша куçаççĕ. Вăхăт кăна сыхланса юлать. Ма вилмест-ха вăл? Ма тесен унăн ни юнĕ, ни чунĕ çук. Çав юнсăр-чунсăр япалах, чĕрĕ пекскер, Çынна тĕрĕслет, ăна хăй вырăнне лартать: ахалех кӳрентернисене тӳрре кăларать вăл, çĕклет; кăлăхах мăнаçланса, каçăрăлса пурăннисене пусарать. Хăй вăхăтĕнче, тĕслĕхрен, мĕнле кăна элеклемен-ши Пушкина! Элекленисем никамсем те мар пулсан, Александр Пушкин — çĕршыв мăнаçлăхĕ, унăн ĕмĕр сӳнми çăлтăрĕ. Тасалăха упракан, инçете пăхма хистекен çутă çăлтăр. Пирĕн кун-çул — Вăхăт парни. Пурнăç, хăйне Вăхăт тĕрĕслесех тăнипе, мĕн ĕмĕртенпех е çухатать, е тупать... Тупатпăр-и эпир пурнăçра ытларах е çухататпăр, ăна-кăна татса калама йывăр... Вăхăт кăна татса калама пултарать çакна. Çухатусем сахал пулччăр тесен, ачасем, йĕркеллĕ пурăнмалла. Вăхăт пире Пурнăçа икĕ хутчен парнелемест. Çакна тĕпе хурса пурăннă та ĕçленĕ ĕнтĕ пушкинсемпе лермонтовсем, чеховсемпе толстойсем, çеçпĕлсемпе ивановсем... Çĕр çинче икшер ĕмĕр, кашни çыннăн пурăнмалла пулнă пулсанах, ман шутпа, этемлĕх çак шая аталанса çитеймен пулĕччĕ. Ун пек чух çынсенчен ытларахăшĕсем ним тĕлли-паллисĕр, вăли-шали пурăнма тытăнмалла, мĕншĕн тесен хальлĕхе пурăнар, тепĕр ĕмĕрĕнче те ĕçлеме ĕлкĕрĕпĕр тесе лăпланса пурăнма пулать-çке-ха. Шутсăр хаклă парнене темиçе хутчен памаççĕ — парнене илекенни аташса кайма пултарать. Тĕрĕс-и ку? Тĕрĕс, шутсăр тĕрĕс... Ну юрĕ, — куçне чӳречерен илсе ачасем енне çаврăнать Аркадий Давыдович, — эпир таçта айккинелле кĕрсе кайрăмăр пулас... Чим, Алмазов, эсĕ халĕ мĕн хӳри ӳкеретĕн?
— Турткăшăнне.
— Ӳкер те Некрасов пултарулăхĕ пирки каласа панине итлеме ан ӳркен... — Çаплаччĕ вăл Аркадий Давыдович. — Ну юрĕ, — текелетчĕ чӳрече çине мĕн çырса хунине пĕтĕмпех вуласа пĕтерсен», Алмазов мĕн ӳкернине ыйтса пĕлетчĕ те литературăна ăнлантарма çĕнĕ хавхаланупа пикенетчĕ.
Аркадий Давыдович, Пăлаки аппаран кăшт кăна паркарах арçын, сăмаха васкамасăр, ăнланмалла калать. Çивчĕ пуртăпа çăкана вартанăн туйăнать вăл сăмахланине итлесен. Мĕн те пулин хăтланнă е епле те пулин пăтăрмаха лекнĕ ачана шăтарасла пăхса итлетчĕ. «Малалла мĕн пулчĕ?» — тесе тĕпчетчĕ хăй тимлĕн итленĕ май. Лешĕ суйма тытăннă-тытăнман: «Стоп, суя чăпти, çитет!» — тетчĕ татăклăн. Шăп та лăп суйма пуçланă чух итлеме пăрахни лешсене шутсăр вĕчĕрхентеретчĕ.
Тата тепĕр тĕлĕнмелли япала пурччĕ. Ача-пăча тĕркĕшесси те ашкăнасси интернатра директор иртсе пынă чух та ытлашши лăплансах каймастчĕ пулсан, коридорта шăв-шав сасартăк лăпланчĕ тĕк — кĕçех Аркадий Давыдович курăнмалла. Лăпланаççĕ те ачасем алăк енне куçлама тытăнаççĕ. Лешĕ чĕриклетсе уçăлать кăна, интерната Антисуяскоп (Аркадий Давыдовичăн ачасем хушшинче сарăлнă хушма ячĕ ку) килсе кĕрет. Тăлăх ачасен çурчĕн кашни кирпĕчĕ хавассăн йăшăлт хускалса илнĕн туйăнатчĕ вара Аркадий Давыдович сывлăх суннине илтсен.
— Ну, матросовецсем, — тетчĕ вăл ялан пĕр пекрех, — ЧПсăрах пурăнатпăр-и-ха?
Хăшĕ те пулин тыттарма пăхсанах:
— Хей, ан юптар, суя курланки, — тетчĕ. Аркадий Давыдович çĕр çинче утмăл çула яхăн пурăнса суялăха питрен те, куçран та лайăх уйăрса илме хăнăхнă пулас та, куç кĕрет шĕветсе тăракана тытса чармалли эпитетсем нумайччĕ ун: суя чăпти, суя курланки, суя сĕреки, суя сулнăкĕ, суя хутаççи, суя лавĕ тата ытти те. «Суя пистолечĕ» те пурччĕ.
— Чарăн, эсĕ мĕн, пире суя сулнăкнелле сулăнтарасшăн-им?.. Ан кала, суя сĕрекине кăлăхах ан каркала, пурпĕр çакланмастăп унта...
Куç умĕнче суйни Антисуяскопăн кашни клеткине тарăхтарса ура çине тăрататчĕ пулас. Тарăхнине пурпĕр палăртмастчĕ вăл. суякан çынна калаçма чарнă хыççăн урамра тем асăрханăн чӳречерен пăхса тăратчĕ пĕр кана. Ахăртнех, пит-куçне ачасенчен тартатчĕ пулас. Хăйне хăй алла илсен, тарăхăвне пусарсан ачасем енне ним пулман пекех çаврăнатчĕ, улталаканран тăрăхласа илет-илетехчĕ вара. Çук, суякана ним вырăнне хумасăр мар, çынна çын пек хисеплесех тăрăхлатчĕ Аркадий Давыдович.
Антисуяскоп хăй те суясса Ваçук нихăçан та кĕтмен. Çапла, Аркадий Давыдович суйнине курма та тӳр килчĕ ун интернатра.
— Ваçук, тăхта, — Пăлаки аппана пулăшма кайма тухнă ачана чарать Аркадий Давыдович коридорта. — Эсĕ, мана тем калас пек, ялан куçран пăха-пăха илетĕн. Пĕр-икĕ хутчен çăварна та уçма хăтлантăн. Кала, мĕн хыпарламалли пур сан мана? Ан шиклен.
Ваçук палан пек хĕрелсе кайса пуçне айккинелле пăрать. Аркадий Давыдович коридорта никам та çуккипе усă курса вĕренекенĕ умне кукленсе ларать, куçран тинкерет. Узурпаттăр Алмазова хĕненине, чăн та, Ваçук темиçе хутчен те каласа парас вĕçнех çитнĕччĕ. Ăçтан сиснĕ-ши Антисуяскоп Ваçук тем каласшăн пулса çӳренине? Узурпаттăрпа Алмазов çинчен каласа парас-ха та, кайран мĕн пулать? Паллах, шăв-шав çĕклĕç вĕрентекенсемпе воспитательсем... Шăв-шав хыççăн вара епле?.. Пĕтĕм интернатри ачасене ăвăс çулçи майлă чĕтретсе пурăнакан Узурпаттăр — Коля Иванов — кайран Ваçука хăй аллине ярса илмеллипех илет-иç.
Антисуяскоп куçран тинкернĕ вăхăтра, кĕç-вĕç сăхас сăпсасем майлă, чуна шиклентерекен ыйтусем явăнатчĕç Ваçук пуçĕнче, пурпĕрех ача:
— Алмазов пирки каламалли пур ман, Аркдавăч, — тет. — Вăл мĕншĕн начар вĕренме тытăннин сăлтавĕ çинчен каламалли пур.
— Но-о? — тăрать вĕрентекен. — Атя кунтан айккинерех пăрăнар.
Пушă пӳлĕме кĕрсен:
— Аркдавăч, — пуçне çĕклет Ваçук хăюллăн, — эпĕ халь каласа парассине никамăн та пĕлмелле мар. Юрать-и? Унсăрăн...
— Мĕн «унсăрăн»?.. Кала, кала, эсĕ ман пирки ан хăра, сана усал пулмалла тумăп эп.
Такăна-такăна, асăрханса каласа парать Ваçук вут сарайĕнче пулни-иртнине...
Интернатра ĕçлекенсен — вĕрентекенсемпе воспитательсен — пухăвĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту — Узурпаттăр хăйне епле тыткаланине сӳтсе явасси. Ачасене, чи пĕчĕккисемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсемсĕр пуçне, пурне те чĕннĕ. Пуху пуçламăшĕнче пит патвар ларать Узурпаттăр, Алмазов та кунтах ларнăран ун енне вăл сиввĕн чалтăртаттара-чалтăртаттара пăхса илет. Лешĕ ăна куçран хăюллăн пăхать. Узурпаттăра Алмазов куçран хăрамасăр пăхса ларнинче: «Çук, никама та çур сăмах шарламан», — тесе тупа тунине вулама пулать.
Тĕпчекенни, прокурор пекки, Сергей Александрович директор.
— Иванов, — пуçне çиллессĕн ухать директор, — мĕн пулса иртнĕ Алмазовпа сан хушăра?
— Ним те, — хăйне тин кăна темле награда панăн патварланать Узурпаттăр.
— Алмазов!
— Мĕн?
— Эсĕ мĕскершĕн вĕренме пăрахрăн юлашки вăхăтра? Эсĕ начар паллăсене юри илетĕн вĕт-ха. Мĕн пулнă сана?
— Пĕлмес. Класран класа куçса пынă май, Сергей Александрович, шкул программи йывăрлансах пырать те, ĕлкĕрейми пултăм пулас... Пуç кашланипе аптăрасах çитрĕм. Хăш чух çурăлсах тухать. Вирусмĕн лекмен-ши ман пуçа? Чăнласах, ара...
Тĕпчесен-тĕпчесен Узурпаттăр та, Алмазов та тĕрĕссине каламаннине кура Антисуяскоп васкамасăр тăрать.
— Ларăр, суя миххисем! — тет вăл «çивчĕ пурттипе çăка шанкине вартаса». — Иксĕр те тĕрĕссине каласа парасса кĕтнĕччĕ эпир. Кĕтнĕ-шаннă кайăк йăвара пулмарĕ... Эсĕ, Алмазов, вут сарайĕнче шыраса тупнă çимĕçне хыпаласа ан лар. Пĕркун юри ыйтрăм санран — каламарăн. Пĕлмест ку терĕн пуль. Итле, Алмазов. Кăçалхи майăн вун иккĕмĕшĕнче, кăнтăрла иртсен пĕр сехетре, Мишша, сана Коля Иванов юлташĕсемпе вут-шанкă сарайне çавăтса пычĕ. Вара «пиллĕк» паллăсем илсе пире ма намăс кăтартса пурăнатăн тесе вăл хăйĕн тусĕсене сана хĕнеме ирĕк пачĕ. Эсĕ, Мишша, вĕсене малашне лайăх вĕренместĕп, сире намăс кăтартмастăп тесе тупа турăн, çирĕп сăмах патăн. Ку — пĕрре, тепри...
Миша Алмазов, унчченех хăйне лайăх мар туйнăскер, иккĕмĕш кун ĕнтĕ теме пула пашкаса-вĕриленсе çӳрекенскер, ку сăмахсене илтсен сехри хăпнипе сулăнсах кайрĕ: «Тăварламасăрах çисе ярать-иç калла Узурпаттăр... Хă, ăçтан пĕлнĕ-ши сарайри ĕç-пуç пирки Аркдавăч? Кам каласа панă-ши?..»
— Вăт халĕ эсĕ, Мишша, пире хăв уксахлама пуçланине те кăтартасшăн мар, çапах та уксахлатăн вĕт-ха. Сисĕнет эсĕ уксахлани. Тен, сарайра Узурпаттăр тунă усал ĕçе пулах уксахлатăн эс?
— Çук, ĕнер такăнса ӳкрĕм эп.
— Шăлавар пĕççине, сулахаййине, çĕкле-ха, — Алмазов патне пырать Аркадий Давыдович. — Ну, ну, хăюллăрах пул... Паччушки!.. — Мишшан ура хырăмĕ пĕр тĕлте лаша чĕрни тĕслех çĕрсе, хуралса тăнине курсан Аркадий Давыдович куçне чарса пăрахать. — Çавăн чухнехиех вĕт ку сан?
Мишша шарламасть.
— Чим, — учитель ача çамкине тытса пăхать. — Ай-юй, эсĕ кăвар пекех тĕлкĕшетĕн-çке...
Директора тем пăшăлтатать вĕрентекен, лешĕ воспитательницăсенчен пĕрне, Сидорова хушаматлине, Алмазова халех тухтăр патне леçме хушать. Алмазовпа воспитательница тухса кайсан:
— Сарайра пулнине ăçтан пĕлет ку тетĕр-и? — ыйтать Аркадий Давыдович, вара хăй ыйтăвĕ çине хăех хуравлать. — Ун чухне эпĕ шăмшака кăшт хускатас тĕллевпе çурнă вутта купаларăм сарайĕнче. Эсир пырса кĕнĕ чух, Узурпаттăр, эпĕ шăп та лăп шаршан хыçĕнче лараттăм. Вăт çапла ман сăмах кĕскен: тĕрĕслĕх вăл çиеле тухатех...
Залра ларакансем кăмăлсăррăн мăкăртатса илеççĕ.
Антисуяскоп хыççăн директор сăмах калать. Узурпаттăр капла хăтланни пĕрре-иккĕ çеç пулманран ăна унччен те сахал мар асăрхаттарнă ĕнтĕ. Узурпаттăрĕ, çын чунне юрăхсăра кăлармалли темле путсĕр тылă витĕр тухнă пекех пăсăлса çитнĕскер, интерната çине тăрсах пăсса пурăнатчĕ: çуллахи тапхăрта вĕт-шакăра поселокри анкартисене улма-çырлапа пахча çимĕç вăрлама «наряд» йĕркеле-йĕркеле яратчĕ. Каймасан çĕрле «велосипедпа» чуптарать çывăракана: ура пӳрнисем хушшине хаçат хĕстерет те хутне тивертсе ярать. Пуçлать çывăракан шарт сиксе вăранса кайиччен тапкалашма. Вăрра кайнисем çаклансан «айăплисене» интернат çывăхĕнчи çырмара вĕлтĕрен милĕкпе «çылăх каçарттаратчĕ» çара çĕртен çатлаттарса. Ачасене «христарадилетме» хĕтĕртсе урама кăлара-кăлара яни, илсе таврăннă укçана пĕр пус юлми кĕсйине пĕтĕре-пĕтере чикни те пайтах пулнă ун. «Христарадилетме» килĕшменнисене пуслăх тимĕр укçа парса шăлпа çыртса кукăрттаратчĕ. Кукăртайманнисене малти шăлĕсене пӳрнепе çирĕм хут шаккатчĕ те, вара каллех «çылăх каçатчĕ». Çитĕнсе çитмен шăл катăлса кайнине те пăхса тăмастчĕ хăш чух, катăлманнине шаккама пикенетчĕ. Çавнашкал узурпаттăрла меслетсем Узурпаттăрăн нумайччĕ. Тĕлĕнетчĕç интернатра ĕçлекенсем: «Кунашкал путсĕрлĕхе ăçтан вĕренсе килнĕ-ши ку этем интернатран ниçта тухса çӳремесĕр пурăнсах?» — тетчĕç.
— Алмазов сывлăхĕпе малашне тем пулас пулсан, Иванов, сана ятарлă колоние яма тивет, — тет директор юлашкинчен. — Çитет ача вăййи выляса...
Ача вăййи...
Узурпаттăр сарайĕнче Алмазова ура хырăмĕнчен пуленкепе çапнă пулнă. Халĕ Мишша больницăра выртать. Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ тăмасть вăл. Урана хытă çапнипе остеомиелит ятлă шăмă чирĕ тапраннă иккен. Врачсем чирлĕ ачан урин хыçалти çинçе шăммине пĕр касăк татса кăларса пăрахнă.
Вĕрену çулĕ Ваçукшăн хурлăхлăн вĕçленет ун чух. Аркадий Давыдович пенсие тухасси çинчен пĕлсен ун пырне тем капланса килет.
— Ну, матросовецсем, — тенĕччĕ Аркадий Давыдович ачасене, — ку манăн юлашки урок. Пенсие тухма вăхăт çитрĕ вĕт, шăпăрлансем. Анчах ачаччĕ эпĕ хам та. Ак халĕ — пенсионер. Вăт вĕт, тăванăмсем, вăхăт мĕн хăтланать: ах, пĕртте ватăлас килмест — вăл, вăхăт, вăйпах ватăлтарать. Сывпуллашнă май, ачасем, сире пурнăçра аслă çул, пысăк ĕмĕт, хавхаланупа çунатлăх сунатăп...
Кун пирки Ваçук Мишшана каласа парать.
Интернатран пĕр çĕрлех икĕ тĕрлĕ çын кайрĕ, —тет. — Узурпаттăра колоние ячĕç. Çирĕп режимлине. Аркдавăч пенсие тухрĕ.
— Пенсие? Аркдавăч-и? Ан суй.
— Суймас.
— Эх, — тарăннăн та ассăн сывлать Миша Алмазов. — Эпĕ уроксенче вăл поэтсем пирки каласа панисемпе хавхаланса сăвăсем те çырма пуçланăччĕ. Кама кăтартмалла халь вĕсене?
— Эсĕ малтан сывал, кайран, больницăран тухсан, тен, Аркдавăч патне килне кайса килме те çаврăнăçу çитерĕпĕр.
— Тĕлĕнес килет ман.
— Мĕнрен?
— Мана Узурпаттăр сарайĕнче пеçерккĕ панине ăçтан пĕлнĕ-ши вăл? Хă, шаршан хыçĕнче итлесе тăтăм тет тата... Кай, Антисуяскоп хăй суять те-ха... Итлесе тăрĕ вăл шаршан хыçĕнче чăнах пулнă пулсан. Сиксе тухса Узурпаттăру-качку — веç хăваласа ямалла-ха хăй...
— Мишша, ăна эп...
— Мĕн — эс? — тĕлĕнет Мишша.
— Эп каласа патăм ăна. Аркдавăч вара, хăй Антисуяскоп пулин те, хăй илтнĕ пек каласа çăлса хăварчĕ мана. Ахальтен Узурпаттăр хăй кайиччен тытса лăскатчĕ ĕнтĕ мана.
— Пулма пултараймасть! — гипсланă урине çĕклеме пăхать Мишша. — Ăçта пулнă эсĕ ун чух?
— Вут шаршанĕ хыçĕнче.
Миша Ваçука пăхса выртать-выртать те тутине вĕттĕн-вĕттĕн чĕтретме пуçласа:
— А эпĕ санран мĕн чухлĕ мăшкăлламан пуль вăл вăхăтра? — тет кĕç-вĕç йĕрсе ярасла. — У-у, тăмана! — çамкине чышкипе тач-тач тутарать. — Ых, тăнсар маймăл1.
7
Василий Абаев кĕçĕн сержант гимнастеркин кĕсйисенче чуна чи çывăх япаласем — Пăлаки аппа çырăвĕсем. Пĕтĕмпе çиччĕ вĕсем. Кашниех шултра сас паллисемлĕ, пуçланма пурте, унчченхи хура хут витĕр çичĕ листа çине тухмалла çырнăн, пĕр йышши сăмахсемпе пуçланаççĕ: «Ырă кун, ырă вăхăт тĕлне пултăр, ачам, ман çырăва илсе вулама, вăхăт тупса каялла çырма...»
Пăлаки аппан кашни çырăвĕ, юрă-кĕвĕн хушса юрламалли йĕркисем пек, пĕрешкел вĕçленет: «Телей сунап сана, хаваслăх пиллеп. Маттур пул, ятна ан яр. Çыру çыраканĕ...» Вĕçĕнче хурама туратти евĕр кукăртса алă пуснă.
Урăх çын тытса вулас тăк ним хакли те, ним чуна çывăххи те курас çук вĕсенче. Ваçукшăн вара «пыл сĕрнĕ» вырăнсем кашни çырурах пур. Акă илер, тĕслĕхрен, тăваттăмĕш çырăва: «Карăккассинче çăвĕпе кĕтӳ кĕтнĕ çулхине хăвăрт тĕреклентĕн эс. Халĕ салтакра пушшех чĕкелсе, маттурланса каятăн ĕнтĕ...» Карăккасси...
Аркадий Давыдович, директорпа килĕшсе татăлса, хăй пенсие тухичченех-ха Карăккассинчи пĕлĕшĕ патне — Хĕветут кĕтӳçĕ килне — çуллахи каникулсенчен пĕринче Ваçука леçсе хăварнăччĕ. Темшĕн килĕштеретчĕ учитель Абаева — вăл-ку паллă мар, Пăлаки аппа Аркадий Давыдович умĕнче «ывăлĕн» хутне хытă кĕнĕччĕ пулас, тем çавăн пекреххи сисĕнетчĕ.
— Акă, Хĕветут тусăм, сана пулăшакан, — Ваçука хулпуççинчен лăп-лăп тутарса кăтартать вĕрентекен пĕлĕшне. — Эсĕ ăна... вупшĕм... Хăв ачуна мĕн тунă пекех мĕн ту... А эсĕ, Василек, Хĕветут пиччӳ каланинчен йĕп çăрти чухлĕ те ан ирт.
Ялта пулса куриччен кĕтӳç ĕçĕ Ваçукшăн ытла та ансат пек туйăнатчĕ: кĕтӳç теекен этем вăрăм пушшине уртса ярать те хулпуççи урлă, çăвара шăхличĕ хыпать те çӳрет улăхра юрласа... Пĕр сăмахпа, кĕтӳç ĕçĕ нимĕнле ĕç те мар — çăтмах кăна.
Эппин, ытарма çук пастораль те ырлăх. Икĕ кун çӳресех ăнланчĕ Ваçук: унччен хăй çапла шутлани — çын аллинчи кукăль мăннăн курăнни çеç, кĕтӳç ĕçĕ — йывăр, урана ыраттаракан, ĕшентерекен ĕç. Апатне карăккассисем кĕтӳçсене черетпе çитереççĕ. Куллен виçшер хут. Ирпе-каçпа кĕтуçсем черет çитнĕ килсенче апатланаççĕ, кăнтăрлахи апата кĕтӳ патне илсе тухаççĕ.
Ĕçĕ, чăн та, ывăнтаратчĕ ĕнтĕ. Ваçук пурпĕр килĕштеретчĕ кĕтӳç ачи пулса çӳреме. Кирек епле ĕшенсен те улăх-çаранлă тавралăх куçа та чуна килентерме пăрахмасть. Ура ĕшенет те, чун канмаллипех канать. Çут çанталăкăн ырлăхĕ нумай: шăна-пăван çыпçăнма пăхать пулин те, узурпаттăрсем çук улăхра шăрăх çанталăкра хĕвелĕ çунтармаллипех çунтарать пулин те никам та пуленкепе çапмасть ураран. Хĕветут кĕтӳçĕ Ваçукшăн хăйне евĕрлĕ «начальник», ĕçе унпа пĕрлех çурмалла тăвать, апатне вара пушă аврипе тĕрте-тĕрте çитерменни кăна... Чи малтан уй хĕрринчи Çĕпритунсем патĕнче апат-ланаççĕ вĕсем... Хĕвел тин кăна тухать-ха. Çĕпритун килĕнчи вĕт-шакăрсем, тĕрлĕ çĕрте, пӳртре те, çенĕкре те, çывăраканскерсем, ним шиксĕр хуп турттараççĕ. «Манăн аттепе анне пулас пулсан эпĕ те çаксем пекех çывăрмалла та-ха», — тутлăн анасласа шухăшлать Ваçук.
Кăнтăрлахи апатпа кĕтӳ кĕтнĕ çĕре Çĕпритунăн Макçăмкка ятлă ывăлĕ, Ваçукпа пĕр çулсенчи ача, пырать.
— Аçу мĕн тăвать килте? — ыт ахальтен тĕпчет Хĕветут кĕтӳçĕ симĕс суханпа çĕр улмине уйранпа сыпса çинĕ май.
— Мунча тăрри витет.
— Картишĕнче чус хăма нумайччĕ те, унпа витесшĕн-им?
— Ăхă.
— Эсĕ, Макçăмкка, мĕн ĕçлетĕн?
— Аттене пулăшап. Кунта киличчен кăна пĕр ывăç кивĕ пăта тӳрлетсе патăм эп ăна.
— Маттур!
Макçăмкка часах каялла каять. Выльăхсем кăнтăрлахи шăрăхран пытанса çырмари йăмрасен сулхăнне пыра-пыра выртнă. Ваçук сенкер тӳпенелле пăхнă та шурă пĕлĕтсем унта шыври сахăр пек ирĕлнине сăнаса ĕмĕтленет. Ашшĕ пур пек ун... Емĕтĕнчи ашшĕ, Çĕпритун евĕрлĕскер, тем ăсталать пек... Ваçук вара мăлатук тытнă та шакка-шакка кивĕ пăта таврашне тӳрлетет. Пĕр купа пулса кайнă ĕнтĕ ача тӳрлетсе тултарнă пăтасем. Вĕсене, ăмсанмалла лайăх тӳрлетнĕскерсене, акă Ваçукăн ĕмĕтри ашшĕ тыта-тыта тĕсет, ачи енне ăшшăн пăхса кулать...
Çĕпритунсем патне каçхи апата кайсан ашшĕ кĕçĕн ывăлне ятланине илтет Ваçук.
— Саша, — тĕпчет кил хуçи хыттăн, — эсĕ ăçта çĕтсе çӳрерĕн ку таранччен? Çак турпаса пухса хумаллаччĕ. Выльăхсем вараласа пĕтериччен пуçтар-ха. Часрах, калмăк! Ах, ытла мăран хальхи ачасем.
Шутлать Ваçук: «Манăн çакăн пек атте пулас пулсан-и?.. Мĕн хушнине ялан вăхăтра тунă пулăттăм, Саша евĕр тĕлли-паллисĕр янккаса çӳремĕттĕм...»
Тепĕр кунхине, Çĕпритун тетесен кӳршисем патне каçхи апата пырсан, Савватей ятлă шĕвĕркке Ваçук умĕнче мухтанма тытăнать.
— Ав çав шăнкăрч вĕллине куратăн-и? — ыйтать вăл йăмра çинчи çĕнĕ вĕлле енне пуçĕпе сĕлтсе.
— Вара?
— Эпĕ турăм ăна. Çуркунне. Мĕнле, хитре-и?
— Аптăрамасть.
Шутлать Ваçук: «Эх, тăван кил, тăван атте-анне çукки пĕтерет. Ахальтен шăнкăрч вĕллисене кил тавра виççĕ-тăваттă та туса çакмалла эп. Мĕн, ман алла шăнкăрч вĕлли тумалла марах ийе чăмламан пуль? Мĕнрен катăк эпĕ çак Савватейрен?..»
Теприсен килĕнче икĕ шĕвĕр, арçын ачасем, çенĕк умĕнчи пусма картлашки çине ларнă та, пиччĕшĕ шăллĕне хăйма çитерет. Аллинче — хăйма банкипе кашăк, пĕççисемпе кулачă хĕстерсе тытнă. Умĕнчи пĕчĕк шăллĕ, Юрка, иккĕ-виççĕри «чĕпĕ», çăварне çăвăр курак евĕр кап карать, пиччĕшĕ ăна кашăкпа хăйма сыптарсах тăрать; шăллĕн çăварĕ пушаннă-пушанман кулачă татки хыптарать, хăй те шăллĕпе пĕрлех çиет.
Шутлать Ваçук: «Манăн шăллăм пулас пулсан?.., Чи малтан ăна тăрантарăттăм, кайран тин хам çинĕ пулăттăм. Е иккĕн çиме хаваслăрах-ши?.. Эх, шăллăм çук та, ăна тăрантарса курман та, ним калама аптриш...»
Чăн та, Хĕветут пичче Ваçука хăйсен ачисенчен уйрăм тытмастчĕ. Кунĕпе çӳресе килне таврăнсан, çывăрас умĕн, мĕнпур «партизансене» урисене çутаратчĕ вăл. Ваçукăн кĕпи-йĕмне Хĕветут пичче арăмĕ Кăлати инке çуса тасатса тăратчĕ.
Карăккассинчи кашни килтех Ваçукăн чунне шуйхантармалли тупăнатчĕ. Теприсен килĕнче, тĕслĕхрен, хурсем икĕ пуслăх та имĕш. Кашни ама вуншар чĕпĕ пусса кăларнă. Ку — нумай иккен. Ваçук шутлать: «Пирĕн... манăн кил пулас пулсан, — тет, — хурсем ун чухлех чĕпĕ пусса кăларнă пулĕччĕç-ши? Эх, вĕсене кĕтсе çӳреме епле лайăх пулмалла! Пĕвене çити хăваласа кай та, пуçа çĕклеме шăрăх пулсан, шип-шип чĕпсемпе пĕрле шыва кĕр çеç...»
Çу каçипе кашни килех çитсе çаврăнчĕç вĕсем. Тĕрлĕ кил — тĕрлĕ калаçу. Тĕрлĕ çын — тĕрлĕ ĕç-пуç. Тахăшĕсен килĕнче амăшĕ ачине, Ваçукпа тантăшрахскерне, тем те пĕр каласа вăрçнине лайăх, паянхи пек, астăвать Абаев: «Эх, сана, тăрлавсăра, ма çуратса янă-ши эп?..» Шутлать Ваçук: «Мана та анне çапла ятласа шутласах пăрахса хăварнăшим вакунта? Эпĕ те çак ача пекех тăрлавсăр пулнăшим? Халь анне çумра пулас пулсан-и... Эпĕ ăна ĕмĕрне, нихăçан та, нихăçан та тарăхтарассăм çук. Вăл мĕн каланине пĕтĕмпех итлемелле...»
Çук, çук, Хĕветут пичче шучĕпе, Ваçук пĕртте тăрлавсăр мар иккен.
— Маттур, лайăх ача эс, — текелетчĕ вăл. — Аркадий Давыдовича та çаплах калатăп сан пирки. Чăнах, туршăн та, çаплах калап: «Маттур», — теп. Вот и вçо! Мĕн именсе тăмалли пур лайăххине лайăх темелле чух. Маттур эс, чăнах, ма-ла-дес. Чăвашла та ав йăпăр-япăр вĕренсе, ăнкарса пыратăн.
Вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн интерната таврăнсан Пăлаки аппа икĕ аллине шарт та шарт çапса Ваçук тавра тĕлĕнсе утса çаврăнать.
— Эсех-и ку, ывлăм? Хă, еплерех йăрăланса кайнă! Ӳтӳ-тирӳ — чисти пăхăр. Ялта мĕнле, лайăх-и?
— Ăхă.
— Килĕшнĕ тĕк аван-ха. Хĕветут пиччӳ пĕлет вăл сан пек шăркалчăсене ĕçе явăçтарма.
8
Ахăртнех, Пăлаки аппа та, Аркадий Давыдович пекех, Карăккасси таврашĕнчен тухнăскер пулас. Ăна-кăна нихăçан та ыйтман Ваçук. Çарта малтанхи темиçе уйăхĕ кăна вăрах иртет иккен. Хăнăхса çитиччен. Кайран, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ тĕрлĕ наци йĕкĕчĕсемпе туслашса кайсан, кунсем вĕлтлетме кăна тытăнаççĕ. Пуйăс ыткăнса пынă чух çул хĕрринчи юпасем мĕлтлетсе юлнă пек хăвăрт вĕçсе иртсе каяççĕ кунсем: эрне хыççăн эрне иртет, уйăх хыççăн уйăх... Виçĕ çулталăк иртнине сиссе те юлаймасть салтак. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн Аслă командовани тав тунине илтме тивĕç пулнă Василий Абаев кĕçĕн сержантăн тепрер уйăхран-мĕнрен демобилизаци йĕркипе каялла таврăнмалла та пулать. Кашнин чĕлхи çинчех чи çывăх сăмахсем: «Кил... Атте-анне... Тăвансемпе хурăнташсем...» Ваçук кăна калаймасть çав сăмахсене. Мĕн вăл кил? Интернат тек каялла йышăнмасть. Устернĕ вăл, çын тунă. Тавтапуç уншăн та. Атте-анне... Ун пирки те «кулянмалли» çук. Ăçта каймалла Ваçукăн çар хыççăн — хальлĕхе ăна-кăна карт хуман-ха, хальлĕхе вара служба та служба пулма пăрахман. Кайран куç курĕ унта.
Сĕм-сĕм вăрман. Çар чаçĕ тавра çаврăнса иртекен çул — салтаксем кросс ирттерекен вырăн — Ваçука пăшăхтармаллипех пăшăхтарнăччĕ паян. «Ватă» салтаксем противогаз тăхăнса çухрăм çурă таран чупрĕç, çамрăксене епле чупмаллине кăтартса пачĕç. Акă халь, чупнă хыççăн тăхтав пекки тунă хушăра, салтаксем лачкам пулнă гимнастеркисене туратсем çине çака-çака типĕтеççĕ. Ваçукăн ав гимнастеркисĕр пуçне Пăлаки аппăшĕн çырăвĕсенчен пĕрне, малти кĕсьере тарпа вистеннĕскерне, типĕтмелле пулса тухрĕ. Кĕçĕн сержант çамрăк хурăн айĕнчи тунката çине ларать, самай исленнĕ çырăва хĕвел питтине уçса хурать.
«Ырă кун, ырă вăхăт пултăр, ывăлăм, ман çырăва илсе вулама, вăхăт тупса каялла çырма...
Кăштăр-кăштăр сенкер шимсă тăхăннă çамрăк-сене курнă-курман, Ваçук ачам, леш пăтăрмаха аса илетĕп. Сирĕнпе çарта апли-капли пулмалла мар-ха та, пурпĕр аса килет çав пăрăнăç кун. Салтак хыççăн эсĕ тек-тек унашкаллипе ан çыхлан...»
«Шимсă» тесе Пăлаки аппа джинс шăлавар пир-ки калать-ха.
Джинс...
Çиччĕмĕш класс хыççăн пулчĕ ку. Çу вăхăчĕ интернатри ачасемшĕн тĕрлĕрен иртетчĕ. Хăшĕсем, ашшĕ е амăшĕ таçта пуррисем, килĕсем еннех туртăнатчĕç. Унашкаллисем, кĕркуннесенче каялла таврăнсан каласа панă тăрăх, вăхăта ытларах ашшĕ-амăшĕсен хурăнташĕсемпе тăванĕсем патĕнче ирттереççĕ иккен. Воспитательсемпе вĕрентекенсем хăйсемпе пĕрер «партизана» иле-иле кайни те чылай пулнă. Ниçта каяйманнисене интернат директорĕ çу вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçе явăçтарма тăрăшатчĕ.
Çапла, çиччĕмĕш класс хыççăн, çу вăхăтĕнче, шăпа тени Ваçука интернатри çирĕм-вăтăр ачапа пĕрле Ш. хули çывăхĕнчи улма-çырла совхозне илсе кайнăччĕ. Хурлăхан, крыжовник, хăмла çырли, виктори татса, пан улми пуçтарса иртет ачасен çу вăхăчĕ. Теплицăсенче те ĕç тупăнсах тăрать. Интерната, килĕшӳ тăрăх, совхоз ĕçшĕн улма-çырла уйăрса парать. Совхоз сачĕ тулăх та пысăк. Унăн кăнтăр енче, çырмара, самай илемлĕ кӳлĕ пур. Çырла ачисем — совхоз ĕçченĕсем интернатран пынисене çапла чĕнетчĕç — кăнтăрлахи вăхăтра кӳлĕ хĕрринче канса, шыва кĕрсе юп куратчĕç. Улми-çырлине астивме те чармастчĕç кунти пуçлăхсем: «Тавайăр-тавайăр, çийĕр пултарнă таран. Хушма ĕç укçийĕ пекки пултăр». Улма-çырла — хăвăрт тăрантаракан çимĕç: е шăла шантарса ярать, е хырăма чĕпĕттерсех выçтарма тытăнать, вара хушма ĕç укçи те кирлĕ мар пулса тухать.
Сад пахча тавра йĕплĕ пăралук карса тухнă, пурпĕр темле студентсем, сад çывăхĕнчи стройкăра ĕçлекенсем, чип-чиперех шăвăна-шăвăна кĕретчĕç.
«Хăш енче çырла лайăх пиçсе çитнĕ?» — текелесе хырăмпа шăвăнса иртетчĕç те лайăх кăна çисен, ним пулман пекех, тăван килĕнчи пахчаран тухнă пекех шикленмесĕр утса тухса каятчĕç. Совхоз агрономĕн ывăлĕ, Вадим ятлăскер, пĕлтĕр салтакран таврăннăскер, сăлтавсăр-мĕнсĕрех Çырла ачисем таврашĕнче явăнма тытăнать. «Сада вăрттăн-кĕрттĕн кĕрекен студентсене сыхлать пулас ку», — тесе кулатчĕç ачасем малтанах. Шăвăна-шăвăна кĕрекен студентсене курсан та Вадим шăв-шав çĕклеменрен, вĕсене хăваламанран, унчченхи пекех пĕр ĕçсĕр явăнса çӳренĕрен тĕлĕнме пуçлаççĕ интернат ачисем: «Мĕскер явăнать ку пирĕн тавра? Ĕçлĕ лашана çыпăçакан пăван пекех...» Каярахпа ыттисем сисиччен Ваçука куç хĕссе Вадим ăна çырма хĕрринчех ӳсекен лаштра йăмра айне ертсе каять.
— Эсĕ студентсенчен нихăшне те палламастăн-и? — тесе тĕпчет хăй, çийĕнчи джинс шăлаварне юри унтан-кунтан турткаласа курнăçланать. — Мĕнле, аван-и?
— Аван. Студенчĕсене, Вадим, эпĕ пĕрне те палламас.
— Хм... Сана кирлĕ мар-и ăнсăртран кунашкалли?
— Мĕн кирлĕ мар-и?
— Ну, шăлавар. Джинс...
— Çук, — кирлине кирлĕ пуль-ха та, пуçри лĕкке çилпе вĕçтерсе тăнăшăнах парас çук-ха Вадим Ваçука джинс шăлавара. — Кирлĕ мар.
— Атя ларар.
Симĕс çерем çине ларсан Вадим:
— Вася, пĕр эксперимент ирттерер мар-и? — тет.
— Мĕнли?
— Атте мана джинс илсе парса. Мускава кайсан, — Вадим Ваçука чăмламалли резинка парать. — Иккĕ тан туянса килнĕ. Пери — акă, тĕпри — килте. Хама тăвăртарах. Такама мĕн тумалла та ăна... Студентсенчен сире джинс кирлĕ мар-и тесе ыйт-ха вылянмалла-кулмалла. Американски те. Импорт, шик-модерн те. Фирма палли кăна ун алă-утмăл тенкĕ тăрать. Таса йĕсрен тунă. Блеск чисти! Кам сутнине çеç ан кала. Манăн Горио папаша хăлхине кĕрсен пĕтерет вара иксĕмĕре те. Магнитофон илме укçа кирлĕ. Ан шиклен, мамашăпа килĕшсе татăлнă эпĕ вăл шăлавара сутасси пирки... Так што...
Ваçук ун-кун пирки шутламасăр «вылянмалла та кулмалла» студентсенчен пĕрне часах джинс шăлаварлă тăвать, анчах пач кĕтмен çĕртен пăтăрмаха лекет. Олег ятлă студент Ваçука шăлаваршăн: «Кун-та шăп та лăп ик çĕр тенкĕ», — тесе хаçатлă чĕркем тыттарать. Ваçук ăна Олег умĕнче уçса пăхмасăрах, укçи-тенкине шутламасăрах чĕркеме Вадима парать. Çур сехет пек иртет-и вăхăт, Вадим Ваçука çухаран ярать те илет. «Эсĕ мĕн хăтланатăн? — пăвăртать вăл кăкăртан силлесе, шултра та намăс сăмахсемпе лаплаттарса. — Эсĕ студента шăлавара миçе тенке сутрăн?»
— Ик çĕр.
— Вăл сана миçе тенкĕ пачĕ?
— Ара, ик çĕр пуль.
— Апла тăк, интернат хăнкăли, тата сакăр вунă тенкине ăçта чикрĕн?
— Пĕлмес. Эпĕ уçса пăхман Олег пакетне. Тӳрех сана патăм.
— Ых, хĕртмен чӳлмек, тăм писмен! Пăхмалла пулнă. Чуп, илсе кил тата сакăр вунă тенкĕ.
Джинс туяннă студенчĕ ним ăнланмана персе куçне-пуçне чарса пăрахать.
— Мĕнле сакăр вунă тенкĕ? — тесе пăсăрлантар-ма тытăнать Ваçука. — Ниме тăман пир-авăра, юн ĕçенсем, вунă хут ӳстерсе сутатăр, кайран мăшкăлласа татах ыйтса çӳретĕр. Акă эп сана, спекулянт прокляттăй, пĕрре тапсах икĕ хутчен вĕлерсе пăрахап. Вăт пулать сана вара сакăр вунă тенкĕ. Кăш кунтан, кăш!
Ыйту палли майлах хутланса каять «прокляттăй спекулянт».
Ваçукăн ним айăпсăртан айăплă пуласси кунпах пĕтмест. Вун-вун икĕ кунран Олег студентăн амăшĕ, тăм кушакĕнчен укçа çухалнине кая юлса сиснĕскер, унти укçапа ывăлĕ мĕн туяннине пĕтĕмпех ыйтса-тĕпчесе пĕлнĕскер, вашкăнса çитет сада.
— Эсĕ сутнă-и-ха пирĕн Олега джинс? — çиçĕм çиçтерме, аслати авăттарма, çĕре кисретме тытăнать вăл.
Шарламасть Ваçук.
— Ме хăвăн йĕмна, — хул хушшинчи тĕркеме ура умне пăрахса парать тарăхнипе кĕç-вĕç шап çурăлса каяс вĕçне çитнĕ тачка хул-çурăмлă хĕрарăм. — Укçана, ик çĕр вăтăр тенке, халех каялла пар. Мамент, аттун!.. Аттун çитмен вырăн, айăн-çийĕн çавăрман кантур хăвармас çак çĕр çинче. Ăнланмалла-и? Тавай, тавай ик çĕр вăтăр тенкĕ!
— Мĕ... мĕнле ик çĕр вăтăр? — тĕлĕннипе сурчăкне аран çăтса антарать Ваçук. — Эпĕ унран, сирĕн Олегран, Вадим каланă тăрăх, çĕр çирĕм çеç илнĕ...
— Камран — унран? — куçне сиктерсе кăларас евĕр чарса пăхать Олег амăшĕ.
— Сирĕн Олегран.
— Сана вăл ик çĕр вăтăр патăм тет. Тавай укçана!.. Чим, Вадим текенни кам тата вăл?
Каласа парать Ваçук ĕç мĕнле пулса иртнине. — Ахă, — шăлавара çĕртен илсе хул хушшине хĕстерет Олег амăшĕ, — кунта сирĕн целăй шайкка иккен-ха... Ăхă, калла-и-ха эсир? Чим, эп сире-и!.. Эп сире катлет тунă çĕре яртарап. Чĕрĕллех. Ых-х! — шăлне шатăр-р тутарса каялла тап-тап утса каять утă купи майлах патвар майра. — Шăркăрсене ирттереп-ха эпĕ сирĕнне.
Кĕçех милици тĕпчеме тытăнать. Вылянмалла-кулмалла тĕпчемест иккен вăл «вылянмалла та кулмалла» пулса иртнĕ ĕç пирки. Вадим джинс пирки шат та пат тунать:
— Пулман унашкалли, — тет Ваçука шутсăр тарăханçи пулса. — Эпĕ хам та ак çакăнтан, сĕлĕхрен, — Ваçук енне намăс-симĕсе пĕлмесĕрех пуçне сĕлтет вăл, — ик çĕр вăтăр тенкĕ парса туянтăм.
Милици апла-капла турткалани çитмест-ха, Сергей Александрович директор: «Интернатри кашни ача пуçне патшалăх сакăр çĕршер тенкĕ тăкаклать, — тесе ăçта курнă унта ятлама тытăнать Ваçука. — Сана, мĕн, патшалăх уйăрса паракан укçа çитмест-им? Сан, мĕн, Узурпаттăр çулĕпе каяс килет-им? Вăт вĕт, куç умĕнчех лăпкă хурах çитĕнет. Ахальтен каламан лăпкă кӳлĕре шуйттансем киленсех пурăнаççĕ тесе».
Кунашкал лару-тăрура Ваçук хăйне çырана кăларса пăрахнă пулă пекех туять. Сывлать-сывлать — сывлăш çитмест. Шутлать-шутлать — нимĕн ыррине те шутласа кăлараймасть. Мĕн тумалла капла?
— Пĕр пус та чикмен эпĕ кĕсьене, шăлаварĕ те вăл манăн пулман! — тесе кăшкăрас та тĕнче хĕррине çити чупса каяс, вара унтан кутăн-пуçăн таçталла янкăртатса анса каяс килет Ваçукăн. Аркадий Давыдович çумра пулинччĕ хăть. Вăл пулсанах, ăна каласа парсанах ĕç-пуç, тен, кунашкал хивре çаврăнса тухас çукчĕ. Антисуяскоп кун пек чух шутласа кăларатех мĕн те пулин.
Ваçук ĕçне интернатра пухура пăхса тухаççĕ. Тĕпчеççĕ. Ятлаççĕ. Епле пурăнмаллине вĕрентеççĕ. Хӳтĕлекенсем те çук мар. Пур, пур! Пач кĕтмен чух:
— Тек тӳсĕм çитмест ман, — тесе сиксе тăрать Миша Алмазов. — Пĕр шаймăкĕ амăшĕн укçине вăрласа джинс туянать, тепри çын урлă сутса куç умĕнчех услам тăвать. Эпир вара, сăвăс пек, ним айăпсăр çынна тăрăнса лартăмăр. Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар ку!
Сергей Александрович, Алмазовран кунашкал чăрсăрлăха кĕтменскер, пĕр хушă ним калайми пулать.
— Алмазов, — чылайран тин кăшкăрать вăл хăлаçланса, — санран аслăрах та ăслăрах çынсем те пур кунта! Пĕлеççĕ вĕсем мĕн туса мĕн каламаллине. Сана вара кам сăмах панă халь?
— Аслисем те, ăслисем те пулччăр — тĕрĕс мар, тĕрĕс мар ку пурпĕр! Абаевра, эпĕ пĕлетĕп, çур пуслăх та айăп çук. Эпĕ ăна, Ваçука, ăслисенчен те, аслисенчен те лайăхрах пĕлетĕп. Вăт! Ăçта пулнă эсир, аслисемпе ăслисем, отличниксене Узурпаттăр вутă сарайĕнче пĕрерĕн-пĕрерĕн хĕненĕ чух?.. Кабинетсенче ларнă эсир. Абаев вара, мана хĕненине вутă шаршанĕ хыçĕнче итлесе тăнăскер, кун пирки Аркадий Давыдовича евитленĕ. Аркдавăч Абаева сыхласа хăварас тесе хăй итленĕ пек каласа кăтартнă сире. Вăт мĕнле ача вăл Абаев Вася. Эпир вара...
Алмазов, «пиллĕк» паллăсемпе вĕренме тытăннăскер, тек-тек шаймăкланма пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Тен, çавăнпах хăюллă вăл халь, тен, уншăн та мар, тен, Ваçука ырăшăн ырăпах тавăрас килет ун халь...
— Пулчĕ-и сан, Алмазов? — ыйтать директор.
— Пулчĕ, — пуçне усать Мишша. — Ну, эпĕ чăннинех каларăм.
— Лар, адвокат... Ну, тата камăн каламалли пур, юлташсем?
Пăлаки аппа хăюсăррăн кăштăртатса тăрать те:
— Ваçук куллен мана пулăшнăран ун пирки ырă сăмах калать ку тесе ан шутлăр тата, — пухăннисене тимлĕн пăхса çаврăнать хайхи. — Çак ача чунне эпĕ витĕр курап: эсир шутланă пекех япăх çын мар вăл.
— Чим, Пелагея Ермолаевна, мĕн туса пулăшать Абаев? — тĕлĕнет директор.
— Вутă çурса парать, шыв кӳрет, çĕр улми шуратать, савăт-сапа çăвать, хăш чух кĕнекесем та вуласа парать.
— Эс... эсĕ ăна кухньăна кĕртетĕн-им? Эсĕ, Пелагея Ермолаевна, ачасене кухньăна кĕртме юраманнине пĕлместĕн-им?
— Пĕлеп... Мĕнле калас та... Сергей Александрович, ман шутпа, ырă, пиллĕ çынна интернат кухнине çеç мар, патшалăх банкне те кĕртме юрать, таса мар кăмăллă çынна тăван кил çенĕкне кĕртме те çылăх. Ĕçĕ-хĕлĕ кунта çĕр улми шуратнипе шуратманнинче мар-ха. Темле улшуçла япала пирки пуплетпĕр каçса кайса. Кун пирки, ман шутпа, ка-лаçмаллах, сӳтсе явмалла. Анчах кунта, интернатра, мар, урăх çĕрте тапратмалла сăмаха, сӳтмеллине сӳтмелле лайăх кăна, явмаллине явмалла.
— Ăçта «урăх çĕрте»?
— Университетра. Амăшĕсен укçине вăрласа шимсă туянакансем пур çĕрте. Тата лере, совхозра, шимсăсене çынсем урлă сутса услам тăвакансем патĕнче... Ну, ăна-кăна пĕлмесĕр, тĕшмĕртмесĕр Ваçук йăнăшнă тейĕпĕр! Штраф паратăр-и пĕррелĕхе — хирĕç мар, хамах тӳлетĕп!
Аран-аран сĕвĕрĕлсе каять пăтăрмах тени, Ваçук тинех çăмăллăн сывласа ярать. Сывлать-сывлать — кăкăр лаштах сарăлать; шутлать-шутлать — шутланăçемĕн шутлас килет, пуласси пирки тата ытларах ĕмĕтленес килет. Тĕрĕслĕх çиеле тухсан утас та чупас, чупас та вĕçес килет этемĕн. Утать те чупать вăл, чупать те вĕçет... тĕлĕксенче. Интернатра пуху пулнă хыççăнхи каç вăл пĕррремĕш хут тĕлĕкре вĕçнĕччĕ. Çапла, вĕçет этем. Аллисем — иксĕлми хăлаçсем. Тин кăна вĕçме хăтланакан Миша Алмазова та хăйĕнчен хăвармасть вăл.
— Мишша, — тет пек тĕлĕкре чĕкеçрен те хăвăрт вĕçнĕ май, — аллусене ак çапла сул эс. Вăт, вăт, халь тин тĕрĕс сулма тытăнтăн. Атя, Мишша, çак кӳлĕ тавра вĕçсе çаврăнар. Леш енче, куратăн-и, хĕвел шыва кĕрет, пире те кăчăк туртать...
9
Демобилизаци умĕнхи икĕ уйăх вăрах иртет. Кашни салтакăн чĕлхи çинче пĕр сăмах: «Киле каятпăр вĕт». Сисет Абаев кĕçĕн сержант: «кил» сăмах кашнин чунне хĕмлентерет, салтак хул-çурăмĕнчи кашни клеткăна вылятса хускатать.
Кил! Пурин тенĕ пекех пур вăл. Ваçукăн кăна çук. Интерната кил теме пулать пулĕ-ха. Аван-и, начар-и, пурпĕрех вăл ӳстерсе çын тунă вĕт-ха Ваçука. Тавтапуç сана, тăван интернат! Анчах, вăл сана килĕштерет, эсĕ те унран ютшăнсах каймастăн пулсан та, тек вырăн çук-çке-ха унта, тăван кил пек интернатра. Ыттисем, урăххисем, йышăннă сан вырăнна.
Салтаксем хавассăн, тăрăшса юрлаççĕ ушкăнпа:
Через две,
через две зимы,
Через две,
через две весны
Отслужу, отслужу как надо
И вернусь.
Кашни салтакăн кĕтекенĕсем пур: ашшĕ-амăшĕ унта, тăванĕ-пĕтенĕ, хурăнташĕ-мĕнĕ, тус-юлташĕ... Тен, хĕр упраç енчен те чухăнах мар. Ахальтен юрлаççĕ-ши вĕсем туслăн, полигон таврашĕнчи ăвăс çулçисем çилсĕр-мĕнсĕр вĕлтĕр-вĕлтĕр тумалла.
Отолужу, отслужу как надо
И вернусь.
Ваçук та ыттисенчен юлмасть. Салтаксем, çуркунне тăван кĕтеселле вĕçсе каякан кайăксем пек, хаваслă та кăмăл-туйăм енчен çунатлă. Ваçук та хаваслă. Анчах ăçталла вĕçтермелле ун? Тен, пĕр-пĕр стройкăна? Халь стройка таврашĕ нумай. Мидхат Гильманов хăйсен енне пит чĕнет те, тен, унталла çул тытса пăхмалла?
Каçхине ушкăнпах уçăлма тухса ушкăнпах юрланă хыççăн салтаксем казармăна кĕреççĕ те:
— Отбой! — тени илтĕнет — Шевченко старшинан сасси ку.
Вĕрсех тăнă чух сӳнме пĕлмен кăвар пек тĕлкĕшет те тĕлкĕшет Ваçук пуçĕнче шухăш кăварĕ: «Малашне мĕн тумалла? Ăçталла çул тытмалла?»
Койкăсем хушшипе, савăлланса, çутă ӳкет. Дневальнăй патĕнчи лампочка çути вăл. Ваçук ĕнер кăна Пăлаки аппаран илнĕ çырăва кăларса пăхать. Шултра сас паллисем, унталла та кунталла тайăлнă шĕтĕрнек картана аса илтерекенскерсем, тĕттĕмрех çĕрте те аван курăнаççĕ.
«Ырă кун, ырă вăхăт пултăр, ывăлăм, ман çырăва илсе вулама, вăхăт тупса каялла çырса яма... Эсĕ халь, ачам, хăв тĕллĕн, хăв пуçупа пурăнма тытăнас çын. Сан умра çул уçă. Пур еннелле те: хăть тинĕселле, хăть сăрталла, хăть çеçен хирелле, хăть вăрманалла, хăть тӳпенелле — пур çулĕ те çамрăксемшĕн ирĕк. Кирек ăçталла кайсан та, ыльăм, çула май пĕрер кунлăха кĕрсе тух-ха ман пата. Куç умĕнче ӳснĕрен тăван ачама курнă пекех курас килекен пулчĕ...»
Мидхат Гильманов та Хусантан илнĕ çырăва кăтартнăччĕ паян. Куккăшĕнчен. Вăл ăна Хусаналла хĕтĕртет: «Нефтçĕ пулăн. Кил. Укĕнмĕн, пĕртте ӳкĕнмĕн», — тет. Мидхат çавăнпа та паян чавсипе тĕрткелесех çӳрерĕ:
— Атя пĕрле, Вася. Шакирабзый ман шутсăр лайăх çын. Сана та пулăшĕ вăл, — тет. Чĕнмесĕр çӳрет-çӳрет те Мидхат каллех çыпçăнать: — Ну, мĕнле, — тет, — пыратăн-и?
— Пырап, анчах...
— Мĕн «анчахĕ» тата?
— Малтан хамăр еннелле кĕрсе тухмалла ман. Пĕрер кунлăха. Пушкинăн Арини пекрех этем пур ман. Тархасласах кĕрсе тухма чĕнет. Аван мар кĕмесен. Пĕлетне, Мидхат, ирхине интерната ĕçе пырсан саппун кĕсйинчен ялан мĕн те пулин — е канфет, е пĕремĕк, е пан улми, е сушка, е печени — кăларса паратчĕ мана Пăлаки аппа. Атя, Мидхат, пĕрле çаврăнса тухар.
— Юрĕ, курмалла кĕрсе тухар. Сирĕн енче, Хăмластанра, пĕрре те пулса курман эп. Харпăр хăй ӳснĕ кĕтес пахах çав. Телеграмма парас эппин сан аппу патне. Хĕпĕртетĕр.
10
Автобус çинче, кайри ларкăч патĕнче, йĕкĕрешсем майлах пĕр пек Мидхатпа Ваçук тăрса пыраççĕ. Чарăнусенчен пĕринче Ваçук Абаев чутах кăшкăрса ямасть:
— Мишша, эсĕ-и ку? — тет вăл автобуса тин кĕнĕ йĕкĕте алă тытса. — Алмазов, салам!
Алмазов Ваçука асăрхасан ăна ыталаса илет, çурăмĕнчен, çăкăр пиçнипе пиçменнине тĕрĕсленĕн, кӳп-кӳп тутарать. Калаçса кайрĕç. Миша Алмазов таксипе ĕçлет иккен. Авланма ĕлкĕрнĕ. Халĕ хуняшшĕ килĕнче «курортра» пурăнать. Курорт пирки те ырласа вăлтса каларĕ, те хурласа шахвăртрĕ — ăна-кăна ăнланмарĕ Ваçук.
— Ну, мĕнле, ĕç килĕшет-и, Мишша?
— Килĕшесси качки... Тĕрлĕ пулать. Ак, — аялти тутине, çĕвĕллĕскерне, шĕвĕр пӳрнипе тĕллесе кăтартать Алмазов, — кун пекки те пулкалать.
— Аварие лексе-им?
— Çук. Тахçан Узурпаттăр вутă сарайĕнче манпа мĕн хăтланнине астăватăн пуль?
— А какшă...
— Çавнашкалтараххи ку. Узурпаттăрсем интернатра кăна мар, пурнăç çулĕ çинче татах та пур иккен.
— Чим, Узурпаттăр сана лайăх вĕреннĕшĕн, вĕренӳре малта пынăшăн ярса илнĕччĕ вĕт-ха, ку вара мĕн амакĕшĕн?
— Итле эс малалла. Еçлеме тытăнтăм таксипе. Сменăра ялан хĕрĕх пилĕк-алă тенкĕ таран пуçтарса параттăм тăван автотрансапорт предприятине. Тăван ПАТП ырлать мана, премисем парать. Пĕр сăмахпа, чыс та хисеп!
— Вара?
— Виççĕмĕш хут преми илсен пулчĕ ку. «Вăт, — терĕ начальник, — юлташсем, камран тĕслĕх илмелле сирĕн». Хăйсен кĕсйисене тултарассишĕн çеç хыпса çунакан таксистсене куçран тĕллесе ятларĕ вăл, вĕсене ман пек пулма чĕнсе каларĕ. Пуху пĕтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теççĕ мана хăш-пĕрисем, — ку премие çăвар санне. Пирĕнтен пурпĕр илесси пулас çук ăна, мĕншĕн тесен ĕçлесе укçа-тенкĕ пухассипе нормăна тултараймастпăр. Эсĕ ав маттур. Пассажирсемпе пĕр чĕлхе тупма маçтăр çав эсĕ». Ытлашши турткаланса тăмарăм.
Премие çунă чух эсĕ пирĕнтен ма уйрăлса тăрасшăн тесе чутах пĕçерккĕ паратчĕç мана Узурпаттăр хăраххисем. Пĕри шăхăрттарса яма та ĕлкĕрчĕ тута урлă. Юрать мана сехмет кăтартма шутланă тĕттĕм кĕтесе ăнсăртран начальник пырса тухрĕ. Ахальтен ĕç-пуç начартарах вĕçленме пултарнă маншăн.
— Анланмастăп, Мишша, эсĕ патшалăха нумайрах укçа пухса пани лешсене мĕн-ма тарăхтарнă?
— Ним ăнланмалла марри те çук кунта, Ваçук. Эпĕ плана тултаратăп тăк, эппин, пассажирсем çӳреççĕ таксипе, апла тăк ытти таксистсем те тултарма пултараççĕ плана. Вĕсем вара, плана тултарайманнисем, «сулахая» ытларах юртаççĕ, патшалăха пухса пама тивĕç укçана хăйсен кĕсйисене чике-чике хураççĕ.
— Ă-ă, ун пек-и-ха вăл? Халь ăнланмалла. Çапах та мĕнпе вĕçленчĕ ку ĕç?
— Иртнĕ эрнере суд пулчĕ. Пиллĕкĕшне те мана тăн кĕртме каварланнисене, тивĕçлипе айăпларĕç.
Поселокри йывăçсем тин кăна ăшă çумăр çуса иртнĕрен качча тухма хатĕрленсе тăнă пикесем майлах чипер. Хĕвел куçне ăшшăн хĕскелесе кăнтăралла кармашать. Акаци тĕмисен чечекĕсем çинче йăраланса ылтăн евĕр саралса кайнă вĕлле хурчĕсем çилĕмпе çыпăçтарнăн мĕшĕлтетеççĕ, хăйсем курăнми тăрăнса ларса каялла аран-аран тапаланса тухаççĕ.
— Халь ăçталла çул тытасшăн? — ыйтрĕ Миша Алмазов Ваçукран.
— Малтан интерната кĕрсе тухасшăн. Пăлаки аппа патне. Унтан — Тутарстана. Ак çак Мидхад ятлă тутар тусăмпа нефтçĕ пуласшăн-ха.
— Интерната? Пăлаки аппа тек унта ĕçлемест ĕнтĕ. Пенсире вăл.
— Хăçантанпа?
— Эсĕ салтака тухса кайсан тепĕр куннех ĕçе тухман иккен вăл. «Ваçук пуртан кăна юлашки вăя хурса ĕçлерĕм, халь вăл кайрĕ те, вăй та тăрук пĕтрĕ. Тек ĕçлеес çук», — Пăлаки аппа çапла каланине эпĕ хам хăлхапа хамах илтсе. Эсир апла тепĕр чарăнура анăр та тӳрех килне кайăр. — Мишша хăйĕн адресне те каларĕ, кĕрсе тухма йыхрав турĕ: — Юлташна та пăрахса ан хăвар, — текелерĕ.
Чăш-чаш туса автобус тăпăл-тăпăл çăкасем айне пырса чарăнчĕ. Салтаксем анса çинче те ансăр тăкăрлăкпа çырманалла, Хуçалăх урамнелле, çул тытрĕç. Акă вуннăмĕш çурт, кĕç-вĕç çырманалла шуса анаслах тайăлса кайнăскер. Салтаксене хирĕç Пăлаки аппа вĕткеленсе тухрĕ. Ахăртнех, чӳречерен пăхса тăнă пулас.
— Анне!
— Ывăлăм!
— Сывах-и, анне!
Шкул ачи мăнăш кăна пулнă Пăлаки аппа курпунланнă, татах пĕчĕкленнĕ. Вăл яштака салтака таврăннă ятпа саламласа çурăмĕнчен лăпкама пăхать, кармашса çитеймест. Вара, тахçанхи йăлапа, саппун кĕсйинчен виçĕ пĕремĕк кăларса пĕрне Ваçук енне тăсать, хăйсем халĕ интернатра маррине аса илет те аванмарланса вĕсене каялла чикме пăхать.
— Пĕрре хăнăхнă та, — тет, — ир тăрсан куллен мĕн те пулин чиксе хуратăп сана валли. Вара интерната та, ĕçе те каймалла маррине, унта эсĕ çуккине аса илсе кăштăртатса çӳренĕ май хамах майĕпен кĕшĕклесе ярап. Ну, кусене, ятарласа чикнĕскерсене, хăвăр пур та пĕрерĕшне парам-ха. Чулпа пени мар-иç. Илĕр-илĕр, — кĕçĕн сержантсене пĕрер пĕремĕк тыттарчĕ Пăлаки аппа.
Вăл мăн аккăшĕсĕр, хирти юпа пек, пĕчченех тăрса юлнă иккен.
— Нумай нушаланчĕ мăн акка, — хăй тĕллĕн мăкăртатнăн каласа пачĕ пĕчĕк хĕрарăм. Утти-юртти хăйĕн пурпĕрех йăрă-ха. — Тăхăр вуннăран иртнĕччĕ вăл. Вилĕме куç пекех кĕтетчĕ. Кăçал кăрлач уйăхĕнче пытартăмăр.
Сăмах хутаççи те майĕпен салтăнчĕ, çамрăксем мĕнле ĕмĕтсемпе пурăннине те ыйтса пĕлме çаврăнăçу çитерчĕ Пăлаки аппа. Ваçук туртине Тутарстаналла çавăрма шутланине пĕлсен куçĕнчи савăнăç хĕлхемĕ палăрмаллах тĕксĕмленчĕ, вăл çине-çинех ассăн сывласа илчĕ. Шарлама вара нимех те шарламарĕ. Хăй пултарнă таран сăйларĕ салтаксене, тавралăха каç сĕмлĕхĕ çапсан:
— Пĕрер çĕр выртăр-ха, — терĕ йăвашшăн. — Те курайăпăр урăх пĕр-пĕрне, те... Çĕр вăл аслă... Ахальтен каламан ĕнтĕ тĕнчен пĕр хĕрри вутпа çунать те тепĕр хĕрри йăл кулать тесе.
Çамрăксем тăвăр пӳрт ăш-чиккине ун-кун пăхкаласа çаврăннине курсан:
— Ан шикленĕр, çенĕкре иксĕре валли те вырăн тупăнать, — тесе, Пăлаки аппа сĕтел çинчи савăт-сапана пуçтарса çурĕ. — Каçа хирĕç çула тухма хушман, каçхи çула кашкăр картлать тенĕ...
Ирхине çенĕке тухнă Пăлаки аппа Ваçука тĕрткелесе вăратрĕ.
— Атя-ха, — пăшăлтатса пĕлтерчĕ вăл. — Атя пӳрте, калаçмалли пур ман санпа.
Пӳрте кĕрсен:
— Акă, — терĕ кăмака кукринчен тутăрпа чĕркенĕ тем япали туртса кăларса, — ку сана валли.
— Мĕн вăл?
— Мĕнле калас?.. Ĕмĕр тăршшĕпех пуçтаркаласа пынă укçа, уйăхсерен пилĕк-ултшар тенкĕ... Пухăнкаланă йара кăшт-кашт. Икĕ пин ытларах.
Ваçук аванмарланса, хĕрелсе кайрĕ.
— Ил, ил, — хистеме пуçларĕ Пăлаки аппа. — Ман, хăвах пĕлен, ни хуçалăх, ни тăван-пĕтен... Хама пытармалăх хатĕрлесе хуни те пур... Сан вара, ачам, пурăнмалла-ха. Пурнăçу, ывăлăм, тин кăна пуçланать. Унăн сакки вара сарлака. Эсĕ мана кухньăра вула-вула панă кĕнекесенче çырнинчен чылай сарлакарах вăл. Пĕрре хăлаçланнипех ытама кĕртме çук ăна, пурнăç саккине... Ан вăтан, ан имен — вăрласа пухнăскер мар ку укçа. Чунтан паратăп... Сана эпĕ тăван кĕтеслĕ тăвасшăнччĕ. Чунра тăван кĕтес çук çынна, ачам, пурăнма лайăхах мар... Лере çитсен пĕр-пĕр лайăх хĕр тупса авланма, çемье пуçтарма тăрăш. Вара çухалмастăн. Хĕрарăмсем хыççăн ан лĕпĕстет. Пурнăç хирĕнче мишавай юпи пек хăраххăн тăрса юласси те япала мар. Чисти тамăк...
Ваçук, кунашкаллине кĕтменскер, ним тума пĕлмерĕ. Илес — çынни ахаль те ватă, ăна хăйне те пурăнма кирлĕ, илес мар — Пăлаки аппа кӳренме пултарать, вăл ăна чунтан хисеплесе парать-çке-ха. Парать çеç те мар...
— Ăçта-ха сан чăматану? — тет. — Уç-ха. Вăт кур, ак кунта хурап. Çитес çĕре çитсен тӳрех перекет кассине хыв. Кирлĕ-кирлĕ мар чухнех ан тăкак-ла... Ну, телейлĕ пурăнмалла пултăр, ачам. — Пăлаки аппа куçĕнче чĕр кĕмĕлтен те çутăрах тумламсем курăнса кайрĕç...
11
Икĕ-виçĕ сехет иртри-иртмери Ваçук çаврăнса та çитрĕ.
— Мидхата лартса ятăм, — тере вăл Пăлаки аппана. — Акă ме, — тутăрпа чĕркенĕ укçана каялла пачĕ. — Чиксе хур тĕплĕрех. Кирлĕ пулĕ пурнăçра.
— Юлташу мĕн терĕ? Кӳренмерĕ-и? — тăкăлтаттарма тытăнчĕ Пăлаки аппа савăннипе кăлăк чăххи майлах хыпаланса ӳксе. — Эсир иксĕр пĕрле кайма шутланăччĕ вĕт-ха.
— Мидхат мана хăй юлма сĕнчĕ. «Кун пек пĕчĕк хул-çурăмлă, кун пек пысăк чун-чĕреллĕ кинеми курман эпĕ, — терĕ вăл. — Сан кунта, тăван кĕтесӳнте, юлсан луччăрах пулать пуль. Эсĕ вара суйса пурăннă мана анне çук тесе. Сан аннӳ вĕт ку. Чăн-чăнни Пăх, упра эс ăна ватлăхра...» Вăт мĕнле каларĕ мана тутар тусăм.
— Ыльăм, тăванăм, тав сана! — тенкел çинче пуçне усса ларакан Ваçука пуçĕнчен пырса ыталарĕ Пăлаки аппа. — Тăван кĕтесрен пахи ним те çук çав урăх. Ак паян ир, ват ухмах, каллех пĕремĕксем чиксе хунă эп саппун кĕсйине. Эсир Мидхатпа тухса кайни çине пăхса тăмасăрах чиксе хунă. Ме, тутан пĕрне... Эпĕ ваттисен çуртне кайма та пуç-тарăннăччĕ-ха.
Ваçук тăчĕ те аллисене Пăлаки аппан хулпуççийĕ çине хучĕ:
— Хăвна тав, анне, — терĕ хыттăн. — Çĕр мăнăш тав мана тăван кĕтеслĕ тунăшăн, чунри ырă кăвара тĕлкĕштерсех тăнăшăн. Нимĕнле ваттисен çуртне те ямастăп эп сана, анне.
Унччен хăйăлти саслăн тиклетсе шакканă сехетĕн чăкăр-чакăр куккукĕ, Ваçук таврăннине курма васканăн, таçтан шалтан, хăйĕн йăвинчен, вĕçсе тухрĕ те хавассăн: «Кук-кук! Кук-кук!» — тесе саламларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...