Тус е тăшман


Аслă вăрçă вăхăтĕнчине асаилсе

 

Килте кулленех пĕччен тăра-тăра юлакан пĕчĕк Вихтĕр туять: «Çутă кăларакан, сапалакан кĕленче таçта пӳртрех пулма тивĕç. Тĕлĕнмелле кĕленче вăл, амăшĕпе Пăраски аппăшĕ «тĕкĕр» текенскер: пĕр енĕ — çулăмлă кăвар та, тепĕр енĕ — хуп-хура. Ăнланмасть Вихтĕр: ма икĕ енне те çутатмалла, икĕ енне те сăн-пите кăтартмалла туман-ши ăна? Тата амăшĕпе аппăшĕ мĕншĕн пытара-пытара хăвараççĕ-ха ăна? Вихтĕрĕн вара çав кĕленчене алла илсе, хĕвеле хирĕç тытса пӳрт ăш-чиккинче çутă куяна чуптарас та вăйă выляттарас килет. Вихтĕрĕн çеç-и?! Авă мулаххая аса илтерекен кушакăн та унта-кунта сиккелесе вылянакан çутă куянпа аташас кăмăлĕ пур пулас, вăл, «ма йăлтăртаттармастăн кĕленчӳне» тенĕн, куç сиктермесĕр Вихтĕр çине пăхса ларать сак çинче. Унччен мал енчи пĕрене çурăкĕнче тăнă тĕкĕр паян унта çук. Ĕнер амăшĕ, ĕçрен кĕтмен чух килсе кĕнĕскер, Вихтĕр урайĕнче тĕкĕрпе ним шиксĕр выляса ларнине курнăскер, ачине çапла каланăччĕ:

— Хă, шĕпĕн, унта кармашса çитмелле ӳсрĕн те пулать-и-ха? — тенĕччĕ ачине хăйпе юнашар тăратса. — Ӳсен çав, ӳсен.

Амăшĕ хыççăнах аппăшĕ те килсе кĕрет.

— Пăраски, — тет амăшĕ Вихтĕртен илнĕ пĕчĕкçеççĕ тĕкĕре çитĕнсе çитнĕ хĕрне парса, — çĕмĕрсе пăрахиччен пуçтарса хур-ха.

Вихтĕр, тăван килĕнчех ют çурта пырса лекнĕн, пӳрт ăш-чиккине чĕрĕ куçĕпе хыпаласа çӳрет. Пуçĕнче тĕрлĕ ыйту: «Ăçта пытарса хунă-ши? Ма пытармалла-ши? Мĕнле кĕленче ку? Çунать çулăм пек — çав хушăрах пĕçертмест...» Ун çине кăмăллăн кулса пăхсан, кĕленчере курăнакан ача та кăмăллăн кулать. Чĕлхе кăларса витле çеç — лешĕ те парăмра юлмасть. Калаçма пăхсан кăна тутине мăкăльтеттерет те сасси илтĕнмест.

Пуçлать Вихтĕр шырама-а... Пукан лартса кăмака çине улăхать, алли тăсăлса çитнĕ вырăнсене питĕ тимлĕн хыпаласа тухать. Ирĕксĕрех анма, пӳртри ытти вырăнсене пăлхатма тивет, анчах... Эх-ха-ха-ах, темелле мар-и кун пек чух? Тен, Вихтĕр çĕмĕрсе пăрахасран шикленсе Пăраски аппăшĕ ăна çенĕкех илсе тухса хунă? Тухать ача çенĕке. Хĕллехи уяр сивĕпе хытăркаса кайнă ăпăр-тапăр хушшинче нумай шыраймасть вăл: алли кӳтнипе, ун чухлĕ йышлă япала хушшинче пĕчĕкçеççĕ кантăка шыраса тупас çуккине ăнланнипе, тин кăна вĕçме вĕреннĕ чĕкеç йăвине пач чăмнă, каялла, ăшă пӳртелле, вĕльт кĕрсе тарать. Ăнланать, туять пĕчĕк Вихтĕр: чуна хаваслăх кӳме пултаракан çавнашкал çутă кĕленчене ни амăшĕ, ни аппăшĕ сивĕ çенĕке кăларса хурас çук-ха.

Мулаххай евĕр çăмламас кушак çумне пырса ларать ача. Кушакки хӳрине чăнк тăратса хуйха лекнĕ Вихтĕр çумне ачашшăн йăпшăнать, ăна мăр-мăр юрри юрласа лăплантарма пăхать. Шăнсах çитмен чӳречен çӳлти куçĕнчен хĕвел çути тапса кĕрет. Урайĕнчи тăваткал çутă, чӳречерен тапса кĕрекенскер, куç кĕскине аса илтерекенскер, пушшех вĕ-чĕрхентерсе ярать ача чунне. Эх, чăн та, ăçта-ши асамлă кĕленче? Чим, чим, мĕн ку? Мĕскерле çутă мулкач унта, мачча хăми çинче? Епле улăхса кайма пултарнă вăл унта çитиех?

«Ăхă, кăмака умне тĕрĕслемелле», — шут тытать ача.

Вихтĕр йăпăлти кушака айккинелле сирсе кăмакан ум енчи шăтăккине аллине чикме пăхать. Ӳссех çитеймен иккен вăл аллине унта чикмеллех. Мĕн тумалла капла? Сиксе анать те урайĕнчи пушă чугуна илсе ăна пукан çине ӳпĕнтерсе хурать. Аппаланкаласа чугун тĕпĕ çине улăхса тăрать те... Акă вăл. Тăрăст сиксе анать Вихтĕр, кушакки те лар-масть тек-тек сак çинче — чалт сикет урайне. Куç кĕскине хĕвел çути тĕлне тытсан тĕттĕмрех сак айĕнче, хăмăр пĕрене çинче, пĕчĕкçеççĕ çутă куян сиккелеме тытăнать. Эх, тытасшăн аппаланать кушак мулаххай, вăл ытла путишле сиккеленине кура Вихтĕр куçне шăлсах ахăлтатать.

— Тыт, тыт... А-ха-ха... Ăхă, тытаймастăн-и? А эп тытап. Хоп! — хăрах аллипе кĕленчене хуплать ача — куян пăч çухалать таçта, кушак ним ăнланмасăр ун-кун пăхкалать, вара ăна кӳрентерес мар тесе Вихтĕр аллине илет тĕкĕр çинчен, каллех чăлтти-чалтти сиккелеме тытăнать лешĕ.

Çапла аппаланса ларнă хушăра, пач кĕтмен чух, кĕленче алăран шап тухса ӳкет те... Ай-юй, мĕн ку? Урайĕнче шăп та лăл виçĕ катăк вырта парать. Кашниех çутатать тата, кашнин çине пăхсанах е тĕлĕннĕ ачана курать Вихтĕр, е тарăхнипе чĕлхине кăтартакана. Кушак мулаххай та тĕлĕнет пулас, Вихтĕр умне пырать, çĕрте выртакан çутă кĕленче кантăк-не малти тяппипе тĕрткелесе илет...

Ĕçрен килсен кăмака шăтăкĕнчи куç кĕски мĕншĕн, кама пула çĕмĕрĕлнине пысăккисем тӳрех ăнкарса илеççĕ. Вихтĕр амăшĕ тĕлĕнет:

— Хă, шĕпĕн, пĕр кун хушшинчех унта çитмеллех епле ӳснĕ вара эс? — тет.

Пăраски аппăшĕ кӳренсе çапла калать:

— Ме, — тет çутă кĕленче катăкĕсене Вихтĕре парса. — Кирлĕ мар мана кунашкал тĕкĕр. Вăт пăх-ха, кама куратăн эс унта?

— Пĕлмес, — сăмсине нăш туртать шăллĕ.

— Хă, пĕлмес тет тата... Сан тăшману вăл. Чăрсăрланать-чăрсăрланать те санне хăвăннех хăлхуна пăртарттарать.

— Пхэ-эй, — куланçи тăвать Вихтĕр пиччĕшĕ Петя, — ытлашши ан кулян эс, аппа. Сана хам туянса парап лайăхраххине. А эсĕ, Вихтĕр шăллăм, лайăхрах пăх вăл кантăксем çине... Кама куратăн-ха вĕсенче?

— Пĕлмес...

— Хă-хă, — кулать те пуçран шăлса пиччĕшĕ шăллĕне калать. — Сан тусусем вĕсем...

Виçĕ катăк... Вĕсемпе пĕр вăхăтра темиçе çутă куян та сиктерме пулать пӳртре. Телей-и ку? Анчах ăнланмасть Вихтĕр: пăхма пĕр пекех курăнакан ача Вихтĕршĕн епле майпа тус та, тăшман та пулма пултарать-ши? Хăш катăкĕнчен курăнаканни тус-ши, хăшĕ — тăшман? Эх, тăшманĕ хăшне пĕлес пулсанах çав катăка Вихтĕр хăма çурăкĕнчен тĕпсакайнелле чăмтарĕччĕ. Мĕн тума кирлĕ Вихтĕре çумри тăшман?

Амăшĕ те шӳтлесе, те чăнласа ачине хăратма пăхать:

— Эсĕ, ачамккă, итлеми пулсах пыратăн, — тет анчахрах хутса янă кăмакари пуленкесене турчăкапа тĕрткеленĕ май. — Эпир çук чух айăн-çийĕн çавăратăн. Каплах итлемесен... Ха, эсремет пуленки, урлă хирĕнсе ларчĕ те яхăнне те мĕн тумасть... Аннӳне каплах итлемесен, Вихтĕр ачам, аçу вăрçăран килсен веç каласа парап, — кăмакари пуленке тинех «мĕн турĕ» пулас та, амăшĕ турчăкине пăтана çакать. — Вăт теп аçуна, килте шутсăр чарусăр арçын çитĕнет, чар ăна теп. Сана чарать вăл вара... У-у, аçу килсен-и?.. Тӳрех калап: «Акă сан улмуçиçин çимĕçĕ, хăвах шантарса пурăн шăлна», — теп. Тăхта, аçу килсен-и эп сана!.. Ну, ăрсурник, халь лайăхрах тумлан.

Мĕншĕн тумланмаллине Вихтĕр пĕлет-ха, пурпĕр ыйтать:

— Ма? Мĕншĕн пит хыпаланса тумланмалла, анне?

— Мĕнле ма? Асаннӳне кăвар кӳрсе паратăн...

 

* * *

Витре тулли кăвар телей çĕклесе пыракан мăнукне асламăшĕ: «Халь, — текелетчĕ ялан, — хам патра çĕр каçăн. Эсĕ çумра чух, вут кайăкăм, кăмака хĕрсе çитеймесен те, пӳрчĕ лайăх ăшăнать. Эсĕ çумра чух, пĕрлĕхенĕм, вăрçă саманин сивĕ пăрĕ чунран тухса ӳкнĕн туйăнать. Çăпа-та калăпĕ мăнăш кăна-ха эс, пурпĕр, кăвар витрине каллĕ-маллĕ йăтса, пысăк ĕç тăватăн. Ĕçшĕн çынна мĕн авалтанпах тӳленĕ. Тӳлев вырăнне эп, ылтăнăм, юмах каласа парăп сана, юрă юрлăп, халап сукмакĕпе юрттарăп...»

Асламăшĕ çапла çурăмран лăпкаса, пуçран шăлса ырлани ачана савăнтарать, анчах та пĕррехинче, ир тăрсан, пит кулянма тивет ун. Тăла пиншакĕн кĕсйине чиксе пăхать те, куç кĕскин виçĕ катăкĕнчен пĕри çук. Ĕнер, асламăшĕ патне кăвар илсе киличчен, чиперлесех çак кĕсьене чикнĕччĕ вĕт-ха. Асламăшĕ ача пăлханса кайнине сисет те:

— Мĕн çухатрăн, шăхлич? — тет.

— Ак çакăн пек кантăксем ман темиçеччĕ, халъ ак кун чухлĕ çеç. Пĕри таçта кайса кĕнĕ.

— Кăтарт-ха, кăтарт, — асламăшĕ мăнукĕ панă куç кĕски кантăкĕсене тытса пăхать. — Ах, хитре!.. Вĕсене эс пĕр çĕрех чиксе ан çӳре, пĕтĕмпех çухатса пĕтерĕн. Ак кăна кунта хурăпăр хальлĕхе, тепри хăвна пултăр, — кăмака карчĕ çине хурать пĕр катăкне асламăшĕ. — Эсĕ лешне, çухалнине, ахăртнех, таçта акса-тăкса хăварнă пулас.

Вихтĕр «таçта акса-тăкса хăварнă пулас» тенине илтсен хăпăл-хапăл тумланать те урамалла тухса вĕçтерет. Тинех аса илет ĕнер каç пулттипе пулни-иртнине... Енер вăл тарăн кĕрте аша-аша çиле хирĕç вăй çитнĕ таран танкăшнăччĕ асламăшĕсем патнелле. Пач кĕтмен чух лаплатса ӳкет те витрери кăвар чашлатса та кĕл вĕçтерсе юр çине сапăнать. Мĕн тумалла капла? Çил вĕрнипе ялкăшаканни ялкăшать, сӳнекенни куç умĕнчех мăкăрланса сӳнет. Кăвар, амăшĕпе асламăшĕ каланă тăрăх, шăрпăк вырăнне. Шăрпăкне вара çăкăрпа кăна тупма пулать иккен усламçăсенчен. Мĕн чухлĕ çăкăрлăх кăвар пĕтет куç умĕнчех! Вихтĕр хăрах аллипе витрене тайăлтарса тытать, тепринпе, пĕçерттере-пĕçерттере, кăвара хăвăрттăн иле-иле витрене пăрахать. Юрать алă айĕнче юр нумай, чăтма çук пĕçерттернĕ вăхăтра алли хăех пашт чикĕнет кĕрт ăшнелле. Юлашкинчен, пĕр вăхăтрах кăвар хĕрӳлĕхĕпе те, юр сиввипе те кӳтсе çитнĕ аллисене алсиш тăхăнас тесе ăна сылтăм кĕсйинчен туртса кăларать. Шăп та лăп çавăн чух тухса ӳкнĕ те ĕнтĕ Вихтĕрĕн асамлă çутă кантăкĕсенчен пĕри. Шыраса тупмаллах ăна!

Тупмаллах... Тупса пăх-ха çĕрĕпе юр çунă та хӳтернĕ урамра. Унта, тин çеç аланă кункăрари çăнăх пек, тип-тикĕс те яп-яка. Хĕл Мучин çил çулăкĕ тикĕслетнĕ çапла. Вихтĕр, ним тăвайман енне, ассăн сывласа илет: «Эх, пĕлесчĕ, кама çухатрăм-ши: тусăма е тăшмана? Асанне патĕнче юлнă катăкран курăнаканни кам-ши: тус е тăшман? Хам кĕсьери тата кам?..»

Вăхăт вăл Вихтĕрĕн вăрçа тухса кайнă ашшĕ чавса лартнă хапха юпи мар: шăвать малаллах, юртать, вĕçет, вирхĕнет...

Пач кĕтмен чух кĕрсе тăрать пĕррехинче, тин çеç каç пулса тĕттĕмленсен, пӳрте çĕлĕклĕ çын. Апла-капла ыйткаланçи тусан: «Эпĕ сан аçу вĕт!» — тет те хайхи пуçлать Вихтĕре утьăкка çĕклеме те ыта-лама. Часах амăшĕ те вирхĕнсе кĕрет... Ашшĕ ытамĕнчен ирĕке тухнă ача шутлать: «Анне эпĕ чăрсăрланнине веç каласа парать ĕнтĕ халь... Вара атте мĕн тăвать-ши?..»

Салтак курма çынсем пырса тулаççĕ. Вихтĕр сасартăк çывăрса каять. Ир те пулать, амăшĕ темшĕн: «Вăт, килте шутсăр чарусăр арçын çитĕнет. Вăт, сан улмуççин çимĕçĕ, хăвах шантарса пурăн шăлна...» — темест.

«Хăçан калама шутлать-ши? — шуйханать ача. — Тен, эпĕ татах айăпа кĕрессе кĕтет?..»

Темлерен темле ашшĕ, хĕл кунне пăхмасăрах, çуна çине вырнаçтарнă çатан тулли кăвак катăк чул кӳрсе таврăнать таçтан: «Пĕрре этем ретлĕ мунча хутса кĕрер-ха, — текелет хăй. — Мунча чулĕнчен хăйăр купи çеç тăрса юлнă иккен, çĕнĕрен купалама те çитет ĕнтĕ ку? Юрĕ, карчăк, хальлĕхе, çăва тухиччен, çырлахкалăпăр. Паянах купаласа парап, а эсĕ, амăшĕ, ыран ирех хутса яр, кун çутипе кĕрсе тухмалла пултăр...»

Мунча... Пиçнĕ паланран та ытларах хĕрелсе кайнă пиччĕшĕ вашкăнса çитет унтан. Амăшĕ Вихтĕре: «Атя, халь сан черет», — тесе çавăтсах каять те хывăнтарса мунча алăкне кăштах уçса калать: «Ашшĕ, ак çакна та мĕн ту-ха...»

— Тумтирĕсене кунта пар, — тет ашшĕ. — Пăтана çакса ярам.

«Ăхă, — шухăшлать ача, — лекрĕм курăнать. Анне каласа панă пулас. Мĕн ту-ха терĕ. Мĕн тумаллине çеç каламарĕ. Манпа мĕн тумалли пирки унчченех килĕшсе татăлнă-шим?..»

Çекĕлти хуранра сăпса сĕрлет тейĕн; нăй-нăй, сăр-сăр... Сывлама çук пăчă.

— Ну, мĕнле? — ыйтать ашшĕ ачинчен.

— Уф-ф, — хуравлать лешĕ. — Ăфӳ-ӳ...

Кăшт ларкаласан ашшĕ лапка çине сивĕ шыв сапса ывăлне унта çĕклесе вырттарать. «Чулне сивĕ шыв сапса сивĕтес-ха», — çапла каласа милĕк ярса тытать те майĕпен, васкамасăр çатлаттарма тытăнать ывăлне. Кăштахран Вихтĕр тӳсеймесĕр çухăрса яраты «Ай, пĕçерет!»

— Пĕçерет? — пач кĕтмен чух чаш тутарать ашшĕ унчченех ывăлне чăпăл тума хатĕрленĕ уçă шывпа.

— Ыш-ш-ш!

— Халь сивĕ-им? Тус эппин пăчă пуличчен. Тăкăскă шăршăллă та сулмаклă милĕк çат-çат! çат-çат! тутарнă хушăра ача пуçĕнче мĕлтлетсе илет: «Ну-у, ку аннене... Ма элеклесе панă-ши? Кур халь, пĕртте хĕрхенмест...»

Хĕрхенме каларĕ-ха, ашшĕ часах ăна, вĕри çатма çинчи икерче çавăрнăн, илсе ӳпне хурать, вара каллех пуçланать чĕрĕллех хĕнесси: «Ай-яй, вĕлересшĕн-им?» Ашшĕ кайăк сăмсиллĕ авăрлă алтăрпа чаш сапса çĕнĕрен ĕçе пикенет.

Кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек кӳтсе çитнĕ ача пурпĕрех чăтать, шăлне çыртса лартнă та — çапмассерен эхлетет. Чылайран тин вĕçленет милĕкпе «хĕнесси».

Лайăх кăна çуса шыва кĕртсен, тумлантарнă чух Вихтĕр шăлаварĕн кĕсйинчен тĕкĕр катăкĕ тухса ӳкет. Ашшĕ ăна илсе шывпа чӳхет, унтан хăйне тĕсет, вара ывăлне пĕчĕк чӳрече умне илсе пырса:

— Вăт, — тет, — халь кур: епле тасалса, хитреленсе кайнă тĕкĕртен пăхакан ача. Хăмла çырли тесе калас, хăмла çырли мар, пĕрлĕхен те ăна çитеес çук.

Лăпланкаланă Вихтĕр ыйтать:

— Кам вăл?

— Хăшĕ?

— Тĕкĕрте курăнаканни.

— Эсĕ.

Ачи тĕлĕннине кура ашшĕ ыйтать:

— Ĕненместĕн-им? — тет кăмăллăн. — Ак аллупа хăлхуна тыт-ха... Ну, тĕкĕрти ача тытрĕ-и хăлхине?

— Ăхă.

— Халь ил-ха... Илчĕ-и?

— Ăхă... Тĕлĕнмелле. Пĕркун мана Пăраски аппа: «Сан тăшману вăл», — терĕ тĕкĕрте курăнакан ача пирки. Петя пичче вара: «Сан тусу вăл», — терĕ. Эсĕ вара, атте: «Эсĕ вăл», — тетĕн. Хăшне ĕненмелле капла?

— Пурне те.

— Мĕнле апла?

— Çаплах. Хăш та хăш кун ырă ĕç тăватăн — тĕкĕр умне пырсанах сан çине тус-юлташу пăхать, хăçан та хăçан пăсăк, пăрнăç ĕç тăватăн — çавăн чух тĕкĕртен шăп та лăп сан пек тăшману пăхса тăрать. Кăна эс ӳссе çитсен хăвах лайăх ăнланăн-ха. Вăт çапла, ачам...

Ашшĕ тата тем каласшăнччĕ пулас, мунча умĕнче амăшĕн сасси илтĕнсе каять:

— Эй, арçын каманти, ĕнсе каймарăр-и унта? Кĕркури, кулачă пиçсе çитмест-и-ха?

— Çитрĕ. Пит лайăх пиçрĕ. Ме, ĕненмесен хăв çыртса пăх... — Вихтĕре амăшне тыттарать ашшĕ.

 

* * *

Ни юнĕ çук вăхăтăн, ни чунĕ, ни çунат-ти çук, ни алли-ури — пурпĕр самантлăха та чарăнма пĕлмесĕр вĕçет малалла. Кам хăвалать-ши ăна? Анчахрах мунча хутса ывăлне милĕкпе «хĕненĕччĕ» Çтаппан Кĕркурийĕ, сакăр-тăхăр кун иртет-и, иртмест-и — каллех мунча...

Лапка çинче шăлне çыртса выртакан, милĕк вĕтеленипе нушаланакан Вихтĕр шутлать: «Пĕрре айăпа кĕнĕшĕн мĕн-ма темиçе те хĕнемелле-ши?» Ачине çапса ярсан чул çине шыв сапа-сапа милĕксене ашшĕ лайăхрах ярса тытать те лапка çине хăпарса ларса пуçлать хăйне çатлаттарма. Урайĕнче ĕфлетсе ларакан ача ăнланмасть: «Ха, хăйне хăй ма хĕнет ку атте? Мĕн, вăл та айăпа кĕнĕ-шим?..» Ашшĕ çапăнса урайне анса ларсан Вихтĕр хăю çитерсе майĕпен ыйтать:

— Атте, — тет, — эсĕ те айăпа кĕнĕ-им?

— Айăпа? — сивĕ шывпа питне çума хатĕрленнĕ ашшĕ алтăра сак çине лартать. — Ма апла шутлатăн, ачам?

— Эпĕ айăпа кĕнĕччĕ тахçан... Анне: «Аçу килсенех каласа паратăп, вăт вара сана вăл тăна кĕртет», — тенĕччĕ. Мана эсĕ икĕ хут та милĕкпе тăна кĕртрĕн ĕнтĕ. Халĕ вара хăвна та вĕтелерĕн. Кала, эс мĕн айăпа кĕнĕ атте?

Ашшĕ тем ăнкарса вăлтса хуравлать:

— Айăплă çав эп, — питне сивĕ шывпа çунă май калать вăл. — Асаннӳне ĕнерех çăпата хуçса пама пулнăччĕ, такки алă çитерейместĕп. Вăт çавăнпа тăна кĕртсе илтĕм-ха эп хама. Сăмаха тытайманшăн.

Ашшĕнчен Вихтĕр кăшт шикленерех парать пулин те, темшĕн-çке, самантлăха та уйрăлас килмест унран, мĕншĕн тесен унпа чух ялан мĕн те пулин кăсăкки тупăнать.

Çу вăхăчĕ. Ашшĕ пахчара хурлăхан пухать.

— Крак! — тет хурăн тăрринче ларакан ула курак. — Крак!

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: