Курак чĕппи
Анчахрах сип-симĕс ешерсе ларатчĕç йывăçсем. Çурçĕр енчен çил вĕрме тытăнчĕ, тăруках шăнтса пăрахрĕ, вара çулçă кăштăртатса тăкăнма пуçларĕ. Вун-вун икĕ кун иртрĕ-ши — çаралнă йывăç тураттисем лапка-лапка юр ӳкнине тӳсеймесĕр усăнчĕç анчĕç. Ир килсе çитрĕ хĕл, килчĕ те хăй пĕлнĕ пек хуçаланма тапратрĕ: е питрен сивĕ аллипе лăп-лăп хыпалать, е, кăмăлĕ çаврăннă пек пулсан, кăштах çемçелсе те кăтартать, е каллех выçă кашкăрла улама тытăнать...
Пĕр лăпкă ир эпĕ картишне тухрăм. Хĕвел çаврашки аякри тĕксĕм вăрман хыçĕнчен тин кăна курăнма пуçланăччĕ-ха. Пасарнă туратсем кĕмĕл тусан тăкаççĕ. Вăрмантан килнĕ кăсăя: «Чи чейи, чи чейи», — текелесе уçă хăварнă алăкран çенĕке чутах пăрлатса кĕрсе каймарĕ. «Чи чее» кăсăя каштаран сысна ашĕ çакăнса тăнине чухлать пулас. Тен, меллĕ самантпа усă курса тутанса та пăхнă. Ахальтен чи чейи тесе мухтас çук-ха вăл хăйне хăй. Çапах та темрен шикленчĕ курăнать, çăл пури çине кайса ларчĕ, сăмсипе урине тасатанçи турĕ, вара кӳршĕсем еннелле вĕçсе çухалчĕ.
Лупас айне кĕтĕм кăна, сурăхсем хирĕç тĕпĕртетсе тухрĕç. «Пар! Пар-р!» — теççĕ пурте. Мĕн памаллине кăна каламаççĕ хăйсем, Ахалех паллă — çемçе утă теççĕ ĕнтĕ.
Пĕр япала тĕлĕнтерсе пăрахрĕ мана: чăхсем кашта çинчен шуçăмлах анаканччĕ, пăхатăп та — улăм купаланă çĕре, кĕтесе, йăпшăннă пурте. Пуçесене шиклĕн кăн-кан çавăркалаççĕ те кăрклаткалаççĕ. Çав хушăра: «Кр-рак!» — тенĕ пекех илтĕнчĕ сылтăм енчен. Пуçа унталла пăртăм та курнине ĕненмесĕр çĕлĕке куç çинчен çĕклерĕм: «Мĕн амакĕ ку?» «Кр-рак!» — тепĕр хут сас пачĕ хуп-хура кайăк, чăхсем çывăхнех пырса ларнăскер. Эпĕ хăй патне упаленсе пынинчен те шикленмерĕ вăл. Кăшт айккинерех пăрăнчĕ çеç. Эпĕ алла тăссан çăварне кап карса ман пӳрнене хыпанçи турĕ. Аслăк çинчен илсе антăм та курака — ийя, курака çав! — ун-кун çавăрса пăхрăм. Сылтăм çунатти усăннă ун. Таçта çапăннă пулас.
Чăхсем тинех аслăк çинчен пĕрин хыççăн тенри пăрлатса анма тытăнчĕç.
— Хм, — мĕскĕн кайăкпа пуплерĕм эпĕ, — тăванусенчен мĕн-ма тăрса юлас терĕн вара?! Ăçта амантăн капла? Ах, сана, шеремете...
Курака эпĕ пӳрте илсе кĕтĕм, çăкăр тĕпретсе патăм. Малтанах айккинелле пăрăнса утрĕ вăл, кайран, эпĕ шалти пӳрте кĕрсен, васкасах таклаттарма тытăнчĕ: «так! так!»
Пĕрер эрне çитеркелесен вăй илчĕ пуль ку тесе картишне кăларса ятăм ăна. Вăшт ывăтрăм çӳлелле. Çăтăлтти-çатăлтти турĕ те хайхи хӳме çывăхĕнчи кĕрт ăшне пашт кĕрсе ӳкрĕ.
Мĕн тăвасси пур, тытса каллех пӳрте илсе кĕтĕм. Пурăнтăр. Шел, тен, унăн та çав териех каяс килнĕ пуль кăнтăра, пурнăçра кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухни тытса чарнă пуль.
Чăлтти-чалтти сиккелесе çӳрерĕ. Кушак çуринчен шикленетчĕ вăл малтанах, ун патĕнчен пăрăна-пăрăна каятчĕ. Каярахпа кушакне хăйне те хăратакан пулса çитрĕ: сулмак сăмсипе таклаттарать те, лешĕ вара е диван айнелле, е кăмака хыçнелле тарса çухалать...
Эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх иртрĕ, савăк çуркунне те килсе çитрĕ: çурт хĕррисенче урăм-сурăм вăрăм пăр кишĕрсем çакса çитĕнтерме тытăнчĕ вăл.
Хĕлĕпе ним сас памасăр пурăннă курак пĕринче чӳрече сакки çине сиксе хăпарчĕ, тем итлесе те тăнласа ун-кун пăхкаларĕ, унтан çине-çинех икĕ хутчен: «Кр-рак, кр-рак!» — терĕ.
Эпĕ лайăхрах тăнларăм та пӳрт тавралла лартса тухнă тирексемпе йăмрасем çинче пирвайхи кураксем сас панине илтрĕм: «Крак, крак!»
Урамра хĕвел ăшшăн куç хĕсет, шăнкăр-шăнкăр юхакан шывĕ куç кĕски пекех йăлтăртатать.
Пăчă пӳртре пит ларас килмест.
Тухса пăхрăм та пĕр харăс пилĕк курак куртăм. Йăмăх хура тĕкĕсем хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ, сăмсисем çеç кăшт хăмăртарах. Вĕсенчен пĕри ĕнер хăнана килнĕ йысна лаши тăнă вырăна вĕçре анчĕ, калле-маллĕ чинлăн уткалама, тем шырама тытăнчĕ. Крак тет те сăха-сăха илет. Лупас айĕнчен чăлтăртти-чăлтăртти сиксе тухнă путек чутах ун урлă каçса каятчĕ. Унтан сасартăк чарăнчĕ те, пурнăçĕнче курак таврашне малтанхи хут курнăскер, хӳрине пĕтĕртетгерсе: «Ме-ек», — терĕ, вара амăшĕ еннелле сиккелесе кайрĕ. Куракĕ, шутсăр тĕлĕннĕн, пуçне апла-капла пăркаларĕ те анкартинелле лапăстатса вĕçрĕ. Йывăç çинче ларнисем те унран юлмарĕç.
Пӳртре пурăнса хĕл каçни, çын аллинчен шикленми пулнăскер, вăл картишне илсе тухсанах «именсе» кайрĕ: вĕçме те вĕçеймест хăй, çапах та тыттармасть, чалт-чалт сиккелет те çунаттисемпе сулкалашанçи пулса самай аякка тарса ӳкет.
Кун иртет те çĕр иртет. Кăнтăр енчен вĕçсе килекенсен йышĕ ӳссех пырать. Кураксем хĕрсех йăва çавăрнă вăхăтра шăнкăрч шăхăрма, икĕ çунаттине хире-хирĕç çапсах хĕпĕртеме пуçларĕ.
Пӳртре пурăннă курак те çурхи хаваспа, те чăхсемпе пĕрле апат тăраниччен çисе пурăннипе — пĕлме çук — вăçме те хăтланакан пулчĕ: е хӳме çине, е мунча тăррине вĕçсе хăпарать. Пурăна киле хайхи-майхи тата çӳлерех пăхкалама, йăмра çинчи йыш енне туртăнма тытăнчĕ.
Лешсем, сăртсемпе тусем, тинĕссемпе юхан шывсем урлах мăшăрăн-мăшăрăн вĕçсе килнĕскерсем, йывăç çине вырнаçнă кивĕ çурчĕсене çĕнетеççĕ: хăшĕ турат çĕклет, хăшĕ пӳрчĕ-çурчĕ умĕнче хуралта ларать. Тепĕр чух, чăрсăр кӳрши хулă таврашне çĕклесе кайма хăтлансан, вăрçмаллипех вăрçаççĕ. Хăшĕ мĕн парса мĕн илет пуль ун пек чухне — ăна никам та пĕлсе çитереймест.
Темлерен темле эпĕ мунча çумне хĕвел питтине тухса ларнăччĕ. Кĕнеке вулама. Кил карти çатма çинчи икерчĕ майлах пăсланать. Ирех вăй илсе тухнă лĕпĕш вĕлтĕртетсе ман çăм атă кунчи çине ларса пăханçи турĕ, çунаттисене вылятса пĕр кана кансан хăй çулĕпе вĕлтĕртетсе кайрĕ. Лупас айĕнчен чăхсемпе пĕрле уткаласа çӳренĕ курак — лешĕ, килте пурăнни, — сасартăках чăлтти-чалтти сиккелесе картишне тухрĕ те лăпăс-лапăс тутарса хапха тăррине шак пырса ларчĕ. Тепĕртакран: «Эп ыттисенчен мĕнрен кая», — терĕ пулас та йăмран аялти туратти çине сиксе улăхрĕ. Кăшт тăхтасан вĕçнĕ чух вĕçсе, туратран-мĕнрен çакланкалса йăва çавăракансем патнех çитрĕ. Чĕнмен-кĕтмен хăнана кур-сан унччен хĕрсе ĕçленĕ йыш самантлăха çуйхашма пăрахрĕ. Йăвисем çумнерех куçса çума-çумăн мăшăрланса лараканнисем те пулчĕç.
Эпĕ куç тĕлне кĕнеке тытса чăр-чăр пăхса ларатăп, хĕл каçипе пӳртре пурăннă кайăк хăй йышне пырса хутшăннăшăн урăм-сурăм хĕпĕртетĕп. Лешсем нумай аптăраса лармарĕç, каллех краклатма, ĕçлеме пикенчĕç. Хăшĕсем таçталла вĕçе-вĕçе кайрĕç. Пирĕн шеремечĕ кăна пĕр вырăнта хускалмасăр сĕнксе ларчĕ. Ларсан-ларсан çунаттине сулкаласа турат çинче утьăкка турĕ те сикрĕ ӳкрĕ йăвасенчен пĕрне. Унтан çунаттисене хаваслăн сулкаласа йăва çавăракан кураксем еннелле пăхса ларма тытăнчĕ.
Пăхма тытăнчĕ те çав, часах ăна иккĕн тан пистерме, хăвалама тапратрĕç. Таçтан чăмса аннăскерсем, вĕçе-вĕçе пыраççĕ те сăхаççĕ шеремете, çунаттисемпе çапа-çапа хăвараççĕ. Курак енчен енне сăхкаласа илет, краклатать, çапкалашать...
Пĕр кана аппалансан йывăç çинчи кураксенчен пĕри йăвине пачах чăмрĕ. Ак пуçланчĕ çӳлтен çапă ӳкме. Шапăртатсах тăкăнать. Çуйхашсан-çуйхашсан сĕмсĕрккене хăй йăвинчен пистерсе кăларчĕ-кăларчех лешĕ. Пӳртре хĕл каçнă имшеркке турат çине тухса ларнă-ларман тепри ăна пĕррех пырса çатлаттарчĕ айккинчен. Вара çĕрелле çăтăл-çатăл туса анчĕ сивĕ хĕл вăхăтĕнче эпĕ çăлса хăварнă курак.
Ман патах лăпăстатса ларчĕ вăл, вара кусемпе май килмест капла тенĕн хăрах çунаттине лас сулса апат çиекен чăхсем еннелле çул тытрĕ.
Кунсем пĕрин хыççăн тепри иртрĕç.
Кил куракĕ — эпир ăна çапла чĕнеттĕмĕр ĕнтĕ — самай тĕрекленчĕ. Чиперех вĕçетчĕ вăл, анчах та йăмра çинчи йыш енне пырса çулăхмастчĕ.
Кĕркунне. Кайăксем кăнтăр еннелле вĕçеççĕ. Хĕлĕпе те çăвĕпе пирĕн патран кайма пĕлмен курак пĕринче таçта çухалчĕ. Ийя, пăч пулчĕ.
Вĕçсе кайрех-шим? Ыттисемпе тĕрĕс-тĕкел çӳреме вăй-хал çитерĕ-ши, шеремет?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...